Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Парламент хаҫачӗ Патшалӑх Думине илсе каясшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.02.2016 13:08 | 1139 хут пӑхнӑ
Культура

Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат.

Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар.

Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ.

Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ.

Ҫитес уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри тӗп ҫӗнтерӳҫе палӑртасшӑн. Анчах хальхинче тӗнче тетелӗнчи сасӑлавпа мар. Районсенчи сасӑлав тӑрӑх ҫӗнтернисен ӗҫӗсене хаҫат журналисчӗсем тата ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров хаклӗҫ. Ҫӗнтерекен хаҫатҫӑсем хӑйсемпе пуш уйӑхӗнче РФ Патшалӑх Думине экскурсине йыхравлӗҫ.

Интернет-конкурса хаҫатҫӑсем чӑваш парламенчӗн кӑларӑмне кӑларма тытӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.

#Патшалӑх Думи, #Патшалӑх Канашӗ, #конкурссем, #МИХсем, #сасӑлавсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем