Ҫӗpпӳ районне кӗрекен Ункӑ шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Патӑрьел тӑрӑхӗн историне «Земля Богатыревская» кӗнекене кӗртнӗ. 653 страницӑллӑ кӗнекене Евгений Ерагин таврапӗлӳҫӗ кӑларнӑ. Укҫине вӑл тӑрӑхри уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем парса пулӑшнӑ.
Вӑл тӑрӑх пирки каланӑ май ЧНК пресс-служби Никита Ефимов чӗлхеҫӗ-ӑсчах, Гурий Комиссаров (Вандер) таврапӗлӳҫӗ, Федор Павлов пӗрремӗш чӑваш композиторӗне тата драматургне асӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӗнекене пахалама Ҫӗpпӳ районне сумлӑ делегаци пухӑннӑ. Вӑл йышра Виталий Станьял ӑсчах, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков пулнӑ.
Район администрацийӗн ертӳҫи Александр Казаков ҫӗнӗ кӗнекене кӑларнӑ ятпа авторне, спонсорсене тав тунӑ.