Ӗнер каҫхине, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Герман Желтухин паллӑ чӑваш журналисчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Герман Николаевич — «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Хресчен сасси» хаҫатсен, «Тӑван Атӑл» журналӑн хастар авторӗ, Раҫҫей Журналистсен, Раҫҫей Писательсен пӗрлӗхӗсен пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл — Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн Ҫемен Элкер, Леонид Ильин ячӗллӗ премисен лауреачӗ.
Чӑваш Республикин паллӑ журналисчӗ нумай ҫул йывӑр чирленӗ. Герман Николаевич Желтухинпа ыран сывпуллашӗҫ. Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫурта 10 сехет тӗлне ҫитмелле. Сывпуллашу 11 сехетчен пулӗ.
Герман Николаевич 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ.