Чăваш арăмне


Хура-шур анчах курмашкăн

Кам çуралса ӳснĕ?

Çут тĕнчере йăвăр хурлăх

Кам ытларах тӳснĕ?

 

Çут тĕнчере кам телейĕ

Çĕре ӳксе юлнă?

Авалтанпа кам кун-çулĕ

Тарçăри пек пулнă?

 

Камăн вăл? - Кун-çулĕ йăвăр,

Хурлăхлă кун-çулĕ?

Чăваш арăмĕн пулмасăр

Камăн тата пулĕ?

 

Чăваш арăмне асапшăн

Ашшĕ-амăш çуратнă,

Ачаранпах хурлăх чулĕ

Мăйĕ çине çакнă.

 

Хурт-кăпшанкă та çу кунĕ

Савăнса вĕçетчĕ,

Çутçанталăкшăн, хĕвелшĕн

Вăл та хĕпĕртетчĕ.

 

Сан чĕрӳ анчах хĕн витĕр

Савăнăç пĕлместчĕ,

Вучах умĕнче вăрахăн

Ĕмĕрӳ иртетчĕ.

 

Турчăка-мĕлкерен урăх

Нимĕн те курман эс

Çут тĕнче курма тухасшăн

Тăрăшман айван ăс.

 

«Хĕрарăмăн çӳçĕ вăрăм,

Ăсĕ кĕске, - тетчĕç, -

Уншăн çут тĕнче курмашкăн

Мĕне кирлĕ? - тетчĕç, -

Кил терĕш тирпе[й]лесессĕн

Тата ĕне-сурăх

Пăхса усрама пĕлсессĕн,

Мĕне кирлĕ урăх?»

 

Çапла ерипенех санăн

Вăюсем пĕтетчĕç.

Масар çине, чун тухсассăн,

Ка[я]йса чикетчĕç.

 

Сан çинче вара хурлăхлă

Çил анчах вĕретчĕ,

Усăсăр иртнĕ кун-çулшăн

Шăхăрса йĕретчĕ...

 

Иртнĕ çулсенче çаплаччĕ

Хĕрарăм кун-çулĕ...

Малашне тек ан тăкăнтăр

Мĕскĕн чун куççулĕ.

 

Чăваш çынни те халь ĕнтĕ

Хăй пуçне çĕклерĕ,

Тăван çĕршывне юратрĕ:

«Эпĕ те çын», - терĕ.

 

Чăваш арăмĕ, саншăн та

Хурлăх хыçа юлтăр,

Пулас пурнăçу мăшкăлсăр,

Савăнăçлă пултăр.

 

Хĕрарăмсем, эсĕр те халь

Этем шутне кĕрĕр,

Вучах умĕнчех ан ирттĕр

Текех сирĕн ĕмĕр.

 

Ĕмĕр чура пулма çитĕ,

Чура пулма намăс!..

Ирĕклĕ кун-çул тупмашкăн

Тăрăр пурте харăс!..

 

Ачăрсене вĕрентме те

Эсĕр ан ӳркенĕр:

Чăваш çĕрне юратмашкăн

Вĕсене вĕрентĕр.

 

Ачăрсем чăваш чĕлхишĕн

Тăма хатĕр пулччăр,

Ют халăхсем ĕлĕкхин пек

Чăвашран ан кулччăр.

 

Çитĕ! Шăпăр шăтăкĕнчен

Çут тĕнчене тухăр!

Этем чунне выльăх чунĕ

Вырăнне ан хурăр.

 

1920 ç. вĕçĕ, Шупашкар

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-23 01:46:40):

Эп ку сăвва шкулта вĕреннĕ чухне пĕтĕм шкул умĕнче вуласа панăччĕ хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе. Паян куна мана вăл питĕ килĕшет. Унтанпа пĕр 30 çул иртрĕ пулин те.

 

Алёна (2009-10-23 09:13:53):

эпĕ те аса илтĕм çак сăвва шкулта вĕреннине пĕр 25-27 çул каялла.

 

Вол (2012-01-24 15:40:27):

Ку сăмахсем пĕтĕм çĕр çинчи хĕрарăм валли. Анчах та эмансипация терминăн пит усал енĕсем нумай. Хĕрарăма Чиркӳве ахаль мар кĕртмеççĕ.

 

венера (2015-03-24 11:55:56):

Эпĕ Çеçпĕл Мишши сăввисемпе пурăнатăп. Уйрăмах "Чăваш арăмне" сăвва чун - чĕререн хиеплетĕп. Паянхи пурнăçри синкерлĕ улшăнусем умĕнче çухалма та,аманма та,арканма та пулать. Ăшра Ç.Мишши сăввисене вулатăн та тĕнче илемлĕн курăнать,пурнăçри пăтăрмахсене çĕнсе шав малалла утатăн:çемьере килĕшӳ,ачасене тĕрĕс тĕкел пăхса ӳстерсе,мăшăрăмпа канлĕ ватлăх кунĕсенче, çепĕç чăваш чĕлхипе, сăпка юррисем юрласа, мăнуксене пăхас килет.Пĕтĕм çут тĕнче юратупа çирĕпленнĕ,Çеçпĕл Мишши те чăвашлăха хисеп туса,чăваш çыннине хиеп туса сăввисене парнеленĕ.Тăванăмăрсем - поэзи вăл, çепĕç туйăмлă, анчах та, вăйлă çынна юратать.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: