«Кӗпер хӑҫан тарӑхтарма пӑрахӗ?» — ҫак ятпа чӑваш халӑх сайчӗ утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Унта сӑмах Мӑн Ҫавал урлӑ Ҫӗрпӳ хӗррипе каҫакан кӗпер пирки сӑмах пынӑччӗ.
Кӗпер туса пӗтерме нумаях та юлман теҫҫӗ унта пулса курнисем. Кӗпере пӗлтӗрех туса пӗтермелле пулнине пӑхмасӑрах ку ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Утӑ уйӑхӗнче кӗпер ыйтӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пӗр канашлура хускатнӑ. Яваплисене вӑл авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлеме хушнӑ. Анчах пӑх та кур: ӗҫ ҫаплипех вӗҫленмен.
Ҫӗрпӳ кӗперӗн ыйтӑвне черетлӗ хут республикӑри тӳре-шара ӗнерхи канашлура хускатнӑ. Ҫул-йӗр федераци агентствин «Чулхула–Ӗпхӳ» автоҫулӑн управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Филиппов кӗпере тӑвакан «Башкиравтодор» общество 63 ҫынна тата 33 ятарлӑ техника ӗҫлеттернине пӗлтернӗ. Ҫакна Д. Филиппов кирлӗ материалпа тивӗҫтерессипе йывӑрлӑх сиксе тухнипе сӑлтавланӑ. Михаил Игнатьев вара ҫынсене сӑлтавӗ кӑсӑклантарманнине, вӗсене кӗпер кирлине пӗлтернӗ. Ӗҫе вӑл авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме хушнӑ.