Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Паян «Нарспи» фильм пӗрле ларса пӑхӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.01.2016 15:07 | 2229 хут пӑхнӑ
Культура

Паян, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 17:00 сехетре Наци вулавӑшӗн кинозалӗнче — вӑл 213-меш пӳлӗмре вырнаҫнӑ — «Нарспи» илемлӗ фильм пӗрле ларса пӑхӗҫ. Кинкурава Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ йӗркеленӗ.

«Нарспи» илемлӗ фильма Михаил Луков юрӑҫ тата композитор 2013-мӗш ҫулта режиссер пулса ӳкернӗ. Рольсенче: Арина Андреева (Нарспи), Давид Александров (Сетнер), Илья Ананьев (Михетер), Галина Чернова (Михетер карчӑкӗ), Петр Григорьев (Тӑхтаман), Мария Григорьева (Сетнер амӑшӗ) тата ыттисем. Фильмра Чӑваш Республикинчи паллӑ фольклор ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ: «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем» фольклор ушкӑнӗ, Патӑрьел районӗн Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи «Шуҫӑм» халӑх фольклор ушкӑнӗ. Фильма Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ӳкернӗ. Унӑн тӑршшӗ 110 минут.

Аса илтеретпӗр, кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пырать.

#Кино ҫулталӑкӗ, #Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ, #культура, #фильмсем, #Комсомольски районӗ, #Анат Тимӗрчкасси, #Аслӑ Арапуҫ, #Патӑрьел районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/47.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем