Элӗк районӗнчи ҫамрӑксемпе нумаях пулмасть тӳре-шара тӗл пулнӑ.
Районти тӗп вулавӑшра «ҫавра сӗтел» евӗр йӗркеленӗ курнӑҫӑва вырӑнти пуҫлӑхсем кӑна мар, республикӑрисем те: Михаил Резников вице-премьер, Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн ертӳҫи Наталья Тимофеева, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Николай Ванеркин тата Владимир Мидуков — хутшӑннӑ.
Вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, спорт, культура, ял хуҫалӑх, предпрнимательлӗх сферисенчен пухӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пуҫлӑхсем калаҫнине ҫӑвар карса итлесе ларнипех ҫырлахман, хӑйсене пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене те хускатнӑ. Уҫҫӑн калаҫнӑшӑн вӗсене тӳре-шара ырланӑ тесе ӗнентерет Элӗк район администрацийӗн пресс-служби.
Михаил Резников вице-премьер ӗҫ вырӑнӗсенче ҫамрӑксен организацийӗсене йӗркелесен аван тесе палӑртнӑ. Ку вӑл ҫамрӑксен шухӑш-кӑмӑлне илтме пулӑшать-мӗн.