Республикӑн ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче, ҫав шутра Шупашкар районӗнче те, «Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ» программа пурнӑҫланать. Унта пуҫламӑш тата вӑтам професси пӗлӗвӗ илнӗ ҫамрӑксене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, программа ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫма пулӑшмалла. Анчах хайхисен ҫулӗ 20-рен иртмелле мар.
Программӑна хутшӑнакансене ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем специальноҫпа ӗҫе вырнаҫма, кирлӗ опыта пухма пулӑшма шантараҫҫӗ. Ӗҫ укҫине тӳлемӗҫ-тӗр тесе те шикленмелле мар тесе ӗнентереҫҫӗ.
Программӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем уҫӑмлатма пулӑшӗҫ. Маларах асӑннӑ Шупашкар районӗнче, сӑмахран, шӑнкӑравсене 8 (83540) 2-11-77 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Хӑвӑра кӑсӑклантарнине специалистсем патне ҫитсе те тӗплӗнрех ыйтса пӗлме май пур.