Шупашкартан Владивостока велосипедпа ҫула тухнӑ Никита Васильев пирки илтнех ӗнтӗ эсир. Ҫак кунсенче вара унпа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — Никитӑна Казахстанран Узбекистана каҫнӑ чухне тытса чарнӑ. Чӑваш каччине Казахстанра вӑхӑт ирттернӗ май 10 кун хушшинче регистрациленме вӑхӑт тупманнишӗн айӑпланӑ.
Паян вара суд пулнӑ — каччӑна 31815 тенке (вӑл пирӗн тенкӗ ҫине куҫарсан 6700 тенкӗ патнелле пулать) штраф тӳлемелле тунӑ.
Никита Васильев ҫула пысӑк укҫапа тухман, ҫавна май унӑн штраф тӳлемелӗх ҫук. Ӗнер чикӗре тытса чарнӑ чухне ӑна пулӑшакансем те пулнӑ — Шымкентрисем хӑна ҫуртне вырнаҫтарнӑ.
Аса илтеретпӗр, Шупашкартан тухнӑранпа Никита 3 пин ҫухрӑм ытла парӑнтарма ӗлкӗрнӗ. Кашни ял-хулара вӑл кӗтнӗ хӑна. Казахсен килӗсенче те сахал мар пулса курчӗ. Ҫула май Байконура та экскурсине кайса килчӗ. Хӗле чӑваш каччи Вӑтам Азире ирттересшӗн. Ҫакӑн ҫинчен вӑл пӗтӗмпех халӑх тетелӗсенчи хӑйӗн страницисенче каласа парать.