Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кавалсем фестивале пуҫтарӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.02.2016 20:12 | 1747 хут пӑхнӑ
Культура

Вӑрмар районӗнчи Кавал культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть илемлӗ пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ.

Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ ҫав мероприятие кавалсем Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланине пӗлтереҫҫӗ.

Вырӑнти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хушшинче «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекенсем, Кавалти тулли мар пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, администраци ӗҫченӗсем тата ыттисем пулнӑ.

Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ жанрпа кӑтартнӑ: хор, вокал ансамблӗ, пӗччен юрласси, ҫемье ансамблӗ, инсценировка, ташӑ, театр ӑсталӑхӗ тата ытти те.

Кавал ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ал ӑстисен куравне те ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ, пӗр-пӗрин пултарулӑхне пӑхса тӗлӗннӗ-савӑннӑ.

#ачасем, #Кавал, #культура, #Вӑрмар районӗ, #Кино ҫулталӑкӗ, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, #пултарулӑх, #шкулсем, #ача пахчисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем