Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Chuvash.Org пӗрлӗх 5 ҫулта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 07.09.2010 09:28 | 1807 хут пӑхнӑ
Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ
Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ

Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Chuvash.Org пӗрлӗхе йӗркеленӗренпе 5 ҫул ҫитрӗ. Шӑп та лӑп ҫак кун 2005 ҫулта пӗрлӗхӗн пӗр пайӗ, Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ.

Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать). Унсӑр пуҫне сайт урлӑ ҫырусем ҫӳретме те май пур. Сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ: чӑвашла (чи пысӑк уйрӑм), вырӑсла, акӑлчанла, эсперантолла. Нумай пулмасть сайтӑн пуҫӗ ҫӗнелчӗ.

Ҫак 5 ҫул хушшинче сахал мар ӗҫлерӗмӗр: тӗнче тетелӗнче Википедин чӑваш уйрӑмӗ 10 пин ытла статьяпа тулчӗ, электронлӑ вулавӑш йӗркеленчӗ (унта 3 пин ҫурӑ ытла хайлав вырнаҫрӗ), сӑнсен галерейинче 15 пине яхӑн фото пухӑнчӗ, электронлӑ сӑмахсарсем вырнаҫрӗҫ, темиҫе программӑна чӑвашла куҫартӑмар, чӑвашла компьютер терминологине йӗркелес тӗлӗшпе самай тӑрӑшрӑмӑр. Тетел тулашӗнче те ӗҫсем пулчӗҫ: тӗрлӗ конференцисемпе мероприятисене хутшӑнтӑмӑр, литература ӑмӑртӑвӗсем ирттертӗмер. Пирӗн пӗрлӗх хӑш-пӗрисемшӗн тӗслӗх те пулчӗ пулӗ — ун еверлӗ портал уҫасси пирки кӳршӗ халӑхсем те калаҫа пуҫларӗҫ; чӑваш хастарӗсем чӑвашла сайтсем тума пикенчӗҫ. Ӗҫлемелли тата та пайтах: чӑваш сайчӗсен каталогне тума пуҫланӑ — ӗҫе вӗҫлемелле; чӑваш шыравҫине ҫӗнӗрен чӗртмелле; нумай-нумай кӗнеке сканерласа электронлӑ вулавӑша кӗртмелле; паллашу кӗтесне якатса ҫитермелле; литература ӑмартӑвӗсенче мала тухнӑ хайлавсене кӗнекен кӑлармалла (туса пӗтересси нумай юлмарӗ темелле) тата ытти-ытти ӗҫ. Пӑтӑрмахсемсӗр ҫак 5 ҫул иртмерӗ — Турра шӗкӗр, эпир вӗсене сирме пултартӑмӑр.

Уйрӑм ҫынсен пулӑшӑвӗ пӗрлӗх ӗҫне самай ҫӑмӑллатрӗ — вӗсене уйрӑм тав сӑмахӗ.

Пӗрлӗх 5 ҫул тултарнине анлӑрах палӑртас тесеччӗ пулин те — ятарлӑ конференци ирттерсе, статьясен пуххине пичетлесе — шел те, вӑхӑт тупӑнмарӗ. Тӗрекленсех ҫитеймен пулас. Ҫавна май 7-мӗш ҫулталӑкне те пулин палӑртӑпӑрах.

Эпир кунтах, сирӗнпех! Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑмахӗсене асра тытса ҫӗнӗ вӑхӑтра чӑвашлӑх тӗнчишӗн, пуласлӑхшӑн, ҫӗнӗ чӑваш ӑрӑвӗшӗн ҫул уҫса пырӑпӑр!

#сайтсем, #юбилейсем, #пӗрлӗх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем