«Пиҫет пилеш...» ҫак ятпа йыхравлать хӑйӗн юбилей каҫне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева. «Пиҫет пилеш, пиҫет палан, кӗр хӗрелет хӗрле. Пӗрлешнӗ кайӑксем паян вӗҫрӗҫ ҫӳлелле», — ҫак йӗркесем пурччӗ Полина Чамжаева юрлакан юрӑра. Вӑл хӑш спектакльтен пулнине те астумастӑп халӗ. Эп кӑна мар, аслӑраххисем те маннӑ-тӑр, анчах ӑна шӑрантаракан сасӑ та, юррин ҫеммипе темиҫе йӗрки те асрах.
Кӑҫал Полина Чамжаева 50 ҫул тултарчӗ. Сцена ҫинче вӑл 30 ҫул ытла куракана савӑнтарать. Пукане пек кӗлеткеллӗ, пӑрчӑкан пек вӑр-вар теме пулать Полина Чамжаева пек ҫынсем пирки. Бенефисра чӑваш халӑх артисткин юратни юррисем, вӑл ӗҫлекен Ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсенчи сыпӑксем пулӗҫ. Уяв Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, пуҫланӗ.