«Элӗк районӗн литературӑпа краеведени музейӗнче» Карпеев С. А. коллекционер-энтомологӑн «Тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» куравӗ иртет.
Чӑваш Енре 600 яхӑн тӗрлӗ лӗпӗше тӗл пулма пулать. Музейре вара 2500 яхӑн тӗрлӗ тӗслӗ лӗпӗш, 2000 тӗслӗ нӑрӑ тата 1500 яхӑн урӑх тӗслӗ хурт-кӑпшанкӑна кӑтартнӑ.
Курав авӑнӑн 6-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Халӗ зала тӑтӑшах шкул ачисем класӗпех пырса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене музей ӗҫтешӗсем тарават кӗтсе илеҫҫӗ, экспонатсем пирки тӗплӗн каласа параҫҫӗ.