Атăл шывĕ юха тăрать :: Юрату пурне те çĕнтерет-шим?..


Пике куçĕ... Сăпайлăн пăхсах вăл ялан

Чи маттур патшана та çĕнет-çке, тăван...

«Кăвак çурт» поэмаран.

 

Çапах та аслă турă мĕнле çуратса янă-ха этеме?.. Мĕншĕн çапла ялкăш куç, нихăçан ватăлми чун, вут хĕм сапса тăракан чĕре панă-ха?.. Юриех, тертлентерес тесе-и? Ниепле те манаймасть Алмас ислам тĕнĕпе пурăнакан пăлхар çыннин ытарайми чипер пикине. Ялан асра, ялан асра, ялан куç умĕнче çав Хания. Пĕрремĕш хут курнăранпах çапла: ялан куç умĕнче вăл, ялан чун тĕлĕнче, ялан чĕре варринче.

Чăтаймарĕ вара пĕррехинче Алмас, ирхине ир-ирех керменĕнчен тухрĕ те сутăçсен лавккисем ĕретĕн-ĕретĕн ларса тухнă çĕре каяс терĕ. Сутăçсене курас тесе мар, çук-çук, Ханияна курас тесе.

Хальхинче патша яланхи пек сутăç тумĕпе мар. Хальхинче патша хăйĕн тумĕпех. Хальхинче патша хăйĕн теккерĕсемпе пĕрлех.

Хула хăйĕн яланхи шăв-шавĕпе пурăнать. Юланутсем иртсе каяççĕ. Çуран çынсем тĕрлĕ еннелле васкаççĕ. Таçта аякра çамрăксем шавлаççĕ, хăйсен вăййине выляççĕ:

 

Тав сана — ташлама,

Мулкач ури — кăшлама.

Сакăр çарăк — пĕр арăк,

Тăхăр тăрна — пĕр çăрха.

Ани тавра аки пур,

Çаран тавра çави пур,

Тураткуççи курки пур,

Çырла шыв пек сăри пур.

Калпак тăрри — шур тутăр,

Шур тутăрлă савни пур.

Чунăм савни, тав сана,

Сăра курки чуптума.

Чуптусассăн — çич курка,

Чуптумасан — пĕр курка.

 

«Çук, вăйă мар ку, ахăртнех, таçта туй пуçланать пулмалла», — шухăшласа илчĕ патша. Чăнах та, ун сăмахне çирĕплетнĕ пекех, туй каччисен юрри янăраса кайрĕ:

 

Пиçнĕ-пиçмен çырлишĕн те,

Пиçнĕ-пиçмен çырлишĕн,

Чĕрес çакса ан тухăр та,

Чĕрес çакса ан тухăр...

 

Ӳснĕ-ӳсмен пикишĕн те,

Ӳснĕ-ӳсмен пикишĕн,

Утсем кӳлсе ан тухăр та,

Утсем кулсе ан тухăр...

 

«Халь ĕнтĕ хĕр илсе тухаççĕ», — чарăнса тăрсах урамри шăв-шава итлесе тăчĕ патша. Сасартăк ăна çав туйра хăй пулнă пек туйăнса кайрĕ. Чăнах, чăнах, авланакан каччи вăл хăй, пики вара, пики — Хания, ислам тĕнĕпе пурăнакан пăлхар пики. Алмас чĕри сиксе тапа пуçларĕ. Хăйне вăл чăнласах та вунçиччĕри каччă пек туйма тытăнчĕ. Эх, юрату тени!.. Этемĕн чĕри пур та, юратса пăрахсан чĕри хушнинчен ниçта та тарса каяймасть... Юрату!.. Мĕн-ха вăл юрату? Ара, Алмас патша çав пикене кирлĕ пек пĕлмест те-çке-ха!.. Пĕрре кăна курнă вăл ăна!.. Ахальтен мар иккен юрату чи малтан куçпа курать, кайран кăна чĕрене амантать, теççĕ. Куçпа курчĕ те Ханияна патша пĕтĕм чунĕ-чĕрипе юратса пăрахрĕ. Чăнах, чăнах, унсăр пурăнаймасть вăл!..

Çав хушăра лере, туй пынă çĕрте, пулас кине илсе тухаççĕ пулмалла: хĕр йĕрри янăраса кайрĕ:

 

Сăвар витри — шăвăç витре,

Эпĕ илес терĕм те,

Атте илес темерĕ.

Çавă Сăвар каччине

Эпĕ каяс терĕм те,

Атте парас темерĕ.

 

Пăлхар витри — хура витре,

Эп илес мар терĕм те,

Атте илчĕ ирĕксĕр.

Çакă Пăлхар ачине

Эп каяс мар терĕм те,

Атте пачĕ ирĕксĕр.

 

«Эппин, çĕнĕ çын Сăвар хулинчен пулас, — шухăшларĕ патша. — Ку вăл аван-ха. Сăварсем — ыттисем пекех пăлхарсем, анчах хăйсене ытти пăлхар йăхĕсенчен урăхларах тытаççĕ. Капла урăх пăлхар йăхĕсемпе хĕр парса хĕр илме тытăнсан вĕсем часах ыттисемпе ним палăрми хутăшса каяççĕ, пĕр халăх пулаççĕ...»

Çав хушăра хĕр-пике хăй юррине малалла тăсрĕ:

 

Пăяхамçăм, пăяхам,

Пике тума илтĕр-и,

Хăрхăм тума илтĕр-и?

Пике тума илнĕ пулсан,

Тĕпел сыпне мана яр...

Хăрхăм тума илнĕ пулсан,

Алăк сыпне мана яр...

 

«Ытарайми çав пирĕн пăлхарсен йăли-йĕрки! — шухăшларĕ Алмас. — Епле ытарлăн калаçма та, юрлама та пĕлеççĕ вĕсем. Епле тери хитре тата пирĕн юрă-кĕвĕ!.. Мĕн çинчен кăна юрламастпăр пулĕ эпир!..»

Патша хула шăв-шавне урăх итлесе тăрас темерĕ, малалла утрĕ.

Акă ĕнтĕ пасар вырăнĕ. Пасар яланхи пекех шавлă. Халăх нумай кунта. Пурте патшана курса пуç таяççĕ. Сутăçсем вара уйрăмăнах тайăлса-тайăлса пуç таяççĕ.

Акă ĕнтĕ ислам тĕнĕпе пурăнакан пăлхар çыннин, Абдаллах ибн-Баштун кăвакпа сăрланă сарлака лавкки. Хуçи çук чухне хупă пулĕ тенĕччĕ Алмас. Апла мар иккей: кунта яланхи пекех суту-илу ĕçĕ хастар пырать... «Эппин, ибн-Баштун пулăшаканĕсем нумай! — шухăшларĕ патша. — Хания та пур-ши?»

Патша çак лавкка патне чарăнни çинчен хавха хăвăрт сарăлчĕ. Пурте патшана пуç таяççĕ, мĕнле тавар пăхасшăн иккенне ыйтаççĕ. Лавккаран, акă, Абдаллах ибн-Баштун сар чечек пек хитре хĕрĕ тухрĕ. Те чĕрипе туять вăл патша хăйне юратса пăрахнине, те ăна ашшĕ каласа панă, Алмаса курчĕ те хĕп-хĕрлĕ чечек пек хĕрелсе кайрĕ.

«Эй, аслă та чаплă патша, — пуç тайрĕ, — кала, тархасшăн, мĕнле тавар пăхасшăн эсĕ?.. Аттен мĕнле таварĕ пур, пурте чĕрĕмрех сан куçу умĕнче пулĕ...»

— Çук-çук, Хания, — хăй те хĕрелсе кайнине туйса каларĕ патша, — нимле тавар та кирлĕ мар мана, халлĕхе... Эпĕ хула курма тухрăм... Аçунтан нимĕнле хыпар та çук пуль-ха? — сăмах майăн пекрех ыйтрĕ. Хăйех тата хуравланă пек те каларĕ: — Ан кулян, пурте лайăх, йĕркеллĕ пулать. Акă, хĕл каçатпăр та... таврăнать вăл...

Хăйĕн туйăмĕ çинчен халлĕхе хупăрласа илнĕ халăха пĕлтерес мар тесе, Алмас малалла, ытти лавккасем патнелле утса кайрĕ.

Çак кĕске тĕлпулурах туйрĕ Алмас: пĕтĕмпех-пĕтĕмпех тыткăнласа илнĕ ăна Хания. Унсăр пурăнаяс çук вăл. Ибн-Башту таврăнсанах ăна хăй килне илсе килтерет. Ибн-Башту уншăн темĕскер ыйтать пулсан та.... Пĕтĕмпех, пĕтĕмпех мĕн ыйтнине парать Алмас. Текех ислам тĕнĕпе пурăнакан Абдаллах ибн-Башту каланине хирĕçлеме пултараймасть вăл — çак çырла пек чипер хĕршĕн чунне сутма та, хăйне чура тума та хатĕр.

Çӳл тӳперен кĕр еннелле кайма тытăннă сап-сарă хĕвел ăшшăн кулса пăхатъ. «Курăпăр-ха, курăпăр, — тет пек вăл, — ку ĕç мĕнпе вĕçленессине никам та пĕлмест, — Патша çапла хĕр-пике пиркиех пуçне çухатни ырра-и, усала-и?.. Епле пулсан та патшан патшах пулмалла. Ущăн хăй чунĕ-чĕри пирки мар, ытларах халăх пирки, çĕршыва епле тытса тăрасси пирки шухăшламалла...»

Çӳл тӳпери хĕвел пин-пин çул хушшинче тем те курнă. Мĕн çисен мĕн ĕçмеллине вăл питĕ лайăх пĕлет. Шел, анчах та çакна Алмас патша пĕлеймест çав...