Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществин Горький чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗпе Анатолий Лесунпа тата асӑннӑ организацинче тӑрӑшакан ытти специалистпа тӗл пулнӑ. Калаҫӑва республикӑн правительствин пайташӗсем те хутшӑннӑ. Ҫав шутра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Михаил Резников, финанс министрӗ Светлана Енилина, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов пулнӑ.
Анатолий Лесун Чӑваш Ен ертӳҫисемпе Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ туслӑ килӗштерсе ӗҫленине палӑртнӑ. «Эпир сирӗнпе пӗр командӑпа ӗҫлетпӗр, йывӑр ыйтусене ӑнӑҫлӑ татса паратпӑр», — пӗтӗмлетнӗ хӑй шухӑшне Анатолий Лесун. Михаил Игнатьев та икӗ енлӗ ҫыхӑнупа кӑмӑллине палӑртнӑ. «Чӑваш Енӗн предприятийӗсем Раҫҫейӗн чукун ҫулӗпе пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ условипе килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ вӑл.
Енсем хула ҫумӗнчи маршрутсене ҫӳреттерес ыйтупа та калаҫнӑ. Анчах мӗнле пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухнине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта асӑнман.
Сӑнсем (4)