Пӗлтӗр Хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне — вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче пулмаллаччӗ — ирттерес вырӑна улӑштарасси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Сӑлтавӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн тухнӑ допинг скандалӗпе ҫыхӑннӑччӗ. 2015 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене тӗнче чемпионачӗсене хутшӑнма чарнисӗр пуҫне пирӗн патшалӑхри икӗ чемпионата та ирттерме чарчӗҫ: маларах палӑртнӑ Шупашкарти мероприятие тата Хусанти ҫамрӑксен ҫӑмӑл атлетикӑн тӗнче чемпионатне.
Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн (IAAF) пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх хӑвӑрт утакансен тӗнче чемпионатне ирттермелли вырӑна Рима куҫарма шут тунӑ. Ку сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ. Чемпионачӗ вара маларах палӑртнӑ пекех ҫу уйӑхӗн 7–8-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫавӑн пекех Хусан ҫухатнӑ ҫамрӑксен чемпионачӗ валли те тепӗр вырӑн тупнӑ — вӑл Польшӑра вырнаҫнӑ Пӑткоҫ (Быдгощ) хулинче иртӗ.
Каласа хӑварас пулать, Шупашкар вырӑнне урӑххине суйланӑ чухне тепӗр темиҫе хулана та тӑратнӑ пулнӑ — Гуаякиль (Эквадор), Кейӳ (Украина), Монтерей (Мексика). Римшӑн 9 сасӑ пулнӑ, ытти хуласемшӗн — тӑватшар.