Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Декларацие йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине чечек хурса палӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.10.2015 20:00 | 3199 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

25 ҫул каялла Чӑваш Совет Социализмла Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ. Ку 1990 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче иртнӗ Аслӑ Канаш депутачӗсен пухӑвӗнче пулса иртнӗ.

Ҫак куна паллӑ туса паян чӑваш халӑхӗн хастарӗсем темиҫе вырӑна ҫитсе чечек хучӗҫ. Чи малтан Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче пухӑнчӗҫ. Чечек хурас умӗн темиҫе ҫын сӑмах тухса каларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Николай Лукианов, Фёдор Мадуров, Тимӗр Тяпкин, Олег Цыпленков тата ыттисем пулчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра ҫак декларацие йышӑнас ӗҫре самай вӑй хунисем те тухса сӑмах каларӗҫ. Фёдор Мадуров хӑйӗнпе пӗрле хатӗрлесе илсе килнӗ халӑх пухӑвӗн резолюцине вуласа пачӗ. Пухӑннӑ халӑх вара ӑна тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыҫҫӑн йышӑнма килӗшрӗ. Вырӑнта тӳрех алӑ пусакансем те чылай пулчӗҫ.

Унтан чӑваш хастарӗсем тепӗр тӑватӑ вырӑна ҫитсе чечек хучӗҫ: Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ ҫӑвара, Ҫӗнтерӳ Паркӗнчи Ӗмӗр-ӗмӗр ҫунакан ҫулӑм патӗнче, Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче тата ҫавӑнтах вырнаҫнӑ чӑваш ялавӗн флагштокӗ патӗнче.

Чӑваш Совет Социализмла Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине анлӑрах чӳкӗн 7-мӗшӗнче палӑртасси пирки пӗлтерчӗҫ. Вӑл вӑхӑт тӗлне чӑваш хастарӗсем ҫак пулӑмпа ҫыхӑннӑ хутсен пуххине брошюра пек пичетлесе кӑларма шантараҫҫӗ. Сӑмах май, пирӗн сайтра эсир Декларацин проекчӗсемпе тата йышӑннӑ вырӑсла варианчӗпе (чӑвашлине каярах кӗртӗпӗр) паллашма пултаратӑр. Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче конференци евӗр мероприяти Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртмелле.

Сӑнсем (44)

#палӑксем, #чечек хуни, #истори, #деклараци, #чӑвашлӑх, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем