Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Паллашӑр — «Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.08.2010 13:55 | 2020 хут пӑхнӑ
Галина Ильина ӑсчах Слакпуҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхне О. А. Беляева кӗнеке парнелет
Галина Ильина ӑсчах Слакпуҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхне О. А. Беляева кӗнеке парнелет

Нумай пулмасть И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ тепӗр кӗнеке ҫутта кӑларнӑ. Ӑна А. Алексеева‚ Г. Ильина‚ Е. Сидорова‚ Г. Тимофеева‚ К. ИвановЯ. Ухсай‚ П. Петров-Туринке‚ Ф. Вуколов-Эрлик‚ П. Федоров-Минюк‚ учительсемпе студентсен материалӗсем тӑрӑх калӑпланӑ.

«Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» кӗнеке мӗнпе тӗлӗнтерет? Жанрсен пуянлӑхӗпе тата кашни жанрпа нумай тӗслӗх пухма пултарнипе. Урӑхла каласан‚ ҫӗр ҫул хушшинче пӗр пысӑках мар чӑваш ялӗнчех тӗпчевҫӗсем фольклорпа энциклопеди материалӗсене нумай пухма пултарнӑ. Эпӗ ӑна алла тытрӑм та — вуласа пӗтериччен чарӑнаймарӑм. Вӑйӑ‚ салтак‚ ӗҫкӗ-ҫикӗ‚ ҫамрӑксен юррисем‚ халӑх прози (халапсемпе легендӑсем)‚ юптарусем‚ йӑла-йӗрке поэзийӗ…

Халӑх пурнӑҫӗнче юрӑ-ташӑ‚ вӑйӑ‚ калаҫу чӗлхи‚ йӑла-йӗрке ӗмӗр-ӗмӗр шутсӑр пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Кашни йӑла‚ уяв — хӑйне евӗр театр‚ илемлӗ фильм валли хатӗрленӗ сценари‚ ытарайми спектакль. Акӑ‚ куҫ умӗнче туйпа ҫыхӑннӑ йӑласем ҫинчен ҫырнӑ йӗркесем‚ юрӑсем… XXI-мӗш ӗмӗрти ҫамрӑксем ҫакнашкал илеме хутшӑнма мар‚ тӗлӗкре те курас ҫук! Чӑваш туйӗ хуть хӑш халӑх ҫыннине та тыткӑнлама‚ ҫавӑрса илме пултарать. Кӗнекене кӗртнӗ хӑш-пӗр сыпӑксемпе паллаштаратӑп: хӗр туйӗ‚ арҫын туйӗ‚ туй такмакӗсем‚ хуҫа сӗтелӗ хушшинчи‚ хӗре илсе кайнӑ чухнехи‚ туй ташшин пуҫламӑшӗ‚ арҫын туйӗн такмакӗсем‚ туй арӑмӗсемпе туй хӗрӗсен юррисем‚ хӗр йӗрри‚ пуҫ сырнӑ хыҫҫӑнхи‚ шӑллӗпе йӑмӑкне калани‚ хунямӑшне калани тата ытти те. Слакпуҫӗнче ҫак тӑван чӗлхе сӗткенӗпе ӳснӗ‚ йӑла-йӗркесене хӑйсем те хутшӑннӑ Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗ чаплӑ сӑвӑҫсем пулмах ҫуралнӑ тейӗн. Паянхи вырӑсланакан ялта вӗсем чӑваш литературин классикӗсем пулса ӳсеймӗччӗҫ.

Асӑннӑ фольклор пуххинче ҫын вилнипе‚ ӑна пытарнипе‚ асӑннипе ҫыхӑннӑ йӑласем‚ сӑмахсем тата юрӑсем пур. Ҫакӑнта чӑвашсем Христос тӗнне йышӑнса культурӑна‚ йӑла-йӗркесене епле чухӑнлатнине тепӗр хут туйса илетӗн. Паянхи чӑвашсем пӗр йӑлана та тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлмеҫҫӗ‚ тытса пыни те нумай чухне пароди шайӗнче ҫеҫ (эпӗ кунта ӗҫ укҫи илсе чиркӳсемпе мечетсенче тӑрӑшакансене шута илместӗп‚ паллах). Апла пулин те ӗлӗкхи тӗнӗн витӗмӗ Урал тӑрӑхӗнчи чӑвашсенче пӗтмен‚ вӑл кашни пулӑмра сисӗнсе тӑрать.

Чӑваш тӗнӗ пирки сӑмах ҫӗкленӗ чухне ҫакна асӑрхаттармалла. Вӑл — 77 турӑллӑ чӗлхе тӗнӗ (язычество) мар. Шупашкарӑн хӑш-пӗр хастарӗсем Силпие килмессерен ҫармӑссем евӗр «вӑрманпа шыв туррисене» пуҫ ҫапма тытӑнаҫҫӗ. Ҫак пӑтрашӑну 16-мӗш ӗмӗртенех тӑсӑлать. Малтан христиан пачӑшкисем «аташнӑ» (вӗсен тупӑш паракан прихутсен шутне мӗнле те пулин ӳстермелле пулнӑ)‚ кайран ҫак ӗҫе мӑсӑльмана тухакансене чарас тӗллевпе чӑвашсемех пурнӑҫлама ӑнтӑлнӑ. Совет саманинче те ку ӗҫ пӗр самант та чарӑнман — идеологи цензурине пӑхӑннӑ ӑсчахсем канӑҫа пӗлмесӗр «тӑрӑшнӑ». Вӗсем тӑван халӑхӑн историйӗпе культури тата тӗнӗ ҫине мӗн чуль хулӑн тикӗт сӗрнӗ‚ ҫавӑн чухлӗ ырлӑх курнӑ. Паян вара хӑш-пӗр Шупашкар хастарӗсем ҫав ӗлӗкхи «тикӗте» чӑн вырӑнне хурса хӑйсем сисмесӗрех ҫармӑса ҫаврӑнаҫҫӗ. Ҫак пӑтӑрмаха тӗрлӗ тӗнсене танлаштарса тӗпчени ҫеҫ пӗтерме пултарать. Кунта каллех фольклор пуххисӗр май ҫук.

Слакпуҫ ялӗн сӑмахлӑхне пухакансене те‚ сыхлакансене те‚ кӗнекене кӑларакансене те чун-чӗререн тав тӑвас килет. Нижневартовск хулинче ӗҫлекен чӑваш фольклор ушкӑнӗ чӑваш халӑх юррисене тупса яма ыйтса темиҫе хут та шӑнкӑравланӑччӗ — ним хуравлама аптраса тӑраттӑм. Халӗ ку проблема мар. Кӗнекене ил те вӗрен! Унти халапсемпе юрӑсене ачасем валли ӳкерчӗксемпе илемлетсе уйрӑм пӗчӗк кӗнекесем туса кӑларсан та аван пулмалла.

Шел пулин те‚ чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине ҫутатма пултаракан кӗнекесем сыхланса юлман е ют ҫӗршывсенче упраннисене кирлӗ пек алла илеймӗн. Тен‚ авалхи ҫырулӑха ҫухатнипе вулама та пултараймӑттӑмӑр. Анчах пӗлӳ ҫӑлкуҫӗсем типсе пӗтнӗ теме те сӑлтав ҫук. Чӑвашӑн авалхи кун-ҫулне тӗпчеме тӑван чӗлхе (вырӑс профессорӗ Н.И. Ашмарин кӑна 17 томлӑх сӑмах пухма пултарнӑ)‚ халӑх йӑли-йӗрки‚ фольклор‚ юрри-ташши‚ Г.Н. Волков пухса йӗркеленӗ халӑх педагогики‚ халӑх тумӗ‚ авалхи тӗн тата тӗрӗ пулӑшать. Ӑстасемпе ӑсчахсем чӑваш тӗррине кӗнеке пек вулаҫҫӗ.

Шупашкарти гуманитари наукисен институтӗнче ӑсчахсен аллисем ҫитмен‚ тӗпчемен‚ пичетлемен фольклор пуххисем тем чухлӗ выртаҫҫӗ. «Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» — ҫав иксӗлми пуянлӑхӑн пӗр чӗптӗмӗ ҫеҫ. Пухмалли халап-юмах паян та ялсенче шутсӑр нумай. Ку пархатарлӑ ӗҫе вӗрентӳҫӗсемпе вӗрентекенсен темиҫе ӑрӑвӗ те вӗҫлеес ҫук. Вырӑнти интеллигенцин ырӑ пуҫарӑвӗсем савӑнтараҫҫӗ. Юлашки 15-20 ҫулта пирӗн ӑсчахсем Шупашкарта тата Пушкӑртстанра фольклор пуххисене чылай ҫутта кӑларчӗҫ. Ҫав шутра — Н.К. Ефимован‚ А.П. Михайловӑн‚ В.Г. Цветковӑн‚ Н.Е. Кобцеван кӗнекисем. Фольклор пуххисене алла илсен‚ чӑваш халӑхӗн 100 пин юрӑ‚ 100 пин сӑмах пулни пирки пӗрре те иккӗленместӗн. Ман шутпа‚ чӑваш халӑхӗн ятарлӑ фольклористика институтне уҫма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ.

 

И. ТАРАСОВ

#Пушкӑртстан, #Слакпуҫ ял тӑрӑхӗ, #Слакпуҫ, #кӗнекесем, #Константин Иванов, #Чӑваш патшалӑх университечӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=1349
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем