Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афиша: «Искусство ҫыннисем» телекӑларӑма пӗтӗмлетсе сӑвӑҫсене пухӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 18.12.2015 13:41 | 37585 хут пӑхнӑ
Афиша

ЮТВ телеканалта Анатолийпе Надежда Никитинсемпе ӳкернӗ «Искусство ҫыннисем» передача кӑҫал ултӑ хут тухнӑ. Унта Анатолий Никитин композитор кӗвӗленӗ юрӑ сӑввисен авторӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Юхма Мишши, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Галина Кӗмӗл, Раиса Сарпи, Альбина Юрату пулнӑ.

Телекӑларӑм ярӑмне пӗтӗмлетсе тата Константин Иванов ҫулталӑкӗпе Литература ҫулталӑкӗ вӗҫленнӗ ятпа Анатолийпе Надежда Никитинсем раштавӑн 23-мӗшӗнче ятарлӑ литература каҫне йӗркелӗҫ. Унта передачӑсене хутшӑннӑ сӑвӑҫсене йыхравлӗҫ, вӗсен сӑввисемпе хывнӑ юрӑсемпе паллаштарӗҫ. Сӑвӑ авторӗсем хушшинче унсӑр пуҫне телекӑларӑмсене хутшӑнма тӳр килейменнисем те — Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова — тата ыттисем те пулӗҫ. Концертра вӗсен сӑввисем ҫине хывнӑ юрӑсемпе Анатолийпе Надежда Никитинӑсем тата «Янташ» ушкӑн паллаштарӗ. Шоу-концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залӗнче 18:30-ра пуҫланӗ.

Унсӑр пуҫне, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Анатолийпе Надежда Никитинсем тепӗр концерт — Ҫӗнӗ ҫула халалланине — хатӗрлӗҫ. Вӑл «Салют» культура керменӗнче иртӗ, 18:30-ра пуҫланӗ. Хӑйен пултарулӑхӗпе «Янташ» ушкӑн та савӑнтарӗ.

#Чӑваш филармонийӗ, #концертсем, #Литература ҫулталӑкӗ, #телекӑларӑмсем, #Салют, #культура, #ЮТВ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем