Нумаях пулмасть Раҫҫейре географи диктанчӗ иртрӗ. Ку акцие Чӑваш Ен те хутшӑннӑ.
Диктанта мӗнле шайра ҫырнӑ-ха? Пирӗн республикӑри икӗ ҫын ӑна 100 баллӑх пурнӑҫланӑ. Пӗрре те йӑнӑшман вӗсем. Раҫҫейӗпе илсен, 100 баллӑх ҫырнисем 35-ӗн кӑна. Диктанта вара 27,5 пин ҫын ҫырнӑ.
Халӗ Шупашкарта диктанта йӑнӑшмасӑр ҫырнисене шыраҫҫӗ. Анкетӑсенче ят-шыва палӑртмасан та юранӑ, ҫавӑнпа камсем пулнине пӗлме ҫук. Раҫҫей географи обществин шухӑшӗпе, вӗсем — вӗрентекенсем. Вӗсене 45-26-53 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Икӗ бал сахалтарах ҫырнисене те парнепе хавхалантарасшӑн. Республикӑри тӑватӑ ҫын диктантра 98 бал пухнӑ. Вӗсен йышӗнчен виҫҫӗшӗ — шкул ачисем. 99 бал пухакан пулман.
Аса илтерер: Чӑваш Енре диктанта 780 ҫын ҫырнӑ. Вӗсенчен ҫурри — шкул ачисем. Раҫҫейӗпе илес тӗк, диктанта вӑтамран 35 баллӑх ҫырнӑ. Пирӗн республикӑри кӑтарту — 56 бал. Пӗр сӑмахпа, Раҫҫейре географи предметне «виҫҫӗлӗх» пӗлеҫҫӗ.