Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра та, республикӑра тем тӗрлӗ Уполномоченнӑй та пур. Вӗсенчен пӗри этем прависене хӳтӗлекенни шутланать, тепри — ачасене, виҫҫӗмӗшӗ — усламҫӑсене.
Этем правин кунӗ (вӑл куна раштавӑн 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) умӗн Мускав облаҫӗнчи Аносинӑра РФ Президент Администрацийӗ регионсенчи Уполномоченнӑйсемпе виҫӗ кунлӑх семинар-канашлу ирттерни пирки Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Ҫавӑн чухне РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Уполномоченнӑйсен координаци канашлӑвӗсенче тата ларусенче ларса вӑхӑта ирттермелле маррине палӑртнӑ.
«Сирӗн пата иртен пуҫласа каҫчен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Эсир ҫав вӑхӑтра общество ӗҫӗпе аппаланатӑр», — палӑртнӑ шухӑшне Вячеслав Володин. Унсӑр пуҫне вӑл уполномоченнӑйсен суйлавҫӑсен интересӗсене хӳтӗлессипе те ӗҫлеме тытӑнмаллине палӑртнӑ.