Мускаври чӑвашсем хастарлӑхпа вӗҫӗмех палӑраҫҫӗ. Хальхинче унти маттурсем литература каҫӗ ирттерме шут тытнӑ. Вӑл паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, иртӗ. Ӑна чӑваш ҫыравҫисене халалланине пӗлтернӗ «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи «Мускаври чӑвашсем» ушкӑнра.
Мероприяти кӗҫех пуҫланмалла. Ӑна 11 сехетре уҫмалла. Литература каҫне Мускаври Нацисен ҫуртӗнче пухӑнаҫҫӗ. Нацисен ҫурчӗ, сӑмах май, ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Ҫӗнӗ Басман урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Уявӑн ятарлӑ хӑнисем Елена Соловьева юрӑҫ тата Мускаври чӑвашсен «Атӑл» хорӗ пуласса хыпарлаҫҫӗ.
Литература каҫне каяс текенсен «Красные ворота» метрора тухмалла. Унта кӑмӑл пур ҫынна кирек кама та кӗртессине пӗлтереҫҫӗ.