Шурă акăш çулĕ :: Али паттăр


1

Пулат-Керим паян виçĕ ывăлне те çар картине илсе тухнă. Çанталăк лайăх чухне вăл кунта вĕсемпе кашни эрнере икшер кун çӳрет, çар ĕçне вĕрентет. Пулатпа Юсуф тахçанах вăя кĕнĕ ĕнтĕ. Сăнран вĕсем иккĕшĕ те ашшĕне пăхнă. Ун пекех кĕрнеклĕ, сарлака хулпуççиллĕ. Анчах тĕс тĕлĕшпе амăшĕн юнĕ çĕнтернĕ пулмалла. Пулат-Керимăн аслă ывăлĕсем хура çӳçлĕ, хура куçлă, хура та çăра сухаллă. Сарлака, çав вăхăтрах типшĕм пичĕсенче хăюлăх та сатурлăх палăрать. Аякран, тупата, Пулатпа Юсуфа пĕр-пĕринчен уйăрма та çук, патнерехре кăна Пулат пиччĕшĕ, Юсуф — шăллĕ пулнине асăрхатăн. Али вара ашшĕне те, амăшне те, пиччĕшĕсене те пăхман. Вăл çутă сăнлă, кăвак куçлă. Тăрăхларах пичĕ çинче хальлĕхе йĕтĕн тĕслĕ сухал палли çеç-ха, анчах вăл кĕреçе пек сарлакан çитĕнет. Пинеслу каланă тăрăх, вĕсен кĕçĕн ывăлĕ кукашшĕне пăхнă иккен. Лешĕ тĕреклĕ те çутă арçын пулнă-мĕн, вăйĕпе ытти арçынсенчен самай уйрăлса тăнă. Тăм япала ăсти тăмне лашапа турттарман, хăех тăнă турта хушшине. Урапи вара унăн лаша урапинчен кая пулман имĕш. Апла-и, капла-и те, вунулттăри Али халех пиччĕшĕсенчен пĕр пуç çӳллĕрех, сахалтан шит чухлĕ сарлакарах. Вăйĕ тесен...

Акă вăл урхамахне утланса пиччĕшĕсем хыççăн юман катемпи патнелле вĕçтерчĕ. Катемпине таврашĕпех улăм витсе çавăрнă та сысна тирĕнчен йăваланă сăранпа сăрса çирĕплетнĕ. Çарăçсем юланутпа сиккипе иртнĕ чухне ăна чукмарпа çапма вĕренеççĕ. Пиччĕшĕсем катемпие тĕл лектерчĕç, лешĕ чăн-чăн çын пулас тăк пĕри ăна хулпуççинчен, тепри — пуçранах тивертнĕ пулĕччĕç. Вĕсем хыççăнах Али те сиккипе вĕçтерчĕ, сулмаклă чукмарне пуç тавра ахаль туя пек çăмăллăн çавăрттарса пырать. Акă вăл катемпипе танлашрĕ те чукмарне пĕррех! сулса ячĕ. Катемпи çавăнтах чăл-пар саланса кайрĕ, Али аллинчи чукмар пуçĕ те хуçăлса таçта çити сирпĕнчĕ, айккинерехре пăхса тăракан çар карти хуçине кăшт çеç лекмерĕ. Анчах карта хуçин халĕ сыхлăх шухăшĕ мар. Вăл лашине каялла çавăрса юртăпа таврăнакан Али патне чупса пычĕ, ятлаçа пуçларĕ:

— Али, миçе каламалла сана пур вăйран ан çап тесе! Сан хыççăн кашнинчех çĕнĕ катемпи лартма тивет. Ман кунта платниксем çук, пĕтĕмпех хамăн аппаланмалла. Йăлăхрăм ĕнтĕ сан хыççăн улăм пуçтарса.

Али йĕвене хытарса утне пăртак чарчĕ, хан патне каякан çар карти хуçипе юнашар уттарчĕ.

— Каçар, тархасшăн, — айăплăн хуравларĕ вăл. — Кăшт, ячĕшĕн кăна лектерес тесеттĕм, патнерех çывхартăм та — тем пулчĕ, умра тăшман тăнă пек туйса илтĕм, вара... шанлаттартăм. Каçар...

Карта хуçи ăна тимлемерĕ ĕнтĕ, хан патне пырса унран ыйтрĕ:

— Хан, эсĕ те пулин ăнлантарсамччĕ ывăлна, кунта эпир чăнласах çапăçмастпăр, çапăçма вĕренетпĕр кăна. Çавăнпа кăштах асăрхануллă пулмалла, вĕренӳ хатĕрĕсене перекетлемелле.

— Хм, — те килĕшрĕ хан, те ахаль кăххăмлатрĕ. — Хатĕрсене, паллах, перекетлемелле. Итле-ха, эсĕ Али валли тĕреклĕрех чукмар тутар. Йӳç улмуççинчен. Аттуш Али кашни çапмассерен пĕрер чукмар чутлама тивет. Тата Эпеçе кала, хĕç те ун валли сулмаклăраххи, вăрăмраххи туптатăр. Алтаслан текенни. Ахаль хĕç уншăн хулă пек. Катемпи тесен, эпĕ сан патна темиçе платник ярăп. Катемписем те, тем ытти те кирлĕ чухлех хатĕрлеттер вĕсене.

Кĕçех Пулат-Керимпа ывăлĕсем киле кайма пуçтарăнчĕç. Çул çинче ашшĕ аслă ывăлĕсемпе тахçанах пиçсе çитнĕ калаçăва пуçарчĕ.

— Ну, ачамсем, эсир ар пулса çитнĕ, сире уйрăмшар кил-йыш çавăрма вăхăт. Хам эпĕ ватăлас енне кайрăм, унчченхи çăмăллăх çук ĕнтĕ текех. Мана халĕ шанчăклă пулăшуçăсем кирлĕ. Тăван ывăлăмсемсĕр пуçне камсем пулма пултарĕç вĕсем? Çавăнпа сирĕн авланса сумлă çынсен шутне кĕме вăхăт. Ахаль те хусахра нумай çӳрерĕр. Сирăн çулхи арçынсем икĕ-виçĕ ачаллă ашшĕсем ĕнтĕ.

— Атте, эпир хирĕç мар, — хăйĕншĕн те, шăллĕшĕн те хуравларĕ Пулат. — Анчах чуна тивĕçтерекен хĕрсем курмарăмăр хамăр таврара, каçар.

— Кун пирки эпĕ хам та нумай шухăшланă, — килĕшре унпа Пулат-Керим. — Пирĕн кунта турханран аслăрах çын та çук. Турхансем вара мана пăхăнса тăраççĕ. Вĕсен хĕрĕсене кине кĕртни пирĕн кил-йыш сумне хушаймĕ. Çывăхра, чан та, Шупашкар мăрси пур, унăн вунпиллĕкри хĕр çитĕнет теççĕ. Пулат, сан валли çавна кайса çураçас мар-и?

— Ара, эпĕ ăна пĕрре те курман… — иккĕленчĕ Пулат.

— Эсĕ курни-курманни вăл ниме те пĕлтермест, — чарчĕ ăна ашшĕ. — Пирĕншĕн чи кирли — сан мăшăрланунтан хамăр кил-йыша çеç мар, пĕтĕм халăха усă пултăр. Тен, Шупашкар мăрсин хĕрне качча илсен хули те пире майлă çаврăнĕ, э? Мĕнле шутлатăр, ывăлăмсем?

— Темшĕн манăн çав мăрса патне чун туртмасть, — терĕ Али.

— Эсĕ шăпăрт пыр, — хăтăрчĕ ăна Пулат-Керим. — Сана кун пек калаçăва хутшăнма хальлĕхе иртерех-ха.

— Мăрса пире хĕр пама килĕшмесен? — терĕ Юсуф. — Вара сум хушас вырăнне намăс курăпăр.

— Апла та пулма пултарать, — килĕшрĕ Пулат-Керим. — Пире курайманскер вăл çапла юриех те тăвĕ тата. Вара чăнах та... Мăрса хĕр пама килĕшмен ханăн мĕн сумĕ пултăр? Акă мĕн, эпир сирĕнпе виçсĕмĕр тепре Юсуф пиччӳ патне кайса килĕпĕр. Унта та чăваш пурăнать, ятлă-сумлă çынсем те Хусан таврашĕнче нумайрах. Эмирсем çеç вуннă ытларах теççĕ. Мĕнех, çавăнта шырăпăр кинсене. Пĕр сăмахпа, хатĕрленĕр, кĕçех çула тухăпăр.

Çар картипе хула хушшинчи пысăках мар юманлăхпа иртсен Пулат-Керим ката хĕрринче лашине чарса тăратрĕ. Ăна кура ывăлĕсем те чарăнчĕç, ашшĕ мĕн каласса кĕтрĕç. Анчах хан нимĕн те шарламарĕ, кăкăр тулли сывласа умри тавралăха пăхса тăчĕ.

Çутçанталăкĕ, чăнах та, калама çук ырă тăрать. Тӳпере пĕр пĕлĕт татăкки çук. Умра вара — куçпа ытамлайми анлăш. Çухрăмра — юлашки çулсенче самай сарăлнă хула. Ăна ку енчи тăрăхран Мăн Çавал хисеплĕн авăнса уйăрать. Ку енчех тата, кĕпертен сулахайра, тĕнчипе чапа тухнă Çĕрпӳ пасарĕ-ярмăркки. Халĕ вăл пушах, ун картишĕнче темиçе качакапа сурăх çеç кĕтĕнсе çӳреççĕ. Ахăртнех пасар хуралçин выльăхĕ. Çапах пасар анлăшĕ чуна хăпартлантарать, хисеп çуратать. Ытти çĕрте вара талккăшпех — сип-симĕс улăх. Юханшыв çывăхнерех, çуркунне ейӳ кайнă вырăнта, курăк симĕс мар, кăвакрах та. Таçта сылтăмарахри аякра, хуларан виçĕ-тăватă çухрăмра, вăрман курăнать. Тем вăрманĕ вăл — кунтан пĕлме çук, ма тесессĕн аякра пулнăран унти йывăçсем пĕр пĕтĕм тĕксĕм-кăвак чаршава аса илтереççĕ. Анчах Пулат-Керимпа ачисем унта юманлăх пулнине лайăх пĕлеççĕ. Пĕрре кăна-им çӳренĕ унта çунара. Сывлăшĕ! Чуна куççуль тухиччен хăпартлантаракан сипетлĕх унра! Мĕнле кăна кайăк юрламасть-ши тата! Катара та, уйра та, пĕлĕтре те. Çĕр юрă, пин юрă пĕр кĕвве пĕрлешсе тĕлĕнмелле асамлăх çуратаççĕ, çав кĕвĕ чуна нимĕнле сăмахпа уçса парайми хăватлă туйăмпа витерет.

— Чăваш çĕрĕ! Илтетĕр-и, ачамсем, чăваш çĕрĕ юрлать! — ывăлĕсем халиччен унра курман хавхаланулăхпа каларĕ хан. — Епле-ха юратмăн ăна, епле хисеплемĕн, епле тăван анне вырăнне хурса хӳтĕлемĕн!

Ашшĕн хавхаланăвĕ ывăлĕсене те куçрĕ. Вĕсем те пурин çинчен мансах чăваш тĕнчин юррине тăнларĕç. Чылайччен, пĕтĕм ӳт-пĕве, шăм-шака хăват хушăннине туйиччен.

Килнелле вĕсем тек пĕр сăмах шарламасăр, учĕсене хăйсен еккипе ярса уттарчĕç. Çапах ашшĕпе ывăлĕсем пĕр-пĕрне халĕ нихçанхинчен çывăх та тарăн ăнланчĕç.

 

2

Каланă — тунă. Тепĕр эрнерен Пулат-Керимпа аслă ывăлĕсем çула хатĕрлене пуçларĕç. Çул çинче апатланма Пинеслуна шăрттан пĕçерттерчĕç, хăйсем тата така какайĕ пĕçерсе типĕтрĕç, кăмăс тутарчĕç. Хĕçĕсене Эпеçе лайăх кăна хăйраттарма та манмарĕç. Хăйсенне çеç мар, пĕрле пыракан нукерсенне те. Ĕнтĕ черетлĕ пасар хыççăн тунтикун çула тухма та калаçса татăлнăччĕ, анчах хатĕрленни кăлăхах пулчĕ.

Тунтикун çула тухмалла пулин те вырсарникун Пулат-Керим пасара кайрĕ. Унта ĕç-пуç еплерех пынине вăл хăй тĕрĕслесе тăмашкăн хăнăхнă. Çиелтен пăхма пасарта пурте йĕркеллех пекчĕ. Суту-илӳ аванах пырать, çынсем яланхилле шавлаççĕ, савăнаççĕ. Темшĕн-çке кунта Шупашкар сутуçисем сахалрах пек туйăнчĕ. Хан суту речĕсем хушшипе утса тухрĕ те чăнахах та çапла иккенне асăрхарĕ. Мĕне пĕлтерекен япала ку? Çу варри, тимĕр-тăмăр япаласем — çава, çурла, сенĕк, кĕреçе, тĕрен, пăта, тыткăч, хăлăп — халĕ шăп та лăп нихçанхинчен ытларах каймалла пек. Çав япаласене вара Шупашкар ăстисем çĕрпӳрисенчен ытларах тăваççĕ, ма тесессĕн вĕсене Атăлпа тимĕр, чукун таврашĕ турттарса килме меллĕрех. Аптранă енне Пулат-Керим кӳршĕ хуларан килнĕ хăш-пĕр сутуçăсенчен ĕçтешĕсем паян ма килменнине ыйтса та пăхрĕ. Лешсем нимĕнех те калаймарĕç, хăйсем те çакна ăнланманран хулпуççине кăна сиктеркелерĕç. Çапла нимĕн пĕлеймесĕрех Пулат-Керим килне таврăнас тесе çаврăннăччĕ, çак самантра унпа çӳрекен нукерсенчен пĕри вуникĕ-вунвиçĕ çулхи вĕтĕрнĕке тытса чарчĕ.

— Хисеплĕ хан, çак ача паçăртанпах пирĕн хыççăн çӳрет, халĕ вара тем сăлтавпа сан хыçнах пычĕ, сана халатунтан туртма хăтланчĕ. Мĕн тăвас унпа? — ыйтрĕ вăл?

— Кам эсĕ? Мĕн кирлĕ сана? — ыйтрĕ Пулат-Керим ачаран.

— Мана-и? Мана нимĕн те кирлĕ мар, — сехĕрленнипе сăмах çăта-çăта хуравларĕ арçын ача. — Мана сан пата пĕр çын ячĕ. Вăл санпа тĕл пуласшăн, анчах çав тĕлпулăва никам та курмалла мар терĕ. Хăй Шупашкарсем тет.

— Ăçта вара вăл? — тавралла пăхкаларĕ хан.

—  Вăл кунта çук. Вăл сана Эпеç ятлă тимĕрçĕ патĕнче кĕтетĕп терĕ. Питĕ кирлĕ хыпар илсе килтĕм терĕ. Çакăн çинчен сана калайсан мана пĕр кулач пама пулчĕ, — сывлăш çавăрмасăр каласа хучĕ ача.

Мĕн тумалла? Пулат-Керим нукерне куçран пăхса илчĕ.

— Темĕнле палламан çын чĕннипех ханăн ахаль тимĕрçĕ патне кайса çӳремелле-ши? — иккĕленчĕ лешĕ хуçи мĕн ыйтасшăн пулнине сăмахсăрах ăнланса.

Çапли çапла та-ха, анчах Эпеç вăл Пулат-Керимшăн ахаль тимĕрçĕ мар. Шупашкартан килнĕ çын та ун патне сăлтавсăр чĕнес çук. Чăн та, çакна пĕлекенсем халĕ юлманпа пĕрех ĕнтĕ.

— Ачамккă, чуп, кала, хан кĕçех пырать те. Хăв вара эпĕ çитиччен кулачна илсе çухалнă пул, — хушрĕ хан.

Сехре хăппи иртнĕ ача савăннипе хуланалла тĕк пек тапса сикрĕ.

Эпеç утмăл урлă тахçанах каçнă пулин те тĕреклĕ-ха, вăй питти, хаклă хăнана хапха умне тухса кĕтсе илчĕ. Вăл çитессе пăхсах тăнă пулмалла.

Пӳртре Пулат-Керима Няка кĕтсе ларнă иккен. Халиччен вăл пасара хăй çӳресе вăхăта сая яракан марччĕ, унăн япалисене сутуçăсем курттăммăн туянса таврари пасарсенче сутаççĕ. Эпеç арăмĕ вĕретнĕ чее ăш каниччен ĕçнĕ май Няка Çĕрпĕве мĕншĕн хăйĕн килме тивнине ăнлантарчĕ. Шупашкар мăрси патĕнче унăн арăмĕн шăллĕ тарçăра ĕçлет-мĕн. Çавскер ăнсăртран мăрса Чулхуларан килнĕ çынпа калаçнине илтнĕ. Шупашкарта юлашки вăхăтра вырăссем чылаййăн пурăнма тытăннăран хула çыннисем вырăсла аванах ăнланаççĕ. Няка пултăрĕ те ют чĕлхене чухлать-мĕн. Вăл каланă тăрăх, мăрса Чулхула вайпучĕнчен пулăшу ыйтасшăн пулнă. Анчах ку тĕлĕшпе пирвай вайпут çыннипе канашласа пăхнă. Лешĕ ăна хăйĕн хуçи патне кайса килме сĕннĕ, пулăшу пулма пултарать тесе шантарнă. Вара иртнĕ эрнере мăрса Чулхулана çитсе те килнĕ иккен, унтан çав тери хавхаланса таврăннă. Хăй тăтăшах: «Кĕçех Пулат йăхне тĕп тăватăп, чăваш çĕрне пĕтĕмпех хам алла илетĕп!» — тесе мухтанать тет.

—  Мĕнле пулăшу кĕтет вара Мулентей мăрса? — пĕлесшĕн пулчĕ Пулат-Керим.

— О, хисеплĕ хан, калама та хăрушă! — терĕ Няка.

— Эсĕ кала! — çирĕппĕн хушрĕ Эпеç.

— Мăрса сирĕн Çĕрпӳ хулине тытса илме вайпутран çар ыйтса илесшĕн пулнă, — каласа пачĕ Няка. — Чулхуларан савăнса таврăннине шута хурсан, лешĕ ăна ахăртнех пулăшма шантарнă. Мăрсан çывăх çыннисем ăнсăртран персе янă тăрăх, çарĕ Чулхуларан мар, Муромран килмелле-мĕн. Вĕсен унта темĕнле тĕлĕнмелле вăйлă паттăр пур тет. Илья ятлăскер. Илья Муромец. Ăçтарах çав Муром хули, унтан пирĕн пата мĕнле çул çитерет — эпĕ кăна пĕлместĕп. Анчах çав çар çывăх вăхăтрах çитессе пĕлетĕп.

— «Çывăх вăхăтрах» вăл хăçан тенине пĕлтерет? — ыйтре Пулат-Керим.

— Тĕп-тĕрĕснех калаймастăп, анчах манăн пултăр ярмăркка хыççăнах тенине илтнĕ, — терĕ Няка айăплăн. Çывхаракан инкек унран килет тейĕн. — Тата ака мĕн, хаклă та хисеплĕ Пулат хан. Эпĕ санпа тĕл пулнине никам та ан пĕлтер, юрать-и? Мĕншĕнне сана ăнлантарма кирлĕ мар, паллах.

«Апла пирĕн тепĕр икĕ эрне вăхăт пур, — шухăшларĕ Пулат-Керим. — Нумай мар, çапах хатĕрленме пăртак ĕлкĕрĕпĕр. Эх, пĕлесчĕ, мĕнле çарпа килеççĕ-ши вырăссем? Тата кам вăл Илья Муромец? Чăнах та паттăр пулсан, пирвай çапăçу хирне ăна кăлараççĕ ĕнтĕ. Манăн вара хирĕç кама кăлармалла?»

— Ну, Няка, тавах сана пире хăрушлăх çинчен вăхăтра пĕлтернĕшĕн, — тав турĕ Пулат-Керим. — Эпĕ парăмра юлмăп. Çумра манăн, шел, нимех те çук, анчах сана хамран парне Эпеçрен парса ярăп, вăл Шупашкара сан пата тăтăшах çӳренине эпĕ пĕлетĕп.

— Ара, парнешĕн мар эпĕ, — аванмарланчĕ Няка. — Пĕрле-и эпир, чăвашсем, уйрăм-и — пĕр-пĕрне тапăнма пирĕн ниепле те юрамасгь. Ан тив, чăваш чăвашпа ятлаçма та, тупăшма та, пĕр-пĕрне кураймасăр пурăнма та пултарĕç, анчах чăваш чăваша нихăçан та, ниçта та ан вĕлертĕр. Эпĕ çапла шутлатăп. Енчен кам та пулин пĕр юнлă халăх çыннине хăй-и е такама хушса вĕлерме хăять тăк, вăл маншăн тăшман, вăл, ман шутпа, пĕтĕм чăвашшăн чĕр тăшман. Çавăнпа сана пĕлтерсе хурас терĕм. Тен, капла юн сахалрах тăкăнĕ.

Няка тухса кайсан Пулат-Керим Эпеçпе чылайччен канашласа ларчĕ. Эпеç Муром ăçтине пĕлет иккен. Çавна май вырăссен çарĕ ăçтан килессе те чухлать. — Эх, вĕсене Сăр урлĕ каçнă çĕрте кĕтсе илсен аванччĕ те çав, — ĕмĕтленсе каларĕ Эпеç, — шел, эпир унччен пуçтарăнса унта çитме ĕлкĕреймĕпĕр.

— Çапах шухăшу сан аван, — мухтарĕ ăна хан. — Пирĕн тăшмана пĕр-пĕр меллĕ çĕрте кĕтсе илмелле. Е юханшыв хĕрринче, е пысăк çырма тăсăлакан тĕлте. Пирĕн чăваш çĕрĕнче унашкал вырăнсем темĕн чухлех. Эппин ыранах пĕр ушкăн çарăçа çапăçу вырăнĕ суйласа илмешкĕн кăларса яратăп. Тепĕр ушкăнне — çапăçма пултаракан арçынсене пухма. Тавах сан юлташна, Эпеç, маттур çын вăл. Паллах, вырăссен çарĕ пĕчĕкех пулас çук. Тепĕр енчен, Муром вăл çапах та Чулхула мар, эппин, çав çар капашсăрах пысăк мар-тăр. Тем тесен те пирĕн те хамăр вăйăмăра тĕрĕслесе пăхмашкăн вăхăт.

Пулат-Керим хатĕрленӳ ĕçне пĕтĕмпех хăй ертсе пычĕ. Пирвай вăл тăшман çывхарнине хăвăртрах пĕлтермелли çыхăну йĕркелерĕ. Çак тĕллевпе пĕрин çинчен теприне курма май килекен çӳллĕрех вырăнсене, вĕсен хушшинче вăрман таврашĕ пур çĕрте — чи çӳллĕ йывăçсем çине сăнавçăсем вырнаçтарса тухрĕ. Вĕсен тăшман çарĕ Сăр хĕрринче курăнсанах хăйсем çеç пĕлекен паллăсемпе пĕр-пĕрне çар йышĕ, вăл ăçталла кайни, ăçта çитни çинчен çийĕнчех хана систермелле. Çав хушăра Çĕрпӳ çывăхĕнчи çар картине таçтан та вăй питти арçынсем пуçтарăна пуçларĕç. Чылайăшĕ лашапа, ыттисем çуран, анчах хĕçпе те сăнăпа. Ашшĕне ывăлĕсем пултарнă таран пулăшса пычĕç. Пулат тин çитнĕ арçынсене пулас çуран çарăçсене — утпа тапăнакан тăшмана епле меллĕрех çапса е туртса антармаллине вĕрентрĕ. Юсуф тĕкĕрĕçсен ушкăнĕсене хатĕрлерĕ, вĕсене утпа сиккипе пынă çĕртех тăшман çарăçĕсене ухăпа персе лектерме хăнăхтарчĕ. Али вара яланхиллех алă вĕççĕн çапăçас ăсталăхне туптарĕ. Вырăссен пăхаттирĕпе çапăçма ашшĕ ăна хушрĕ. Ма тесессĕн пăлхарсен авалран пыракан йăли — тăшман паттăрĕпе куçа-куçăн çапăçма хан е урăх пысăк пуçлăх хăйĕн ывăлне ярасси. Тата, чăннипе, Пулат-Керим хальлĕхе чăваш хушшинче Алирен вăйлăрах çын пуррине те пĕлмест.

Эрнерен тăшман килес çула палăртма кайнă ушкăн таврăнчĕ. Чăн та, ушкăн çыннисен çурри ытла тăшман çывхарнине паллă паракансем пулса юлнă. Чи шанчăклă чăвашсене хăварнă унта. Вĕсем вырăс çарĕ килнине асăрхаймасăр çывăрса юлмĕç, вилĕмпе хăратсан та, ылтăн парсан та хамăрăннисене сутас çук.

■ Страницăсем: 1 2 3