Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Республикӑн чӗлхесем пирки калакан пӗрремӗш саккуна йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.10.2015 08:15 | 1294 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш ССРӗн халӑх депутачӗсем 25 ҫул каялла Чӑваш ССРӗн Аслӑ Канашӗн иккӗмӗш сессийӗнче — вӑл 1990 ҫулхи юпан 24–27-мӗшӗсенче иртнӗ — республикӑри чӗлхесем пирки калакан саккуна пӗрремӗш хут йышӑннӑ. Депутатсен пухӑвӗ ӑна пӑхса тухса юпан 27-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Чӳкӗн 2-мӗшӗнче вара саккун чӑвашла «Коммунизм ялавӗнче», вырӑсла «Советская Чувашия» хаҫатсенче пичетленсе тухнӑ.

Хальхи «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунпа танлаштарсан вӑл чӑваш чӗлхине самай пысӑк ирӗксем панӑ. Тӗслӗхрен, унпа килӗшӳллӗн хальхи вырӑнти ял тӑрӑхӗсенче ҫыру ӗҫне чӑвашла туса пыма тивнӗ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех Чӗлхесем пирки калакан саккунӑн 1990 ҫулхи вариантӗнче чӑваш чӗлхине пропагандӑлас, ӑна аталантарас тӗлӗшпе самай пысӑк ирӗклӗх панӑ пулнӑ.

Аса илтеретпӗр, хальхи «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Николай Фёдоров Президентра ларнӑ вӑхӑтра йышӑннӑ. Унтанпа вӑл та чӑваш чӗлхине хӳтӗлес енчен ҫулран ҫул самай хавшаса пынӑ. Улшӑнусене 2008, 2011, 2014 ҫулсенче кӗртнӗ. Кӑҫал та ҫав саккуна улӑштарасшӑн, вӑл улшӑнусем кӗрхи сессинче пӗрремӗш вулав урлӑ тухнӑ та ӗнтӗ. Нумай пулмасть иртнӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗнче ҫав улшӑнусене пӑхса тухса чӑваш чӗлхин шайне чакарасран сыхласа сахал мар сӗнӳ сӗннӗ.

Республикӑн чӗлхесем пирки калакан пӗрремӗш саккуна йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнӗ май эпир вӑл саккуна хамӑр сайта вырнаҫтартӑмӑр. Эсир ӑна «Чӑваш чӗлхи» страницинче саккунсен пайӗнче тупма пултаратӑр. Сӑмах май вӑл кун, ҫак саккуна йышӑннӑ чухнех, чӑваш чӗлхинчи пӗртен-пӗр терминологипе ҫыхӑннӑ постановление вӑя кӗртнӗ: «государство» тата «Верховный Совет» сӑмахсене «патшалӑх» тата «Аслӑ Совет» теме йышӑннӑ.

#истори, #саккунсем, #юбилейсем, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем