Раҫҫейре кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе палӑртнине эпир пурте пӗлетпӗр. Ҫавна май республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствипе Наци вулавӑшӗ «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» республикӑри акци ирттерес тенӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ.
Виҫӗ тапхӑрпа йӗркеленӗскерӗн малтанхи пайӗнче вулама сӗнекен кӗнекесене палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрӗнче — ҫав литературӑна сасӑлав тӑрӑх уйӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вара суйланса илнӗ 100 кӗнекене цифра ҫине куҫарассипе ҫине тӑнӑ. Ҫак калӑпӑшлӑ ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ — «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» электрон коллекци.
Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри вулавӑшра 100 кӗнеке ятне кӑтартнӑ списокран курав хатӗрленӗ. Вулама сӗннӗ 100 хайлав шутӗнче — А. Артемьевӑн «Салампи», Н. Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака», М. Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ», Д. Гордееван «Ҫич ҫунатлӑ курак», К. Ивановӑн «Нарспи», Г. Орловӑн «Вутри юрату», Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» тата ытти нумай хайлав. Ирҫе Ҫармӑсри вулавӑшри курав 20 хайлавпа паллаштарать.