Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Георгий Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ ятпа пухӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.11.2015 21:22 | 2039 хут пӑхнӑ
Культура

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ тата актерӗ Георгий Васильевич Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлама филологи енӗн ӗҫтешӗсем, Чӑваш патшалӑх университечӗн тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗсемпе студенчӗсем, журналистсем пухӑнчӗҫ.

Ирина Кириллова Г.Тал-Мӑрсан пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен аса илтерчӗ, В.Г. Родионов Георгий Васильевичӑн чӑваш литература историйӗнчи вырӑнӗ пирки калаҫрӗ, В.В. Никифорова ҫыравҫӑн драматургири пултарулӑхне тишкерчӗ, Ирина Софронова Г.Тал-Мӑрса поэзийӗнчи тухӑҫ лирикин традицийӗсене шырарӗ, Е.Р. Якимова ӑна чӑваш историллӗ трагедине пуҫарса яраканӗ пек хакларӗ.

Георгий Тал-Марса Тутарстана кӗрекен Ҫӗпрел районӗнчи Пасарлӑ Упи ялӗнче чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче (1909–1915), Хусанти Ҫурҫӗр Хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен этнографипе археологи институтӗнче (1917–1920) вӗреннӗ. 1918 ҫулта чӑваш театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ, актер тата режиссер пулса вӑй хунӑ, спектакльсем лартма вырӑсларан чӑвашла 40 ытла пьеса куҫарнӑ, хӑй те драмӑсем ҫырнӑ. Унӑн паллӑрах хайлавӗсем: «Силпи» (1917) тата «Вӑйлисен айӑпӗ» (1918) сӑвӑлла трагедисем, «Ухатер» камит (1919), «Кам айӑпӗ?» (1919) драма, «Ҫӗнӗ пурнӑҫ шурӑмпуҫӗ» (1919) драма-утопи т.ыт.те. 1921 ҫулта Атӑл тӑрӑхӗнче выҫлӑх ҫулӗсем пуҫлансан мӑшӑрӗпе Ҫӗпӗре тухса кайнӑ, ҫав ҫулах раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноярск тӑрӑхӗнчи Ачинск хулинче тифпа чирлесе вилнӗ.

#культура, #юбилейсем, #Пасарлӑ Упи, #Ҫӗпрел районӗ, #Тутарстан, #ЧПГӐИ, #литература, #Литература ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем