Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Историпе филологи факультечӗ 85 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 03.11.2015 17:59 | 1106 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче историпе филологи факультечӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа уяв иртнӗ.

Факультет ҫaк тапхӑрта чӑваш чӗлхипе литератури, истори тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентекенсен темиҫе-темиҫе ӑрӑвне хатӗрлесе ҫитернине палӑртнӑ май Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров вӗсен йышне М.Я. Сироткин, И.А. Андреев, Н.П. Петров, Г.Е. Корнилов, В.И. Сергеев Л.П. Сергеев, М.Ф. Чернов профессорсен, В.И. Котлеев, Е.Ф. Васильева, А.Е. Горшков, А.С. Канюкова, С.П. Юшков доцентсен ятне асӑнса хӑварать. Уявра, сӑмах май, вӗсене пурне те аса илнӗ.

Уява пухӑннисене Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн Н.Ф. Угасловӑн ӑшӑ саламне конгресс хастарӗ Геронтий Никифоров вуласа панӑ. Вӑл Н. Угаслов ячӗпе факультета чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ҫитӗну тунӑшӑн тата тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫpu ҫитӗнӳсемшӗн тав тунӑ, конгресӑн Хисеп хутне чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ӗҫченӗсене А.И. Мефодьева, Е.А. Андреевӑна тата Т.В. Денисовӑна парса хавхалантарнӑ.

#чӑваш чӗлхи, #вӗренӳ, #ЧППУ, #Шупашкар, #юбилейсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/497.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем