Хусанта ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 2-мӗш фестивалӗ старт илнӗ. Унта 10 ытла тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен фестивале «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ хутшӑнать.
Кунсӑр пуҫне мероприятие азербайджансем, турккӑсем, пӑлхарсем, казахсем, кӑркӑссем, нухайсем тата тӗрӗк халӑхӗсен ытти ҫыннисем килнӗ. Фестиваль программи анлӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Тутарстан чиновникӗсемпе тӗл пулӗҫ, экскурсисем ирттерӗҫ, семинарсемпе хӑтлавсем йӗркелӗҫ.
Фестивале «Атӑл» центр, тутарсен наци культурин федераци автономийӗ тата Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗпе тата спорт енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркеленӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗ.
Аса илтерер: 1-мӗш фестиваль те Хусанта иртнӗ. Ун чухне те унта чӑваш организацийӗсем хутшӑннӑ.