Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Вырӑс шкулӗсенче чӑвашла вӗрентекенсем стажировкӑра пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 15.12.2015 17:17 | 1976 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Нумаях пулмасть Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулта «Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн вырӑсла тӗп пӗлӳ паракан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентесси» ятпа стажировка иртнӗ.

Стажировкӑна республикӑн вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленӗ.

Пӗлӗве ӳстерме 108 сехетлӗ программӑпа дистанци курсне куҫамлӑ вӗҫлекенсем пухӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенчи тата Пӑрачкав, Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Куславкка, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем инҫе ҫула хаваспах тухни пирки Вӗренӳ инстиутчӗ пӗлтерет.

Пӗлӗве ӳстермелли курсра вӗренекенсем валли А.А. Ядрицова «Н.И. Ашмарин — чӑваш чӗлхине тӗпчекен», А.А. Такина «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче усӑ куракан хальхи технологисем», Г.М. Назарова «Анатолий Гин методикипе хатӗрленӗ урок конструкцийӗ», Г.Д. Карсакова «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче юрӑпа усӑ курни» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ.

Сӑнсем (7)

#Муркаш районӗ, #Куславкка районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #чӑваш чӗлхи, #вӗренӳ, #Йӗпреҫ, #вӗренӳ институчӗ, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Улатӑр, #Пӑрачкав районӗ, #Улатӑр районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Шупашкар районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Тӑвай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем