Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Ирӗклӗх» чӗлхе саккуне пӑсакансене явап тыттарма ыйтать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.12.2015 19:23 | 1633 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин Патшалӑх канашне тата ҫавӑн пекех юстици министерствипе Чӑваш Республикин прокуратурине ҫӗнӗ сӗнӳпе тухнӑ. Пирӗн пата лекнӗ ҫыру копийӗпе килӗшӳллӗн вӗсем Чӑваш Республикинчи чӗлхесем пирки калакан саккуна пӑсакансене явап тыттармалли майсем кӗртме ыйтаҫҫӗ.

Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» хастарӗсем юлашки вӑхӑтра Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккуна вӗҫӗмсӗр пӑснине сахал мар тупса палӑртни пирки асӑннӑ, уйрӑмах 3-мӗш статьян 2-мӗшпе 6-мӗш пункчӗсене, 11-мӗш статьян 5-мӗш пунктне, 16-мӗш тата 22-мӗш статьяна, ҫавӑн пекех 20-мӗш статьян 1-мӗшпе 3-мӗш пункчӗсене пӑсаҫҫӗ иккен. Тупса палӑртнӑ кашни кӑлтӑк пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ патне те Чӑваш Республикин Прокуратурине те сахал мар систернине пӗлтереҫҫӗ. Чӗлхе саккуне пӑснин сӑлтавӗсенчен пӗри — ӑна пӑснишӗн саккунсенче яваплӑха палӑртманнинче тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май «Ирӗклӗх» хастарӗсем Патшалӑх канашне ятарлӑ саккун проектне хатӗрлеме ыйтаҫҫӗ, юстици министерствине ҫак ӗҫе хутшӑнма сӗнеҫҫӗ, прокуратурӑна — чӗлхе саккуне пурнӑҫласси мӗнле шайра пулнине тишкерме тата тивӗҫлӗ яваплӑх тыттарма ыйтаҫҫӗ.

Сӑмах май, Раҫҫей Федерацийӗн чылай субъекчӗсенче чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пӑснишӗн явап тыттармалли майсем пур. Ыттисенчен ку тӗлӗшпе Пушкӑртстан уйрӑлса тӑрать — чӗлхесен саккуне пӑссан пӗр пинрен пуҫласа 15 пин таран штрафланма пулать. Саха (Якути) республикинче — 1 пинрен пуҫласа тӑватӑ пинччен явап тыттарма пултарҫҫӗ. Тутарстанра та, вӗсем пӗчӗк пулин те, штрафсем пур. Унсӑр пуҫне, «Ирӗклӗх» пӗрлӗх хыпарланӑ тӑрӑх, чӗлхе саккунне пӑсакансене нумай пулмасть Раҫҫей Федерацине кӗнӗ Крым республикинче те явап тыттараҫҫӗ. Вӗсен тарифӗсем те Тутарстанри пекех пысӑках мар — 500 тенкӗрен пуҫласа пӗр пин тенкӗ таран.

#прокуратура, #Ирӗклӗх, #чӑваш чӗлхи, #Патшалӑх канашӗ, #тӳре-шара, #Пушкӑртстан, #Крым, #саккунсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем