Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӳнер музейӗнче М.С. Спиридонов куравӗ ӗҫлеме пуҫларӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 12.09.2010 20:48 | 2483 хут пӑхнӑ
Куравра
Куравра

Эрнекун, авӑнӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш живопиҫӗн никӗсне хывакан Моисей Спиридоновӑн куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна ӳнерҫӗ 120 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.

Чӑваш Енӗн халӑх художникӗ, СФРСР (выр. РСФСР) тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Моисей Спиридонович Спиридонов 1890 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. Юбилее халалласа нумай пулмасть Чӑваш ӳкерӳҫисен пӗрлешӗвӗ ун тӑван ялӗнче плэнер йӗркеленӗччӗ —

Владимир Степанов, Виталий Яковлев, Алексей Иванов (Сӗрмек), Ирина Егорова ӳнерҫӗсем тӗрлӗ пейзажсем ӳкерчӗҫ: «Улица Спиридонова», «Дом Спиридонова», «Баня», «Киремет», «Ветла у речки», «Из глубины веков», «Ветреный день в Норвашах», «Колодец у дома», «Турӑ кӗнеки» тата ыттисем. Вӗсене пурне те ҫак куравра тупма пулать.

Курава уҫма Чӑваш Енӗн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин, чӑваш ӳкерӳҫисен пӗрлешӗвӗн предстедателӗ Василий Кузьмин, М.С. Спиридоновӑн музей-хваттерӗн заведующийӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Садюков, Енӗш Нӑрваш ялӗн историпе мемориал музейӗн директорӗ Владимир Петров хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех ытти ӳнерҫӗсем, журналистсем, студентсем пулчӗҫ. Вячеслав Фошин хӑйӗн сӑмахӗнче Моисей Спиридоновича чӑвашсен литература шайӗнчи классикӗпе, Константин Ивановпа танлаштарчӗ. Константин Иванов чӑваш литераутрин никӗҫлевҫи шутланать пулсан — Моисей Спиридонов чӑваш живопиҫӗн никӗсне хывнӑ.

Василий Кузьмин, Енӗш Нӑрвашра ҫуралса ӳснӗскер, художник пирки ҫапла каларӗ: «Моисей Спиридоновӑн ӗҫӗсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ, чӗрӗлӗх кӗртеҫҫӗ. Пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнӑран вӑл хӑйӗн пур ӳкерчӗке чунне парса хатӗрленӗ». Ҫавӑнпах, тен, вӗсем пире илӗртеҫҫӗ те.

Курава М.С. Спиридоновӑн музей-хваттерӗн заведующийӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Садюков йӗркеленӗ. Моисей Спиридоновӑн ӗҫӗсен экпозицине вӑл хальхинче пиллӗкмӗш хут калӑпларӗ. Унчченхи вӗҫҫӗшне ӳнерҫӗ пурӑннӑ вӑхӑтрах тунӑччӗ.

Вӑхӑт тупӑнсан — кайса курма сӗнетпӗр.

#Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ, #Шупашкар, #Тӑвай районӗ, #Енӗш Нӑрваш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем