Республикӑн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ҫитес ҫул валли ҫул укҫине хӑпартассине пӑхса тухмассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл пассажирсене турттарассин тарифӗсене пӑхса тухма заявлени пулманнипе сӑлтавланӑ. Ырӑ хыпара REGNUM информаци агентстви пӗлтерет.
Общество транспортӗнчи хаксене унччен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑччӗ. Троллейбусри хак ун чух 1 тенкӗ хӑпарса 15 тенке ҫитрӗ, Шупашкарти «маршруткӑсенче» 16 тенкӗрен тӳрех 20 тенке ҫитерчӗҫ. Шупашкар тӑрӑх автобуспа ҫӳреме 16 тенкӗ тӳлемелле.
Ҫул укҫине хӑпартнине пире, пассажирсене, турттарма тӑкаклипе сӑлтавларӗҫ. Кун пирки ЧР конкурентлӑ политика тата тариф службине Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем, «Чӑвашавтотранспорт» предприяти тата уйрӑм виҫӗ перевозчик пӗлтернӗ. Тарифсене ҫирӗплетекен ведомство шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, чӑн та, тӑкаклах пулса тухма пултарнӑ. Хака ӳстермесен Шупашкарти троллейбус предприятийӗ кӑҫал 124 миллион тенкӗ тӑкак курма пултаратчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти — 20 миллион тенкӗ, «Чӑвашавтотранс» — 185 миллион тенкӗ.