Ĕмĕр сакки сарлака. 6-мĕш кĕнеке


I

Шăнкăрав сассипе пĕрлех «Юлташсем, вырнаçăр! Кĕçех съезд уçăлать!» тени илтĕнсе кайрĕ. Делегатсем залалла хускалчĕç. Кунта ытларах кивĕ сăхмансемпе килти пуставран çĕлетнĕ пиншаклисем, пилĕкĕсене кантра-пăяв татăкĕ çыхнисем. Урисенче çăм тăлăппа çăпата вĕсен, пуçĕсенче йӳнĕ йышши йĕтĕн çĕлĕк. Хушăран шинель а тăхăннисем, туя çине тĕрĕнсе утакансем те курăнаççĕ. Зала кĕчĕç те вĕсем çула çухатнăн чарăнчĕç. Кăн-кан пăхкаларĕç. Ара, халиччен кун пек çĕре нихçан та кĕрсе курман-çке. Кантур тавраш вĕсен сехрине сахал хăпартман. Пăртакран халь ĕлĕкхи самана мар тенĕн малалла иртрĕç.

Хĕрарăмсем те йышлă. Анчах вĕсем тĕпелелле иртме хăяймарĕç-ха, алăк çывăхĕнчи тенкелсене йышăнчĕç.

Кунта халиччен вулăс е çĕр общинисен ĕçне татса параканнисем те килкеленĕ. Вĕсене ыттисенчен тӳрех уйăрма пулать. Çийĕнче сар пустав сăртарса çĕлетнĕ кĕрĕк вĕсен, уринче — çăматă, пилĕкĕнче — пасарта илнĕ хĕрлĕ пиçиххи. Вĕсене съездран татса хăварма тăрăшнă та — пултарайман. Зала кĕрсен пĕр хушă йĕнчесе тăчĕç. Вĕсен халичченхи вырăнĕсене кивелнĕ те саплăклă сăхмансем йышăннă. Ирĕксĕрех ăçта пушă вырăн пур, çавăнта вырнаçма тиврĕ.

Чăвашсем çеç мар, вьфăсĕ, тутарĕ, украинĕ, белорусĕ тата ытти çĕршывсенчен килнĕ çынсем те пур кунта Вĕсем те, пĕр ушкăн пулса, уйрăм кĕтеселле вырнаçрĕç. Улитин та кунтах.

Кĕçех айккинчи пӳлĕмрен большевиксем тухрĕç. Микула сĕтел умне пычĕ. Çийĕнче кивĕ пиншак унăн, уринче — тĕпленĕ çăматă. Тăшман персе амантнă хыççăн хырăнайман пирки сухалĕ ӳссе кайнă.

Делегатсем Микулана алă çупса кĕтсе илчĕç. Кунта ăна палламанни те çук-и, тен. Хăйпе тĕл пулманнисем те пурнăçĕпе кĕрешĕвĕ çинчен каласа панисене пайтах илтнĕ.

— Юлташсем! — хавхалануллăн чĕнчĕ Микула. — Большевиксен фракцийĕ хушнипе Атăлкасси вулăсĕнчи Советсен пĕрремĕш съездне уçăлнă тесе шутлатăп!

Большевиксем ура çине тăчĕç, «Марсельеза» юрласа ячĕç. Большевиксене кура ыттисем те ура çине тăчĕç, пĕлекенсем юрра хутшăнчĕç.

Кĕрĕкпе çăматă тăхăннисене юрă сăмахĕсем кулăшла пек туйăнчĕç. Мĕнле юррине ăнланма пуçласан — чĕрисем хускалчĕç. Архиерей Тĕмшер чиркĕвне килнĕ чухне çамрăксем çак юрра юрласа пăтăрмах кăларнине ăçтан манĕç-ши вĕсем? Хирĕçсе кăшкăрашĕччĕç — ытти делегатсем ура çине тăни чĕлхисене çыхрĕ. Ирĕксĕрех вĕсен те тăма тиврĕ. Юрă çав-çавах хăватлăн янăрарĕ:

 

Юлашки хут тăрса çапăçмашкăн!

Вĕçрен вĕçе, айтăр, кар тăрар!

Таса чĕрелли, хăюлли, пăшал тыт.

Çынна пусмăрлакана сирпĕнтер,

Пур пĕрех çăлăнăç е вилĕм пире,

Малалла, малалла, малалла!

 

— Юлташсем! — юрă вĕçленсе зал шăплансан сăмах пуçарчĕ Микула. — Съезд ĕçне йĕркелесе пыма президиум кирлĕ. Миçе çынран суйлас тетĕр?

Натюш вун çичĕ çынран суйлама сĕннипе пурте килĕшрĕç. Кама суйламаллине ятран каланă чухне делегатсем хушшинче сасă илтĕнчĕ:

— Мана сăмах парăр-ха!

— Тархасшăн, Чернов юлташ! — килĕшрĕ Микула.

Трибуна çине Гриша хăпарчĕ. Ан тив, çийĕнчи шинелĕ кивелнĕ, атă кĕли чалăшнă та, чĕри ырă ĕмĕтпе тулнăран куçĕ хаваслăхпа çуталнă. Вăл делегатсем çине ăшшăн пăхса йăл кулчĕ. Кĕсйинчен хут татăкĕ кăларчĕ. Хумханарах сăмахне пуçарчĕ:

— Юлташсем, большевиксен фракцийĕ президиума çак юлташсене тăратасшăн: Николай Степанович Соколов (делегатсем алă çупса ячĕç), Надежда Трифоновна Прохорова (каллех алă çупрĕç), Наум Васильевич Васильев, Демьян Петрович Петров, Арсентий Ксенофонтович Улитин, Трифон Гаврилович Кузьмин...

Гриша тата вун пĕр çын, ку шутра пилĕк хĕрарăм, ятне асăнчĕ.

— Юлташсем! — чĕнчĕ Микула. — Большевиксен фракцийĕ президиум членĕ пулма кама-кама кандидата тăратнине каласа пачĕ. Çавсем çителĕклĕ тесе шутлатăр-и е хушса çырас текенсем пур?

— Çавсенех суйлас! Урăх çырас мар!— илтĕнчĕ темиçе сасă. Кĕрĕкпе çăматă тăхăннисем тăвăлса ларчĕç. Фракци хушнипе тени вĕсен пуçĕсем çине чул персе аннăн туйăнатчĕ. Улитин ятне асăннине илтсен вĕсем лăпланчĕç. Кирек мĕнле пулсан та, президиумра хăйсен çынни пур. Кирлĕ чух хута кĕрĕ. Анчах пухусенче хисеплĕ вырăнта ларма хăнăхнисем тӳсеймерĕç — шавласа кайрĕç.

— Кирлĕ мар пире хракци! Тата хушса çырмалла! — терĕç вĕсем. Çавăнтах Павăлпа ик-виç çын ятне, Сантăр ятне асăнчĕç. Куна ăнланмалла ĕнтĕ. Сантăр çьгасене тарăхтарсах çитереймен-ха. Тата ун урлă Михха ĕçĕнче пулнисем те сахал мар.

Кунта пуянсем йышлах мар пулин те, сассисем аслати евĕр шавлă вĕсен. Съезд лăпкăн та пĕр кăмăллăн иртме пултараймасса Микуласем малтанах шутласа хунă. Харкашăвĕ халех тапранасса кăна кĕтменччĕ. Тапранчĕ пулсан, сирме тивĕç.

— Юлташсем! — кăмăллăн чĕнчĕ Микула, делегатсен ытларах пайĕ большевиксем майлă пуласса ĕненсе. Хирĕçлекен шав тамалсан хушса хучĕ: — Кăшкăрмасăрах калаçса татăлăпăр. Икĕ çĕнӳ пулчĕ. Каярах тата хушса çырас текенсем тупăнчĕç. Малтан большевиксен фракцийĕ сĕнӳ пачĕ. Сасăлатпăр. Кам та кам большевиксен фракцийĕ сĕннипе килĕшес тет, ал çĕклĕр!

Большевиксен фракцийĕ сĕннине ырласа тăхăр вунă процент ал çĕклерĕ. Тепĕр сĕнĕвĕшĕн темиçен ал çĕклеме хăтланчĕç те, ыттисем хускалманнипе аллисене ячĕç. Кĕрĕкпе çăматă тăхăннисем ним хускалми ларчĕç. Сантăр кăна пăрçа çыртнине тӳсеймен евĕр хиркеленсе илчĕ.

Делегатсем кулса ячĕç. Пуянсем хăйсен сĕнĕвĕшĕн ал çĕклеменни кулăшла туйăнчĕ вĕсене.

— Иккĕмĕш сĕнĕвĕшĕн ал çĕклекен пулмарĕ. Çавăнпа большевиксен фракцийĕн шухăшне йышăннă тесе шутлатпăр. Кандидатсене пĕрерĕн е ушкăнĕпе сасăлатпăр-и?

— Ушкăнĕпе! Пĕрерĕн сасăласа вăхăта ирттерер мар!

— Алла кандидата тăратнă юлташсене президиума суйлас текенсем, ал çĕклĕр!

Пурте ал çĕклерĕç.

— Суйланă юлташсем, сĕтел хушшине килĕр! — йыхăрчĕ Микула. Ним чăрмавсăрах кун йĕрки çирĕпленчĕ. Натюш председатель ĕçне тума тытăнчĕ.

— Юлташсем! — терĕ вăл. — Чи малтан Раççейри лару-тăрусем çинчен каласа пама Николай Сепанович Соколов сăмах илет.

Микула ăш кăмăллă куçĕпе делегатсене саврĕ. Сăмахне хавхалануллăн пуçларĕ:

— Юлташсем, большевиксем ĕмĕтленнĕ самана çитрĕ. Рабочисемпе чухăнсене пусмăрта усракан мул хуçисен влаçĕ тĕп пулчĕ, Пĕтĕм Раççейри советсен съезчĕ влаçа хăй аллине илнĕ, Совет правительстви туса хунă. Правительство пуçлăхĕ, халăх комиссарĕсен председателĕ пулма Ленина суйласа лартнă! — Делегатсем тăвăллăн ал çупса ячĕç. Шав лăплансан Микула шухăшне малалла тăсрĕ: — Совет правительстви ĕççыннисене питех те кирлĕ декретсем кăларнă. Пĕр декречĕ вăрçа пĕтерсе мир тăвасси çинчен. Иккĕленмелли çук: пĕтĕм тĕнчери рабочисем пирĕн майлă пулĕç, хăйсен правительствисене ирĕксĕрлесех мир тутарĕç. Тепĕр декречĕпе çĕр улпутсен, мăнастирсен, чиркӳсен шутланнине пăрахăç тунă. Çапла ĕнтĕ çĕр сухаçăсен ирĕкне куçать Сывă пултăр Совет правительстви! Сывă пултăр халăх комиссарĕсен председателĕ Ленин!

Делегатсем тăвăллăн алă çупса ячĕç. Куçсенче савăнăç куççуль тумламĕсем палăрчĕç. Юлашкинчен те пулин халăх пурнăçне лайăхлатасшăн тăрăшакан правительство тупăнчĕ.

Кун хыççăн делегатсем, пĕрин хыççăн тепри трибуна çине хăпарса, хăйсен нушаллă пурнăçĕ çинчен каларĕç. Пĕр украинкăпа белорус хĕрĕ Михха патĕнче ĕçлесе мĕн таран асап тӳсни çинчен каласа пани кашнин чĕринех тиврĕ. Епле шеллемĕ-ха вĕсене? Вырăнти чухăнсен пурнăçĕ те хĕн-хурлă, çапах вĕсен çил-çумăртан пытанмалăх хуралтă таврашĕ пур. Пурлă-çуклă çĕрĕ çинчен мĕн чухлĕ те пулин çĕр улми туса илет вăл. Кĕске вăхăт хушши те пулин тутă пурăнать. Беженецсен вара ним те çук: кил-çурчĕ те, выльăх-чĕрлĕхĕ те лере юлнă вĕсен. Кунти çĕршыва çара çерçи пек килсе кĕнĕ. Çакăнпа усă курса Михха вĕсене хĕн-хур айĕнче усранă. Халĕ те ниçта кайма çук — нимĕçсем вĕсен çĕршывне таптаççĕ. Мир тăвас пирки калаçу пырать пулин те, нимĕçсем ытларах та ытларах сĕмсĕрленеççĕ, çĕнĕрен çĕнĕ районсене туртса илесшĕн.

Тыткăнри икĕ салтак тухса калани пурне те тĕлĕнтерчĕ, хаваслантарчĕ те. Пуп таврашсем пире хирĕç çапăçакан салтаксем тăшман тесе ĕнентерме тăрăшни харама кайман. Вĕсене тăшман тесе шутлакансем сахал пулман. Анчах вĕсем те хăйсен çĕршывĕнче, Раççейри ĕç çыннисем пекех, хĕн-хур айĕнче пурăннă. Вĕсен юнне те мул хуçисем сĕлĕх пек сăхнă. Халь вĕсем те кунта Совет влаçне туса хунишĕн савăнаççĕ.

Тухса калакансем Ленина сывлăх та ырлăх сунса çыру яма сĕнчĕç. Çакă Натюша большевиксен шухăшне пĕлтерме пулăшрĕ.

— Юлташсем! — Хĕрӳллĕн чĕнчĕ вăл. — Тухса калакансем çулпуçăмăр патне çыру ярас терĕç. Большевиксен кăмăлĕ те çаплах. Пирĕн кăштах тĕрлесе хуни те пур. Ирĕк парсан вулама та пултаратпăр.

— Хаваспах итлетпĕр. Вулăр!

Натюш хушнипе Петров халăх умне тухрĕ.

Павăл чунĕ кӳтсе çитрĕ. Ун чухне çак этеме пĕтернĕ пулсан, ытти салтаксем хăйсемех саланĕччĕç, Прохăр çемйине те пĕтерме çăмăлччĕ. Çук, читлĕхе хупнă çĕртен кăларса кайнă ăна юлташĕсем. Елюк ятне çĕртни кăна пулчĕ. Юрать-ха, Михана качча тухнипе витĕнчĕ.

Петров вулама пуçларĕ: «Хаклă Владимир Ильич! Эпир, Атăлкасси вулăсĕнчи чăваш, вырăс, тутар, белорус, украин тата ют çĕршыври ĕç çыннисем, Советсен пĕрремĕш съездне пухăнтăмăр та Сире Совет правительствин пуçлăхĕ пулма суйланине пĕр кăмăллăн ырлатпăр. Вăрçа чарма тăрăшнăшăн, çĕре сухаçăсен ирĕкне памалла тунăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр. Сире сывлăх та вăрăм кун-çул сĕнетпĕр! Сывă пултăр Совет влаçĕ!

— Аван, пирĕн шухăша пĕлсе çырнă! — ырларĕç делегатсем, алă çупрĕç.

— Çапла ĕнтĕ, юлташсем, — малалла каларĕ Натюш, — çырăва йышăнтăмăр, кĕçех Ленин патне çитерĕпĕр. Халь тепĕр ыйту сӳтсе явма тытăнатпăр. Кун пирки Николай Степановича сăмах паратпăр!

Микула, делегатсен шухăшне сăнанăн, пĕр хушă шарламасăр тăчĕ.

— Пирĕн вулăсра сехмет пуррине пĕлмен çын çук-тăр, — терĕ вăл юлашкинчен. — Хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай çын тирне сĕвнĕ вăл, нумай çын юнне сăхнă. Юлашкинчен шăпи тулчĕ. Большевиксен фракцийĕ Янашовăн çĕрне, вăрманне, çуртне-йĕрне, выльăх-чĕрлĕхне, хăма çуракан заводне — мĕнпур пурлăхне — халăх аллине туртса илме сĕнет. Çĕрпе тата ытти мулĕпе мĕнле усă курмаллине çĕр комитечĕ йĕркелетĕр.

Микула шухăшне вĕçлесенех Натюш сăмах хушса хучĕ:

— Ыйтса пĕлмеллисем çук-и? Тен, тухса калас текенсем пур? Çын мулне турса илесси кичем пек туйăнчĕ чухăнсене. Пуян таврашĕсем, тем каласан килĕшӳллĕ тенĕн, шарламасăр ларчĕç. Сантăр çилли тăвăлса хăпарчĕ. Хăйне ыр кăтартнă, пуйма май панă çынна тĕп тăвасшăн иккен. Юлашкинчен тӳсеймерĕ — ура çине тăчĕ те:

— Халăх! — терĕ вăл пĕтĕм сассипе. — Мĕне пĕлтерет ку? Çын мулне туртса илесси патне çитрĕмĕр-и?! Çав териех этем сипетне çухатрăмăр-ши?! Михаил Петрович пурлăхне туртса иличчен çавăя çинчен шухăшласа пăхасчĕ-çке! — Хута кĕрекенсене шыранăн, каллĕ-маллĕ пăхкаласа илчĕ. Çакă Павăла хăю çитерме пулăшрĕ. Ара, кĕрӳшĕпе хĕрне тĕп тума парас марччĕ-çке.

— Александр Кузьмич тĕрĕс каларĕ, — терĕ вара вăл. — Кунта пире нихçан пулман киревсĕр ĕç тутарасшăн, турă йĕркисене пăстарасшăн. Кунашкал айкашса çитмен пурнăçа сыпăнтараймăн. Çылăха та намăса кĕни çеç пулĕ. Çавăнпа эп фракци Янашов пурлăхне туртса илме шутланине хирĕç. Ыттисем те, совеçĕ пуррисем, ман майлă пуласса шанатăп!

Сантăрпа Павăл хирĕçме хăтланнине сирме темех марччĕ ĕнтĕ. Делегатсем мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулнипе васкамарĕ Натюш.

— Тата кам калаçас тет? — терĕ кăна.

— Эпĕ! — илтĕнчĕ хыçалти ретре хĕрарăм сасси.

— Наталья Семеновна-и? — терĕ Натюш. Çавăнтах кăмăллăн йыхăрчĕ: — Кунта килĕр, эппин.

— Мĕнех, унта пыма та пулать... — хăюсăрланнăн хуравларĕ те Наталле тĕпелелле иртрĕ.

Трибуна çине хĕрĕх çултан кая памалла мар, выçлă-тутлă пурăннипе шăммипе тирĕ çеç юлнă хĕрарăм хăпарчĕ. Çийĕнчи тумĕнчен тĕлĕнчĕç пулин те, энĕшкассисенчен паллакан урăх никам та тупăнмарĕ. Çак мĕскĕн мĕнех каласси пур-ши тесе шутларĕç хăшĕсем.

Сăмах каласси темех мар пек туйăнăччĕ Наталлене. Энĕшкасси пухăвĕнче тухса каланăччĕ-ха вăл. Сантăра пухуран хăваласа яма та пултарнăччĕ. Анчах кунта хăйсен ялĕсем çеç мар-çке, çирĕм ял ытла пухăннă. Трибуна çине хăпарсан Наталле çухалса кайрĕ. Хушăран йĕлпĕрсе кулни илтĕннипе тăна кĕчĕ. Хăй ăçтине, мĕн тума килнине аса илчĕ. Пуçне çĕклерĕ, делегатсем çине пăхрĕ.

— Атьсемĕр! — кăшкăрашнипе сасси çинçе тухрĕ. Çакă каллех хăш-пĕрисене култарчĕ. Анчах Наталле йӳпсемерĕ, малаллах кастарчĕ. Куçма Сантăрĕн сипет пур тет. Ун сипечĕ мĕнлереххине каласа парам-ха эппин. Манăн тăватă пепкем пур. Вĕсене пĕччен ӳстеретĕп. Ашшĕ çаплипех вăрçăран таврăнаймарĕ-ха. Çырăвĕ те чылайранпа çук. Те пуçне хучĕ... Вăт, çуркунне Куçма Сантăрĕ патне вăрлăх ыйтма кайрăм та, Турă патăр тесе кăларса ячĕ. Мухтав Турра. Ман телейшĕнех-ши пирĕн ялта большевиксем, хĕрлĕ салтаксем пулчĕç. Çавсем вăрлăх та тупрĕç, сухаласа-акса та пачĕç. Вĕсене, Çтаппан Микулисене таймапуç... Куçма Сантăрĕн вара сипечĕ те, намăсĕ те çук. Пĕртен-пĕр кĕрӳшне те хăваласа ячĕ те... Сехмет хыççăн кайса çын тирне сӳме хăнăхасшăн. Çавăнпа сехмет хутне кĕрет те.

Сантăр аякĕнчен тирнĕн сиксе тăчĕ. Тем каласа татĕччĕ вăл Наталлене. Делегатсем тимлесе итленине асăрхасан хăюлăхĕ пусăрăнчĕ.

— Ах, Турă! — пĕççине çат! çапса илчĕ Наталле. — Платун Павăлĕ те çылăха пĕлет иккен. Юмăç карчăка вĕлерсе çаратнине, лавккара çынсен тирне сӳнине ырă ĕç тесе шутлать ĕнтĕ вăл. Атăла чике-чике хурах ятне панине те маннă, апăршук... — Залра тăрăхласа кулни илтĕнчĕ. Наталле малалла кастарчĕ: — Платун Павăлĕ сехмет хутне кĕресшĕн. Кĕрӳшĕ-çке вăл! Хăй хĕрне вăрă-хураха качча панă. Арманне, çĕрне-шывне хăй ирĕкĕнчех хăварасшăн иккен вăл. Мĕнех, сехмет пурлăхĕпе пĕрле Платун Павăлĕн пурлăх-ырлăхне те туртса илме пултаратпăр. Тар кăларса пухнă мул çук унта!

Делегатсем тăвăллăн алă çупса ячĕç. Ун сăмахне ырласа кăшкăрни илтĕнчĕ:

— Тĕрĕс! Атăла, тарăнтарах çĕре кайса пемелле пулнă ăна! Павăла пуçĕнчен кӳсĕкпе çапнăнах туйăнчĕ. Пуринчен те йывăрри — никам ун хутне кĕменни. Кĕрĕкпе çăматă тăхăннисем те çывăхрах-çке. Мĕншĕн пĕр сăмах та хушмаççĕ?

Наталле мăнкăмăллăнрах пуçне çĕклерĕ те трибуна çинчен анчĕ, хăй вырăнне кайса ларчĕ.

Сăмах илсе трибуна çине Улитин хăпарчĕ. Халăх сасартăках шăпланчĕ. Улитин вулăс пуçлăхĕ пулнине, большевиксем ăна вырăнтан кăларнине кашниех пĕлеççĕ. Хăй председательте ĕçленĕ чухне вăрçă пирки, çĕр пирки мĕн калаçнине илтнисем манман. Сехмете хӳтĕленине те чухланă. Мĕн калĕ-ши вăл халь?

— Юлташсем! Ман умран тухса калаçнă хĕрарăм шухăшĕпе эпĕ килĕшетĕп. Сехмет чăн та тарçисен юнне сăхса пуйнă. Çавăнпа ун мĕнпур пурлăхĕ халăх аллинех куçмалла. Павел Платоновичпа Александр Кузьмич кăлăхах сехмет хутне кĕреççĕ. — Павăлпа Сантăр пуçран çапнă пек пулса кайрĕç. Улитин кирек хăçан та вĕсемпе пĕр кăмăллăччĕ-çке, халь мĕн паврать вăл? Лешĕ хăйĕннех шăйăрттарать: — Çак кăна тĕлĕнтерет мана, пăшăрхантарать те. Эпир, эсерсем, хресченсен тусĕсем, çĕрпе усă курассине учредиловка татса парать теттĕмĕр. Ун чухне пире большевиксем ятлатчĕç, çĕре халех туртса илмелле тетчĕç. Ак ĕнтĕ çав самант çитрĕ те, вĕсем йăлтах тепĕр май çаврăнса ӳкрĕç. Тăхтар-ха, сехмет мулне малтан комитет ирĕкне парăпăр, кайран комитет пайлĕ теççĕ, Тата акă мĕн; ял-ялĕнче тырă е сĕт-çу çуккисем сахал мар. Янашов ампарĕсем вара çурăлса каясла. Вĕсене ан тивĕр, комитет пайласа парать теççĕ. Атăл хĕрринче сĕмĕ çук вутă выртать. Куна та илме пултараймастăр: ун хуçи те комитет иккен. Ку ырă шухăш маррине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа комитетсăрах пухăнмалла та туртса илмелле.

Улитин йăнăшмарĕ, ун сăмахĕсем Михха пурлăхĕпе усă курса юласшăн çунакансен кăмăлне тивĕçтерчĕç.

— Комитет кирлĕ мар пире! Долой сехмете! — шавласа кайрĕç вĕсем. Микула кăмăлĕ тăвăлчĕ. Вулăсри влаçа хăйсен ирĕкне илнĕ чухне Улитин большевиксемпе алла-аллăн пыма сăмах панăччĕ. Центрта та большевиксем эсерсемпе пĕрле пулнине шута илсе Улитина вулăс ĕçтăвком членне суйлама та килĕшӳ тунăччĕ. Анчах ун сăмахĕ суя пулнă иккен. Акă, май килчĕ те, ямăт мулшăн çунакансен кăмăлне астарса яма тăрăшрĕ. Ăнăçсăр пулчĕ теме те çук. Ав епле кăшкарашрĕç. Ним шеллемесĕр тăрă шыв çине кăлармалла. Зал шăплансанах Микула сăмах илсе трибуна çине тухрĕ.

— Юлташсем! — Тăвăлнипе сасси сиввĕнрех тухрĕ унăн. — Эсир Улитин хăвăра юри астарнине те туймастăр иккен!

— Мĕн пирки хур кӳрет вăл пире? — кĕрĕкпе çăматă тăхăннисем сасартăках хирĕç тăчĕç. Делегатсем шавласа кайрĕç. Пĕри сиксе тăрсах кăшкăрашрĕ:

— Мĕн, сехметсен мулне сĕкĕнме юрамасть-им?! Выçса вилсен те-и? Тĕрĕс каларĕç: нимĕнле комитет та кирлĕ мар. Хамăрах салататпăр! Платун Павăлне тахçанах арман пĕвине ямалла!

Микулай майлисем те сахал мар. Вĕсем карма çăварсене чарма хăтланчĕç те, шав пушшех çивĕчленчĕ:

— Комитет та кирлĕ мар пире! Хамăрах йĕркелетпĕр!

Микула тӳсĕмлĕн итлесе тăнă çĕрте пуринчен те хăватлăрах кăшкăраканнине асăрхарĕ. Урпа Çемукĕ иккен. Нумай та пулмасть-ха Павăл арманне çаратнăшăн тĕрмене лекнĕччĕ вăл. Улитин хыççăн сĕмленекен чухăнсем татах пур-çке. Юлашкинчен залри шав лăпланчĕ. Микула, пăлханнине сиссе, ывăç тупанĕпе сухалне сăтăрса илчĕ.

— Юлташсем!.. — терĕ вара, яланхи сассине тупса. — Эпир, большевиксем, йĕркеллĕ пултăр тесе сехмет пурлăхне комитет ирĕкне парас терĕмĕр, Совет правительстви çапла хушнă. Улитин вара кайса çĕмĕрсе килме сĕнет. Урпа Çемукĕ те унпа пĕр шутлă. Вăл хăйне Улитинсемех тĕрмене хупнине те маннă иккен. Юрĕ тейĕп, эпир, большевиксем, сирĕнпе килĕшĕпĕр, вара мĕн килсе тухма пултарĕ? Темиçе çын пухăнса пырĕç те тустарма, салатма, çĕмĕрме пуçлĕç. Паллах, кам вăйли те лашалли лайăхрах япаласене сĕтĕрĕç. Лаша çуккисемпе тăлăх хĕрарăмсем вара айккинче кăна пăхса тăмалла-и? Кунашкал çĕрте çапăçусăр иртес çук. Улитин çак инкеке курасшăн та ĕнтĕ. Вăл сехмет мулне туртса илме чараймарĕ, халь акă унпа никама та усă кăтартасшăн мар. Çĕмĕрттерсе, сапалаттарса пĕтересшĕн. Пĕр-пĕрне курайми тăвасшăн Улитин сăмах ыйтмасăрах сиксе тăчĕ:

— Суя сăмах ку! — терĕ. — Пурин куçĕ умĕнче валеçни шанăçлă. Кут хыçĕнче тем тума та пулать.

Улитин ыттисем Микулана хирĕçлесе шавласса кĕтрĕ. Анчах делегатсем ăнланма пуçланипе Уяитин хутне кĕрекенсем сахал пулчĕç.

Лешĕн ним калаçмасăрах ларма тиврĕ. Микула тӳртен хыпăнтарчĕ:

— Гражданин Улитин, пурне те хăвăр виçепе ан виçĕр. Управ председателĕ пулнă чухне сехмет таврашĕнче пайтах ашкăннă эсир. Çитет унпа та! Халăх аллипе илнĕ мулăн пĕр пĕрчине те харпăр хăй ирĕкĕпе çаратма памастпăр. Ун йышшисене революци вăхăтĕнчи çирĕплĕхпе айăплатпăр! Совет правительстви те кун пирки çирĕп астутарнă.

— Тĕрĕс! Япала тени йĕркеллĕ пултăр!

— Долой старшина йыттине! — шавларĕç ĕнтĕ кив сăхманлипе кив кĕрĕклисем. Юлашкинчен Миххан мĕнпур çĕрне, вăрманне, пурлăхне туртса илсе çĕр комитечĕн ирĕкне памалла турĕç.

 

II

Хăйă çутнă тĕле Миххан тимĕр хапхи умне фуфайкăпа салтак пушмакне тăхăннă, хура тутăр çыхнă хĕр пырса тăчĕ. Темрен хăранăн каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ. Хăю çитерсе шăнкăравларĕ. Çав самантрах будкăран хуралçă тухрĕ. Урам енче палламан çын тăнине курсан чăрмантарса çӳренĕшĕн кăмăлсăрланса чĕнчĕ:

— Кам эсĕ? Мĕн кирлĕ сана?

— Эпĕ... Клавье... — ăшри сасăпа хуравларĕ хĕр.

— Клавье? Кам Клавйи?

Ĕлĕк пулсан, Клавье Михха хĕрĕ тейĕччĕ. Халь ун ятне те асăнас килмен пирки:

— Лукарье хĕрĕ Клавье... — терĕ кăна.

Михха хĕрĕ пуçĕпех пĕтнĕ пулĕ тетчĕç ăна пĕлекенсем. Пур пулсан та çакнашкал ăпăр-тапăр тумпа çӳремелле мар.

— Çветтуй Турă, çветтуй хăватлă... — сăхха печĕ хуралçă, усал-тĕсел курăннăн. — Эсĕ Лукарье хĕрĕ мар, çынсене аташтарма килнĕ усал сывлăш. Сирĕл кунтан! Сирĕл! — Хапха патĕнчен кайма хатĕр хĕр хăйне ятран чĕннипе чарăнса тăчĕ.

— Çитăр пичче! — йăлăннăн тухрĕ ун сасси. — Нивушлĕ паллаймарăн мана? Мăнкун чухне кучченеç илсе çиме виçĕ тенкĕ панине те мантăн-и?

Хуралçă çавăнтах аса илчĕ: чăн та-çке. Ун çинчен урăх кам пĕлейтĕр? Тата Михха хĕрĕ ăшшăн чĕнмесĕр нихçан иртсе кайман. Çаванпа ăна ытти тарçăсем те хисепленĕ. Вăл çухалнишĕн хуйхăрнă.

— Клавдия Михайловна, Турă çырлахтăр... сасартăках паллайман пирки хапха умĕнче калаçтарса тăнашăн ан çилленĕр, тархасшăн... Кĕтмен çĕртен пулни тата темле тумланни аташтарчĕ. Кĕрĕр, тархасшăн... Аçу çав тери хĕпĕртĕ ĕнтĕ.

Клавье тӳрех амăшĕ пурăнакан пӳлĕме каясшăнччĕ. Хуралçă Михха ятне çеç асăннине илтсен, теме сиснĕн хытса тăчĕ. Кунти лару-тăрусем çинчен ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ.

— Çитăр пичче, анне сывах-и? Тата мĕнле сас-хура пур кунта?

Хуралçă иртнине аса илчĕ те хĕре пĕтĕм чунтан хĕрхенсе пăрахрĕ. Аçу çав тери хĕпĕртĕ терĕ те вăл, чăннипе ăна никам та кĕтекен çук. Амăшĕ çĕре кĕнĕ, ашшĕ авланнă. Хуралçă ним шарламасăр тăни Клавьене пушшех канăçсăрлантарчĕ.

— Çитăр пичче, чĕлхӳ çухалчĕ-им?

— Кил хушшинче тăни аван мар, Клавдия Михайловна... Ман будкăна атя-ха... Унта пĕтĕмпех каласа парăп... — терĕ хуралçă, сывлăшĕ ассăн тухнине пытармасăр.

Темле инкек пулнине туйрĕ Клавье. Ура шăнăрĕсем çемçелчĕç. Кайса ӳкесрен чул стена çумне тайăнса ирттерчĕ. Вара, урисе аран-аран ылмаштарса, хуралçă хыççăн утрĕ.

Хуралçă пӳлĕмĕ Клавьене мăнастирти келине аса илтерчĕ. Кунта та унти пекех, йывăç кравать, пĕчĕк сĕтел тата пĕр хыçсăр пукан çеç.

— Каçар... Çул çинче ывăнтăн та пулĕ... — ларма сĕнчĕ хуралçă. Клавье хирĕç пĕр сăмах чĕнмесĕр кравать хĕррине вырнаçрĕ. Куçне хуралçă çинчен илмесĕр вăл сăмах пуçарасса кĕтрĕ.

— Çитăр пичче... Эсир тем каласа пама пултăр-çке...

— Клавдия Михайловна... — хĕр çине пăхма хăймасăр чĕнчĕ хуралçă. — Ырă марри çинчен хыпарлама йывăр та, ним тума... Манран мар тăк тепринчен илтетĕн. Сан аннӳ çук...

— Мĕнле çук? Ăçта кайнă? — ăнлансах çитереймен пирки ыйтрĕ Клавье.

— Лукерья Семеновна чăн çĕре куçрĕ...

Клавьен куçĕ хуралса килчĕ, ларнă çĕртен тӳнсе, урайне ӳкрĕ. Хуралçă шартах сикрĕ, хĕр вилсех кайнăн туйăнчĕ ăна. Ашшĕне пĕлтерме шутларĕ. Анчах алăк хăлăпне тытсан чарăнса тăчĕ. Хĕр сасартăк вилнĕшĕн хăйне айăплама пултарасран хăрарĕ. Тен, чунĕ тухайман-ха? Тен, пулăшу кирлĕ ăна? Хуралçă васкаса Клавье патне пычĕ. Сывлăшĕ пуррине ĕненсен мĕн пулнине тавçăрчĕ. Тăнран кайнă ĕнтĕ вăл. Питне-куçне сивĕ шывпа пĕрĕхрĕ. Пăртакран хĕр тăна кĕчĕ. Пĕтĕмпех аса илчĕ. Вăл амăшĕ пулăшасса, хута кĕрессе шанса килнĕччĕ. Кăлăхах иккен. Амăшĕ çĕре кĕнĕ. Хĕр хурлăхлăн макăрса ячĕ. Хуралçă аран-аран тӳскелесе йăпатма тăрăшрĕ:

— Хĕрĕм, хĕрĕм... — тăванĕ пекех шутласа чĕнчĕ вăл, — лăплан.. Тем чул макăрсан та аннӳне чĕртес çук ĕнтĕ. Хăвна ху асап кăтартни çеç. Лăплан, хĕрĕм...

Тем вăхăтран Клавье чĕри кăштах хытнă пек пулчĕ, куççулĕ типрĕ. Хуралçă пулăшнипе урайĕнчен тăрса кравать хĕррине вырнаçрĕ.

— Çитăр пичче... — ăша кайнă саспа чĕнчĕ хĕр, — ним пытармасăр каласа парăр-ха... Хăçан çĕре кĕнĕ вăл? Чирленĕччĕ-им?

— Çапла çав... — хĕр каллех тăнран ӳкесрен упранса сăмах хушрĕ хуралçă. — Аннӳ... йывăр тăпри çăмăл пултăр... Чирлĕ тенине илтмен. Виличченхи кун кил хушшинче çӳренине хам куртăм. Кăмăлĕ пурри çеç палăрмарĕ. Эсир çухалнипе хуйхăллă пурăннине пурте пĕлеççĕ.

— Апла мĕн пулнă ăна? — малаллине пĕлесшĕн пулчĕ Клавье.

— Кам пĕлет... Çапла çав... Çур тырри аксан аçу Шупашкара кайнă тет-и те... Çавăнтан çĕрле ӳсĕр таврăнчĕ. Ирхине аçу лакее аннӳне апата чĕнме янă та... Аннӳ... Воспоти помилуй... чунĕ сĕтлĕ кӳлĕре çӳретĕр... вилсе выртнă. Хăй вилĕмĕпе вилмен текенсем те пулчĕç... Пытарасса питĕ чаплă пытарчĕç вара. Чиркӳ картишне пытарчĕç.

Хуралçăн юлашки сăмахĕсем Клавье хăлхине кĕмерĕç. Вăл мăнастирте Миххапа тĕл пулнине, хăй ун хĕрĕ марри çинчен каласа панине аса илчĕ. Никам та мар, амăшне хĕрĕ вĕлернĕ. Чунĕ тăвăлса килнипе тӳсеймесĕр кравать çине ӳкрĕ, ӳт-пĕвĕпе чĕтрешсе макăрчĕ. «Ах, анне, анне... Сан пурнăçна эпĕ çирĕм... Мана пархатар пулас çук... Ах, анне, анне... Ирĕклĕ кунтан мар, ирĕксĕр кунтан пулчĕ... Каçар, тархасшăн...» — тесе пăшăлтатрĕ.

— Хĕрĕм, — ĕшеленсе ӳкрĕ хуралçă, — ват супнăна каçар... кирлĕ мара павраса, каллех сире хускатрăм. Урăх шарламăп. Аçу патне каяр та, вăл тĕплĕрех каласа парĕ.

Ашшĕ ятне асăнни Клавьене йăл илме пулăшрĕ. Вăл макăрма чарăнса вырăн çинчен çĕкленчĕ те:

— Атте?! — терĕ хаяррăн.

— Ийя, хĕрĕм... Аннӳ пирки манран нумайрах пĕлет вăл.

— Ман атте çук! — шухăшламасăрах персе ячĕ Клавье.

— Мĕнле çук? Паçăр кил хушшинче çӳренине хам куртăм-çке.

— Вăл ман атте мар...

— Мĕнле апла? — тĕлĕнчĕ хуралçă.

Ытлашши персе янине ăнланчĕ Клавье. Анчах каялла чакма та шутламарĕ. Пурпĕр мар-и ĕнтĕ. Камран вăтанмалла, камран хăрамалла унăн? Хăйне ырă сунакан старике каласа панипе чĕрери йӳçĕкне сиресшĕн пулчĕ Клавье.

— Çаплах, Çитăр пичче... Мана анне урăх арçынпа çуратнă...

— Пулма пултараймасть. Эсир тем аташатăр!

— Эпĕ килтен мĕн пирки тухса кайнине илтмен-и вара эсир?

— Энĕшкассинчи Николай Степанович ывăлĕпе, Юман паттăрпа, иксĕре мăшăрлантарма тăрсан, таçта кайса çухалнă тенине илтнĕччĕ. Анчах сăлтавне эпĕ çеç мар, ыттисем те пĕлмеççĕ.

— Вăт çав Юман паттăрăн ашшĕ ман атте те иккен... Кун çинчен пире анне хăй каласа пачĕ. Вара малтан Ванюк тухса кайрĕ. Унтан эпĕ те... Вилме шутларăм. Анчах кӳлле сикме хăват çитереймерĕм. Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирне кайса кĕтĕм. Çавăнта Янаш Миххипе тĕл пултăм та эпĕ ун хĕрĕ маррине, ман атте Микула иккенне каласа патăм. Ахăртнех, çавăн хыççăн вĕлернĕ вăл аннене. Пуриншĕн те эпĕ айăплă... — Клавье шухăшне вĕçлемесĕрех чарăнчĕ. Питне ал лаппипе хупларĕ. Сассăр та хурлăхлăн макăрчĕ.

Хуралçă минресе кайрĕ. Ку хĕре вăл мĕн пĕчĕкрен пĕлет. Хаваслă та ырă кăмăллăскерччĕ. Унран телейлĕ хĕр те çук пекчĕ. Ашшĕ-амăшĕ юратнă, савнă ăна. Мĕн кирли пурте пулнă унăн... Ав, пурнăç тени епле килсе тухать иккен...

Тем вăхăтран Клавье макăрма чарăнчĕ. Ал лаппине пичĕ çинчен илчĕ те куççуль витĕр тухакан сасăпа хушса хучĕ:

— Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, Çитăр пичче: ман пурăнмалли çук, вилмелли çеç юлнă...

Хуралçă хăраса ӳкрĕ. Ку хĕр хăй шухăшланине тума пултарасса ĕненчĕ. Вилĕмрен хăтарса хăварас шухăшĕпе:

— Клавдия Михайловна, — ӳпкелесе те йăлăнса чĕнчĕ вăл, — сире усал аташтарть. Сирĕнтен те ытларах нуша куракансем пур. Ашшĕсем вăрçăра пĕтнĕ ачасен пурнăçĕ çăмăл тетĕр-и? Е беженецсен пурнăçне аса илĕр-ха. Вĕсем çаппа-çарамас пе тăрса юлнă. Çапах пурнăçран уйрăласшăн мар. Эсир çамрăк-ха. Сывă çыннăн пурнăçшăн кĕрешмелĕх вăй-хăват кирлех. — Çавăнтах сассине пĕчĕклетрĕ те хуралçă хушса хучĕ: — Михаил Петрович сирĕн аçу марри пушшех те аван-и, тен... Вăл нихçан та ырă çын пулман. Халĕ ун йышши этемсем хисепре мар... Аннӳ пирки ан асапланăр. Уншăн эсир айăплă мар. Турă çырни çав таран пулнă пулĕ. Луччă чăн-чăн аçупа калаçса пăхăр. Вăл ырă кăмăллă çын.

— Катăргăра пĕтнĕ аттепе-и?

— Пĕтмен вăл! — чĕрĕленсе хуравларĕ хуралçă. Куçĕнче савăнăç çути палăрчĕ. — Таврăннă. Атăлкассинче пурăнать. Вулăса ертсе пыраканĕ вăл халĕ. Сăмах хускатнă май çакна та каласа парам. Халь пур çĕрте те пăтăрмах. Кашни кĕтесре пуху е митинг. Михаил Петровичран никам та хăрамасть. Çулла тарçисем пастовка туса чĕтретрĕç ăна. Малалла мĕн пуласса Турă кăна пĕлет. Çапла çав... Николай Степанович патне хăюллăн кай.

Клавье сасартăк аса илех кайрĕ: Ванюкпа иккĕшĕ пĕр юн тăванне Николай Степанович пĕлет тенĕччĕ-çке амăшĕ, кирлĕ пулсан пулăшу пама та сăмах туни çинчен каланăччĕ. Ванюкĕ пулсан тата аванччĕ. Вăл хута кĕрĕччĕ. Хĕр чĕрине темле шанчăклă хум ăшăтрĕ. Кăмăлĕ çĕклене пуçланине пытараймасăр ыйтрĕ:

— Эсир илтмен-и, Николай Степанович ывăлĕ, Ванюк, ашшĕпе пĕрлех-ши? Е Энĕшкассинче кукашшĕсем патĕнче пурăнать-ши?

— Тухса кайнăранпа нимле сас-хура та çук теççĕ. — Хĕр кăмăлне сӳнтересшĕн мар хушса хучĕ: — Уншăн хуйхăрас мар-ха. Пĕччен упа тытма пултарнă паттăр çухалмĕ. Мехелĕ çитсен таврăнĕ. Чим-ха, мана ятлама та тивĕç. Сирĕн хырăм та выçнă пулĕ, эпĕ вара кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсемпе вăхăта ирттеретĕп. Клавдия Михайловна, кĕçĕр пурпĕр ниçта каймалли те çук. Ирхинехи ăс каçхинехинчен тимлĕрех теççĕ. Халь хывăнăр та сĕтел хушшине ларăр. Пĕрер курка чей тултарса парам. Сахăр çук та, вĕри шыв çапах чĕрене сыпăнтарĕ. — Дворник тимĕр кăмака çинчи чейникрен вĕретнĕ шыв тултарчĕ. Пĕр чĕл çăкăр касрĕ. Кăмакара пĕçернĕ çĕр улми кăларчĕ. — Ларăр-ха ĕнтĕ! Темле хуйхăрсан та, пулни-иртнине каялла тавăрас çук. Хăвăра пĕтерни çеç. Мĕн пуррине çырткаласа чĕрӳне сыпăнтар та вăй хуш.

Клавье фуфайкине хывса йăрхаха çакрĕ те сĕтел хушшине ларчĕ.

Çырткаланă хыççăн хуралçă Клавьене хăй вырăнĕ çине вырттарчĕ. Çывăрма канлĕ пултăр тесе хăйă сӳнтерчĕ те кил хушшине тухрĕ. Пĕччен юлсан Клавье кӳçĕ умне çак кунсенче пулни-иртнисем карталанса тухрĕç...

Клавье келире чухне кăтăш пулайнăччĕ, вăранчĕ те — лампадка сӳнменнипе куç тĕшмĕртмелĕх çутă пур. Чӳречерен пырса пăхрĕ. Тулта тĕттĕм-ха. Кĕтнĕ май кравачĕ çине ларчĕ. Тăна кĕнĕн сăнама пуçларĕ. Тăрпасăр лампăпа лампадка тĕтĕмпе хуралнă чул стенасем, решеткеллĕ пĕчĕк чӳрече, халь пусарас пек лутра мачча кичеммĕн курăнаççĕ. Çак шăтăка вăл çичĕ уйăх каярах пĕтĕм хуйхи-суйхине сиресшĕн, Турра парăнса канлĕх тупасшăн, çывăхне каçарттарса сăвапа тупасшăн килсе кĕнĕ. Ун чухне вăл вун çичĕ чулхи çепĕç чĕреллĕ хĕрччĕ. Мăнастирти йăла-йĕркесем кăмăл-туйăмне, сăнне-питне йăлтах улăштарчĕç. Халь унăн мĕн пурĕ те пĕр ĕмĕт — çак тамăкран хăтăлмалла. Кĕçех алăк уçăлчĕ. Келине Софья манашка кĕчĕ те хуллен:

— Кайрăмăр, йăмăкăм... — терĕ.

Тулта вĕсене тепĕр икĕ манашка кĕтсе илчĕç. Мĕн тумаллине малтанах калаçса татăлнă пирки сăмах хушмасăрах хапха еннелле çул тытрĕç. Кил хушши тарăн шăплăхра. Пĕр чӳрече витĕр мăчи куç пек çутă курăнмасан, ахăртнех, кунта çынсем вилсе пĕтнĕ тейĕн. Клавьесем çутă курăнакан çурт патне пычĕç. Софья хуллен шаккарĕ. Çав самантрах алăк уçăлчĕ те, Клавьесем коридора кĕчĕç.

— Мĕнле? — пăшăлтатрĕ Софья.

— Çывăрать пулмалла. Нимле сас-чӳ те çук, — хуллен хуравларĕ шуменья канлĕхе упракан манашка.

Манашка йăнăшрĕ. Игуменйăн лăш выртса çывăрса каяс йăла тахçанах çухалнă. Пулни-иртнисем канăçсăрлантарни ыйхине вĕçтернĕ. Ара, ăçтан тăнăç пурăнăн. Патшана тронран тӳнтерни минретнĕччĕ. Вăхăтлăх правительство ĕлĕкхи пекех мăнастире хӳтĕлессине ĕненсен, патша пирки çуралнă хуйхă сирĕлме пуçланăччĕ. Янашов килсе минретрĕ. Çав киремет çамрăк хĕре тем тунă та пĕр сăмахсăрах тухса тарчĕ. Игуменья çыру та ярса пăхрĕ, пурпĕр килсе курăнмарĕ. Паян кунчченех вăл Миххапа çамрăк хĕр хушшинче мĕн пулнине пĕлеймесĕрех пурăнать. Темиçе хут тĕпчесен те, хĕр ялан «астумастăп» тесе хуравлать. Пурăна киле хресченсем мăнастир çĕрĕпе вăрманĕ çине куç хуни палăрчĕ. Вĕсем ыраш акса хăвармалли çĕре самаях туртса илнĕ. Мăнастир улăх-çаранĕ çине кĕтĕвĕсене кĕртсе янă. Вăхăтлăх правительствăн тӳри-шарисене, уезд комиссарне евитлени усăллă пулмарĕ. Унтан та хăрушшине архиерей килсе хыпарларĕ. Вăхăтлăх правительствăна сирпĕтнĕ, Совет влаçĕ туса хунă терĕ. Çав влаç улпутсен, мăнастирсемпе чиркӳсен çĕрне, вăрманне, пĕтĕм мулне халăх ирĕкне туртса илме йышăннă терĕ. Мăнастир кун-çулĕ тĕп пуласран Совета, большевиксене хирĕç кĕрешӳ тапратма хушрĕ. Мăнастир ахаль çынсем çӳремеççĕ, шанăçлăрах манашкăсене хăйсене халăх хушшине ямалла. Ан тив, тĕнче пĕтес çĕр çине антихристсем килни çинчен хыпар сарса çӳреччĕр. Куна ыранах тăвĕ-ха вăл... Пĕтĕм çилĕ тăвăлса килнипе шăлне шатăртаттарчĕ. Совет тени пуçĕпех çирĕпленсен, мĕн тумалла? Мăнастире килсе тустариччен тухса шусан авантарах мар-ши? Игуменья çăлăнăç шыранăн темиçе çул пухнă мулне сĕтел çине кăлара-кăлара купаларĕ. Иккун кĕтессинче лампадка çути ылтăнпа ахаха йăлкăштарса ячĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта? Акă хăлха ункисем, çĕрĕсем, сулăсем, брошкăсем. Ку туфлин ылтăн тăхисем Михха пăтратса хăварнă хĕрĕн, сулисем те çавăн. Шучĕ çук пуянлăх игуменья кăмăлне çĕклерĕ. Тути çинче хаваслă кулă вылярĕ. Çакна шанать вăл: кун чухлĕ пуянлăхпа таçти шăтăкра та лайăх пурăнса ирттерĕ. Игуменья пурлăхне вăрттăн шăтăка пытарчĕ те, лăпланнă пек пулса, кравать çине выртрĕ. Анчах кăтăш пулайманччĕ — алăка шаккани илтĕнчĕ. Игуменья шартах сиксе тăрса ларчĕ. Туйăннă пек çеç шутласа хăй çине хĕрес хучĕ. Каллех шаккарĕç. Туйăнни мар иккен. Çĕрле никам та чăрмантаракан марччĕ-çке. Ăçта мĕн сиксе тухрĕ-ши?

Игуменья чĕтре-чĕтре алăк патне пычĕ.

— Кам унта? — терĕ сиввĕн.

— Эпĕ... Сăваплă матăшкă, уçăр-ха!

Коридорта хурал тăракан манашка сассине чухласан та игуменья чĕри лăпланмарĕ.

— Ма ыйхăран вăратрăн? Мĕн пулнă?

— Сăваплă матăшкă.- — ĕнтĕ ытарлă сасă илтĕнчĕ. — Ман сире çак самантрах пĕлтермелли хыпар пур...

Игуменья питĕркĕче катерчĕ кăна — алăк уçăлчĕ те пӳлĕме пилĕк манашка кĕрсе тăчĕ. Алăка шалтан питĕрчĕç. Игуменья мĕнле хăрушлăх çитнине тавçăрайманнипе тилĕрсе кайрĕ.

— Мĕн кирлĕ сире?! — кăшкăрса пăрахрĕ вăл.

— Сăваплă матăшкă... — мала тухса чĕнчĕ Софья. Анчах «сăваплă» тени хисепленĕн мар, йĕкĕлтенĕн илтĕнчĕ, — пире ытлашши нимех те кирлĕ мар. Эпир тав тума кĕтĕмĕр. Эсĕ кунта патши те, турри те ху пулнипе пире пайтах асаплантартăн. Аçа йытăсене йыхăрса мăшкăллаттартăн... Пуриншĕн те тайма пуç...

Игуменья алăка питĕрнине курмарĕ пулсан та манашкăсем ырă шухăшлă маррине ăнланчĕ. Парăнтарма хăнăхнă сăмахне хыттăн каларĕ:

— Сирĕн ăшра сатана йăва çавăрнă. Христос турă умĕнче чĕркуçленĕр! Пуççапса çылăхăрсене каçарттарăр! — Манашкăсем çав-çавах ура çинче тăни, тахăшĕ ихĕлтетни игуменйăна ухмаха ертрĕ тейĕн: — Ылханатăп сире! Чунăрсем ĕмĕр-ĕмĕр тамăк хуранĕнче çунччăр!

— Сăваплă матăшкă... — каллех йĕкĕлтенĕн чĕнчĕ Софья, — леш тĕнчере тамăк пулас тăк, сана хуранăн чи тĕпĕнче ăшалантарĕччĕç. Мĕншĕн тесен санран ирсĕр çын тĕнчипе те урăх çук. Анчах тамăк текенни леш тĕнчере мар, ак çакăнта вăл. Çавăнпа эсĕ ылханни çине суратпăр кăна!

Ан тив, игуменья та тĕне ĕненсех кайман пулĕ, манашкăсем хушшинче тĕне çак тери хур кӳрессе сунман. Вĕсем хăйсене хăйсем яланах сăпайлăн та мĕскĕннĕн тыткаланă, пĕр сăмахранах хушнине тума тăрăшнă. Апла тесен, игуменья пӳлĕмне чăн та усал сывлăш кĕрсе тулман-ши? Вăл иккун умне хăвăрт чĕркуçленчĕ. Икĕ аллине çĕклесе юрласа ячĕ:

— Эй, таса Турă амăшĕ, çăл пире... Эй, атте турă, çăл пире... Эй, ывăл турă, çăл пире...

— Феодосия Ларионовна!

Игуменья сасартăках антрашма чарăнчĕ. Пуçламăш хут мăнастире киличченхи ятпа чĕннине илтрĕ вăл. Ку ăна кичеммĕн те темле пысăк пĕлтерĕшлĕн туйăнчĕ.

— Эс павранине итлесе тăма вăхăт çук пирĕн. Эпир çылăхлисен тĕнчине таврăнма шутларăмăр. Анчах çула тухма укçа çук. Эсĕ мăнастире, пире те çаратса нумай мул пухрăн. Ав, Лена йăмăкăннех тем те пĕр туртса илнĕ. Вăт... çав мулран пире те пай кăларма ыйтатпăр...

Игуменья тинех вĕçне çити ăнланнă пек пулчĕ: çаратма килнĕ. Ку уншăн тĕне пăрахнинчен те хăрушăрах. Вăл пĕтĕм сассипе тискеррĕн кăшкăрса ячĕ:

— Кăраву-ул! Çаратаççĕ! Çă-ăлă-ăр!

Манашкăсем хăраса ӳкрĕç, анчах часах лăпланчĕç. Ку пӳлĕмре пыршă татăлас пек кăшкăрсан та никам та илтес çук.

— Феодосия Ларионовна! — сассине хулăнлатрĕ Софья. — Кăлăхах çуйхашатăр! Сирĕн сасă кунтан тухаймасса хăвăрах пĕлетĕр. Луччă мулна кăларса пар та... Эпир чиперех тухса кайăпăр... Атту?! — манашка аллине чăмăрласа игуменья патнелле утăмларĕ. Лешĕ сиксе тăчĕ те сурчăкне сирпĕтсе кăшкăрашрĕ:

— Эсир сатанасем, тухса кайăр! Тухса кайăр!

— Мĕн калаçса тăратăр çав арçурипе?! Çулса илес те ĕçĕ пĕттĕр, — ăс пачĕ пĕр манашки.

Çав самантрах икшерĕн икĕ енчен хупăрларĕç те, игуменйăна хăшĕ кĕпинчен, хăшĕ çӳçĕнчен тытса, сĕтел хушшинчен сĕтĕрсе кăларчĕç. Урайне тăсса вырттарчĕç, хатĕрлесе килнĕ вĕрен татăкĕпе аллине каялла çыхрĕç, урине тăлларĕç.

— Кăраву-ул! Сатанасем çулăхрĕç, вĕлереççĕ!

Манашкăсем пĕлсех тăраççĕ: ыттисем ирхи кĕлле хускаличчен мăнастиртен тухса шăвăнмалла. Унсăрăн тем курса ларăн. Софья çивĕтрен тытса çĕклерĕ те:

— Феодосия Ларионовна, кăшкăрса вăхăта ан тăс, кала: ылтăн-кĕмĕлӳ ăçта санăн?!

— Ман нимле ылтăн та, кĕмĕл те çук! Тухса кайăр!

— Ну, юрĕ! — татăклăн астутарчĕ те Софья сĕтел çинче выртакан Евангели листисене вăтăрса илчĕ. Чăмаккаларĕ. Лампадка çулăмĕ çине тытса тивертрĕ. Игуменья патне таврăнса:

— Эсĕ пире яланах тамăкра çунтарассипе хăратрăн. Эпир сана çĕр çинчех çунтарăпăр. Çунас килмесен мулу ăçтине кала!

— Ман нимле мул та çук!

Игуменья хăратасшăн кăна пулĕ тесе парăнмарĕ. Пушшех те хытă çуйхашрĕ.

— Эй, атте турă, çылăхăмăра каçарсамах... Ирĕксĕртен усал ĕç тума лекет, — терĕ те Софья сăхсăхса илчĕ. Вара çунакан хута игуменйăн ура тупанĕ çумне тытрĕ.

— Аяяй! Аяяй! — пусма вырттарнă сысна пек çуйхашрĕ игуменья.

Ӳт ăшаланнипе кукар шăрши тапса тухрĕ. Клавьен пуçĕ çаврăнса, кăмăлĕ пăтранса килчĕ. Алăк çумне тайăнса тăман пулсан ӳкĕччĕ те. Ан тив, игуменйăна вăл та пĕтĕм чунĕпе кураймасть те, тусăмĕсем çак териех айкашасса кĕтмен. Чарас шухăшĕ те пурччĕ — ĕлкĕреймерĕ. Игуменья тӳсĕмĕ татăлнипе:

— Калатăп... — тесе ячĕ.

Софья çав самантрах çунакан хута урайне пăрахрĕ те таптаса сӳнтерчĕ.

— Эй, атте туррăмăр, çылăхăмăрсене каçарсамах... Ирĕклĕ кунтан мар, ирĕксĕртен усал ĕç тума тиврĕ... — сăхсăхса илчĕ Софья. Игуменья кăмăлне çитересшĕн пек, ун хутне кĕнĕн çапла хушса хучĕ: «Сăваплă матăшкă, эпир сана сиен кӳресшĕн марччĕ. Ху айăплă.

Кутăнланмалла марччĕ. Кала! Унсăрăн кунпах чарăнмăпăр».

— Кравать айĕнче, урай хăмине касса тунă шăтăкра. Хупăлчине уçăр... — сассине аран кăларчĕ игуменья.

Манашкăсем кравате сиктерчĕç те сакай хуппи пеккине тупса уçрĕç. Çурта çутса пăхрĕç. Унтан çăрапа питĕрнĕ арча турса кăларчĕç. Игуменья шанăçне çухатнипе текех турткалашса тăмарĕ, уçă ăçтине те каласа пачĕ. Арчана уçсан манашкăсен куçĕсем алчăраса кайрĕç: ылтăн та ахах йăлтăртатать. Вăхăт пулсан пĕр пек пайлĕч-чĕç. Халь камăн аллине мĕн лекнĕ, çавна иле-иле кĕсйисене тултарчĕç. Клавье алăк патĕнчен те хăпманнине асăрхасан:

— Йăмăкăм, мĕн пăхса тăратăн! Кил, кĕсйӳне тултар! Çул çинче кирлĕ пулĕ, — терĕ Софья. Хĕрĕн хăю çитейменнипе йĕкĕр ывăç тулли ылтăн йăтса пычĕ: — Тыт хăвăртрах. Вăтанмалли çук. Хăвăнне те сахал туртса илмен, — Клавье темле ирсĕр япала çыпçăнасран хăраса каялла чакса тăчĕ.

— Кирлĕ мар, кирлĕ мар, аппаçăм! Ирĕкре ылтăнсăрах выçă вилмĕп-ха.

— Хăвăн ирĕк. Кайран ан ӳпкеле! — астутарчĕ Софья.

— Çук, çук, аппаçăм, ӳпкелеместĕп!

Арча тĕпĕнче хаклă йышши япаласем татах пур та — манашкăсен урăх чикме вырăн çук. Тата васкамалла та. Кĕçех ирхи кĕлле кĕме чан çапасран хăрушă.

— Вăт çапла, сăваплă матăшкă... Пирĕншĕн те Турра кĕлту! — тесе хăварчĕç манашкăсем.

Вĕсен çулĕ çинче тата тепĕр хăрушлăх пур-ха. Хапха патĕнчи хуралçăна тем чул хăратса та хăйсем май çавăраймарĕç. Хапха уççи çавăн аллинче. Кĕтесрен кĕтессе пытанса çывхарчĕç вĕсем. Хуралçă курăнакан пулсан чарăнса сăнарĕç. Лешĕ тăлăп çухавине тăратнă та ытла ним хускалмасăр ларать. Çĕрле никам та çӳрес çуккине шаннипе çывăрса кайни паллах. Ку питех аван-ха. Манашкăсем сас-чӳ тумасăр çитрĕç те хуралçа юр çине туртса пăрахрĕç. Пусса выртса çăварне тутăрпа пăкăларĕç. Ал-урине вĕренпе çыхса кĕсйинчен уçă кăларса илчĕç...

Игуменья самай хушă тăнран тухнă пек пулса выртрĕ. Тем пулсан та пурлăхне илсе каясса кĕтмен вăл. Тăн кĕре пуçласанах арчара мĕн юлнине курас килчĕ унăн. Урине çыхнипех, авкаланса, арча патне пычĕ. Чĕркуçленсе пăхрĕ те пĕтĕм сассипе макăрса ячĕ. Темиçе çул пухнă ылтăн-кĕмĕл арча тĕпĕнче кăна юлнă. Унăн мĕнпур пурнăçĕ çав мулраччĕ. Куçа хупса иличчен нимсĕр тăрса юлчĕ...

Коридорта тăракан хуралçа улăштаракан манашка килчĕ. Тусĕ çуккипе тĕлĕнчĕ. Яланах вырăнта пулаканччĕ-çке. Шала кĕнĕ-ши? Тĕпчесе пĕлесшĕн алăк хăлăпне тытса туртрĕ. Алăк çăмăллăнах уçăлчĕ. Шалта макăрнă сасă илтĕнчĕ. Манашка васкаса алăк пуканĕ урлă каçрĕ. Пӳлĕмре лампадка çути çеç пулсан та, игуменья темле арча патĕнче чĕркуçленсе тăнине асăрхарĕ.

— Сăваплă матăшкă, мĕн пулнă кунта? — терĕ манашка ним тума аптранă енне.

Игуменйăна такам юлашки мулне çаратма килнĕн туйăнчĕ. Хаяррăн кăшкăрашрĕ:

— Кăраву-ул! Çаратаççĕ! Çăлă-ăр!

Манашкăсем пĕр-пĕрин çине тĕлĕннĕн пăхса илчĕç. Коридорта хурал тăма черет çитнĕ манашка игуменйăна йăпатса тăна кĕресшĕн пулчĕ:

— Сăваплă матăшкă... — терĕ йăвашшăн, — никам та çаратма килмен кунта. Пурте хăвăра парăннă йăмăкăрсем кăна. Лăпланăр та каласа парăр, мĕн пулнă?

— Эсир пурте сатанасем... Тухса кайăр! Ылханатăп сире! Игуменья ухмаха ернине чăннипех ĕненчĕç те тек сăмах хушмасăрах тухса кайрĕç. Алăка тул енчен питĕрсе илчĕç.

 

III

Келире пурăннă чухне хĕле кĕни ытлашшиех палăрман пекчĕ. Халь урама тухрĕç те чĕтрекен пулчĕç. Юрĕ те тарăн çуса лартнă иккен.

Сасартăк мăнастир чанĕ пушар тухнăн янлама пуçларĕ. Манашкăсем шартах сиксе ӳкрĕç. Çаврăнса тăрсах сăхсăхрĕç. Çулăм-мĕн курăнманнипе çав самантра тавçăрчĕç: хуралçа улăштарма пынă манашка пăтăрмах тапратнă ĕнтĕ. Ĕлĕкхи пек полици таврашне евитлесе тыттарас çук та, хăйсем шырама тухасран хăрушă. Кунтан хăвăртрах тасалнинчен ырри пулмĕ. Виçĕ манашка хăвăрт сыв пуллашса уйрăлсан:

— Клавье йăмăкăм, эс ăçталла çул тытатăн? — терĕ Соня.

— Ун пирки шухăшламан-ха, аппаçăм.

— Хампа пĕрлех илсе кайăттăм. Йăвам тĕлĕ çукки аптратать. Яланлăхах уйрăлас умĕн сана юлашки хут канаш парам...

— Тархасшăн, аппаçăм...

— Аннӳ каланине чĕрӳне ил. Вăл сана суйма пултарайман. Сан чăн-чăн аçу, Николай Степанович, чунсăр çын пулас çук. Турă ăна шĕкĕрех çавăрса килнĕ пулсан, тӳрех çавăн патне кай. Вăл сана йышăнĕ.

— Ырă сăмахшăн тавтапуç, аппаçăм...

— Ĕнтĕ сывпуллашма та вăхăт, Клавье йăмăкăм... Тамăкра чухне сана кӳрентернисем те пулчĕç. Каçар, тархасшăн, — аллисене кăкăрĕ çине хĕреслесе пуç тайрĕ Софья.

— Ху мана, ăссăрскере, каçар... Ман пурнăçа упрама тăрăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп... Кун-çулу телейлĕ пултăр, — Клавье те аллисене кăкăрĕ çине тытса пуç тайрĕ.

— Сана та çавнах сунатăп, хаклă йăмăкăм.

Вĕсем ыталанчĕç. Куçĕсенчен куççуль шĕпĕртетсе анчĕ. Урăх пĕр сăмах хушмасăр уйрăлчĕç. Софья собор урамĕпе тăвалла васкарĕ. Клавье ăна куçран çухаличчен пăхса ăсатрĕ.

Тул çутăлса килни, урам хушши чĕрĕлме пуçлани Клавьене тăна кĕртрĕ. Куççульне шăлса типĕтрĕ те иртен-çӳрен ун çине шанмасăр пăхнине асăрхарĕ. Вара çавăнтах хăй манашкăсен тумтирĕпе пулнине аса илчĕ те хыпăнса ӳкрĕ. Ăçта улăштарса тумланмалла-ши? Шупашкарта Бернадскипе Лаврский пурăннине пĕлет вăл. Кĕрсен, чиперех йышăнĕччĕç, тумлантарĕччĕç-и, тен. Çук, вĕсем патне кĕме юрамасть. Апла мĕнле майпа улăштармалла-ха мăнастир тумтирне? Пĕр май çеç: тумтирпе сутă тăвакан лавккана кĕрсе мĕн те пулин илмелле. Анчах мĕнпе тӳлемелле? Вăл ирĕксĕрех Софья аппăшĕ сĕннипе усă курманнишĕн пăшăрханчĕ. Тĕрĕсех, унта хăйĕн те япалисем пулнă-çке. Пĕр сулине илнĕ пулсан та шĕкĕр тумланма пулĕччĕ. Ирĕксĕрех çумри хĕресе сутма тивет.

Клавье лавккана кĕчĕ. Тин çеç уçăлнипе никам та çук-ха. Прилавка умĕнче тăракан хуçа, манашка кĕнине курсан, усал-тĕселпе тĕл пулнăн тĕлĕнчĕ. Клавье ăна-кăна асăрхамарĕ, тӳрех хуçи патне пычĕ те:

— Ман хам çири тумтире улăштарса тăхăнасчĕ, — терĕ. Сутуçин кăмăлĕ ахаль те пăсăкчĕ. Патшана пĕтерчĕç. Вăхăтлăх правительствăна та сирпĕтрĕç. Совет влаçĕ туса хучĕç. Хулара ĕлĕк çын шутĕнче пулман мĕскĕнсем пуçне çĕклерĕç. Ни пуянне, ни тӳре-шарине уямаççĕ. Пурнăçăн уççи-хуппи палăрми пулчĕ... Манашка тумтирне улăштарасшăнне пĕлсен, тилĕрсе кайрĕ.

— Эппин... тумтире улăштармалла-и? — ӳрĕк-сӳрĕккĕн тавăрса хучĕ сутăç. — Путакан карап çинчен йĕке хӳре пек тарас-и? Большевиксен урапи çине ларас шухăш пур-им? Кăлăхах тăрăшатăр, вĕсем сирĕн пек хура тумлă этемсене йышăнас çук!

Клавье пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Ăна куç кĕретех хур кӳреççĕ. Çавăнпа унăн мăнастире лекичченхи мăнаçлăхĕ хускалчĕ. Вăл пуçне каçăртса çилĕллĕн тавăрса хучĕ:

— Эсир мĕнле карап çинчен персе аннине пĕлместĕп, анчах пуçăра хытах анратнă курăнать. Унсăрăн тавар илме кĕнĕ çынпа ӳсĕр çынла калаçмăттăр. Эпĕ кампа пĕрле каяс пирки сирĕн пушшех ним ĕç те çук. Тавар сутакансем юнашарта та пулĕç-ха. — Клавье тухса каяс шутпа алăк еннелле çаврăнчĕ. Çакă лавкка хуçине тăна кĕртрĕ. Тавар илме килнĕ çынна урăх лавккана кăларса ярасси çăпан тухнинчен те хăрушăрах.

— Тăхтăр-ха! — сассине пачах улăштарчĕ сутуç. Клавье чарăнсан хушса хучĕ: — Эпĕ сире çиллентересшĕн марччĕ, шӳтлерĕм кăна.

Калăр, мĕн кирлĕ сире? Клавье шухăша кайрĕ. Чăнах, мĕн кирлĕ ăна? Чаплă пальто илме укçи çук унан Вара манашкăсем ĕçре фуфайкăпа çӳренине аса илчĕ те:

— Ял хĕрарăмĕсем тăхăнакан сарафан парăр... Тата фуфайка... — терĕ. Сутăç ыйтнă япаласене иле-иле хучĕ.

— Суйлăр, тархасшăн!

Клавье пĕр сарафанне тытса виçкелерĕ. Юрăхлă пек шутласа:

— Çаксене илĕп... Анчах укçа çук-ха манăн, — терĕ.

Сутăç кăмăлĕ тепĕр хут пăсăлчĕ.

— Кунта мăнастир мар. Ахалех илес тесен каялла таврăн! — хатĕрленĕ япаласене каялла ывăта пуçларĕ.

— Ытлашши ан пăлханăр-ха! — терĕ Клавье. — Укçа çук тени тӳлеме пултараймастăп тени мар. Ман хаклă япала пур!

— Мĕн пур вара аплах...

— Халех! — терĕ те Клавье хĕресне мăйĕнчен кăларса илчĕ, сутăç еннелле тăсрĕ: — Акă!

Сутăç çан-çурăмне сивĕ тар тапса тухрĕ. Ан тив, хăй те тĕне çирĕпех ĕненмест те, ăна ят хурса хĕрес çактарнă. Ашшĕ-амăш йăлишĕн те пулин хĕресе пăрахас çук вăл. Ку манашка ним пăлханмасăр хывса илчĕ те таварпа улăштарасшăн. Хĕресĕпе пĕрле инкек парса хăвармĕ-и?

— Мĕн тĕлĕрсе тăратăр? Е хĕрес сан япалусен хакне тăмасть тесе шутлатăр-и? Ытлараха та тăрать вăл. Акă, пăхăр! — Клавье вăчăрине пĕр пуçĕнчен тытса тăсрĕ. Сутăç куçĕ алчăраса кайрĕ. Вара хăй тĕне кĕнине, мăйĕнче хĕрес пуррине те манса кайрĕ. Хальхи саманара, хут укçа кунран-кун йӳнелсе пынă вăхăтра, кашниех ылтăн е кĕмĕл пухма тăрăшаççĕ.

— Ку сирĕн чăн та...

Сутăç сăмахне вĕçлемерĕ те — Клавье ăнланчĕ. Пушă алпа тухса каясшăн мар, ĕнентерме тăрăшрĕ:

— Ийя. Ман аттепе анне йĕс е пăхăр çактарса çӳрекен çынсем пулман.

Сутăç ĕштеленсе ӳкрĕ. Кирлĕ-кирлĕ мара калаçса кăларса ярать-çке.

— Юрĕ ĕнтĕ! — килĕшрĕ вăл.

Клавье хĕресе тыттарчĕ те суйланă тумне илчĕ. Каллĕ-маллĕ пăхкаласа манашкăн кĕпине пăрахса тăхăнмалли хӳтлĕх шырарĕ.

Сутăç айккинчи алăка уçса сĕнчĕ:

— Çавăнта кĕрĕр!

Клавье çухалсанах сутăç вăчăрана тăскаласа пăхрĕ. Хĕресне куçĕ çывăхĕнче тыткаласа пробине тупрĕ. Пĕтĕм чунĕ савăнса кайрĕ. Чăн та ылтăн. Хакне те чухлать. Ку ылтăнпа манашка хуçа хĕрĕ пек юсанма пултаратчĕ. Клавье айккинчи пӳлĕмрен тухрĕ. Фуфайкăпа çеç пулсан та манашка тумне хывса пăрахнипе вăл çамрăк та илемлĕ. Сутăç ирĕксĕрех хĕрхенсе пăрахрĕ.

— Инçете каймалла-и сан? — терĕ.

— Атăлкассине... — пытармарĕ Клавье.

— Атăлкассине çитмĕл çухрăм ытла. Çул çинче лав тытма тата апатланма укçа кирлĕ. Хĕресшĕн тумтир туянтарнисĕр пуçне çĕр тенкĕ паратăп! — терĕ те сутăç çирĕмшер тенкĕлĕх хут укçасем кăларса тыттарчĕ. — Чипер çит! Клавьен кăмăлĕ çемçелчĕ.

— Тавтапуç... Мана ырă тунăшăн хăвăра ырлăх сунатăп. Манашкăсен тумтирне хывса пăрахнă хыççăн Клавьене тимĕр решеткеллĕ читлĕхрен хăтăлнă, вăй та хутшăннă пек туйăнчĕ. Урам тăрăх утнă çĕрте çакна та асăрхарĕ: хирĕç пулакансен пит-куçĕнче хаваслăх çиçет. Телейлĕ çынсем кăна çапла пулаканччĕ. Апла тесен, пурнăçра мĕн сиксе тухнă-ши? Хӳмесем çинче тĕрлĕ плакатсем çакăнса тăраççĕ. Клавье ирĕксĕрех чарăнса тинкерчĕ те «Декрет о мире», «Декрет о земле» тесе çырнине вуласа илчĕ. Унччен те пулмарĕ — çамрăк салтаксем юрласа килеççĕ.

 

Смело, товарищи, в ногу!

Духом окрепнем в борьбе.

В царство свободы дорогу

Грудью проложим себе…

 

Çывăха çитсен çакна та асăрхарĕ Клавье: пĕрин те наган çук, çĕлĕкĕсем умне хĕрлĕ хăю çыпăçтарнă. Клавьене килти пурнăç пуçĕпех улшăннăн туйăнчĕ. Анчах ăнкарса тăма вăхăт çук. Вăл сасартăк хăй ăçта кайма тухнине аса илчĕ те, канăçсăрлантаракан шухăшĕ ашшĕ çине куçрĕ. Ĕлĕк ашшĕ шутланнă çын куçĕ умне курăнма юрамасть унăн. Михха тем туса пăрахма та пултарать. Амăшĕпе кăна курнăçмалла. Вăл ăна пăрахмĕ. Малашнехи пурнăçа йĕркелеме те пулăшĕ. Анчах хăш çулпа каймалла-ши? Çу вăхăчĕ пулсан, пăрахут çине ларĕччĕ те Атăлкассине часах çитĕччĕ. Халь çуран утмалла. Хăш çулпа-ши? Сăртпа та кайма пулассине илтнĕ вăл. Хурăн çулĕ çине кăна тухмалла. Ку çул ăна Ĕнел çĕр общинине кĕрекен Çăкалăх ялнех çитерĕ. Унтан Атăлкасси инçе мар. Çӳресе курман çул яланах инçе пек туйăнать. Унти çул чăн та таврарах тенине те илтнĕ вăл. Çавăнпа Атăл тăрăх утма шутларĕ. Ку çулпа та çуран çӳремен те, пăрахут çинче ларса пынă çĕрте ялсем ăçта-ăçта вырнаçнине курнă. Унта кĕрсе выртма хваттер те хăвăртрах тупăн.

Клавье Атăл çинелле çул тытрĕ. Мăнастир тĕлне çитсен çан-çурăмĕ сивĕ тытнăн чĕтресе илчĕ. Çук, тухса шырасан, тытса кĕресрен хăраса мар, çурчĕ ытла кичеммĕн те хăрушшăн курăннăран. Çакна та асăрхайман-ши вăл маларах? Асăрханă пулсан?.. Шухăшне вĕçлес килмерĕ унăн. Кунта килмен пулсан...

Клавье Атăл çине анчĕ. Уяр та тӳлек çанталăк. Хĕвел самаях хăпарнипе хĕлхемне çĕр çине кăмăллăн сапалать. Ирех лавсем çӳренипе çул такăрланма ĕлкĕрнĕ. Пушмак тĕпĕ якалнипе ура шуни кансĕрлет те, Клавье парăнасшăн мар. Çине тăрса утăмне хăвăртлатать. Каç пулттипе Сĕнтĕрвăрри хулине çитесшĕн вăл. Этем тени ахаль чух та шухăшсăр пурăнаймасть, вăрăм çулта вара шухăшсем валемĕн-валемĕн купаланса килеççĕ. Тахçан пулса иртнисене те аса илетĕн, малашлăхрине ĕмĕтленсе пăхатăн. Клавье те чи малтан ултă-çичĕ çула çитсен амăшĕ ĕçе çыпçăнтарма тăрăшнине аса илчĕ. Хăйпе пĕрле чăх-чĕпе, хур-кăвакала апат партаратчĕ. Пӳрт ăшчиккине тасаттаратчĕ. Каярахпа, Хусанта пурăннă чухне, хăнăхнă йăлипе тарçисем тĕлĕнмелĕхне, Клавье умĕнчи ĕçе хăех тунă. Пĕрле вĕренекен тусĕсем унран кулнă, тăрăхланă та. Клавье йӳпсемен. Амăшĕ мĕншĕн ĕçе вĕрентме тăрăшнине хĕр тинех ăнланчĕ. Михха хăçан та пулин хăй хĕрĕ маррине тавçăрасса кĕтнĕ вăл. Кирек мĕнле пурнăçа кĕрсе ӳксен те татăк çăкăрсăр ан пултăр тенĕ пулмалла. Çак тапхăр çитрĕ те-и? Ытах тесен хăй ĕçленĕ госпитале те ĕçлеме илĕç ăна. Малалла вĕренесси кăна пăшăрхантарать.

Клавье сасартăк Ванюка аса илчĕ. Амăшĕ ăна çав ачапа катаччи чупма кăларса ячĕ. Вăл хут купăс каларĕ. Анахвис çурхи шыв пек илемлĕ юрларĕ. Мĕн тери хаваслăччĕ ун чухне... Анчах кăмăл туличченех катаччи чупма пулмарĕ. Вĕсене, виçĕ ачана, Клавьесем патне кĕртсе хăварчĕç. Килте ахăр ĕçкĕ пырать. Ванюк хут купăс каласа ашшĕпе амăшне ташлаттарчĕ. Вара ашшĕ каланипе Ванюкпа Анахвис ташларĕç. Хăй ташлама пĕлменшĕн питех куляннăччĕ Клавье. Унтан Ванюкпа иккĕшне çураçрĕç.

Тепрехинче вĕсем, иртнĕ хĕлле, Хусанта тĕл пулчĕç. Ванюк пулăпа суту-илӳ тăвакан магазинта ĕçлетчĕ. Клавье вăлча илме кĕчĕ те, курсанах Ванюка палларĕ. Вăлчашăн укçине илмелле ăна хăйпе пĕрле лартса кайрĕ. Çавăн чухне вăл Ванюка мĕн пĕчĕкрен юратнине пуçĕпех ĕненчĕ.

Тепрехинче çуркунне, мункун чухне, Энĕшкасси айлăмĕнче тĕл пулчĕç. Вăйăра иккĕшĕ ташларĕç те вăрмана канса çӳреме кайрĕç. Анчах çăхан кранклатни вĕсен савăнăçне татрĕ. Çăхан йăвине çунтарса хăварсан, иккĕшĕ Энĕш хĕррине пычĕç те моторлă кимĕ çине ларчĕç. Ванюк ăна ал вĕççĕн çĕклерĕ. Çав вăхăтра Клавье каччăна чуп тума ĕлкĕрчĕ. Халĕ те тута тĕлкĕшеттĕр.

Тепĕр ирхине Михха вĕсене мăшăрлантарма тăчĕ. Анчах вĕсем, Ванюкпа иккĕшĕ, пĕр юн тăванĕ иккен... Сасартăках хĕрĕн кăмăлĕ улшăнчĕ. Юратупа хĕмленнĕ юн сивĕнчĕ. Тăрлавсăрах шухăшлама тытăнчĕ. Ванюкран сехĕрленсе уйрăлнăшăн хăйне хăй ятларĕ. Амăшĕ канаш панă евĕр калаçса татăлнă пулсан вăл та пăрахса каймĕччĕ. Клавье те мăнастире кĕрсе асапланмĕччĕ. Çав тери маттур йĕкĕт, тăванĕ, хута кĕрĕччĕ. Вăл кутемĕн таврăннах ĕнтĕ. Тĕл пулса чунтан чуна калаçайрасчĕ.

Вунă çухрăм утнипех Клавье ывăннине туймарĕ-ха. Тепĕр вунă çухрăмĕ вара йăлтах ывăнтарса çитерчĕ. Утăмĕ пĕрре те ӳсĕнмен пек туйăнать. Çитменнине хырăм выççи сисĕне пуçларĕ. Вăл пăлханнипе каç та ăша тĕпренчĕк яманччĕ. Çакăнта чĕл çăкăрпа чĕптĕм тăвар пулайрасчĕ. Çакăнтах канма ларĕччĕ, тăраймасран хăрать. Ахăртех, хытса выртăн. Темиçе лав та ирте-ирте кайрĕ. Клавье лартма ыйтмарĕ. Лавçисем хăйсем тавçăраймарĕç. Каç та пулчĕ. Сĕнтĕрвăрри инçех мар та. Çапах мĕнле çитĕ-ши? Урисене аран-аран улăштаракан пулчĕ.

Хыçран кресла çуна кӳлнĕ лав хуса çитрĕ те, Клавье тӳсеймерĕ:

— Ырă çын, лартса кай-ха, тархасшăн...— терĕ вăтаннине сирсех.

— Ăçталла çул тытатăн?

— Атăлкассине. Сĕнтĕрвăррине те пулин çитсе выртасчĕ. Анчах хама хам та шанмастăп, ывăнтăм.

— Лар !— хĕре шеллесе сĕнчĕ лавçă. Клавье çуна çине вырнаçсан, хушса хучĕ: — Эпĕ сана Сĕнтĕрвăррине мар, хамăр ялах илсе каятăп. Пирĕн ял Атăл хĕрринчех, сан пурпĕр пирĕн ял çумĕпе иртмелле.

Клавье тӳрех килĕшрĕ. Лавçă лашине хăваларах пачĕ. Кĕçех Сĕнтĕрвăрринчен иртрĕç. Тепĕр çур сехетрен вырăс ялне çитрĕç те ултă кĕтеслĕ шатрун çурт умĕнче чарăнчĕç.

— Чуну пур-и? — шӳтлерĕ лавçă.

— Чунăм тухман та. Ал-ура пуррипе çуккине туймастăп, — тере Клавье. Кресла урлă каçса çуна çинчен анасшăнччĕ, ури кӳтсе кайнипе кăшт çеç ӳкмерĕ.

— Эх, ачам... Эс чăннипех халтан кайма пуçланă иккен. Пӳрте атя хăвăртрах! — лашине хапха умне хăварсах хĕре пӳрте çавăтса кĕртрĕ. Килтисене хушрĕ:

— Хăнана йышăнăр. Ури-аллине пăхкалăр-ха, тăм илмен-и? Кил хуçи арăмĕ ăна фуфайкине, пушмакне хывма пулăшрĕ. Алли-урине тыткаласа пăхрĕ.

— Мухтав Турра.. Пурте шĕкĕрех... — тесе хăвăрт çăматă кайса илчĕ. — Тăхăн-ха!

Клавье аллипе ури ăшăннăçемĕн шел кăвар çинчи пек çунма пуçларĕ. Вăл кунашкал ыратнине нихçан та туйман. Ирĕксĕрех куçĕ шывланчĕ. Кĕçех лавçă лаша таврашĕсене йăрхаха кĕртсе çакрĕ. Кĕрĕкĕпе тăлăпне хыврĕ те Клавье патне пычĕ.

— Мĕнле, тăм илмен-и?

— Çук пулас... — аран хуравларĕ Клавье.

— Апла мухтав! Эп хьггах хăранăччĕ. Çанталăкĕ сивех те мар, çулĕ вăрăм. Хĕл кунĕнче кам пушмакпа çула тухать? Мĕн ĕçпе çӳретĕн-ха капла?

Клавье нимех те шарлаймасăр ларчĕ. Çак ыйту çине мĕн хуравламаллине пĕрре те шухăшламан вăл. Çапах та пурнăçра мĕн пулса иртнине пĕлтересех килмест. Мĕн каламалла ĕнтĕ? Юлашкинчен шутласа тупрĕ хĕр.

— Атте чирлесе ӳкнĕ те... Анне те сывах мар. Шупашкарти собора çурта кайса лартрăм. Питех ывăннăччĕ. Кунта çити лартса килнĕшĕн тавтапуç...

Кил хуçисем чунтан шеллесе пăрахрĕç. Пăх-ха ăна, терĕç, ашшĕне сыватассишĕн хĕл кунĕнче пушмакпа тухма та хăраман.

— Амăшĕ! — евĕклĕн чĕнчĕ кил хуçи. — Апат-çимĕç хатĕрле-ха. Хамăн та хырăм выçрĕ.

— Халех! — килĕшрĕ кил хуçи арăмĕ. — Çавăнтах хĕртен ыйтрĕ: — Эсĕ мĕн ятлăччĕ-ха?

— Клавье... — кил хуçисем аван çынсем пулнине ĕненсен хăюллăнах хуравларĕ Клавье.

— Сĕтел хушшине лар, Клавье!

Апатлансан хăнана тĕпелти сак çине вырăн сарса пачĕç. Çул çинче хытах ывăннипе часах çывăрса кайрĕ хĕр. Кĕçех вăранчĕ те. Анчах хăй та çутманнипе хуçисене вăратасран ним хускалмасăр выртрĕ. Ха, темиçе уйăх мăнастирте асапланнă хыççăн хресчен пӳртĕнче-çке вăл, ирĕкре. Пĕр шухăшласан, савăнмалла пек туйăнчĕ. Савăнăçĕ килмерĕ. Малашнехи пурнăçĕн уççи-хуппи курăнманни канăçсăрлантарчĕ.

Вĕсем тăрса апатланнă çĕре тул та çутăлчĕ. Кил хуçи тултан кĕчĕ те:

— Паян шăнтнă... Сăмсана чĕпĕтме пăхать! — терĕ.

Клавье хăйĕн кĕçех тухса каймаллине аса илчĕ те сивĕпе шăннăн чĕтрерĕ. Утса çитес шанăçĕ çухалнă пек пулнипе:

— Ырă çыннăм... — терĕ кил хуçине евĕклĕн. — Ман çумра çĕр тенкĕ укçа пур. Атăлкассине çити лашапа ăсатакан тупăнмĕ-ши?

Ку хĕр укçа хакне пĕлменни паллах. Укçа йӳнелсе пырать пулсан та, çĕр тенкĕлле Атăлкассине виçĕ хут та кайса килме юрать.

— Ма çын шырас? Хамах леçсе хăварăп! — терĕ кил хуçи. Клавье савăнчĕ. Хăвăрт укçине кăларса тыттарчĕ. Кил хуçи кĕçех лашине кӳлчĕ. Клавьене кресла çуна çине тăлăп тăхăнтартса çиле май пăхтарса лартрĕç, урине кĕрĕкпе чĕркерĕç. Атăлкассине вĕсем хăй çутнă тĕле çитрĕç.

— Эп анса юлатăп ĕнтĕ, — терĕ Клавье сасартăк.

Лавçă тĕлĕнчĕ. Вăл хĕрсем патне кĕрсе лашана кăшт кантарасшăнччĕ, чей ĕçсен те ытлашши мар тесе шутланăччĕ.

— Килех ăсатмалла мар-и апла?

Клавье ĕлĕкхи пек пулсан хăна тусах ярĕччĕ. Халь хăйĕн те таçта вырнаçмалла пулать-ха.

— Ман кил çук... — аванмарлансан та тĕрĕссине каларĕ вăл.

— Мĕнле кил çук? Аçу чирлĕ выртать терĕн-иç?

— Ун чухне эп суйрăм. Тархасшăн, ан ятлăр мана. Чипер çитернĕшĕн тав тăватăп! — Клавье хăвăрт тăлăпне хыврĕ, урине кĕрĕк ăшĕнчен кăларчĕ те çуна çинчен сиксе анчĕ. — Каялла чипер çитĕр, ырă çын. Кун-çулăр яланах телейлĕ пултăр...

Клавье васкарах утнипе пӳлĕннĕ пек пулчĕ. Канмалла тавралла сăнарĕ. Нимле улшăну та çук пек. Ĕлĕкхи майлах хăма завочĕ ĕçленин шавĕ илтĕнет. Электричествă вăйĕпе çурнă хăмана йăтса купа туни те курăнать. Клавьен пĕр ĕмĕт кăна: Михха куçĕ тĕлне пулмасăр амăшĕ патне кĕресчĕ...

 

Тем вăхăтра çывăрса кайнă Клавье — астумасть, вăранса куçне уçрĕ те пӳлĕме тул çути кĕнине туйрĕ. Анчах хăй ăçтине сасартăках тавçăраймарĕ. Мăнастирти келинчех пулĕ тесе чунĕ пăшăрханчĕ. Çав вăхăтра алăк уçăлса хупăнни илтĕнчĕ те, Клавье хăвăрт тăрса ларчĕ, Пӳлĕме хуралçă кĕнĕ иккен. Хĕр йăлтах тăна кĕчĕ, хăй кунта ма килсе лекнине аса илчĕ.

— Вăхăтсăр кĕрсе ыйхуна татрăм пулĕ?

— Çук, çук, Çитăр пичче! Ытлашшипех те çывăрнă. Кил хушшинче, урамра мĕн сас-хура пур?

Хуралçă пит-куçĕ хаваслăхпа çуталчĕ.

— Эсир хăвăра Михаил Петрович хĕрĕ мар терĕр. Çавăнпа ним пытармасăрах калатăп. Ĕнер вулăсри Советсен пĕрремĕш съезчĕ пулса иртнĕ. Çав съездра большевиксем... Николай Степанович сĕннипе Михаил Петровичăн çĕрне, вăрманне, выльăх-чĕрлĕхне халăх аллине туртса илмелле тунă теççĕ. Ара Сехмет шăпи аранах тулчĕ. Тен, халăх сучĕ умне те тăратĕç-ха. Вăт, çавнашкал, Клавдия Михайловна... Сехмет хĕрĕ пулманни аван та пулĕ-ха...

Клавьене Михха пурлăхне туртса илмелле туни мар, хуралçă пачах улшăнни тĕлĕнтерчĕ. Вăл ăна хăй кил хушшинче чупса çӳреме пуçланăранпах пĕлет. Миххапа арăмне чунтан парăннăн тыткаланине те астăвать. Ячĕшĕн кăна пулнă иккен. Тĕрĕссипе вăл Миххана темрен те ытла курайман. Хуралçă çеç мар, ыттисем те çавнашкалах пулнă. Клавье сасартăках Михха кил-çуртне вут тивертсе çунтарнине, хăйсем пăрахутпа ларса тарнипе кăна хăтăлса юлнине аса илчĕ те тарçисем Михха вăй-хăватлă чухне ăна пуç тайнă, халĕ, сехмет тĕп пуласса сиссен, пĕтĕм курайманлăхĕ çиеле тапса тухнă. Кирек мĕн пулсан та, кунта текех пурăнма юрамасть тесе шутларĕ Клавье.

— Çитăр пичче... мана тăвану пек шутласа пăхнăшăн тайма пуç сана. Куна эп нихçан та манассăм çук. Халь кайма вăхăт.

— Тăхта-ха! Кунашкал тухса кайни илемсĕр. Эпĕ яшка пекки пĕçертĕм. Сыпкала-ха. Урăх тĕлте сан валли апат-çимĕç хатĕрлесе хуниех пулмĕ хальлĕхе.

Клавье сăмахсăрах килĕшрĕ. Чăн та-çке. Сасартăках кам патне кĕрĕ вăл? Ăçта апатланĕ?

— Вăт çапла, Клавдия Михайловна... — сĕтел хушшинчен тухсан ăс парса каларĕ Çитăр пичче. — Ним вăтанмасăрах Николай Степанович патне кайăр. Вăл сире тараватлăн йышăнасса шанатăп. Тата ăнах вулăс пуçлăхĕ пулма суйланă терĕç. Вăл сире ĕç те тупса парĕ. Ытах çĕр каçма урăх хваттер тупаймасан, ман пата кил. Будка аслă мар та, вырнаçкалăпăр.

— Ырă суннăшăн тавтапуç, Çитăр пичче. Кирлĕ пулсан килĕп те. Хальлĕхе сывă пул.

Кил хушшине тухсан Клавье ниçта кайма аптранăн чарăнчĕ. Çул шыранă пек йĕри-тавра пăхкаларĕ. Хуралтă тĕлĕшĕнчен ниепле улшăну та курăнмасть. Халиччен Клавьене пурте паллатчĕç, пуç таймасăр иртекен марччĕ. Халĕ ăна çын шутлама та пăрахнă тейĕн, сывлăх сунакан та çук.

Клавье сасартăках аса илчĕ, мĕнле-ха капла, амăшне вĕлернĕшĕн сехмете пĕр сăмах шарламасăрах тухса каяс-и, айăпласран çăмăллăнах хăтăлтăм тесе кулма ирĕк парас-и? Çук, вăл çын вĕлернине пĕлекенсем пуррине те пулин хыпарласа хăварас.

Клавье параднăй алăк патне пычĕ. Унта малтанхи ватă швейцарах тăрать иккен. Хăй кăна хĕре аса илеймерĕ.

— Кам эсĕ? Мĕн шыраса çӳретĕн?

Камне каламасăр кĕртес çуккине чухлать Клавье.

— Эпĕ Михаил Петровичăн çухалнă хĕрĕ Клавье... — терĕ ирĕксĕртен Швейцар усал-тĕселпе тĕл пулнăн каялла чакса тăчĕ. Урăхла мĕнле пултăр-ха? Михха хĕрĕ çуркуннех çухалнă. Пурте вăл пуçĕпех пĕтнĕ тесе шутлаççĕ. Халь тата ăçтан тупăннă? Тăн илме хăтлансан швейцар темскер каласшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕ, хĕр сăмах хушни чарчĕ:

— Куçук пичче, туятăп: ман çири тум аташтарчĕ ĕнтĕ сире. Мĕн тăвас, килтен тухса кайсан эпĕ çавнашкал пурнăçа çаклантăм... Эпĕ чăн та Клавье. Ман аттене курас килет...

Швейцара хăйне ятран чĕнни çырлахтарчĕ. Вăл алăка уçса Клавьене кĕртрĕ.

 

Михха йăлтах канăçне çухатнă. Ун утине çулма килнĕ Ĕнел хресченĕсем арăмĕпе иккĕшне те шаккарĕç. Вĕлересрен катер çине ларса тарни кăна хăтарчĕ. Евитлеме кайсан Лаврский кăштах лăплантарса ячĕ-ха. Ленина тытса хупма приказ пани çинчен пĕлтерчĕ, Шупашкарти паллă большевиксене те пĕтерме сăмах панăччĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — катăрăшнăйсем хăйсем Улитина вырăнтан сирпĕтрĕç, вулăсри влаçа хăйсен аллине илчĕç. Кĕркуннепе Вăхăтлăх правительствăна тӳнтерсе совет влаçĕ туни çинчен хьшар çитрĕ. Совет влаçĕн пуçлăхне Ленина суйланă. Çавăнтанпа Михха тарçисен кăмăлĕ йăлтах улшăнни палăрать. Халь ĕнтĕ хирĕç пулсан çĕлĕк хывакан та сахал Ятлама тăрсан хирĕç патлаттараççĕ. Ăна хуçа вырăнне шутламаççĕ те тейĕн. Нивушлĕ Микула каторгăран таврăнсанах киле-киле астутарнисем пурнăçа кĕрĕç? Нивушлĕ пирĕннисем вăй пухса большевиксене пĕтереймĕç? Ют çĕршыври туссем те пулăшаймĕç-ши вара? Тем тесен те ку шанăçа çухатасшăн мар-ха Михха. Ĕнер вулăсри советсен пĕрремĕш съезчĕ пулмалла терĕç. Унта мĕн йышăнчĕç-ши? Иçмасса, хунĕ те пул-сан кĕрсе пĕлтермерĕ. Вăл та делегат-çке. Хуçа таврашĕсем ют патша-лăхсене туха-туха каяççĕ тенĕ хыпар пур. Унăн та каймалла мар-ши? Çук, тем пулсан та Михха çуралнă çĕршывне пăрахас çук

— Михаил Петрович, ăçта эсĕ? — арăмĕн сасси илтĕнчĕ. Вăл тин çеç вăраннă-ха.

— Кунта-çке! — терĕ Михха, васкаса пычĕ. — Мĕн кирлĕ?

— Кирли-мĕнни... Эсĕ ма тарса кайнă вара? Мана пĕчченех хăварнă?

— Вырăн çинче йăваланмалли вăхăт мар, Елюк. Тĕнче çути тĕксĕмлене пуçларĕ.

Самана улшăннине Елюк питех йӳпсемерĕ. Пурнăçĕ тулăххи, мĕн кирли пурте пурри, пурне те тума ирĕк пурри килентерет ăна. Вăл таврара çук пуяна качча тухнипе те çырлахма хăтланнăччĕ. Çавăнпа хирĕçле сăмах килĕшмерĕ ăна.

— Тĕнче çавах çутă-ха. Сан пуçна вара тĕтре çапнă, — сиввĕн тавăрса хучĕ Елюк.

— Ман пуç пирки çеç тĕк, темех марччĕ. Мĕнле те пулин ăс тупса пурăнкалаттăм. Ĕнер ав кантурта съезд пухăннă. Мĕн йышăннине пĕлместĕп. Каç та, паян та никам килсе систермерĕ. Аçу та пулсан кĕрсе тухмарĕ. Ырă енне марри паллах. Ну, ку юрĕ-ха... Мĕн пулнине курнă, пулассине курăпăр. Сана та вырăн çинчен тăма вăхăт. Выльăх-чĕрлĕхе мĕнле пăхнине сăнасан та ытлашши мар. Эп çармăссен енне кайса килесшĕн. Вăрман хатĕрлекенсем патĕнче мĕн сас-хура пур-ши?

Елюк мăшлатса вырăн çинчен тăчĕ. Хырăмĕ палăрмаллах мăкăрăлнă ĕнтĕ. Питне хуратут пуснă.

Çывăракан пӳлĕмрен тухса столовăялла утнă çĕрте вĕсен çулне темле хĕрарăм пӳлчĕ. Михха чунĕ ахаль те кӳтнĕрен тилĕрсе кайрĕ.

— Кунта кĕме мĕнле хăйнă эсĕ, сăрнай! Халь тухса кай! Михха йăвашшăн йышăннă пулсан Клавье кăмăлĕ кăштах çемçелĕччĕ-и, тен? Тем пулсан та, вун çичĕ çула çитиччен çак çуртра ӳснĕ вăл. Михха хăвалани чĕрине хытарчĕ. Курайманлăхĕ çулăмланса хăпарчĕ.

— Аплах ан хăвала! Эп нумай тăмастăп, халь каятăп. Çакна çеç астутарса хăварас терĕм: аннене вĕлернине никам та пĕлмест тесе савăнаттăн пуль?

— Мĕн терĕн эсĕ, сăрнай?! — Михха Клавье еннелле ыткăнчĕ.

— Ан çулăх, çын вĕлерекен! Эп санран ним чухлĕ те хăрамастăн. Кунта кĕнине çынсем пĕлеççĕ, тухманнине те асăрхĕç. Сана пуриншĕн те явап тыттарĕç, — терĕ Клавье Миххан чашкăракан çиллине пусарасшăн. Хĕр йăнăшмарĕ. Кунта кĕнине çьшсем пĕлеççĕ тени пуç тăрăх пăрлă шыв янă пекех пулчĕ. Умĕнче хăйĕн хĕрĕ шутланнă çын тăнине ĕненчĕ вăл. Ĕлĕкхи самана пулсан полицейскисене евитлĕччĕ те, ăна килсе пуçтарса та кайĕччĕç. Халь кама евитлĕн? Катăршнăй Микулана-и? Ытла тăвăлнипе те ним тума çук иккен. Ура шăнăрĕсем çемçелнипе Михха пукан çине персе анчĕ. Хуçа халран ӳкни Клавье кăмăлне кăштах çемçетрĕ.

— Анне пĕтнишĕн хама та айăплатăп. Эпĕ сан хĕрӳ марри çинчен пĕлтермелле марччĕ. Пурпĕр уншăнах вĕлерме кирлĕ марччĕ.

Михха пуçне ялт çĕклерĕ. Шур куçне кăларчĕ. Çамрăк арăмĕ умĕнче тӳсме çук хур кӳреççĕ-çке ăна. Асар-писерле кăшкăрса пăрахрĕ:

— Сăрнай, аннӳне эп вĕлернĕ теме мĕнле хăятăн?! Тухса кай! Тем туса пăрахăп тата!

Упăшки аптăраса ӳкни Елюка хăратса пăрахнăччĕ. Хĕрне парăнса йышăнĕ те арăмне вырăнне хуми пулĕ тесе шухăшланăччĕ. Ĕлĕк хĕр чухне те Клавье чаплинчен кĕвĕçнĕ вăл, ăна чунтан курайман. Михха халсăрлана пуçлани Елюка чун кĕртрĕ. Упăшки хутне кĕрсе усал сăмах хушрĕ:

— Ха, вĕлтрен кайăкĕ таçти вăрмантан вĕçсе килнĕ те пире хăратасшăн! Иçмасса, питне тăлавар çелесе ярасчĕ.

Клавье чĕрине йĕппе тирсе илнĕн туйăнчĕ. Анчах çухалса каймарĕ, тивĕççĕн тавăрса хучĕ:

— Мана вĕлтрен кайăкĕ пулсан та юрать. Ку ман айăп мар. Тата вăрă-хурах юлашки пулниех те мар. Ылханатăп сире! Чун-чĕререн ылханатăп!

Михха хăй мĕн тăвасса та чухлаймасăр пукан çĕклерĕ. Çапса та пăрахĕччĕ — арăмĕ тăнне çухатманнипе тăхтарĕ. Кайран тем курса ларăн тата.

Михха аллинчи пукана туртса илчĕ те Елюк Клавье енне çаврăнчĕ:

— Сан ылхану çине суратăп кăна. Çăварупа кала та сăмсупа туртса ил!

Клавье урăх ним чĕнмесĕрех тухса кайрĕ.

— Михаил Петрович, эпĕ ним те ăнланаймарăм-çке? — пĕр хушă чĕмсĕрленсе тăнă хыççăн ăшталанса ӳкрĕ Елюк.

— Суять вăл! Лукарье хăй вилĕмĕпе вилнине манран малтан лакей курнă.

— Уншăн мĕн çатракаланмалли? Эп сана шанмасăр е тĕпчес-тăвас шутпа ыйтмарăм. Мана Клавье сан хĕр пулман тени тĕлĕнтерчĕ. Кам хĕрĕ вара вăл?

Клавье мăнастирте çĕрессе шаннăччĕ Михха. Вăл ют арçынпа çуралнă пирки никам умĕнче те намăса кĕмĕп тенĕччĕ. Ак ĕнтĕ арăмне ирĕксĕртен хыпарлама лекет.

— Вăл Энĕшкассинчи катăршнăй Микула хĕрĕ.

— Ан калаç!

— Тарăхмалла та, тĕрĕсех... Эпĕ Клавьене Ванюкпа мăшăрлантарасшăнччĕ. Ачине хурлас çукчĕ. Анчах Лукарье вĕсем юн тăванне систернĕ те, иккĕшĕ те килтен тухса çухалнă. Клавье мăнастире кайса кĕнĕ иккен. Ванюкĕ халичченех таçта çӳрет...

Елюк рехетленчĕ. Вăл курайман хĕр чăн та вĕлтрен çинчи-мĕн. Паçăр хăртни вырăнлах пулнă. Тек килсе кансĕрлес çук. Ĕнтĕ упăшкине йăпатса кăмăлне уçма та тивĕç.

— Унашкал сучкана пĕтернишĕн çылăх та пулас çук!

Çав вăхăтра Елюк прапорщикпе иккĕш кĕлетре мĕн хăтланнине темшĕн аса илеймерĕ. Айăпсăр пекех малалла кастарчĕ:

— Ăна никам та ĕненес çук. Çилли тулнипе вăл тем те пакăлтатса çӳрĕ. Лăплан та, апатланар-ха. Вара ĕçе тытăнар. Эпĕ кил хушшине тухса пăхкалам. Эсĕ çармăссем енне кайăн.

Столовăя çитеймерĕç вĕсем. Кĕтмен çĕртен Трифунпа Петров тата икĕ хĕрлĕ гвардеец пырса кĕчĕç. Елюк хăрушлăх килсе тухасса шутламарĕ те. Петрова палласанах чунĕ вĕчĕрхенчĕ. Ăна пĕрле савăшнă чухнехи пек йышăнайманшăн пăшăрханчĕ. Прапорщикпа улах çĕрте тĕл пуласшăн тем чул ĕмĕтленнĕ. Акă тĕл пулчĕç те, кăмăла тивĕç-термелли мелсем пулмарĕç.

Трифунсем ырă хыпарпа килменнине Михха тӳрех тавçăрчĕ. Чĕри кăрлатса тапа пуçларĕ. Анчах палăртасшăн пулмарĕ, тарçисемпе калаçма хăнăхнă сассипе чĕнчĕ:

— Мĕн кирлĕ сире?

— Ытлашши темех мар, гражданин Янашов. Эпир Атăлкасси вулăсĕнчи Советсен пĕрремĕш съезчĕ мĕн йышăннине хыпарлама килтĕмĕр. Демьян Петрович, вуласа парăр!

Елюка тĕл пулни Петров кăмăлне те хускатрĕ. Юратнăран е килĕштернĕрен мар, çак хĕрарăм пирки намăса кĕнине аса илчĕ те хăйĕнчен хăй йĕрĕнчĕ. Трифун чĕнни ăна хăйне алла илме пулăшрĕ. Кĕсйинчен хут кăларса вулама пуçларĕ:

— Атăлкасси вулăсĕнчи Советсен пĕрремĕш съезчĕ çапла йышăнать: Янашов Михаил Петрович улпут-хуçан мĕнпур çĕрне, вăрманне, заводне, выльăх-чĕрлĕхне, Атăл çыранне кăларса купаланă йывăçне, ампарти тырри-пуллине, килне-çуртне йăлтах халăх ирĕкне туртса илес.

Петров вулама чарăннă самантра Трифун сăмах хушасшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕ.

— Халăх ирĕкне-и?! — терĕ те Михха çăварне лаш карса ахăлтатма тытăнчĕ.

— Гражданин Янашов! — хыттăн каларĕ Трифун. — Эсир ахăрашнине курса тăма вăхăт çук пирĕн. Эпир кайсан хуть мĕн хăтланăр. Халь пирĕн мула шута илмелле. Малтан çакна калăр-ха: ылтăн-кĕмĕл тавраш ăçта сирĕн?

— Ав мĕнле?! Ылтăн-кĕмĕл кирлĕ иккен сăрнайсене?! — кулма чарăнса хаяррăн эхлетрĕ Михха. — Ĕçлес килменнипе куç кĕретех çаратас тетĕр-и?!

— Гражданин Янашов! — тата хытăрах чĕнчĕ Трифун. — Пире хур кӳме пăрахăр! Эпир сирĕн пурлăхăра çаратма мар, халăх ирĕкне пама килнĕ. Тĕрĕссипе, сирĕн кунта ним те çук. Кутăнланас шутлă пулсан, уяса тăмăпăр, тытăпăр та хупса лартăпăр.

Михха тавçăрма пуçларĕ курăнать. Кутăнланнипе хăтăлса юлаймăн. Вĕсемшĕн пулсан персе пăрахасси те темех мар. Луччă сейфа уçчăр те унти мĕнпур пек укçана илсе кайччăр. Юрать-ха ылтăна тăнăçлă вырăна пытарма ĕлкĕрнĕ.

