Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Эткерте» «Чӗрӗлӳ калчисем»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.11.2015 19:01 | 1657 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

«Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫ центрӗнче нумаях пулмасть «Чӗрӗлӳ калчисем» республикӑри конкурс-вӑйӑ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра нумай мероприятие Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата республикӑри К. Иванов ҫулталӑкне халаллаҫҫӗ те, «Эткер» те ятарлӑ ҫулсем пирки манман.

Конкурс тӗллевӗ пирки «эткерҫӗсем» тӑван тӑрӑх кун-ҫулӗпе тата культурипе кӑсӑкланассине ӳстересси тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫав шутра, паллах, Константин Ивановпа та.

Республика шайӗнче конкурса пухиччен ӑна районсенче йӗркеленӗ. Куҫӑн мар тура Муркаш тӑрӑхӗнчи ачасем те хастар хутшӑннӑ. Муркашри шкулта вӗренекенсем (вӗсене Надежда Багрова тата Людмила Игнатьева ертсе пынӑ) район чысне республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫнӗ.

Конкурсҫӑсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Константин Ивановӑн хайлавӗсен вӑрттӑнлӑхӗ» ятпа — ӳкерӳпе декораципе прикладной ӳнере, «Чӑваш Енӗн пуянлӑхӗ» ятпа — юмах-халапа инсценировкӑланине тата таврапӗлӳ ӑс-тӑн турӗ йӗркеленӗ.

Конкурса Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Тӑвай тата Шупашкар районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен 209 ӗҫ тӑратнӑ.

«Константин Ивановӑн хайлавӗсен вӑрттӑнлӑхӗ» номинацире 189 ӗҫ пырса ҫитнӗ. Кунта Муркашри вӑтам шкулта вӗренекен Анастасия Трофимова тата асӑннӑ шкулти «Ҫамрӑк калчасем» ушкӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Виҫӗ номинацие пӗтӗмлетсен муркашсем 4–5-мӗш вырӑна тухнӑ.

Сӑнсем (34)

#Муркаш районӗ, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Эткер, #вӗренӳ, #ачасем, #Муркаш, #ҫитӗнӳсем, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем