Улатӑрта чиркӗве ҫаратнӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Ӑна килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланчӑк ҫын тунӑ-мӗн.
Ҫакскер храм ҫывӑхӗнче тӑтӑшах укҫа ыйтса ларнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче храм пупӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пакунлисене ылтӑн тата кӗмӗл эрешсем ҫухалнине пӗлтернӗ. Вӗсене килен-ҫӳрен илсе килнӗ пулнӑ.
Полици ӗҫченӗсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӑрӑ хӑйӗн хыҫҫӑн йӗр хӑварни тӳрех курӑннӑ. Преступник чиркӗве чӳречене пуртӑпа ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Анчах вӑл асӑрханмасӑр хӑйне кастарнӑ.
Полицейскисен йытти йӗре шӑршласа карта патне илсе ҫитернӗ. Унтах пуртӑ тупнӑ. Ҫапла йӗрке хуралҫисем 39-ти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл вӑрланӑ япаласене ломбарда пама ӗлкӗрнӗ. Палӑртмалла: арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.