Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Куҫма Турхан ячӗпе — асӑну хӑми

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
galina.belkova 16.12.2015 22:13 | 1784 хут пӑхнӑ
Культура Асӑну хӑми
Асӑну хӑми

Кӑҫал паллӑ чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫӑ, К.Иванов ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа шӑп та 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑкра — ҫыравҫӑн тӑван ялӗнче — паян асӑну хӑми уҫӑлчӗ.

Ҫак паллӑ пулӑма Хырхӗрри шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенсем, ял ҫыннисем, район администрацинчен тата Шупашкартан килсе ҫитнӗ сумлӑ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Вӗренекенсем чӑвашла тата чӑвашлӑх ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем вуларӗҫ. Тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Юлия Коноваловапа Анастасия Пушкина ҫыравҫӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӑн сыпӑкӗсене пӑхмасӑр шыв пек юхтарса каласа пачӗҫ. Чӑн та, тӗлӗнмелле илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ хӑйӗн паллӑ хайлавне ентешӗмӗр, итлеме питех те кӑмӑллӑ пулчӗ шкул ачисене.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Петр Краснов, Комсомольски районӗн администраци пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Воробьев, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, «Хыпар» издательствӑн аслӑ редакторӗ Геннадий Максимов, «Слава картофелю» (чӑв. Ҫӗрулмие мухтав) агрофирма ертӱҫи Александр Капитонов сӑмах тухса каларӗҫ.

Кунта паллах, каласа хӑвармалла: асӑну хӑмине уҫас пирки сӑмах хускатаканӗ те В.Туркай пулнӑ. Малалли ӗҫе вара район администрацийӗ пӗтӗмпех хӑйӗн ҫине илнӗ. Кӗске вӑхӑт хушшинче паха шухӑша пурнӑҫа кӗртнӗ. Ял ҫыннисем чылайӑн пухӑннӑ май вӗсен хушшинче сӑмах калама кӑмӑл тӑвакансем пулчӗҫ. Вениамин Васильевич Белков, Куҫма Турхана ҫывӑх пӗлекенскер, паллӑ ентеш пурнӑҫра еплерех сӑпайлӑ ҫын пулнине, унӑн кӑмӑл-туйӑмӗсене, ҫыравҫӑпа тӗл пулнисене аса илчӗ. Пархатарлӑ ӗҫе ҫутҫанталӑк та тӱперен хитре хӗвел пайӑркисемпе ҫутатса пӑхса килентерчӗ пухӑннисене.

#Хырхӗрри, #Вӑрманхӗрри Чурачӑк, #Комсомольски районӗ, #шкулсем, #асӑну хӑмисем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем