Кӑҫал Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мероприятисем иртнӗ.
Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков) — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чулҫырма ялӗнче 1910 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта Хусанти педагогика институтне пӗтернӗ. Пирвайхи хайлавӗсем 1931 ҫулта пичетленнӗ.
Вӑл чылай сӑввине Октябрь революцине, Владимир Ленина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. Чӑваш литературинче унӑн «Симӗс палӑк», «Киеври пионер», «Зоя», «Ҫалтӑрлӑ ҫын» поэмисем палӑрнӑ. Стихван Шавли «Пӳрнепе тӗллесе» сартира пуххи кӑларнӑ.
Ҫавӑн пекех поэт М.Горькин, П.Ершовӑн, И.Крыловӑн, М.Лермонтовӑн, Н.Некрасовӑн, Я.Райнисӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче «Халӑх ҫыравҫи» литература минучӗ иртнӗ. Унта «Пурнӑҫ каҫалӑкӗ», «Суйласа илнӗ сӑвӑсем» хайлавсем тӑрӑх сӑвӑсем вуланӑ. Ун чухне «Стихван Шавли» кӗнекесен куравне йӗркеленӗ.