— Мейĕр, тархасшăн! Пĕтĕмпех илсе кайăр! — терĕ те вăл шалти кĕсьерен уçă кăларса ывăтрĕ. Трифун ăна çĕртен илсе Михха патне пычĕ.

— Апла мар, господин Янашов, хăвăр аллăрпа уçса паратăр. Паçăрах каланă сире, кутăнланса вăхăта ан ирттерĕр!

Михха пукан çинчен йăраланса çĕкленчĕ. Никам çине пăхмасăр, Трифунсене шалалла ертсе кайрĕ. Сейфа уçрĕ:

— Илĕр, тархасшăн! Йăлтах илĕр! — терĕ.

Сейфра патша кăларнă хут укçасем кăна. Вĕсене сейфра усранинчен те тĕлĕнмерĕ Трифун. Михха патша кăларнă укçана Керенский укçинчен шанăçлăрах шутлать иккен. Ылтăн-кĕмĕл таврашĕ çук Михха аллине лекекен ылтăн-кĕмĕле кăларса яманнине, пухса пынине Трифун лайăх пĕлет. Михха ӳсĕр чух мухтаннине сахал мар илтнĕ вăл.

— Ылтăнпа кĕмĕл ăçта? Керенский укçисем ăçта?

— Ылтăн тавраш çук ман. Эпĕ хут укçана ылтăн вырăнĕнчех хисеплетĕп. Керенский кăларни те пур, — тимĕрленĕ арча патне пычĕ Михха. — Акă, илĕр! Хĕрĕхшер, çирĕмшер тенкĕлĕх касман хут укçана шпалер пек купаласа тултарнă.

— Ку аван-ха. Тарçăсене ĕç укçи тӳлеме кирлĕ. Ĕнтĕ ылтăн ăçтине калăр!

— Ылтăн çук манăн! Хуть мĕнле шырасан та тупаймăр! — шăртланчĕ Михха.

Ылтăна тĕплĕ вырăна пытарни паллах. Хăйсем тĕллĕн çеç шыраса тупайĕç-ши? Ирĕксĕрлесе калаттарма та хĕн. Хуçа хытă чĕреллине чухлать Трифун. Сасартăках аса илчĕ вăл: ку килте лакейсем сахал мар. Ылтăна ăçта пытарнине асăрхакансем те пулма пултарнă.

— Демьян Петрович! — терĕ Трифун. — Эсир мĕн пуррине шутлăр-ха. Эпĕ аялти хуталла анса пăхам...

Трифунпа салтаксем кшгаине курнă лакейсемпе кил хушшинче ĕçлекенсем аялти хутри пĕр пӳлĕме пухăнчĕç. Трифун çитсе ырă кун сунма ĕлкĕрейменччĕ — пĕрин хыççăн тепри ыйтусем пама пуçларĕç:

— Мĕн ĕçпе килнĕ эсир? Кантурта мĕн хьшар?

— Вулăсри Советсен съезчĕ сехметĕн мĕнпур пурлăхне шутласа йышăнма килтĕмĕр. Халех çавна та астутарас, сехметĕн пĕр япали те çухалмалла мар, пĕр япалине те харпăр хăй тĕллĕн илмелле мар, ватмалла мар. Ун пек айкашакансене революцилле çирĕп саккунпа айăплаççĕ.

Ку сăмах кашнинех килĕшмерĕ. Тепĕр çĕрте çĕр улпучĕсен пурлăхне кам мĕнле пĕлнĕ çавăн пек сĕтĕрме пĕтернĕ тенине те илтнĕ вĕсем. Çавăн пек хăтланас шутлисем те çук мартăр. Анчах хальлĕ-хе шарламарĕç. Малалла мĕн пулассипе кăсăкланса ыйтусем пачĕç:

— Пирĕнпе мĕн тăватăр?! Ăçта каймалла пулĕ пирĕн?

— Çакăнтах юлатăр. Çакăнтах ĕçлетĕр. Анчах лакей вырăнĕнче мар, пĕр танлă рабочисем пулатăр.

— Укçине кам тӳлĕ?

— Эпĕ тӳлетĕп!

— Эсĕ-и?! — кулакансем тупăнчĕç. Трифун хăй те кучер çеç пулнине пĕлеççĕ-çке вĕсем.

— Эпĕ, юлташсем, — çирĕплетрĕ Трифун. — Сехмет çĕрне, вăрманне тата ытти мулĕн пĕр пайне хресченсене валеçсе параççĕ. Юлашкинчен госхоз тумалла тесе йышăннă. Çав госхоз директорне мана лартрĕç. Çавăнпа сире çапла йыхăратăп: япаласене пурне те тирпейлĕ тыткаламалла. Çĕмĕрекен-ватакансене каçармастпăр... Тата çакă пур-ха, сехмет ылтăнне ăçта пытарнине каламасть. Сирĕн хушăра асăрханисем çук-и?

— Пулсан пире те паратăр-и? — терĕ тахăшĕ.

— Юлташсем, ку килĕшӳллĕ сăмах мар. Эпир хамăр кĕсьене чикес шутпа шырамастпăр. Хăвăрах шухăшламалла, виçĕ çул ытла пынă вăрçă Раççей хуçалăхне йăлтах начарлатса çитернĕ. Юсама ылтăн кирлĕ. Çавăншăн ыйтатăп, ăçта пытарнине асăрханисем çук-и?

— Атьăр! — терĕ пĕр лакейĕ.

Вĕсем аслă пӳртĕн тепĕр вĕçне тухрĕç. Яланах тултан питĕрĕнсе тăракан алăк патне пычĕç. Уçă Михха аллинче пулма кирлипе ун патне каясшăнччĕ Трифун. Тарçăсем хуçине пĕлтересшĕн пулмарĕç.

Хăрасси халь те сирĕлсе пĕтеймен иккен-ха. Лум тупса кĕрсе пробойне тăпăлтарчĕç. Пĕчĕк пӳлĕме кĕчĕç. Кунта куç тĕлне пулмалли нимле япала та çук. Лакей урай хăмине пустарнă планкăна хирсе катерчĕ. Урай хăми пуçне сирчĕ те, шăтăка анмалли пусма курăнчĕ. Трифунсем унта анчĕç. Шăрпăк çута-çута пĕр кĕтесе çитрĕç те тăватă пысăк хуран ларнине курчĕç. Икĕ хуранĕ тулли ылтăн, икĕ хуранĕнче — кĕмĕл.

 

IV

Ĕнер Атăлкасси вулăсĕшĕн историлле кун пулчĕ. Вулăсри советсен пĕрремĕш съезчĕ Миххан çĕрне, улăхне, вăрманне туртса илме йышăнчĕ. Анчах лăпланса ларма сăлтав çук. Съезд большевиксен фракцийĕ шутланă пекех иртсе пычĕ, кăлтăксем те тупăнчĕç. Тем пек тăрăшсан та ĕлĕкхи çăхансене пурне те съездран сирсе хăварма пулмарĕ. Вĕсем хăйсен шăлне аванах кăтартрĕç. Пуринчен ытла Сантăрпа Улитин айкашни тарăхтарчĕ Микулана. Хунĕ пулнă çын халĕ пуçĕпех власть тăшманĕсем майлă çаврăнма пуçланă иккен. Улĕмрен Сантăрпа та кĕрешме лекĕ. Улитин тиек пулнă, халь те тиекех. Вăл хăш-пĕр çынсен кăмăлне астарса ячĕ. Михха пурлăхĕ çине тапăнмĕç тесе те калаяс çук. Большевиксем сехметĕн тĕп хуçалăхĕнчен госхоз тума шутланă. Ку вара халиччен никам туса курман ĕç. Çак ĕçе йĕркелеме Трифун пултарулăхĕ çитейĕ-ши? Нимĕçре тыткăнра пулнă хăш-пĕр çынсем вăл унта помещиксем патĕнче ĕçленĕ теççĕ. Çавсен опычĕпе усă курмалла мар-ши? Тем чул ĕç, тем чул пысăк шухăш, пылак ĕмĕт. Çавăнпа ĕнтĕ Микула хваттерне çурма çĕр иртсен тин таврăннă, çывăрнă-çывăрманах паян ир кантура килсе юлташĕсене пуçтарнă. Трифунпа Петрова тата икĕ хĕрлĕ гвардееца вулăсри съезд йышăннине пурнăçлама кăларса ячĕ. Съезд йышăнăвĕсене пурнăçлама ял советсем те кансĕрлессĕн туйăнать. Шел те, пур çĕрте те çĕнĕ влаçа пăхăнакан çынсене суйлайман. Нумай çĕрте çĕнĕ власть мĕн иккенне, ăна кам валли тунине те пĕлмен çынсене, айăпланă пек, председателе лартнă. Шалусăр çӳресе нуша куртăр тенĕ ĕнтĕ.

Микула та ыттисемпе пĕрлех ялсене тухса каясшăнччĕ, анчах съезд мĕнле иртни çинчен Шупашкара пĕлтерес шутпа тытăнса юлчĕ. Хут илсе çырма ларчĕ.

...Ашшĕне курсан ăна палласа илесси пирки ним чухлĕ те иккĕленмерĕ Клавье. Хут купăс каласа Ванюкпа Анахвисе ташлаттарнă чухнехи маттур çын халĕ те куç умĕнче-çке. Пӳлĕме кĕрсен аптраса тăчĕ. Сĕтел хушшинче шурă çӳçлĕ, шурă сухаллă арçын ларать. Ашшĕ кунашкал ватă пулма кирлĕ мар. Каялла тухса кайма та хатĕрччĕ. Ыйтса пĕлес килни тытса чарчĕ.

— Ырă çыннăм, Николай Степановича ăçта тупма пулать-ши? Микула пуçне çĕклерĕ. Алăк патĕнче фуфайка, айĕнчен ура тупанĕ вăрăмĕш сараппан тăхăннă çамрăк хĕрарăм тăрать.

— Николай Степанович текенни эпĕ! — терĕ вăл. Çавăнтах кăмăллăн йыхăрчĕ: — Ав! — сĕтел умĕнчи пукана тĕллесе кăтартрĕ, — çавăнта ларăр! — Палламан хĕрарăм вырăнтан та хускалманнине кура çинерех тăчĕ:

— Иртĕр, иртĕр! Хăймасăр тăмалли çук. Эсир тиек кантурне мар, совет кантурне килнĕ.

Клавье пукан çине вырнаçсан ыйтрĕ:

— Ăçтисем эсир? Мĕн ĕçпе?

Клавье кунта килнĕ чухне чунĕ ытла кӳтнипе тĕл пулсанах тем каласа тăкас пекчĕ. Халĕ чĕлхи çинчи мĕнпур хаяр сăмахĕсем çăва патне сирĕлчĕç. Чĕрине пысăк хуйхă пусарнипе тӳсеймерĕ, пуçне сĕтел çине хурса сасăпах макăрса ячĕ.

Атăлкассине куçнăранпа Микула патне нумай çын, çав шутра ватти-вĕтти çӳренĕ. Вĕсене кашнинех кунта тĕрĕслĕх шырани илсе килнĕ. Анчах ку çамрăк хĕрарăм пек пĕр сăмах каличченех макăрнине курманччĕ.

— Ырă çын... — Клавьене шеллесе те ăнланнăн чĕнчĕ вăл. — Инкек сиксе тухнă пулсан макăрнипе сиреес çук. Лăпланăр та каласа парăр.

Кам эсир? Мĕн пулнă? Вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшăп...

— Клавье эпĕ... — илтĕнчĕ сасă.

Микула хăйĕн хĕрĕпе тĕл пуласса асра та тытман пирки нимĕн те тавçăраймарĕ. Тепĕр хут ыйтрĕ:

— Кам Клавйи? Чухлаймарăм-çке эпĕ?

Хĕр шучĕпе, паллах, хăй ятне каласанах ашшĕн ăна палламаллаччĕ. Вăл аса илейменни унăн çиллине тепĕр хут хăпартрĕ. Хаяр сăмахсем те тупăнчĕç:

— Ăçтан чухлайăр-ши эсир?! Аскăнланнă та ирттернĕ. Халĕ хăвăрăн телейлĕ ăраскалăрпа киленсе пурăнатăр: ман ăçта кайса кĕрсе каймалла-ши? Анне пурăннă пулсан аптăрамăттăм. Вăл мĕнле те пулин май тупса хӳтĕлĕччĕ. Ăна сехмет вĕлернĕ. Хуть те халех мăя петле тăхăнтар та туратран çакăн... — Клавье каллех пуçне сĕтел çине хучĕ, ĕсĕклеме пуçларĕ.

Микула тинкеререх пăхрĕ те Клавье сăн-сăпатĕнче Ванюк сăнĕ пуррине асăрхама ĕлкĕрчĕ. Ним иккĕленмелли те çук: хăйĕн хĕрĕ. Килтен тухса кайнăранпа ырă пурнăç курманни те паллă: ку тумтире тарçăра хĕн-хур тӳсекенсем кăна тăхăнаççĕ. Микула сасартăках Лукарьене «Эпир ăссăрришĕн ача айăплă мар. Хăçан та пулин кирлĕ пулсан пулăшусăр хăвармăп» тесе сăмах панине аса илчĕ, чĕри ăшшăн тапма пуçларĕ. Вăл сĕтел хушшинен тухса Клавье патне пычĕ. Аллине пуçĕ çине хурса çепĕççĕн чĕнчĕ:

— Хĕрĕм...

Клавье хăвăрт тӳрленсе тăчĕ. Куççульне пытармасăр:

— Мĕн терĕр эсир?

— Хĕрĕм, терĕм...

— Апла тăк йышăнатăр-и мана?

— Чĕрĕ чуна йышăнманни киревсĕр йăла. Ун пирки сан аннӳне тахçанах сăмах панă.

— Апла пулсан атте тесе чĕнме юрать-и сире?

— Юрать, хĕрĕм...

— Ой, атте... — ача чухнехи ачаш сассипе чĕнчĕ Клавье. — Чун ытла та кӳтнипе эпĕ ытлашши сăмах каласа кӳрентертĕм са! Каçар, тархасшăн...

— Çилленмелле сăмах пулман пирĕн хушăра. Куççуле шăлса типĕт. Вара йĕркипе каласа пар: ăçта пулнă эсĕ? Халĕ ăçтан таврăнатăн?

Клавье Ванюкпа иккĕшне мăшăрлантарма тапăннинчен, Ванюкпа иккĕшĕ юн тăванне амăшĕ пĕлтернинчен пуçласа мăнастире мĕнле майпа çакланнине, унти ирсĕр йăласем çинчен, мăнастирте Миххапа мĕн пирки тĕл пулнине, çийĕнчи тумтирне çумри хĕресне сутса туяннине каласа парсан сăмахне çапла вĕçлерĕ:

— Атăлкассине эпĕ анне пулăшасса шанса килнĕччĕ. Кăлăхах пулчĕ. Анне çĕре кĕнĕ. Анчах вăл хăй вилĕмĕпе çĕре кĕнине ĕненместĕп. Сехмет вĕлернĕ ăна. Эпĕ ăссăр пуçăмпа вăл ман атте маррине, ман атте эсĕ пулнине каласа патăм... Анне пĕтнĕшĕн эпĕ айăплă... — Клавье пит-куçне аллисемпе хупăрларĕ, хул пуççийĕсем сиккелеме пуçларĕç.

Хĕрĕ çине шеллесе пăхнă май Микулан кăмăлĕ те çемĕçрĕ. Ахăртнех, çакна аса илчĕ: çамрăк чухне пуçтахланни ав мĕн кăтартрĕ ăна. Ывăлĕ тухса кайни кĕçех çулталăк çитет, ним сас-хура та çук Çывăхра пулсан мĕнле тӳссе пурăнĕ? Арăмне, Анахвиссене аса илсе те пулин çырмалла.. Унпа пĕрле Клавье те çухалнăччĕ. Вăл тупăнчĕ-ха. Çав тери пысăк асапра пулнă иккен. Мăнастир таврашне сăваплă вырăн, манашкăсене сăваплă çынсем тесе ĕненекен сахал пулман. Унта намăслă çуртри пекех айкашнă, хĕрарăмсен ӳтне сутса пурăннă. Лукарьене Михха хăй вĕлернĕ тенине те суя теме çук. Явап тыттарма май çуккине пĕлнĕ вăл. Вĕлернине куракан пулман. Иçмасса, хĕрне обществăна юрăхлă çын тума тăрăшмалла.

— Хĕрĕм, лăплан... Паçăрах каларăм, инкеке куççульпе сирес çуç. Хăвна ху алла ил. Аннӳ çĕре кĕнĕшĕн айăпа ху çине илме кирлĕ мар. Сан вырăнта пулсан такам та темскер персе ярĕччĕ. Тĕрĕссипе, пуриншĕн те аннӳпе иксĕмĕр айăплă. Анчах ун пирки урăх калаçмăпăр. Эсĕ тамăкран сывă хăтăлса тухни паха. Хĕресе хывса пăрахнăшăн ырлатăп. Пурăна-киле мăнастирти ирсĕр йăласене тăрă шыв çине кăларас пирки те шухăшласа пăхăпăр-ха. Ан тив, пĕтĕм ĕç халăхĕ пĕлсе вĕсенчен йĕрĕнччĕр. Халĕ сан пурнăçу пирки калаçăпăр. Пытармастăп, çăмăл пулмасть пире. Манăн кил-çурт та çук, шалу та тепĕр чухне ахаль пĕтет. Эсĕ ямăттипе пурăнма хăнăхнă, сан ирĕкре мĕн кирли пĕтĕмпех пулнă. Халь вăй-халу çитнĕ таран ĕçлеме тивет. Пурпĕр ĕлĕкхи апат-çимĕçе кураймăн. Çакна тӳсейĕн-ши?

— Тӳсетĕп, атте! Мăнастиртинчен хăрушă пурнăç ниçта та пулмĕ. Ĕçрен хăрамастăп эпĕ. Анне хăçан та пулин маншăн асаплă ăраскал килессе кĕтнĕ пек мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Вĕреннĕ чухне Хусанта пурăннă. Прислугăсем те пурччĕ. Эпĕ пурпĕр хам умри ĕçе хамах тунă. Мăнастирте чухне йывăр ĕç лекнĕ мана.

— Нумай вĕреннĕ-и эсĕ?

— Иртнĕ çуркунне гимназирен вĕренсе тухрăм. Унпа çеç те çырлахман. Медсестрасен курсĕнче вĕрентĕм, госпитальте ĕçлерĕм. Аманнă салтаксем мана хисеплетчĕç. Эпĕ тухтăр пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Телей килмерĕ...

— Вĕренме кĕрейменшĕн ан хуйхăр. Сывлăху, кăмăлу пулсан, пултарулăхĕ пулсан, çитес çул та кĕрĕн-ха. Пире вĕреннĕ çынсем питĕ кирлĕ.

— Эпĕ, атте, пĕтĕм вăя хурса вĕренме тăрăшăп. Гимназире те начарах вĕренмен.

— Питĕ аван... Вăт ĕнтĕ йăлтах паллашрăмăр...

Микула сĕтел хушшине таврăнчĕ те, Клавьен ыран-паян мĕн тумалли, ăçта пурăнмалли çинчен сӳтсе явасшăнччĕ. Вара хăй пурăнакан хваттере илсе кайса вырнаçтарасшăнччĕ. Ĕлкĕреймерĕ.. Михха пырса кĕчĕ. Микула пĕрре пăхсах сехмет ырă шухăшпа килменнине тавçăрчĕ. Куçĕ урнă йытăнни пек çиçни çавна палăртать. Анчах Микула ним хумханмасăр чĕнчĕ:

— Мĕн сăмах?

Михха чунне кăра çил тулнипе сĕтел пуçĕнче Клавье ларнине те асăрхамарĕ. Пĕтĕм хаярлăхне шăл витĕр сăрхăнтарса хуравларĕ:

— Çапла, сăрнай... Лукарьене мăшкăллани... Вĕлтĕрен ăшĕнче çуралнă хĕрна эпĕ пăхса ӳстерни сахал пулчĕ саншăн. Ĕнтĕ ман мул çине куç хутăн-и? Пĕтĕмпех туртса илетĕн-и? Луччĕ хама та вĕлер! Ма вĕлерместĕн?!

— Гражданин Янашов, мăшăрсем пирки сăмах хускатмăпăр. Вĕсем вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăр... Эпĕ сан мулна хапсăннă тени суя халап. Сан нимле мул та пулман. Эсĕ тарçăсен юнне сĕлĕх пек сăхса пылпа çу çинче ишнĕ. Ман атте ĕмĕр сакки сарлака-ха, Янаш Миххин те шăпи тулĕ-ха тетчĕ. Вăт шăпу тулчĕ те... Сан аллунта пулнă мул чăн-чăн хуçисен аллине куçать. Анчах сана халех вĕлерес пирки шутламан-ха. Ку хăвна ху тыткалама пултарнинчен килĕ. Акă ялпа пĕрле вăрман касма, Атăлтан йывăç кăларма, мольă хăвалама кайăн. Унта сана çăкăр та парĕç. Вăт çавнашкал, господин Янашов. Халь тухса кайма пултаратăр!

— Хăваламасăрах каятăп! Анчах ытла та çăмăллăн хăтăласшăн эсĕ манран, сăрнай! — терĕ те Михха хăвăрт револьвер туртса кăларчĕ.

Клавье чĕри çурăлас пек ыратса кайрĕ, вăл ашшĕшĕн вилĕмле хăрушлăх сиксе тухнине ăнланчĕ. Çиçĕм пек сиксе тăрса Микулана хӳтĕлерĕ. Çав самантра револьверпа пенĕ сасă илтĕнчĕ. Клавье хăйне пуля тивнине те туймарĕ, пĕтĕм чун халĕпе кăшкăрса ячĕ:

— Ирсĕр! Çын вĕлерен!

Клавье тахăш вăхăтра çĕр айĕнчен тухса тăнăн туйăннипе Михха алли чăлханчĕ. Вăл тепĕр хут переймесĕрех алăкран тапса сикрĕ. Микула хăйĕн револьверне кăларса Михха хыççăн чупасшăнччĕ, Клавье ураран ӳкме пуçланине курсан ун патне васкарĕ, ăна ӳкме памарĕ.

— Сана тивертрĕ...

— Мана тивертни темех мар... Сана вилĕмрен хăтарнăшăн савăнатăп.

 

...Коля Гришăсемпе пĕрле армана каясшăнччĕ. Дежурнăйра тăма черет çитнипе ирĕксĕрех Атăлкассине юлма лекрĕ. Ыттисем тĕрлĕ çĕре саланнă хыççăн вăл, вулĕçтăвком таврашĕнче çӳресен-çӳресен, Микулапа юнашар пӳлĕме кĕчĕ. Ĕç çуккипе кивелнĕ хаçатсене тыткаласа пăхрĕ, вулама хăтланчĕ. Сасартăк Микула пӳлĕмĕнче пăшалпа пенĕ сасă илтĕнчĕ. Коля мĕн пулнине пĕлесшĕн чупса тухрĕ. Микула пӳлĕмĕ еннелле пăрăнайнăччĕ, унтан Михха сирпĕнсе тухрĕ те Атăл еннелле чупрĕ. Коля ăна тӳрех палласа илчĕ, пăшал сасси те ăнсăртран пулманнине тавçăрчĕ. Тăшмана тартас мар тесе револьверĕпе хăлаçланса хыттăн кăшкăрчĕ:

— Стой! Перетĕп!

Михха хыçра хăрушлăх пуррине сиссе хăвăрт çаврăнса тăчĕ. Тĕлленĕ-тĕллеменех револьверĕпе кĕрслеттерчĕ.

Коля хăйне амантнипе мар, юриех çĕре ӳкрĕ. Çав вăхăтра Михха тепĕр хут печĕ те, хăй çулне пӳлекене вĕлермеллех тивертнĕ пек сунса, тарма тытăнчĕ. Сехмет хăтăлма пултарасси Кольăна хумхатрĕ.

Вăл пĕтĕм вăйне пухса тĕллесе печĕ. Лешĕ, шарт сикнипе, тем çине такăннăн тирĕнсе кайрĕ. Тепĕр хушăран сиксе тăчĕ те каллех чупма пуçларĕ. Коля ĕштеленсе ӳкрĕ. Тарса хăтăлать-çке. Тивертеймерĕм-ши? Каллех печĕ.

Пăшал сассине илтсе, унтан та кунтан çынсем чупа-чупа тухрĕç. Ăçта мĕн пулса иртнине тавçăриччен Коля сассине илтрĕç:

— Сехмете хупăрлăр! Тарса хăтăлать вĕт! — Коля тăрса чупма хăтланчĕ; анчах ик-виçĕ утăм та тăваймарĕ, тинех хăйне амантнине туйса илчĕ.

Çынсем çула пӳлме пуçланине асăрхасан Михха вĕсем еннелле тĕллесе ик-виçĕ хут кĕрĕслеттерчĕ. Никама тивертеймерĕ пулин те, çынсем ăна хăвалама чарăнчĕç. Михха çулĕ çинче никам та çук. Халĕ вĕсен куçĕнчен кăна çухалмалла. Вара хăтăласса шанать вăл. Анчах нумай та каяймарĕ, урисем улшăнайми пулчĕç. Шăлне шатăртаттарса çĕр çине персе анчĕ. Çакна курсан çынсен хăравçăлăхĕ иртрĕ. Ăна тепĕр хут хупăрлама пуçларĕç. Михха çакна ăнланчĕ ĕнтĕ: тарса хăтăлма çук. Вăл сасартăках вăрă-хурахсене епле асаплантарнине аса илчĕ, унăн çӳç-пуçĕ вирелле тăчĕ. Револьверне тăнлав çине тытса курока пусрĕ. Пăшалĕ пемерĕ. Патронсем пĕтнĕ иккен.

Иккĕн-виççĕн Коля патне чупса çитрĕç.

— Мĕн пулнă сана?

— Мана нимех те пулман. Хăвăр сывă юлни паха. Анчах ыттисене калăр-ха, Сехмете çапса-туса чунне ан кăларччăр. Унпа мĕн тумалли кайран курăнĕ. Халь Микула пичче патне кайăр. Çавăнта пăшал пенĕ сасă илтĕнчĕ. Анчах хăй кантуртан тухни курăнмарĕ. Мана... мана... пульницана илсе кайăр!

Хвершăл яланхи пекех ир вăранчĕ пулин те пульницана кайма васкамарĕ. Выртакансем унта пурĕ те арçынпа хĕрарăм кăна. Пĕри вут çурнă чух пурттине ура çине лартнă. Шăнăрĕ татăлманнипе суранĕ хăвăрт тӳрленет. Хĕрарăмăн вара пӳрни шыçнăччĕ. Çапах ăшчик вырăнта мар хвершăлăн. Ытла та тĕлĕнмелле килсе тухрĕ-çке. Юлашки çулталăкра кăна мĕн-мĕн курмарĕç-ши? Ĕмĕртен влаçра тăнă патшана вырăнтан сирпĕтрĕç. Тĕнче пĕтес пекех туйăннăччĕ — пĕтмерĕ. Вăхăтлăх правительство туса хучĕç. Вулăс пуçлăхне тиек пулнă çыннах лартрĕç. Ку ĕнтĕ халăхшăн чи паха правительство тесе шавларĕç. Çав хушăра вăрçă малаллах тăсăлчĕ. Сехмет пурнăçĕ ĕлĕкхи пекех ахăрчĕ. Вулăса большевиксем таврăнчĕç те Вăхăтлăх правительствăн халăха хирĕçле ĕçĕсене кашни утăмрах тăрă шыв çине кăларма тытăнчĕç. Халăха хăйсем май çавăрчĕç. Янашова карланкинчен ярса илнĕ пекех, тарçисен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатрĕç. Сехмет улăхне туртса илсе çулчĕç. Ял çывăхĕнчи çĕрне акса хăварчĕç. Пурпĕр Янашов аптранипех палăрманччĕ. Пурлăхĕ те иксĕлни курăнманччĕ. Кĕçех Вăхăтлăх правительствăна та тӳнтерчĕç.

Совет влаçне туса хучĕç. Вулăсра советсен пĕрремĕш съезчĕ пулса иртрĕ. Çав съездра Янашовăн мĕнпур именине халăх аллине туртса илме йышăнчĕç. Анчах ахальтен çеç пулмарĕ-ши ку? Нивушлĕ ĕлĕкхи пуяна тĕп тăвайĕç? Вара пурнăç мĕнле майлашăнса кайĕ?

— Тем курса ларăн... — упăшки канăçсăрланнине сиссе сăмах хушрĕ арăмĕ. Çав вăхăтра чӳречене шаккарĕç.

— Кам унта? — чӳрече умне пычĕ хвершăл арăмĕ.

— Салтака персе амантнă. Хăвăртрах пулăшу кирлĕ! — илтĕнчĕ тултан арçын сасси.

— Салтакĕ ăçта? — ĕнтĕ хвершăл та чӳрече патне ăнтăлчĕ.

— Пульницана илсе кайрĕç.

Хвершăл васкаса çитнĕ çĕре виçĕ-тăватă çын аманнине йăтса тăраççĕ.

— Шала илсе кĕрĕр хăвăртрах !— хушрĕ хвершăл.

Кольăна ултă вырăнлă пӳлĕме йăтса кĕчĕç. Урăх пӳлĕм çуккиле хĕрарăмми-арçынни те çакăнтах выртаççĕ. Шинелĕпе аттине хывса илсен Кольăна стена çумĕнчи койка çине вырнаçтарчĕç. Аякĕ тĕлĕнчи гимнастерки юнланнăран хвершăл ăна та хывма хушрĕ. Пуля икĕ аяк шăмми хушшинчен тачка ӳте шăтарса тухнă.

— Э-э... Эсир телейлĕ çамрăк иккен. Шăммусем шĕкĕрех. Тепĕр икĕ эрнерен строя тăма пултаратăр! — Кольăна йăпатмалла калаçкаланă май хвершăл сурана тасатрĕ, бинтпа çыхса ячĕ. — Ну вăт, халь пĕр хушă лăпланса выртăр.

Юлташĕсем кĕме тăнине курсан:

— Кайăр, кайăр! Халь вăхăт мар! — терĕ.

— Суранĕ мĕнле?

— Хăрамалли çук. Савнийĕ пулсан ăна та калăр, пĕр-икĕ эрнерен улаха тухма пултарать.

Коля юлташĕсем сирĕлме ĕлкĕрейменччĕ — Микула Клавьене ал вĕççĕн йăтса кĕчĕ.

— Алексей Васильевич, салам...

— Салам, Николай Степанович... Ку хĕрарăма тата мĕн пулнă?

— Сехмет персе амантнă. Тĕрĕссипе, вăл мана тесе пенĕччĕ. Ку хĕр ача иксĕмĕр хушша кĕме ĕлкĕрчĕ. Мана вилĕмрен çăлса хăварчĕ.

Хвершăл тĕлĕнчĕ. Паттăр хĕр кам таврашне ыйтса пĕлĕччĕ — вăхăт мар пек туйăнчĕ. Тинкеререх пăхсан таçта курнă та пек туйăнчĕ. Тавçăраймарĕ кăна. Клавье йынăшса яни ăна хăвăрт пулăшу памаллине аса илтерчĕ.

— Хальхи саманара аптрамалла ĕнтĕ... Переççĕ те переççĕ пĕрне-пĕри...

— Пĕрне-пĕри мар, Алексей Васильевич, ĕç çыннисен ĕмĕрхи тăшманĕсем пире переççĕ... — хвершăл шухăшне тӳрлетрĕ Микула.

— Пулĕ те... пулĕ те... Çиелти тумне хывасчĕ.

Микула йăтса тăнă çĕртех санитарка хĕр пушмакне хывса илчĕ. Сылтăм аллине фуфайка çаннинчен кăларнă чухне Клавье сасăпах йынăшса ячĕ.

— Хĕрĕм... мĕнле те пулин тӳсме тăрăшăр. Çиелти тумтире хывмасăр вырттарма та, эмеллеме те май çук... Тӳсĕр кăштах...

Клавье тутине татса илес пек çыртрĕ. Икĕ куçĕнчен куççулĕ пăчăртанчĕ. Ăна хĕрарăмпа пуçа-пуçăн кравать çине вырттарчĕç. Хул калакĕ тĕлĕнчен пуçласа тăршшĕпех кĕпе юнланнине курсан, ăна та хывтарчĕ хвершăл.

Клавье хăйне амантнине, тӳсме çук ыратнине те маннă пек пулчĕ. Питне-куçне намăс хĕлхемĕ çунтарса илчĕ. Умĕнче ашшĕпе хвершăл тăраççĕ. Пӳлĕм тепĕр енче пĕр арçынпа каччă пăхса выртаççĕ. Вăл хăйĕн таса ӳтне ку таранччен никам арçыннине те кăтартман-çке.

— Ним те ан вăтанăр... Шел те, пирĕн кунта хĕрарăм тухтăр çук, — терĕ Алексей Васильевич, ун шухăшне сиснĕн.

Кирек мĕн тусан та килĕшеп тенĕн, Клавье куçне пытарчĕ. Кĕпине касса сирсен çакă паллă пулчĕ: пуля хул тăпси айне лекнĕ те шăтарса тухайман.

— Хĕрĕн телей пур, — терĕ хвершăл, Микула пăшăрханнине туйса. — Турă ăна качча тухса ача-пăчаллă пулма чĕрĕ хăварнă. Пуля чĕре тĕлне лекмен. Тарăнах та кĕмен. Касса кăларма май пур.

«Телейлĕ» тенине илтсен, «манран телейли кам пултăр ара» тесе хурлăхлăн шухăшларĕ Клавье. Касса кăлармаллине пĕлсен, çан-çурăмне сивĕ тар тапса тухрĕ. Госпитальте ĕçленĕ чухне салтаксем опе-раци хыççăн епле асапланнине тем чул та курнă-çке.

— Сирĕн çывратмалли эмел пур-и? — терĕ Клавье шиклĕхне пытараймасăр.

— Уншăн ним те ан пăшăрханăр. Касса кăларнине сисмесĕрех юлатăр! — йăпатрĕ хвершăл. Çăмăл операцисене халиччен те тукаланă вăл. Çавăнпа ним шухăшламасăрах марлине эмелпе нӳрлентерчĕ те унпа Клавье сăмси-çăварне хупларĕ. Шутлама хушрĕ.

Клавье темиçене шутласа çитерсен аташма пуçларĕ. Юлашкинчен шăпланчĕ. Санитаркăпа Микула пулăшнипе хвершăл пульăна часах касса кăларчĕ. Суранне тасатса бинтпа çыхрĕ.

Клавье çаплах туйми çывăрнине кăштах пăхса тăчĕ те Микула сасартăк Кольăна аса илчĕ.

— Çамрăк салтак суранĕ мĕнле? — ыйтрĕ вара.

— Хăрамалли çук. Пуля аяк шăмми хушшипе çемçе ӳте шăтарса тухнă. Пĕр-ик эрнерен строя тăма пултарать.

— Апла мухтав! Вĕсене сыватма тăрăшнăшăн сире тав тăватăп! — хвершăл аллине тытса чăмăртарĕ Микула.

— Пирĕн ĕçĕ çав, Николай Степанович. Микула Коля патне пычĕ:

— Тезка, хăвна мĕнле туятăн?

— Сиккипе, Микула пичче! — ыратнине уямасăр хуравларĕ Коля.

— Маттур, тезка! Хĕрлĕ гварди ретĕнче тăни кăлăхах пулман саншăн. Тĕл пеме вĕреннĕ. Тăшман тарса хăтăлаймарĕ, Тавтапуç!

— Хам та хăранăччĕ. Сан кабинетра пăшал сасси пулсанах ырă мара тавçăртăм. Пăхатăп — кантуртан Сехмет вирхĕнсе тухрĕ. Ним иккĕленмесĕрех çавăн ĕçĕ ку тесе шухăшларăм. Анчах сире хӳтĕлекенĕ кам пулчĕ вăл?

— Вăл, тезка, ман хĕр... Клавье ятлă... — терĕ те Микула, çамрăк çын ĕненмесĕр те тĕлĕнсе пăхнине асăрхасан, хушса хучĕ:

— Ун çинчен тепĕр чухне каласа парăп-ха. Халь ун-кун шухăшласа хăвна ху ан хумхантар. Сывалма тăрăш...

 

* * *

Микулапа хвершăл пульницаран тухнă çĕре Михха тавра эшкер халăх пухăнма ĕлкĕрнĕ. Михха пусма вырттарнă выльăх пек чĕтрет.

Халь ярса илĕç те таткаласа-çурса пĕтерĕç. Халăхĕ чăннипех тăвăлчĕ. Анчах Микула хушса хăварнипе хĕрлĕ гвардеецсем ăна çулса илме ирĕк памарĕç.

— Мĕн кĕпĕрленсе тăнă унта? — утнă çĕртех ыйтрĕ хвершăл.

— Сехмете хупăрласа илнĕ. Тем туса пăрахасран хăрушă. Ăна халăх сучĕ умне тăратмалла.

Вĕсем çывхарнине курсан халăх пушшех шавласа кайрĕ.

— Пуçтармалла ăна!

— Мăйĕнчен чул çыхса Атăла чăмтармалла?

— Юлташсем! — лăпкăн чĕнчĕ Микула. — Вăл такама та хур кăтартнă. Çапах хальлĕхе эпир ăна чĕрех хăварăпăр. Алексей Васильевич суранне çыхса ярĕ те халăх сучĕ умне тăратăпăр. Ун чухне пуриншĕн те явап тытĕ!

— Ерекен чирпе выртакаисен пӳлĕмне илсе кайăр, — терĕ хвершăл.

— Унта никам та кансĕрлес çук ăна.

— Юлташсем, тытăр та хвершăл калакан пӳлĕме илсе кайăр! — терĕ Микула.

Миххана пĕчĕк пӳлĕме йăтса кĕчĕç. Кунта хвершăл та, санитарка та час-часах кĕрсе тухманнипе урайне тусан пуснă. Халь ку никама та шухăшлаттармарĕ. Атти-шăлаварне хывса илчĕç те Миххана койка çине вырттарчĕç. Пуля купарчинчен аяларах пĕççе лекнĕ те витĕр тухайман.

— Господин Янашов, ытлашши ан пăшăрханăр, пуля шăмма тивмен, вырнаçса ларĕ те утма кансĕрлемĕ, — терĕ хвершăл.

— Ну, вăт... Емĕр сакки сарлака тени çакă ĕнтĕ вăл. Шăпу тулчĕ те. Халăх туртса çурасран хăтăлни Миххана чун кĕртрĕ.

— Шăпа тулнăшăн ӳпкев çук. Эп хам ĕмĕре мухтавлă пурăнса ирттернĕ. Эсир, сирĕн йышшисем ман умра çĕр ăманĕсем вырăнĕнче кăна пулнă. Сана персе пăрахайманшăн кăна кулянатăп. Вĕлтрен çинче çуралнă хĕр чăрмантарчĕ. Ăна тав ту...

— Кам ăçта çурални ниме те пĕлтермест. Çуралсан мĕнле çын пулнине кура хаклама тивĕç. Эс ав аçу-аннӳренех çуралнă-и, тен, анчах пурăна киле çĕлен-калтана тухнă.

Михха пăлханса кайрĕ.

— Сăрнай, çухал куç умĕнчен! Кураймастăп эп сана! Пĕтĕм чунтан кураймастăп!

— Ну, юрĕ, мĕн павранипе çитĕ, — терĕ те Микула хĕрлĕ гвардеецсене хушрĕ. — Хăйне хăй тем туса пăрахĕ. Лайăх сыхлăр.

Урамра мĕн пулнине каярах илтнĕ Натюш чупса çитрĕ. Микулана тĕл пулсанах:

— Сехмет сана пенĕ тенине илтрĕм те чун юлмарĕ. Чăнах-и çав хыпар? Чиперех-и эсĕ?

— Чиперех. Клавье çăлчĕ.

— Мĕнле Клавье? — тĕлĕнчĕ Натюш.

— Ман хĕр вăл... Михха патĕнче ӳснĕскер.

— Кирлĕ мара ан калаç-ха, Николай Степанч.

— Тĕрĕсех, Натюш. — Вара Микула ĕлĕк мĕн пулса иртнине кĕскен каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Вăт çав хĕр хушша кĕрсе тăрса вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Халь хăй пульницара выртать. Пульлине хвершăл касса кăларчĕ.

Микула ирĕксĕртен Лукарье çумне çыпçăннине ăнланчĕ пулин те, Натюш кăмăлĕ Клавье енне çаврăнмарĕ. Вăл сасартăках Анахвиспе Ванюк уйрăлнăшăн Клавье айăплине аса илчĕ. Микула Натюш пăлханнине сирме тăрăшрĕ:

— Коля маттур хĕрлĕ гвардеец, Сехмете тартман, персе ӳкернĕ.

Хăй те кăштах аманнă.

— Аманнă?.. Халĕ ăçта вăл?

— Пульницара. Пăшăрханма кирлĕ мар. Тепĕр икĕ эрнерен ура çине тăратăн терĕ хвершăл. Атя, мĕн те пулин çырткалама илĕпĕр те кайса курăпăр.

Хăйсем çеç юлсан Коля пуçĕнче тепĕр хут тăрлавсăр шухăшсем явăнма тытăнчĕç: «Микул пичче мĕншĕн ман хĕр терĕ ăна? Вĕсен Ванюкран урăх ача çукчĕ-çке». Коля пуçне çĕклесе Клайье еннелле тинкерчĕ. Унта шурса кайнă хĕр выртать. Таçта тĕл пулнă пекех-çке хăй. Ăçта курнă-ши?.. Çапла... Сасартăках аса илчĕ Коля. Мăн кун кунĕ, Энĕшкасси айлăмĕнче, вăйăра курнă ăна. Ванюкпа иккĕш ташларĕç. Михха хĕрĕ тетчĕç ăна — Клавье. Вăл таçта çухалнă теместчĕç-и вара? Тупăннă-шим? Ахаль тумпа юлнăскер, хĕсĕк пурнăçпа тарăхни паллах. Ванюкпа иккĕшĕ пĕрле пулман-ши?.. Тинкернĕçемĕн, темĕн, тути-çăварĕ Ванюкăнни пекех курăнса кайрĕ.

Коля пуçне минтер çине хурайнăччĕ — юлташĕсем килсе кĕчĕç.

— Чумари юлташ, хăвна мĕнле туятăн?

— Сиккипе...

— Эпир хăраса ӳкмерĕмĕр вĕт.

— Явăл пуçĕ, вĕлерме те пултарнă!

— Маттур эсĕ, Сехмете тартман!

— Эсир те çаплах тăвăттăр, тус-йышсем. Чăн та, Сехметĕн шăпи тулма вăхăт ĕнтĕ.

— Николай Степановича вилĕмрен çăлнă хĕр?..

— Ав выртать. Хул калакне кĕрсе ларнă пульлине касса кăларнă хыççăн çывăрать-мĕн.

Хĕрлĕ гвардеецсем ун çине ăмсанса пăхрĕç. Пит-куçĕ, шуранка пулсан та, ытарма çук илемлĕ.

— Кам хĕрĕ-ши? — кăсăкланчĕç каччăсем. — Ăçтисем?

Коля Микуларан мĕн илтнине каласа парасшăнччĕ, анчах хальлĕхе тăхтама тĕв турĕ.

— Пĕлеймерĕм-ха çав, — тесе кăна ирттерчĕ.

Хĕрлĕ гвардеецсем ун-кун çинчен калаçкаларĕç те Кольăна хăвăртрах сывалма ырă сунса хăварчĕç.

Кĕçех Клавье йынăшса ячĕ. Тăна кĕрсе куçне уçмасăрах вĕтелене пуçларĕ. Санитарка савăт-сапа илсе пырсан пуçне çĕклерĕ. Клавье шĕл! хăсса ячĕ. Пуçне тепĕр хут минтер çине вырнаçтарса, астумасăр аллине çĕклеме хăтланчĕ те ыратнипе йынăшса ячĕ:

— Ай-йой-йай...

Куçне уçрĕ. Анчах тăна кĕрсе çитеймен пирки хăй ăçтине аса илеймерĕ. Унталла-кунталла пăхкаланă май шур халатлă хĕрарăма курсан:

— Ăçта эпĕ? — терĕ.

— Пульницара эсĕ, хĕрĕм...

Клавье йăлтах тăн илчĕ. Ун куçĕ умне Михха тискер кайăкăн тухса тăчĕ. Шăлне йĕрчĕ. Куçне чарнă. Хĕр йĕрĕннĕн çӳçенсе илчĕ. Çав тискертен тăван ашшĕне çăлса хăварнăшăн савăнчĕ. Тăван ашшĕ кăмăллă çын пек-ха, пĕтме памĕ. Клавье куçĕсем шывланчĕç. Санитарка çакна асăрхаса йăпатма васкарĕ:

— Ан пăшăрхан, хĕрĕм. Ĕнтĕ хăрушлăх иртнĕ: ӳт ăшне кĕрсе ларнă пульăна чиперех касса кăларнă. Кĕçех сывалăн терĕ хвершал. Лăпкан вырт. Эп кĕçех сĕт илсе килĕп.

Санитарка кружкăпа сĕт йăтса килчĕ.

— Хĕрĕм, ĕç-ха!

— Аюк... Ман ăша халь ним те анас çук.

— Ĕçес пулать, хĕрĕм. Чĕрӳ сыпăнтăр. — Çапла сĕне-сĕне Клавьене сĕт ĕçтерчĕ санитарка.

Микулапа Натюш кĕнине курсан Клавье аптраса ӳкрĕ. Ашшĕ мĕнле йышăнĕ-ши ăна? Хĕрарăмне палламан пирки ун çинчен шухăшлама пĕлмерĕ вăл. Çакна кăна асăрхарĕ: вăл пӳлĕме кĕрсенех чарăнчĕ те, Клавье çине нимле мар пăхса, тӳрех тепĕр пуçĕнче выртакан çамрăк патне пычĕ. Микула Клавье умне пырса тăчĕ.

— Хĕрĕм, хăвна мĕнле туятăн? — терĕ. Клавье чĕрине ăшă хум сĕртĕнчĕ.

— Аван... — пăшăлтатрĕ çепĕççĕн.

— Апла савăнмалла... — аллине Клавье пуçĕ çине хучĕ Микула. — Сан валли кăштах çырткаламалли илсе килтĕм....

— Чăрманмалли çукчĕ... Халь çеç ăшă сĕт ĕçтерчĕç те, ман ним те çиес килмест.

— Çиес пулать, хĕрĕм... Ахальлĕн час сывалаймăн-.. — Микула çыххине салтса тумбочка çине хучĕ. Кулачран пĕчĕк чĕл касса илсе çу сĕрчĕ. Пĕр çăмартине шуратрĕ. Ашшăн сĕннине ытараймасăр, Клавье çу сĕрнĕ кулачне çирĕ, çăмартине те тутанса пăхрĕ. Анчах урăх йышăнмарĕ. Мĕн юлнине сунтăха хурсан Микула Натюша чĕнчĕ.

— Кил, паллаштарам сире! — терĕ.

Клавьене пула Анахвиспе Ванюкăн уйрăлма тивнине манайман пирки кăмăлĕ кăшт кӳтнипех Натюш Коля патĕнчен пăрăнчĕ, шуранка хĕр патне пычĕ.

— Вăт, паллашăр, ку ман хĕр — Клавье... Ку вара — ман мăшăрăм Натюш, ав çав çамрăкăн аппăшĕ, — терĕ Микула.

Клавье чăр пăхрĕ. Ванюк амăшне, Анука, Михха патĕнче хăнара тĕл пулнине астăвать вăл. Ку урăх хĕрарăм. Çавăнтах Ванюк амăшĕ пуçне хунине аса илнипе чунĕ ютшăнма хăтланчĕ. Çакна сиссе Натюш малтан хăйĕн ыр сăмах каламаллине тавçăрчĕ. Çитменнине, упăшкине вилĕмрен çăлса хăварнă хĕр çрше сӳрĕккĕн пăхни аван та мар.

— Паллашма хавас. Шанатăп, сывалсан пĕрле пулăпăр... — терĕ вара евĕклĕн.

Клавье куçĕ шывланчĕ. Ара, питех тĕлĕнмелле-çке. Ун тĕлне ырă çынсем тупăнчĕç. Халь хăйсен çемйи пекех йышăнаççĕ.

— Тавтапуç ырă сăмахăршăн... — юлашкинчен хуллен хуравларĕ Клавье.

— Ну, вăт... лăпкă вырт. Кăштах пушансан эпĕ татах килетĕп. Кирлĕ-кирлĕ марри çинчен шухăшласа пуçна ан ват.

— Юрать...

— Эпир каяр-ха ĕнтĕ...

Вĕсем кайсанах Клавье куçĕ умне Ванюкпа Анахвис тухса тăчĕç. Иккĕшне уйăрнăшăн хăйне айăплă шутларĕ. Вĕсем савăнатчĕç. Клавье пырса татрĕ вĕсен савăнăçне. Ванюка Анахвисрен уйăрса хăйпе пĕрле илсе кайрĕ. Халь мĕн шухăшлать-ши çав хĕр? Ăçта-ши вăл?

Микуласем кайсан Коля пуçне паçăрхи шухăшсемех шĕкĕлчеме тытăнчĕç. Клавьене палласа илсенех тăвăлнăччĕ вăл. Аппăшĕн телейне çак хĕр татнă-çке. Анчах халь вăл хăйне шеллемесĕр Микулана вилĕмрен хăтарнине пĕлсен, кăмăлĕ çемçелчĕ. Микула ăна хăйĕн хĕрĕ тесе йышăнни вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Иккĕшне çак пӳлĕме вырттарнăранпа шухăш сукмакĕпе таçта та çитсе çапăнчĕ ĕнтĕ вăл. Кăшт тавçăрнă пек те пулчĕ. Михха арăмĕпе тахçан пулнă мыскарана кам илтмен-ши? Паттăрне çеç никам та пĕлмен. Микула пулман-и эппин çав паттăр? Клавье пит-куçĕнче Ванюк сăнарĕ пурри те çавнах систермест-и?.. Анчах Клавье суранĕ йывăррипе калаçтарса хумхатасшăн пулмарĕ. Çапла нумайччен ним шарламасăр выртрĕç вĕсем. Юлашкинчен Клавье тӳсеймерĕ — вăй кĕнĕ пек туйăннипе хуллентерех чĕнчĕ:

— Эсир... пухура хут купăс каласа Ванюкпа иксĕмĕре ташлаттарманччĕ-ши?

— Ташлаттарнă... — килĕшрĕ Коля. Хускалнă калаçăва сыпăнтарса ярасшăн хушса хучĕ: — Тен, ытлашши сăмах пулĕ те, йывăра ан илĕр те, ман çакна пĕлес килет. Мĕнле-ха Михха хĕрĕнчен Микула пичче хĕрĕ пулса тăтăр эсир?..

Çак сăмаха темиçе кун маларах илтнĕ пулсан, Клавье намăс харамĕпе çунсах кайĕччĕ. Халь, Микула ют çынсем умĕнчех хăй хĕрĕ тесе йышăннă хыççăн ытлашши пăлханса ӳкмерĕ. Тата паян мар тăк ыран, Кольăна мар тăк тепĕрне пурпĕр каласа пама лекĕ тесе шутларĕ те:

— Чăн япалашăн ма йывăра илес, — терĕ. — Эпир Ванюкпа иксĕмĕр те Николай Степанович ачисем, пире анне йăлтах каласа пачĕ.

— Вара?..

— Вара-и?.. — Клавье самантлăха чĕмсĕрленсе выртрĕ те хăй илтнĕ-пĕлнĕ таран каласа пачĕ. Шухăшне çапла вĕçлерĕ: — Ванюка эп мĕн пĕчĕкрен юратнă. Хусанта тĕл пулсан пушшех те. Иксĕмĕре мăшăрлантарма сăмах татнине ăраскал пӳрни тесе шутланă.

Ак ĕнтĕ Ванюк мĕншĕн килтен тухса кайнине те тавçăрса илчĕ Коля. Хăй пулсан та тӳсес çукчĕ. Намăса ăçта хурăн. Пуриншĕн те Микула айăплă пек шутласа, ăна çилленме те хатĕрччĕ. Анчах урăххи кăсăклантарнипе сӳрĕк кăмăлне сирме тăрăшрĕ.

— Вăл сире юратнă-и? — хăю çитерсе ыйтрĕ Коля.

— Çавна калама пултараймастăп. Ун пирки хам тĕллĕн те нумай шухăшланă. Малтанах юратать пек туйăнатчĕ. Пухура пуçĕпех урăхла кăтартрĕ хăйне. Анахвис пăрăнса утнине асăрхарĕ те канăçсăрланса ӳкрĕ. Мана пăрахса каясшăнччĕ. Хам çине тăнипе чарăнса юлчĕ пулмалла. Мăшăрланма та ирĕксĕртен килĕшрĕ пек туйăнать..

— Халь юрататăр-и ăна? — терĕ.—

— Юрататăп... — ним иккĕленмесĕр çирĕплетрĕ Клавье. Коля пăлхана пуçланине асăрхасан хушса хучĕ:

— Анчах качча юратнă пек мар, харпăр хăй тăванне юрататăп пек кăна. Шел, çук вăл... Кунта пулсан ăнланĕччĕ те, мана хур кӳрекенсенчен упрĕччĕ.

Коля тем каласшăнччĕ те — ĕлкĕреймерĕ, кулса ячĕ. Çакă Клавьене кичемлентерчĕ.

— Ма аплах кулатăр? — терĕ хĕр.

— Çук, çук, Клавье! — пуçламăш хут хĕре ятран чĕнчĕ Коля. — Пĕррехинче пулса иртнине аса илтĕм те кулмасăр тӳсеймерĕм. Каласа парсан хăвăр та ахăлтататăр...

— Калăр эппин...

— Эпир Ванюкпа сĕм вăрманта, Элнет юхан шывĕ хĕрринче. Вĕри кĕл çине аçам сарнă та çывăрма выртнă. Ыйхă килмест. Апла мĕн те пулин паврамаллах. Эпĕ хайхи: «Юман паттăр, — терĕм, — Турă умĕнче пек каласа пар-ха, Сехмет хĕрĕ качча пырас тăк, илетĕн-и?» Ванюк çухалса кайрĕ. Ним хуравлама аптранипе çав ыйтăвах мана пачĕ. «Юман паттăр, — терĕм каллех. — Çын çине персе ан вырт, Михха хĕрне манпа мар, санпа çураçнă». Вăл каллех: «Енчен санпа çураçнă пулсан мĕн тăвăттăн?» — терĕ. Эпĕ: «Алăк кутĕнчи Шăпăр вырăнне тăратма кирлĕ пулсан, конешнă, килĕшетĕл», — терĕм. Ва-нюк эрленчĕ пулмалла. Мана çине тăрсах ăнлантарма пикенчĕ: «Чу-мари юлташ, — терĕ, эс мана пуçран çапнă пекех тĕлĕнтеретĕн. Хĕрпе каччă пĕр-пĕрне юратсан, ашшĕ-амăшĕсем хирĕç пулмасан, çĕнĕ кине шăпăр вырăнĕнче усрамĕччĕç. Сехметĕн çур пурлăхĕ кĕрӳ аллине куçĕччĕ». «Ой, шеремет! Эс чăнласах Сехмет кĕрӳшĕ пуласшăн иккен!» — терĕм те ахăлтатса кулма пуçларăм. «Ахăрса кăмăлна пы-тарма ан тăрăш, Чумари юлташ. Клавье килĕшсен, хăрах уран сиксех качча илетĕн!» — терĕ вăл. Эпĕ кулма чарăнтăм. Шӳтлемесĕр тавăрса хутăм: «Йăнăшатăн эс, Юман паттăр! Хамăнне Сехмет пурнăçĕпе нимпе те улăштарас çук. Вăл пуян, анчах юмахри пек ылтăн читлĕхре. Эпĕ чухăн пулин те ирĕкре, ытарма çук уçă сывлăшра. Хĕвелĕ, çăлтăрĕ, кăвак тӳпи, вăрманĕ, юхан шывĕ — пурте ман ырлăхшăн. Ыран акă пуç тӳпинчен ура тупанне çити йĕпенĕпĕр. Сехмет çак пархатарлăха нихçан та курас çук. Çапла, Юман паттăр, Сех-мет таврашне ман çума ан тĕк. Санпа çураçнă — эсех хăтана кай!» Çакăнпа пирĕн сăмах вĕçленчĕ. Эпир сăмах хускатнă хĕр ав кам пулнă иккен. Веçех ăнлантăм.

Йĕкĕтсем хăй çинчен калаçнине илтсен Клавье кăмăлне те кулăш хĕлхемĕ кĕрсе ӳкрĕ. Анчах Коля сăмахĕнче Миххана чунтан курайманлăх пурри, çав туйăм Клавье çине ӳкме пултарасран шикленсе куллине сирчĕ. Миххапа Коля йышшисем хушшинче урлă каçма çук тĕпсĕр çырма. Пуçламăш хут Клавье пуçне иккĕленчĕк шухăш пырса кĕчĕ: Ванюкпа иккĕшне чăннипех мăшăрлантарасшăн пулнă-ши вĕсем? Çакна тĕрĕслесшĕн Клавье: «Ванюк маншăн никам та мар, тĕнчере ун йышшисем тем чухлех», — тенĕччĕ. «Тĕрĕс... — тенĕччĕ ун сăмахне çирĕплетсе Михха. — Пуян хĕрĕн унашкал сăрнайпа мĕн ĕç...» Апла мĕн пирки мăшăрлантарасшăн пулнă вăл? Николай Степановичран хăраса мар-и? Унпала хурăнташлансан тапăнас хăрушлăх пĕтет-çке. Ванюк паттăррине, хута кĕме пултарассине курса мар-и? Апла нихçан та телейлĕ пулас çукчĕ вĕсем. Коля Михха пурнăçне хăйĕннипе тем парсан та улăштарасшăн мар пек калаçни Клавье чĕрине ăшăтса ячĕ. Ку çамрăк та Ванюк пекех маттуррине ăнланчĕ вăл. Уншăн çут çанталăк пурлăхĕ, илемĕ пуянлăхран хаклăрах. Клавьен те çак çул çине тăма тивет-çке ĕнтĕ. Анчах ури шуçасран кам алă тăсса парĕ ăна? Ашшĕ çине çеç таянни ĕмĕрлĕхе пулас çук.

 

* * *

Ульяна аллă сакăр çула çитнĕ ĕнтĕ. Хăй ĕмĕрĕнче мĕн тери хуйхă тӳсни çĕр çынна та ыташшипех çитмелле. Вăхăтсăрах курпунĕ палăрнă пулин те, чĕре хăвачĕ иксĕлмен-ха ун, ăс-тăнĕ çав-çавах таса, уçăмлă. Анчах пурăна киле тунсăх ытларах та ытларах пусара пуçларĕ. Вăл пĕчченçĕ пекех-çке. Натюш хĕрĕпе Коля мăнукĕ Атăлкассинче, хутран-ситрен кăна килсе каяççĕ. Анахвис мăнукĕ ытларах шкулта, ялти ĕçпе çыхăннă. Çакнашкал тунсăх вăхăтра яланах Наума кĕтет вăл, унпала пĕр-ик сăмах та пулин калаçса кăмăлне çĕклесшĕн. Наум съездран таврăнасса кĕтмелле Ульяна çĕр улми кукли пĕçерсе кăларчĕ. Хăй çутнă вăхăталла Анахвис та килсе çитрĕ. — Ой, кукамай хырăм выçрĕ-çке! — терĕ.

— Выçрĕ пуль, ачам, выçрĕ пуль... Ав кукăль пĕçерсе кăлартăм, — терĕ те Ульяна пĕр кукăльне касса сĕтел çине хучĕ.

— Çынсем съездран таврăнаймарĕç-ши?

Кукамăшĕ ку ыйтăва мĕн пирки панине чухлать Анахвис. Наумпа иккĕшĕ тахçантанпах варлине те сиснĕ. Çавăнпа хаваспах хуравларĕ:

— Таврăннă, кукамай. Наум пичче шкула кĕрсе çыру пачĕ.

— Камран-ши?

— Хусантан...

Хусантан тенĕрен, Зина çырнине пĕлет те Ульяна. Çак хĕр те хускатать ун чĕрине. Унпа тĕл пулман тăк Ванюк паян кун та килтехчĕ. Анчах ăçта вăл халь — никам та пĕлмест.

— Айтурах, çав Наум тенипе... Ма тӳрех кунта килмерĕ-ши? Кукамăшĕ Наумпа вăрах тĕл пулмасан епле асапланнине пĕлет Анахвис. Халь шăп çавăн çинчен сăмах хускатма вырăнлă пек туйăнчĕ ăна.

— Кукамай, — çемçен чĕнчĕ вăл, — эпĕ ытлашши те калаçатап-и тен, ан çиллен...

— Унашкалах мĕн пулчĕ тата? — çуйланса ыйтрĕ Ульяна.

— Манпа темех пулман-ха, эс асапланни шухăшлаттарать мана, кукамай. Натюш аппапа Коля Атăлкассинче пурăнаççĕ. Эпĕ те тепĕр чухне яра куна килте çук. Каçсерен улаха чупатăп. Пĕччен пурăнма кичем сана.

— Кичем тесе мĕн тăвас, хĕрĕм?

— Наум пиччене чĕнсе ил. Пурăнтăр пирĕн патăрта. Унăн та ĕмрипех пĕччен нушаланас килмест пулĕ?

Ку Ульянан чи хаклă ĕмĕчĕ-çке. Çапах мăнукĕн сăмахĕ вăтантарчĕ ăна.

— Килес пулсан çаплаччĕ те... — терĕ вара çурма сасăпа.

— Эсĕ çинерех тăрса йыхăр, кукамай. Вăл та тунсăхласа çитне, паллах. Çынран мĕн вăтанмалли ĕнтĕ?

Ульяна урăх ним те калаймарĕ. Пĕр кукăльне кипкепе чĕркесе хул хушшине хĕстерчĕ те тухса кайрĕ.

 

...Наум Атăлкассинчен таврăнсан хăй пурăнакан пӳлĕме кĕчĕ те хăй çутса ячĕ. Кăмакана ирех хутса çунтарнăран пӳлĕмре ăшă-ха. Çавăнтах хуçнă çăпатийе тирме ларчĕ. Ирĕксĕрех çакна аса илчĕ: çыру панă чухне Анахвис ăна тӳрех хăйсем патне пыма хушнăччĕ. Наум ялан унта çӳрени аван мар пек шутларĕ те — каймарĕ. Халь акă ӳкĕне пуçларĕ. Ульяна килсе кĕни Наумшăн йăлтах кĕтмен çĕртен пулчĕ. Вăл халиччен кунта килсех çӳременнипе Наум пăшăрханса ӳкрĕ. Ульяна килĕнче темле инкек сиксе тухман пулĕ те... Анчах унăн яланхи майлах çепĕç сасă пулни Наума лăплантарчĕ.

— Килех, килех! Тĕпелерех ирт! — йыхăрчĕ вăл хаваслăн.

— Ма пымарăн? Анахвис каларăм терĕ-çке.

— Темĕн, аван мар пек туйăнчĕ. Ахаль те çынсем калаçаççĕ...

— Чĕлхисем тутăхнă пулсан якатчăрах. Пире уншăн ним те пулас çук... Вăт эс пыманнипе хамăн килме лекрĕ. Ашă кукăль кайса çитерем-ха çавна терĕм.

— Чăрманмах кирлĕ марччĕ...

— Мĕн чăрмавĕ-ши? — Ульяна кунта пурăнакан çын пекех кукăльне сĕтел çине хучĕ те сăхманне хывса çакрĕ. Кăмака умĕнчи кĕтесрен çĕçĕ илсе килчĕ.

— Кил, кукăль кас, — терĕ.

Наум чĕри ăшшăн хăпартланса тапма пуçларĕ. Чунтан юратакан хĕрарăмĕ кукăль илсе килнĕ.

— Кукăль касасси çармăс енчен вут турттарассиех мар-ха, касма пулĕ... — текелесе пуканне сĕтел умнерех лартрĕ те Наум хушса хучĕ:

— Капла улах кукăлĕ çинĕ пекех туйăнать.

— Çапла пултăр тесе килтĕм те. Анчах каччин нимле кучченеç те çук-ха, кукăле каялла илсе каяс мар-ши?

— Унашкалах мар-ха, Ульяна. Каччин те кучченеç пулĕ, намăса пĕлмен çынах мар, — Наум алăк патĕнче çакăнса тăракан сăхман кĕсйинчен тăватă кĕлентĕр илсе пычĕ. Вăт, ман кучченеçе те астивсе пăхăпăр. Эп ăна сан ятпах илсе хунăччĕ.

— Ырă суннăшăн тавтапуç... — именчĕклĕ тухрĕ Ульяна сасси. Савнă хĕрарăм пĕçернĕ ашпа çĕр улми кукли ăшăлла ытла та тутлĕ-çке. Наум васкамасăр та тăраничченех çирĕ. Ульянашăн кĕлентĕр пылпа юрса пĕçернĕ пекех пулчĕ.

— Кантурта мĕнле унта... Съезд мĕнле иртрĕ? — сĕтел хушшинчен тухсан кăсăкланчĕ Ульяна.

— Эпир... большевиксем шутласа хунă пек иртрĕ, Ульяна. Сехметĕн мĕнпур пурлăхне халăх ирĕкне туртса илмелле тесе йышăнчĕç. Платун Павăлĕн арманне те...

— Аранах шăписем тулчĕç эппин...

— Çапла, Ульяна... Мана арманта ĕçлеме уйăрса лартрĕç. Ыранах унта мĕн пуррине шута илсе йышăнма хушрĕç.

— Айтурах, эп пĕчченех юлатăп-çке...

Ульяна салхуллăн калаçни Наум чĕрине пырса тиврĕ. Йăпатма васкарĕ:

— Ульяна, ан пăшăрхан. Инçе каймастăп-çке. Ĕçне хăнăхсан, кашни каçах килме пултаратăп.

— Çапах та... — терĕ те Ульяна темĕн шухăша кайнă пек пулса ларчĕ. Вара хуллен хушса хучĕ:

— Наум, итле-ха... Мĕн тесе тарăхса пурăнмалла пирĕн? Ма пирĕн пата куçса пырасшăн мар эс? Паян та Анахвис... кукамай, Наум пиччене ма хамăр пата йыхăрмастăн терĕ. Чăнах, пĕччен... сансăр пуçне питех тунсăх мана... Вилнĕ упăшкам каçарĕ... Эпĕ те çынах-çке...

Ульяна сĕнни Наумăн хăюлăхне те çĕклерĕ. Вара унпа юнашар пырса ларчĕ те аллине хул пуççи çине хучĕ.

— Ульяна... Эп калас сăмахах каларăн эсĕ. Тахçантанпах асапланатăп: мĕншĕн Ульянапа пĕрлешместпĕр эпир тетĕп. Хăю çитерейместĕп кăна. Ман пирки ят илтесрен хăратăп. Килĕшетĕн пулсан, арманти ĕçе йĕркелесе таврăнатăп та ăраскалăмăрсене ĕмĕрлĕхе тĕвĕлĕпĕр...

Ульяна чĕри çамрăк чухнехи пекех савăнăçлăн тапма пуçларĕ. Сисмесĕрех пуçĕпе Наум кăкăрĕ çумне йăпшăнчĕ. Иккĕшĕн тутисем тĕл пулчĕç.

 

* * *

Кукамăшĕ тухса кайсанах Анахвис çыру вулама ларчĕ. «Хаклă тусăм, — тесе çырнă унта, — ман пурнăç хуллен пулсан та малаллах шăвать. Вĕренӳ те ăнсах пырать. Ванюкран ним сас-хура çукки кăна чĕрене çунтарать. Ах, пĕр курса пĕр калаçайрасчĕ. Ати кăмăлли, юратакан тусăм пурри кăна чуна йăпатать. Каникул вăхăтĕнче Атăлкассине пырсан тĕл пулăпăр-ха. Ун чухне пурин çинчен те калаçăпăр. Ачасене вĕрентме çăмăл мар, тусăм. Турă тӳсĕм те вăй-хăват патăр сана. Пурнăçу, ĕçӳ ăнса пытăр. Пысăк салам яратăп. Аннӳне те манран пысăк салам. Зина».

Ванюк арăмĕн çырăвĕ яланах Анахвис аса илĕвĕсене хускатнă. Халĕ те вăл, халсăрланнă пек пулса, стена çумне тайăнчĕ те куçне хупрĕ. Çав самантрах куçĕ умне пулни-иртни тухса тăчĕ. Утă çулма тухас умĕн кĕтмен çĕртен вĕсем патне палламан арçынпа çамрăк хĕр килчĕç. Малтанах Анахвис тĕлĕннĕччĕ. Хĕрĕ Ванюк арăмĕ иккенне пĕлсен тӳсеймерĕ — çенĕхри шăналăк айне тухса выртрĕ. Ванюкпа Клавье уйрăлнине пĕлсен, Микула пиччĕшĕ таврăнсан, Ванюкпа тепĕр л хут туслашас шанăç пур пек туйăнатчĕ. Ĕнтĕ пуçĕпех пĕтрĕ. Ах, Ванюк, Ванюк, мĕнле ача пултăн-ши эсĕ? Пĕринчен уйрăлма ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрмен теприне тупса янă. Хĕр чĕри епле çуннине кам пĕлĕ-ши? Унтан хĕрӳ ĕçе путнипе хуйхă кăшт тамалнă пек пулнйччĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ — тепĕр тĕл пулу сиксе тухрĕ.

Зина Атăлкассине каçалапа çитрĕ те лав тытасшăнччĕ. Укçи ним чухлех те юлманнипе ку шухăша сирчĕ. Каяс çĕрте темле-ха, те вырнаçайрăп, те вырнаçаймăп. Халех лавсем тытса çӳресен татăк çăкăрсăр юлăн. Энĕшкассине пĕр кун кайнă çулпах утма шутларĕ.

Хĕвел вут тивертес пек хĕртнĕрен çĕр пичĕ çуркаланнăччĕ. Çул çинче ура сыппи таран тусан. Лав-мĕн иртсе кайсан çĕкленекен тусан тӳпене хупăрлать, кунашкалнех курман Зина. Чăматанĕ те йывăрччĕ те, чăм шывах ӳкрĕ вăл. Кăшт та пулин уçăласшăн çухави тӳмине вĕçертсе ячĕ, тутăрне илсе алла тытрĕ.

Пынăçемĕн Зина çакна асăрхарĕ: тырă выракансем тӳсме çук шăрăхра та пуç çĕклемесĕр ĕçлеççĕ. Уснисем çеç мар, вĕсемпе пĕрле çамрăк ачисем те мĕкеçленеççĕ. Çулпа пыран ют çын çине çаврăнса та пăхмаççĕ. Вĕсен айккинелле пăхкалама вăхăт çук çав. Пулнă тырра пухса кĕме васкамалла. Пăр çапса каясран е çил-тăвăл силлесе хăварасран хăрушă.

Зина çул хĕрринчи часавай тĕлне çитрĕ. Сала ячĕ те курăнать ĕнтĕ. Вăл часавай сулхăнне пычĕ.

Хулари часавайне тирпейлесех тăраççĕ. Куна йăлтах юхăнтарса янă. Турăшсем вырнаçтармалла шăтăксем пушах. Лампатка сăнчăрĕ кăна çакăнса тăрать. Зина кичемленчĕ. Анчах хăнăхнă йăлапа кăкăрĕ çине хĕрес хурса илчĕ те сулхăн енчи çерем çине вырнаçрĕ. Ăш хыппи иртмерĕ. Çăвар тӳпине, тутине йӳрлентерес шухăшĕпе чĕлхине пăтраткаларĕ те пĕтĕмпех тусан çыпçăннине туйрĕ. Çакăнта шăнкăртатса юхакан çăл шывĕ пулсан епле аванччĕ. Зина тавралла сăнарĕ. Шыв тавраш ниçта та курăнмарĕ. Ăш хыпнине сирме пĕр май çеç — хăвăртрах яла çитмелле.

Кĕçех салана кĕчĕ вăл. Хĕрринчи кил чӳречине шаккарĕ, никам та хирĕç чĕнмерĕ. Тепĕр килĕн чӳречине шаккарĕ, унта та çавах. Зина тĕлĕнчĕ: мĕнле-ха, икĕ килĕнче те никам çук. Урамра ача-пăча кăна чупса çӳренине курсан, ĕçе юрăхлисем пурте уй-хирте пулнине ăеа илчĕ.

— Инке, кама шыратăн? Кам кирлĕ сана? — кăсăкланчĕ аслăрах ачи.

— Никама та шырамастăп, ачасем... — кăмăллăн хуравларĕ Зина. — Ман шыв ĕçес килет.

— Халех, инке! — чăнкăртатрĕ пĕр хĕр ачи. Киле кĕрсе витрепе шыв илсе тухрĕ. — Ĕç!

Зина кана-кана ĕçсе чунне уçăлтарчĕ те хĕр ачана тав турĕ. Хĕвел анса ларнă тĕле Энĕшкасси ялĕ курăнма пуçларĕ. Сасартăках Зинăна шиклĕ шухăш пырса çапрĕ. «Ванюк таврăнман пулсан? Вара ăçта, кам патне каймалла? Ан тив, ашшĕ ырă çын пекехчĕ те, пĕрре курнипех ун кăмăлне ăçтан чухлайăн? Ванюк таврăниччен хăй патĕнче усрама килĕшсен те, эп çĕр ĕçне хăнăхман-çке. Ним усă та кӳреймен çынна камăн усрас килĕ?» Зина килтен тухса тарнипе пысăк йăнăш тунăн ăнланчĕ те урисене тăлласа янăн аран улăштаракан пулчĕ. Йăлтах халран ӳкнипе чăматанне çул хĕррине лартрĕ. Ирĕксĕрех куççулĕ шĕпĕртетсе анчĕ. Аллипе пит-куçне хупларĕ.

Шăп çав вăхăтра Анахвис вырнă тыррине çĕмел турĕ те киле май хускалчĕ. Кун каçиччен тырă вырса йăлт ывăнса çитнĕ хăй. Ялан-хиллех куçĕ умне Ванюк тухрĕ, анчах вăл авланнине аса илчĕ те, чунĕ кӳтме хăтланчĕ. Тем чул манма тăрăшсан та манайманшăн тарăхрĕ. Урăх каччăсем те пур-çке. Гришăнах илер акă. Вырăс каччи ăна епле юратса пăрахнине такам та сиснĕ ĕнтĕ. Каччи те самай чиперскер. Анахвис чĕри темшĕн никам еннелле те выртмасть. Нивушлĕ вăл та амăшĕ пекех пĕр каччăпа ĕмĕрне ирттерĕ. Амăшĕн çавнашкал пулма сăлтавĕ те пулнă. Ваçли мĕн çĕре кĕричченех ăна юратнă. Ванюк пуçĕпех урăх çын. Çапла шухăшласа Анахвис чăматан çинче питне-куçне хупласа ларакан хĕр тĕлне çитрĕ те чарăнчĕ. Хулара тăхăнса çӳрекен тумлине асăрхасан, кунталли çын маррине тавçăрчĕ. Анчах мĕн пирки пит пăшăрханать. Ывăннипе-ши е мĕнле те пулин хуйхă пусарнипе? Тен, пулăшу кирлĕ ăна? — Ырă çын, мĕн пулнă сире?

Кĕтмен сасă пулнипе Зина шарт сикнĕн тӳрленсе ларчĕ. Умĕнче хул пуççийĕ çине çурла хунă çын тăнине курсан, çухалнă пек пулчĕ, хирĕç ним те чĕнеймерĕ.

— Ăçталла çул тытатăр? — калаçтарасшăн татах чĕнчĕ Анахвис.

— Энĕшкассинеччĕ те...

— Энĕшкассине?.. — тĕлĕнчĕ Анахвис.

— Ийя... Ывăннипе канма лартăм... — терĕ Зина, урăх ним калама аптранă енне.

Анахвис сасартăках тавçăрса илчĕ те сисмесĕрех çилĕ тăвăлса килчĕ. Мĕнпур инкекĕ çак хĕр пирки пулнăн туйăнчĕ. Ванюкпа иккĕшĕ мăшăрланнине пĕлсен куççуль сахал тăкнă-им? Анахвис тек сăмах чĕнмесĕр пăрăнса каясшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕ, Зина чĕнни тытса чарчĕ.

— Йăнăшатăп пулсан каçарăр та... Эпĕ сире Николай Степанович патне килсен курнă пек астăватăп, — терĕ.

Анахвисе ырă мар ĕç тунă çĕрте тытăннăн туйăнчĕ. Чăнах, мĕн пирки çиллентĕм-ха? Эпĕ Ванюка юратнине пĕлнĕ-им вăл? Пуриншĕн те Ванюк айăплă. Тата ăна темле инкек килĕнчен хăваласа кăларни паллах. Ахальлĕн çак тери салху пулмĕччĕ.

— Эсир йăнăшмастăр. Иксĕмĕр чăн та пирĕн патăрта тĕл пулнă. Эсир Ванюка шыраса пынăччĕ.

Зинăна пĕр-пĕрне пĕлсе пурăнакан тусăмĕпе тĕл пулнăнах туйăнчĕ.

— Эпĕ ун чухне сирĕнпе пĕр-ик сăмах калаçса уйрăласшăнччĕ. Эсир пăрахса кайни пăшăрхантарчĕ мана, — терĕ Зина.

Мĕншĕн тухса кайнине епле калăн-ха. Аван мар пулсан та суймах тивет.

— Пахчара васкавлă ĕç пурччĕ те кайма лекрĕ. Халь кам патне çул тытатăр?

— Ванюк патне. Вăл таврăннă-ши?

— Таврăнман.

Çак сăмах пуласса кĕтнĕ пулин те, Зина чĕри тапма чарăннăнах туйăнатчĕ. Анахвис ăна пĕтĕм чунĕнчен шеллесе пăрахрĕ. Кирек мĕн пулсан та, çул çинче макăрса ларни аван мар. Иртен-çӳрен пĕлсен Микула пиччĕшне намăса кĕртĕç.

— Зина... — ăшшăн чĕнчĕ Анахвис.

Зина аллисене пит-куçĕнчен катерчĕ. Куççульне шăлса типĕтсен пуçне çĕклерĕ.

— Эсир ман ята пĕлетĕр-и?

— Хамăр патăрта пулнă çын ятне ма пĕлмĕп-ши? Тата эпир Микула пиччесемпе пĕр килти çынсем пек пурăнатпăр. Ванюк маншăн тăван шăллăмпа пĕрех. Атьăр пирĕн пата каяр. Кунта куççуль юхтарса ларни аван мар. Иртен-çӳрен тем шухăшлĕ.

— Ати килте-и?

— Вăл Атăлкассинче.

— Апла эпĕ иртсе килнĕ-çке.

— Ку темех мар. Микула пичче Шупашкара кайнă-ха. Вăл таврăниччен хамăр патăрта пурăнатăр.

Зина килĕшрĕ. Тăрса чăматанне йăтрĕ.

— Ванюкран нимле хыпар та пулман-ши?

— Çук... — ассăн сывласа хуравларĕ Анахвис. Самай вăхăт чĕмсĕрленсе пынă хыççăн хушса хучĕ: — Ванюкран хыпар пуличчен килтен тухмалла марччĕ пуль те...

Зина Анахвис ăш кăмăллине ĕненчĕ. Ăна, çул хĕрринче макăрса лараканскере, çывăх тусăмĕ пек йышăнса хута кĕчĕ, халь хăйсем пăтне илсе каять. Ярославльре мĕн пулса иртнине ма пытарас унран? Вара вăл ашшĕпе амăшĕ ăна пăрахут хуçи ачине качча парасшăн пулнине пĕлтерчĕ, хăй вăрттăн тухса тарнине те пытармарĕ.

Анахвис Зинăна пушшех юратса пăрахрĕ. Çĕрме пуян çын ачине, ашшĕ-амăш килĕнчи лайăх пурнăçа пăрахса хăварма хăю çитернĕскер, Ванюка пĕтĕм чунĕнчен юратни паллах. Мĕн тери ырă та тӳрĕ хĕрарăм... «Ванюк, Ванюк, мана çеç мар, ыттисене те тарăхтаратăн-çке. Ма çавнашкал путсĕр çынна тухрăн-ши эсĕ?» Анчах йăмша хăтланнă кăмăлне хăвăрт хытарчĕ. Юнашар утса пыракан çамрăк хĕрарăма йăпатма кирлине аса илчĕ.

— Тĕрĕс тунă эсир, Зина... Хам пулсан та уяса тăмăттăм. Юратуран ырри тĕнчери нимĕн те çук. Ванюк пирки ним те ан иккĕленĕр. Вăл сăмах тунине улăштарас çын мар. Кĕçех таврăнĕ те иксĕр телейлĕ пулăр.

— Эсир калашле пултăрччĕ...

Вĕсем Энĕшкассине çитсе пус хапхинчен кĕчĕç. Çак вырăнта митинг пыратчĕ. Зина Ванюк ашшĕне пуçламăш хут курсанах килĕштерсе пăрахнăччĕ. Каллех çав кил-çурт тĕлне çитрĕç. Анахвис Зинăна пӳрте кĕртрĕ.

— Кукамай, кукамай! — хаваслăн чĕнчĕ вăл, — хăна тупса килтĕм, йышăн!

Ульяна хăнана палларĕ те, чунĕ кӳтсе килчĕ. Çак çамрăк хĕрарăмпа ашшĕ Микула патне килсе кайнă хыççăн Анахвис макăрнине сахал курман вăл. Каярах Анахвис лăпланни, хăйне ним пулман пек тыткалама тăрăшни тăнăçлантарнăччĕ. Ванюк авланнă тени ахаль сăмах кăна пулман иккен.

Ульяна сăмах чĕимесĕр тăни пăшăрхантарчĕ Зинăна. Вара хăй камне аса илтерме шутларĕ.

— Эсир мана паллаймарăр курăнать. Эпĕ Ванюк мăшăрĕ, — тесе хучĕ. — Эпир кунта аттепе килсе кайнăччĕ.

Ульяна аванмарланса кайрĕ. Вăл пуçне çавракан ӳрĕк-сӳрĕк шухăшсене сирсе ывăтрĕ те кăмăллăн чĕнчĕ:

— Паллатăп, хĕрĕм... Килях, — терĕ.

Анахвис кукамăшне ăнланчĕ. Хăй те малтан анкă-минкĕленсе кайнăччĕ-çке. Кукамăшĕн кăмăлне çĕклесшĕн сăмах хушрĕ:

— Эпир мĕнле тĕл пулнине пĕлместĕн-ха эсĕ. Ăна çинчен тухрăм та килелле утатăп. Çул хĕрринче пĕр çын лара парать. Патне çитрĕм те Ванюк арăмĕ пулчĕ кайрĕ. Атăлкассине таврăнма Микула пичче килте çук. Çавăнпа хамăр пата илсе килтĕм.

— Пит аван, пит аван, хĕрĕм... Тĕпелерех ирт-ха, хĕрĕм, килти пек пул.

Зинăна тăван килĕнчи пекех туйăнчĕ. Çул çинче чĕрене ыраттарса пынă хуйхăллă шухăшсем сирĕлнĕ пек пулчĕç. Вăл чăматанне алăк патне хăварса тĕпеле иртрĕ, сак çине ларчĕ.

Апат çисен Анахвиспе Зина çенĕхри шăналăк ăшне кĕрсе выртрĕç. Ирхине Анахвиспе пĕрле Зина та тырă вырма тухрĕ. Анкарти утине çулнă чухне çурла тыткаласа курнăскер, халь те аптраса тăмарĕ. Микуласем Шупашкартан таврăнсан Зина Атăлкассине кайрĕ. Анахвиспе иккĕшĕ тăван пекех уйрăлчĕç.

Унтанпа самай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Зина Хусанта медицина институтĕнче вĕренет. Ванюкран çав-çавах хыпар çук. Анахвис куçĕ шывланчĕ. Вăл Зинăна та, хăйне те шеллерĕ. Пĕтĕм айăпа Ванюк çине тиерĕ.

 

* * *

Наумпа Ульяна хăйсем те сисмесĕрех çывăрса кайнă. Тем вăхăтран Ульяна тăлăп айĕнчи ăшăпа вăранчĕ. Юнашар çын пуррине туйса, сасартăках тăна кĕчĕ. Айтурах, çылăха кĕтĕмĕр-иç... Çынсем курса тăрассăн сунса куçне уçрĕ. Пӳлĕмре пăч тĕттĕмми кăштах лăплан-тарчĕ. Апла пулсан, никам та курман-ха. Тепĕр тесен, камран хăрамалла? Мĕн пуласса пĕлмесĕр выртман-çке. Ульяна йăшăлтатнипе Наум вăранчĕ. Ним сăмах чĕнмесĕр ăна ыталаса кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ. Ульяна чĕри сар çу пек ирĕлчĕ. Арçын ытамĕ ытла та савăнтарать-çке. Анчах тăн-пуç тăрлавлă ĕçлеме тытăннă май çепĕççĕн пăшăлтатрĕ:

— Айтурах, Наум... Тăмалла пуль. Тул та çутăлать-и, тен. Кирек мĕнле пулсан та, çынсем хускалсан, тухса утма аван мар.

Наумăн питех уйрăлас килмест те, ним тума та çук. Мăшăрпа тăлăп айĕнче пылланса выртма питех аван та... уйрăлмаллах. Ульянана пăчăртаса чуп турĕ те Наум тăрса хăй çутрĕ.

— Апла армана каятăнах-и?

— Ийя, Ульяна. Ĕçе йĕркене кĕртсенех килетеп.

— Тӳрех ман пата кĕр ĕнтĕ. Ку килте упа пек пĕччен пурăннипе çитĕ. Шăмат кун мунча хутăпăр.

— Юрĕ, Ульяна. Тӳрех сан пата пыратăп.

Хапха умĕнче тепре чуп туса уйрăлчĕç. Ульяна унталла-кунталла пăхкаларĕ те, хăш-пĕр килте хăй çути пуррине асăрхарĕ. Тухăçран кăвак çутă килни палăрчĕ. Çавăнпа уттине хăвăртлатрĕ. Чĕри вара нихçанхинчен те хавалсăрах. Утнă çĕре те утса, чупнă çĕрте чупса тенĕ пек хăйсен тĕлне çитрĕ. Хăй çути пур иккен. Анахвис ыйхăран вăраннă-ши вара? Ун куç умне мĕнле курăнмалла? Ыйтсан-тусан мĕн каламалла? Ульяна хĕр чухне ашшĕ-амăшĕнчен вăтаннă пекех хуллен те ним сасă тумасăр пӳрте кĕчĕ. Анахвис çывăрать иккен. Лампине кукамăшне кĕтсе сӳнтермен ĕнтĕ вăл. Ульяна çăмăлраххăн сывласа ячĕ. Тахçанах килнĕ пек курăнасшăн кĕнчелеççи тытса ларчĕ. Йĕке çĕре шăйлатса ӳкнипе Анахвис вăранчĕ. Куçне уçса пăхрĕ те кукамăшĕ сӳс арласа ларнине асăрхарĕ.

— Эс килсе кĕнине те туйман эп, — терĕ.

— Ытла та канлĕ çывăратăн та, вăратас темерĕм. Кукамăшĕн сасси темле çамрăкланнăн илтĕнчĕ, пит-куçĕ те улшăннă пек туйăнчĕ. Çапах Анахвис тĕпчеме шутламарĕ, ĕнер хăй хускатнă сăмахне кăна хушса хучĕ:

— Наум пичче пирĕн пата пурăнма куçас пирки мĕн каларĕ?

— Килетĕп терĕ. Анчах паян армана каять-ха вăл. Анахвис вырăн çинчен тăрса тирпейленчĕ.

— Выльăх-чĕрлĕхне хам та пăхкалăп. Эс апатланкала та каймалли çĕре кай.

— Вăхăт пур-ха, кукамай. Тата кил хушшинче сана ĕçлеттерсе намăса кĕрем мар.

Анахвис васкаса кил хушшине тухрĕ. Уяр та сивĕ çанталăк пите-куçа асăрханса чĕпĕтсе илчĕ.. Анахвис уçă сывлăша кăкăр туллин çăтрĕ те хăвăрт аслăк çине хăпарчĕ. Уратаран ыраш улăм антарчĕ.

Ĕни-сурăххисене витерен кăларчĕ. Лашине урамалла çавăтса тухрĕ. Хăй витре çакса шыв патне утрĕ.

Çăл кутĕнче ахаль чухне те хĕрарăмсем йышлă та, паян ярмаркка тейĕн, шутласа кăларайми пухăннă. Сăлтавĕ те пур çав. Ĕнер вулăсри съезд пулнă. Унта Миххан пĕтĕм мулне туртçа илмелле тунă хыпара каçах илтнĕ те халь çавăн çинчен хĕрӳллĕ сăмах пырать. Ялти çурт-йĕрĕ те Энĕшкасси ирĕкĕнче ĕнтĕ. Çапла Микулапа Натюш тата ытти болыневиксем калани те пурнăçланчĕ. Анчах Миххан ялти кил-çурчĕпе, пахчи-çырлипе кам усă курĕ-ши? Çĕрне, вăрманне, Атăлкассинчи пурлăхне кама пайласа парĕç-ши?

Анахвис çывхарнине курсан шăпланчĕç. Халь ялта Анахвис пек хисеплĕ çын çук та-и, тен. Вăл вун сакăр çулхи хĕр ача иккенне те маннă. Халĕ вăл ял совет секретарĕ-çке. Ачасене вĕрентет. Унашкал ултă çул вĕренни ялĕпе те çук-ха. Ванюк пурччĕ те, вăл таçта çӳрет. Çавăнпа Анахвисе учитель ĕçне шанса панă. Сехмет пурнăçĕ пирки вулăсри съезд мĕн йышăннине çак хĕр пĕлмеллех.

— Ырă кун пултăр!— кăмăллăн саламларĕ Анахвис хĕрарăмсене, çавăнтах хушса хучĕ: — Мĕн халаплатпăр?

Хĕрарăмсен чĕлхи каллех уçăлчĕ. Пĕрин хыççăн тепри ыйту пачĕç:

— Сехмет пурлăхне чăн та туртса илмелле тунă-ши?

— Ялти кил-çуртне те-и?

— Выльăх-чĕрлĕхне ăçта хурĕç ĕнтĕ?

Çав хушăра тахăшĕ йĕлпĕрсе кулни илтĕнчĕ:

— Кĕтсех тăр, сан кил хушшине пĕрер ĕнине кĕртсе ярĕç!

— Ятлисем пайсăр юласран хăрушă!

Ятлă çынсене шанмасăр калаçни Анахвисе тарăхтарса ячĕ. Çавăнпа вăл пĕтĕм чĕринчен ӳпкелесе илчĕ:

— Ятлисем камсем вара вĕсем? Вулăсра Микула пиччепе Натюш аппа пур. Хамăр яла илсен, Наум пичче пур, эпĕ те ятлă пеккисен шутĕнче. Апла Сехмет мулне эпир пайласа илетпĕр-и? Сире нимсĕр тăратса хăваратпăр-и?

Хĕрарăмсем намăсланса кайрĕç. Микулапа ун майлă ĕçлекенсем çинчен епле усал шухăшлăн? Ак хайхи вырăнсăр сăмах персе янă хĕрарăма тапăнчĕç:

— Намăсĕ çук унăн! Çынна хăй виçипе виçет!

Лешĕ хăвăрт витрисене йăтрĕ те пăрăнса утрĕ. Анахвис ыттисене ăнлантарма тытăнчĕ:

— Тĕрĕсех, вулăсри советсен съезчĕ Сехметĕн мĕнпур пурлăхне халăх ирĕкне памалла тунă. Анчах та ку кам мĕн илсе кайма пултарассине пĕлтермест. Малтан мĕнпур пурлăхне шута илеççе Вара кама мĕн кирлине сӳтсе явĕç. Ялти çуртне çамрăксене парĕç. Вĕсем унта улах ларĕç, хутла вĕренĕç.

— Тем пекехчĕ, — пурин шухăшне те пĕтĕмлетнĕн хушса хучĕ пĕри.

Çапла Анахвис лашине шăварса, шыв кӳрсе таврăнчĕ те апатланчĕ. Каллех килтен тухса кайрĕ. Ĕнтĕ урам хушши те чĕрĕленнĕ. Унта-кунта ушкăнăн пухăнса тăнă та хĕрӳллĕн калаçаççĕ. Атăлкасси хыпарĕ пурне те хумхантарать имĕш. Анахвис никампа сăмаха хутшăнмасăр Микулан пулнă кил-çурта çитрĕ. Кунта халь шкул. Ачасем пухăнма та ĕлкĕрнĕ. Класра ларас-тăрас килменнисем кил хушшинче тĕркĕшеççĕ. Анахвис хапхаран кĕнине курсанах сăхманĕсене силлекелесе пӳрте кĕпĕрленсе кĕчĕç. Сарайĕнчен Наум тухса Анахвиса саламларĕ.

— Ырă кун пултăр!

— Сана та çавнах сунатăп, Наум пичче.

— Килтисем мĕнле сывлаççĕ? — ку сăмахпа Ульяна сывлăхĕ çинчен ыйтрĕ вăл.

— Чиперех, Наум пичче. Ху мĕнле пурăнатăн?

— Хальхи саманара начар тени килĕшӳсĕр пулĕччĕ. Шкул кăмакисене хутса ăшăтрăм та Гриша килессе кĕтетĕп.

Анахвис чĕри кăртлатса илчĕ. Анчах Наум умĕнче палăртасшăнах пулмарĕ.

— Халех каяс тетĕн-и вара? — тесе хучĕ.

— Каяс пулать, хĕрĕм. Платун Павăлне текех ĕнсе тирне сĕвтерес мар.

— Тĕрĕс, Наум пичче... Ĕçӳсем ăнса пыччăр.

— Эс калашле пултăр!

Анахвис çенĕхелле кĕрсе кайрĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — Гриша лавпа тĕрлеттерсе çитрĕ. Кил хушшинче Анахвиспе тĕл пулма ĕмĕтленнĕччĕ вăл — ĕлкĕреймерĕ.

— Наум пичче, кайрăмăр! — тӳрех йыхăрчĕ Гриша.

Урамра, кресла çыхнă çуна çинче, икĕ хĕрлĕ гвардеец кĕтсе лараççĕ. Наумпа Гриша вырнаçсанах лав малалла хускалчĕ.

Атăла шăнтакан сивĕ пит-куçа, хăлха тăррине чĕпĕтет. Хĕрлĕ гвардеецсем çĕлĕкĕсене пусарах лартрĕç. Анчах сăран атта улăштарма çук. Пынăçемĕн сивĕ урана та ярса илчĕ, Ирĕксĕрех çуна çинчен ана-ана чупма тиврĕ. Урисем хĕрсен тин лараççĕ. Наум çăм атăпа аçам тăхăннă та, ăна сивĕ аптратаймасть, чиперех тилхепе тытса пырать. Çапла вĕсем шыв арманĕ патне çитрĕç. Чулсем кĕмсĕртетсе çаврăнни инçетренех илтĕнет. Анчах ĕçе тытăниччен Гришăсем авăртма килекенсем пӳлĕмне ăшăнма кĕчĕç. Авăртма черет çитессе кĕтекенсем самаях иккен. Табак тĕтĕмĕ тӳрех Гриша карланкине питĕрсе илчĕ.

— Апайтурах! — тарăхса эхлетрĕ вăл.

Çынсем алăк еннелле çаврăнса пăхрĕç те, хĕç-пăшаллă салтаксене асăрхаса шикленнĕ пек пулчĕç.

Гриша сывлăшне аран çавăрса ячĕ те:

— Пӳртре çав териех туртмасан та юрамĕ-ши? — терĕ. Сехĕрленнипех хирĕç чĕнекен пулмарĕ.

— Ырă кун сунатпăр! — пурин кăмăлне те çĕклес шухăшпа саламларĕ Наум.

Кунта Наума паллакансем, вăл камне пĕлекенсем те тупăнчĕç.

— Килех, Наум Васильевич! Мĕн çăмăлпа çӳретĕр?

— Армана халăх ирĕкне туртса илес тетпĕр.

— Хуçи кам пулĕ вара?

— Хамăр.

— Эпĕ те-и? — ихик кулни илтĕнчĕ.

— Эсĕ те, анчах пĕччен мар!

— Апла мана мĕн усси!

— Сана çав усă пулать!— сассине хăпартарах хуравларĕ Наум. — Эс киличчен кĕреçе çăнăхĕ тăватă кĕрпенкĕ панă. Малашне икĕ кĕрпенкĕ çеç пулать.

— Ку аван!

— Ку хамăрла! — ырланă сасăсем илтĕнчĕç.

Çапла калаçкаланă хушăра Гришăсем ăшăнса çитрĕç те, ыттисене йыхăрса, ампара кайрĕç. Унта митинг пуçланчĕ.

 

* * *

Павăл, кӳсекпе çапса амантнă йытă пек, урисене аран улăштаркаласа пӳрте кĕчĕ те тăлăпне хывмасăрах пукан çине персе анчĕ. Варуç шартах сикрĕ. Улăшки кунашкалне нихăçан та курманччĕ-çке.

— Павăл, Павăл... Мĕн пулнă сана?

— Тĕнче пĕтнĕ тесен те ытлашши мар...

— Ах, турă, ан хăрат-ха, тархасшăн. Чĕрене ан тат! Кăштахран Павăл съездра мĕн пулса иртнине каласа пачĕ.

— Михха кĕрӳне систертĕн-и хуть?

— Мĕншĕн?

— Ун патне кĕме хăрарăм. Сиссен тем тăвĕç терĕм.

— Апла хамăр ача та ытлашши пулчĕ-им?

— Ытлашши-мĕнĕ... Курасчĕ сан, мĕн калаçрĕç унта делегатсем? Пĕтĕмпех Микула турĕ çакна. Миçе хут тапăнса та пуçтараймарăмăр. Çавна маларах пуçтарнă пулсан пурсăмăра та çăмăлрах пулатчĕ.

— Микулана пĕтерсен те инкекрен хăтăласси иккĕлле. Ытла та йышланчĕç вĕсем...

— Çав пухрĕ вĕсене! Пуриншĕн те çав айăплă! Урам енчи чӳречерен шăнкăртаттарни илтĕнчĕ.

— Чӳречене шаккаççĕ. Çак териех каçа юлса мĕн шыраса çӳреççĕ-ши? — пушшех канăçсăрланчĕ Варуç.

Павăла чун кĕчĕ. Мĕнле шакканинчен камне палларĕ те çăлăнăç çитнĕн туйăнчĕ.

— Тăхта, ан нăйкăш-ха! — терĕ арăмне, тăлăпне хывса йăрхаха çакрĕ. Урăх сăмах хушмасăр пӳртрен тухрĕ.

Кил хушшинчи сарай вырнаçтарнă пĕчĕк пӳрт патне пырса итлерĕ. Ним сас-хура та çук. Апла икĕ тарçи те ыйхăра. Çывăрмасан та хăрамалли çук.

— Кам унта? — хапха патне пырса ыйтрĕ Павăл.

— Вăрманкассем...

Ним иккĕленмелли те çук, çавă. Вăрттăн ятĕнчен ытларах сассинчен паллать ăна Павăл. Пĕчĕк хапхине уçса пăхрĕ те:

— Халех кĕртетĕп, — терĕ.

Павăл пысăк хапхине уçсан хыçлă çуна кӳлнĕ лав кил хушшине кĕчĕ, виççĕн ларнă. Лашана сарай айне кĕртсен иккĕшĕ тăварса тирпейлеме юлчĕç. Павăлпа тепĕр çынни тӳрех пӳрте кĕчĕç. Варуç пысăк лампине çутасшăнччĕ, Павăл астутарчĕ:

— Тăрпасăррине çутса кăмака умне ларт.

Варуç умне салтак çи-пуçĕ тăхăннă арçын тухса тăчĕ. Сивĕ çĕрте çӳренипе сăн-пичĕ хĕрелнĕ, чармак куçĕ çисе ярасла пăхать. Вăл хывăнмасăрах кил хуçи арăмĕ патне пычĕ те:

— Варуç инке, салам! — терĕ. Елюк Миххана качча тухнăранпа Варуçа та ятран чĕнет Ваймистров.

Варуç чĕри яланхи пекех сехĕрленсе тапрĕ. Упăшки вăрă-хурахпа туслашни питех тарăхтарать ăна, ку туслашу ырăпа вĕçленмессе ĕненет. Анчах сăмах хускатсанах упăшки хăтăрса пăрахнипе текех шарламасть. Иçмасса вăрă-хурахĕ те Елюк пăрахса кайнипе çырлахрĕ, Варуçсен килĕнчен пурпĕрех сивĕнмерĕ.

— Килях... — ассăн сывласа саламларĕ Варуç.

Павăл ăна-кăна йӳпсемерĕ, хăйне канăçсăрлантаракан ыйтăвне пачĕ:

— Çӳренĕ çĕрте мĕн Хыпар пур?

— Хыпар пур çĕрте те пĕрешкел, большевиксем Совет влаçне çирĕплетме тăрăшаççĕ. Анчах кун çинчен каярах калаçăпăр-ха. Халь пирĕн кăштах апатланкаласа ăшăнасчĕ те выртса канасчĕ! — терĕ Ваймистров.

— Варуç, хатĕрле! — хушрĕ Павăл.

Сĕтел çине апат-çимĕç кăларса лартнă çĕре тепĕр иккĕшĕ те кĕчĕç.

Сĕтел хушшинчен тухнă çĕре тул çутăлса килчĕ. Вăрă-хурахсене чăлана сарса пачĕç. Павăлăн çак самантрах çынсен хушшинче пулас, вĕсем мĕн калаçнине, мĕн шутланине пĕлес килчĕ. Куна тума армана çеç çитсе килмелле.

Урамра, пусăра, Павăл чĕри кăштах лăпланнă пек пулчĕ. Çанталăк самаях сивĕ те, тăлăп тăхăннăскере тивеймĕ. Паян çанталăкĕ питех илемлĕ вара. Пас тытнă йывăçсем шур пĕркенчĕкпе витĕннĕн курăнаççĕ. Çуна айĕнчи юр шăхăрса юлать. Арман курăна пуçласан, чулĕсем кĕрлесе çаврăнни илтĕнсен Павăл кăмăлĕ пушшех çĕкленчĕ. Пурте яланхи пекех. Çавăнпа ĕнер мĕн илтни те тĕлĕкри пек çеç туйăнчĕ. Арман картишĕнче никам курăнмасть-ха. Пӳртре юмах-сăмах çаптараççĕ пулĕ. Павăл та çавăнта кĕресшĕнччĕ, малтан арман мĕнле ĕçленине курас кăмăлĕпе лавне хăй пурăнакан пӳрт хапхи умне пырса тăратрĕ.

Ампар алăкĕ урлă каçсанах Павăл усал-тĕселпе тĕл пулнăн чарăнса тăчĕ. Мĕне пĕлтерекен япала ку? Çынсем пурте пĕр тĕле пухăннă. Вĕсен хушшинче çӳллĕрех курăнаканни мĕнле салтак? Чернов текенни мар-и? Мĕн тума килнĕ вăл кунта? Мĕн калаçать? Гриша сăмахĕсем Павăл хăлхине йĕп пек пыра-пыра тăрăнчĕç.

— Юлташсем! Ĕнер Атăлкассинче вулăсри советсен пĕрремĕш съезчĕ пулса иртрĕ. Çав съезд большевиксем сĕннипе Янашовăн мĕнпур пурлăхне халăх ирĕкне туртса илмелле турĕ.

— Çав чуххи!

— Аранах шăпи тулчĕ! — шавласа илчĕç çынсем.

— Юлташсем, ку çеç те мар-ха, съезд хыççăн вулĕçтăвком пухăнчĕ те Павел Платонович арманне те туртса илмелле тесе йышăнчĕ.

Халăх шавласа кайрĕ:

— Тахçанах çапла тумалла пулнă!

— Хамăр тире сĕвтернипе çитĕ! Çавăнтах хирĕçле сасăсем те илтĕнчĕç:

— Хуçи кам пулĕ?! Пире мĕн усси?!

— Юлташсем! — терĕ шав тамалсан Гриша. — Хуçи ĕлĕкхи пек уйрăм çын мар, халăх пулать. Паллах ĕнтĕ, вулăсĕпе килсе ĕçе йĕркелес çук. Çавăнпа вулăс ĕçтăвкомĕ армана тытса тăма, ĕçне йĕркелесе пыма Энĕшкассинчи Наум Васильевич Васильева суйласа лартрĕ. Паян эпир арманта мĕн пуррине шута илсе Наум Васильевича парса хăварма килтĕмĕр.

Павăл тем таранах минресен те тăнне-пуçне çухатмарĕ, хирĕçме кирлине аса илчĕ. Тен, армана тĕкĕнме хăяймĕç. Вăл тăлăпне хывса пăрахрĕ те Гриша умне пырса тăчĕ. Халăх тĕлĕнсе кайрĕ. Çав хушăрах аванмарланнисем те тупăнчĕç. Урăхла мĕнле пултăр-ха, Павăл патне кивçене килнĕ çынсем сахал-им? Ыран мĕнле пуласса кам пĕлĕ?

— Тăвансем!— чĕтревлĕрех сассипе те кăмăллăн курăнма тăрăшса чĕнчĕ Павăл. — Ман армана халăх валли илес тетĕр-и? Мĕншĕн урăххине мар, шăпах катăршнăй тусĕн аллине паратпăр-ха эппин? Ку çеç те мар, тăвансем, пĕли-пĕлми çынсем виç кунтанах армана çĕмрĕç те сире нимсĕр тăратса хăварĕç. Çавал тăрăх вăтăр-хĕрĕх çухрăма сĕтĕрĕнсе çӳреме тивĕ. Тунмастăп, кĕреçе çăнăхĕ тăватă кĕрпенкĕ илнĕ эп. Ытти армансенче та çавăн чухлех илеççĕ-çке. Эпĕ ял хакĕнчен ӳстерсе илмен. Революци пулнине те хирĕç мар эп, çавăнпа кĕреçĕ çăнăхне пĕр кĕрпенкĕ чакаратăп, виçĕ кĕрпенкĕпех çырлахăп! Мĕнле, килĕшетĕр-и?!

— Килĕшетпĕр!— янăраса кайрĕ мелник сасси. Павăлăнне пайтах çăнăх вăрланă вăл. Укçалла авăртсан та укçине хăй кĕсйине чикнĕ. Арман Наум аллине лексен пĕр ывăç та илеймĕн. Луччĕ халăха çавăрса Павăл ирĕкĕнчех хăварас. — Павел Платонович тĕрĕсех каларĕ, армана тыткалама пĕлмелле. Унсăрăн ыранах ванса ларĕ. Эпĕ кунта вунă çул ĕçлетĕп. Манран лайăх пĕлекен никам çук теме те вăтанмастăп. Анчах арман тепĕр çын аллине куçас пулсан, паянах пăрахса каятăп. Тата çакна ан манăр, хуçа кĕреçе çăнăхне пĕр кĕрпешсĕ чакарма сăмах пачĕ.

Павăл сăмаха ăçталла илсе пыма шутланине Наум Гришăран маларах сисрĕ. Ун майлă пулас шутлисем пурри те палăрчĕ. Çавсем сасă пама ĕлкĕриччен:

— Юлташсем! — терĕ çавăнтах Наум. — Хуçа кĕреçе çăнăхне пĕр кĕрпенкĕ чакарассипе каярах юлчĕ. Вулĕçтăвком икĕ кĕрпенкĕ чакарас тесе йышăннă!

— Ку вăл хамăрла!

— Долой Платун Павăлне!

Çапла кăшкăрса Павăл майлă пулас текенсене путарса лартрĕç.

Мелник сăмахĕсем Наум асĕнчен каймарĕç. Вăл арман хуçине пĕчĕккĕн çыртма хăнăхнине Павăл хăй те сиснĕ-ха. Анчах арман ĕçне ăста пĕлнипе ăна вырăнтан хăвалама тытăнса тăнă. Халь пăрахса каяс пулсан та армана хупса лартма лекĕ. Апла мелнике мĕнле те пулин май тупса ĕçлеттермелле.

— Мелник кунта Платун Павăлĕ майлă калаçрĕ. Армана халăх ирĕкне илсен тухса каяссипе хăратрĕ, — терĕ пĕр хăюллă хĕрарăм. — Ăçталла каясшăн-ши вăл? Пуянсемпе-ши? Арманта ĕçлесе çав териех пуйрăн-ши вара? Пуянсемпе-ши? Ку ытла та илемсĕр-çке. Шалу пирки тесен ан хăра, хуçа тӳленине эпир те тӳлĕпĕр. Армана чарма ан шутла. Кирек мĕнле пулсан та тепĕр мелник тупиччен ĕçлетĕн. Хирĕçех каяс шухăшу пулсан кайран хăвна ху ӳпкеле. Халь куç хупмалла выляс самана мар.

Ыттисем те мелнике Павăл хутне кĕнĕшĕн намăслантарчĕç. Павăл пурлăхне çаратнă пирки те тĕксе илчĕç. Анчах пурте пĕр кăмăллă пулса Наума арманта ĕçлеме сĕнчĕç.

— Мана мĕн... мана Платун Павăлĕпе пĕр хуранта ят хумани — терĕ лăпкăн Наум.

— Паçăрах çапла каламаллаччĕ!

— Сехмет хăраххи пуç хĕрлĕ чикелентĕр! — терĕç темиçен, Наум кăмăлне хапăлласа.

Павăлăн юлашки шанăçĕ çухалчĕ. