Чӑваш кӗнеке издательстви черетлӗ кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл — ачасем валли. Маларах проза, поэзи, драматурги антологийӗсем тухнӑ. Хальхинче вара «Чӑваш литературин антологийӗ: ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем» ятли кун ҫути курнӑ.
Кӗнекене филологи кандидачӗ Ирина Софронова литературовед пухса хатӗрленӗ. Галина Антонова вара редакциленӗ. Антологи кӗнекинче — 496 страница. Пӗтӗмпе 184 автор кӗнӗ унта.
Малтанах 1741 ҫулта ҫуралнӑ Ермей Рожанский хайлавӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем темиҫе предложенирен ҫеҫ тӑраҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе, чӑваш ача-пӑча литератури Спиридон Михайлов (Янтуш) халӑхран ҫырса илнӗ юрӑсемпе юмахсенчен тата хӑй хайланӑ «Пугачев ҫинчен», «Чее кушак» илемлӗ калавсенчен, «Телейсӗр ывӑл» очеркран, «Ятлаҫу» сценкӑран пуҫланать.
Кӗнекере авторсене ҫуралнӑ ҫулӗсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ. Унтах вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене, биографийӗсене лартнӑ. Антологие повеҫ сыпӑкӗсем, сӑвӑсем, калавсем, кӗске пьесӑсем, сӑпка юррисем, тупмалли юмахсем, шӳтсем кӗнӗ.