Паян Мускаври «Домодедово» аэропорта тӗтӗм ярса илнӗ. Ҫавна пула вуншар рейспа вӗҫме хатӗрленекен пассажирсем вӑхӑтра ҫула тухайман.
Аэропортра тӗтӗм сарӑлни пирки тивӗҫлӗ службӑсене паян ирхи 7 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Кӗҫех тӗтӗм сӑлтавне те палӑртнӑ: аэропортра подряд мелӗпе ӗҫлекен Strabag строительство организацийӗн складӗнче пушар тухнӑ, унти тӗтӗм аэропортра сарӑлнӑ. Ҫулӑм 15 тӑваткал метра лаптӑка ярса илнӗ. Вентиляци тытӑмне лексе тӗтӗм пассажир терминалӗн ҫуртне кӗнӗ. Ҫынсемпе инкек пуласран пассажирсене хӑвӑртрах треминалтан урама кӑларнӑ.
Тепӗр икӗ сехетрен аэропорт йӗркеллӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкара ирхи 9 сехет те 25 минутра тухмалли самолета 11 сехет те 45 минутра ҫула кӑларнӑ.