Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Крымра чӑвашсен тӑватӑ автономийӗ йӗркеленнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.09.2015 08:07 | 1772 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Симферопольте чӑваш наци культурин пӗрлешӗвӗ уҫӑласси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ чух асӑнса хӑварнӑ. Нумаях пулмасть Крым Республикинче чӑвашсен тӑватӑ наци автономине йӗркеленӗ те.

Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе туса ҫитерме Чӑваш наци конгресӗ те, Крымри чӑваш хастарӗсем те хатӗрленнӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен ЧНК ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев ертсе пыракан пысӑках мар ушкӑн Крымра пулнӑ

Малтанах вӗсем Керчь хулине ҫитсе унти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Часах Керчь хулинче те чӑваш наципе культура автономине уҫма палӑртнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Симферополь хулине Крым ҫур утравӗнче пурӑнакан чылай чӑваш пуҫтарӑннӑ, унта автономи туса хунӑ.

Унӑн ертӳҫи пулма Николай Пропынина шаннӑ. Хыҫҫӑнах пӗтӗм Крым Республикин чӑвашӗсен пӗрлӗхне туса хурасси пирки йышӑннӑ. Ертӳҫӗ пулма Севастополь хулин администрацийӗнче тӑрӑшакан Андрей Яковлева ҫирӗплетнӗ.

Я́лта хулин чӑваш автономийӗн уйрӑмне Святослав Семенов ертсе пырӗ.

Ҫапла вара автономисен шучӗ тӗнчипе ҫӗре яхӑна ҫитрӗ тесе пӗлтерет ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.

#Ялта, #Керчь, #чӑвашсем, #ЧНК, #автономисем, #Крым, #чӑвашлӑх, #Севастополь

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/469.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем