Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.1 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Чӑваш халӑх сайчӗ спонсорсем шырать

Пулӑшу (Услуги) Туртӑнтарнӑ мачча тума пулӑшатӑп. Пӗр кун хушшинче!
Пулӑшу (Услуги) Корпуслӑ сетел-пукан ӑсталакана шыратӑп.
Сутатӑп М7 трасса çумĕнчи Шупашкартан 30 çухрăмра вырнаçнă автосервис пулнă çурта сутатăп (450 тăваткал метр)
Аçтахар Плотников 10.02.2016 11:51 | 456 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Чӑваш халӑх сайтне ытларах аталантарас тӗлӗшпе спонсорсене шыратпӑр. Спонсорсем куҫарнӑ кашни 200 тенкӗшӗн пӗрер магнитик парнелетпӗр. Вӗсене эсир курма ӗлкӗртӗр те ӗнтӗ (халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарса).

Укҫа мӗн утма кайӗ? Пӗрремӗшӗнчен хыпарҫӑсене тӳлеме. Ятарлӑ тытса ӗҫлекеннисем пирӗн 2-3 ҫын. Ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра вырӑсла пайри хыпарсене те тӑтӑшах пӗлтерсе тӑма пуҫласшӑн. Ҫак ӗҫ валли пире уйӑхне 10 пинрен сахалрах мар кирлӗ. Иккӗмӗшӗнчен — сервер валли. Уйӑхсерен эпир сервершӑн 5000 тӳлетпӗр. Хальхи вӑхӑтра, унӑн хӑвачӗ ҫителӗксӗррине пула, тепӗр сервер вырнаҫтарасшӑн. Уншӑн уйӑхне 700 тенкӗ кӑна тӳлемелле пулӗ тесе шутлатпӑр-ха. Виҫҫӗмӗшӗнчен: эпир хутшӑнакан тӗрлӗ конкурссем валли укҫа кайӗ (парнесемшӗн). Тӑваттӑмӑшӗнчен: кӗнекесем сканерлас ӗҫе эпир вӗҫлемен-ха. Электронлӑлатас ӗҫе эпир сахал мар турӑмӑр пулсан та (тӗслӗхрен, «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 6 кӗнекине те кӗртрӗмӗр) электронлӑ вулавӑша кӗртмелли кӗнекесен йышӗ пурах-ха.

Хальхи вӑхӑтра эпир уйӑхсерен 15 пин тенкӗ пӗтеретпӗр. Эсир пулӑшсан сайта тата та лайӑхрах аталантарма май пулӗ. Хыпарсемпе статьясем ҫырма, тӗрлӗ функционала пурнӑҫа кӗртме ҫав-ҫавах ҫынсем кирлӗ-кирлех.

Спонсорла пулӑшӑва эсир «СУМ» лавкка урлӑ тума пултаратӑр кӑвакки, симӗсси, хӑмӑрри.

Унсӑн пуҫне тӳреммӗн те куҫарма пулать. Укҫа куҫармалли счетсем:

- Webmoney: Z508940227115, R028110838271;

- Яндекс-енчӗк: 41001106956150;

- Qiwi: QIWI Ваучера np@chuvash.org адреспа ярса памалла;

- PayPal: np@chuvash.org;

- ҫавӑн пекех банк урлӑ та куҫарма пулать (реквизитсене илес тесен np@chuvash.org адреспа ҫыру ыйтса ярӑр).

Укҫана тӳрремӗн куҫарнӑ хыҫҫӑн np@chuvash.org адреспа ҫырса ярӑр: магнитик илес тесен унта адреса пӗлтерӗр (Шупашкартисене киле ҫитерсе пама пултаратпӑр). Пулӑшакансене эпир ятарлӑ страницӑра кӑтартса пырӑпӑр. Хӑйсен ячӗсене пӗлтерменнисене анонимлӑ пулӑшакансем тесе хаклӑпӑр (ята пӗлтермелли марри ҫинчен ҫырура та палӑртма пулать).

#пулӑшу, #сайтсем, #укҫа-тенкӗ

 

Orphus

Радио (20.02.2017)

00:00
 
Музыкальный экспресс (12+)
06:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
06:30
 
Республика сасси (12+)
07:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Чалт кăна (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Чалт кăна (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru