Кӑҫалхи ҫулталӑка пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ. Культура ӗҫченӗсем кун пеккисенче яланхиллех хастар.
Чӑваш наци музейӗ ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, камерлӑ курав уҫать. Ӑна музейҫӑсем Социализмла ӗҫ Паттӑрне Василий Зайцева халаллаҫҫӗ.
Василий Васильевич Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче 1912 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ун чухне вӑл ял Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесне кӗнӗ.
Василий Зайцев пек ҫынсене ял хуҫалӑх производствин йӗркелӳҫи тесе хакланӑ. Вӑл 35 ҫул Елчӗк районӗнчи «Победа» колхоза (1942–1963 ҫулсенче) тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ хуҫалӑха (1963-1977 ҫулсенче) ертсе пынӑ. Вӑл хуҫалӑхсем ҫӗр ӗҫӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх туса илессипе те ырӑ енчен республикипех кӗрлесе тӑнӑ.
В.В. Зайцев — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Ленин орденне тӑватӑ хутчен, Октябрьти революци орденне, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденне икӗ хутчен тивӗҫнӗ.