«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче тӗп хуламӑрта вырнаҫтарнӑ ҫул кӑтартмӑшӗсене тинех чӑвашлатнӑ.
Аса илтерер, вӗсене Шупашкарта иртнӗ ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ тӗлне хатӗрленӗччӗ. Вырнаҫтарнӑ чухне пур кӑтартмӑшсене те вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса тухнӑччӗ. Ку ҫитменлӗх пирки «Ирӗклӗх» хастарӗсем чи малтанах хула администрацине ҫырса янӑ, анчах та лешӗсем чӑвашла ҫырманнинче йӗрке пӑснине курман. Акӑлчан чӗлхи — пурте йышӑнакан тӗнче шайӗнчи чӗлхе, вырӑс чӗлхи те тӗнчере самай сарӑлнӑ тесе хурав панӑ. «Ирӗклӗх» вара ун хыҫҫӑн ҫыру прокуратурӑна янӑ — ку ведомство чӑваш чӗлхипе ҫырманни йӗркене пӑснине палӑртнӑ.
Халь ӗнтӗ ҫул кӑтартмӑшӗсемпе виҫӗ чӗлхепе паллашма пулать. Вырӑсла, чӑвашла тата вӗтӗрех шрифтпа — акӑлчанла.