Нумаях пулмасть ял ҫамрӑкӗсен канашлӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ял хуҫалӑх академийӗнче йӗркеленӗ.
Канашлӑва «Яла шанатпӑр — Чӑваш Енпе мухтанатпӑр» ят панӑ. Ялсенче ҫамрӑксем нумай теме ҫук-ха та… Ара, аслӑ шкултан вӗренсе тухакансем пысӑк хуласене талпӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.
Ҫамрӑксем районсенче юлччӑр тесен мӗн тумалла? Ку чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Чӑваш Енре 6 ҫул каялла Ял ҫамрӑкӗсен регион уйрӑмне йӗркеленӗ. Организаци аграри профессийӗсен сумне ӳстерес енӗпе ӗҫлет.
Канашлӑва та ҫак организаци пуҫарнипе йӗркеленӗ. Унта ял хуҫалӑх продукцине туса кӑларакан пысӑк предприятисене хутшӑнма чӗннӗ.
Канашлура ӑсчахсен ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Йӗпреҫ районӗнчи агроном Константин Александров ял пурнӑҫӗ ҫамрӑксемшӗн пӗчӗк шалупа ҫыхӑннине тунмасть. Анчах яланах ҫапла мар-мӗн. Акӑ ҫамрӑк агроном хӑйӗн шалӑвӗпе кӑмӑллӑ.
Паллӑ ӗнтӗ: ялти кану тытӑмне аталантарнипе ҫамрӑксене ялта тытса тӑраймӑн. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти вӑтам ӗҫ укҫи 14 пин тенкӗпе танлашать. Анчах ку ҫамрӑк специалистсене илӗртмест-мӗн. Канашлӑва хутшӑннисен шухӑшӗпе, паян чи малтанах влаҫпа ҫыхӑну йӗркелемелле, ыйтусене пӗрле татса памалла.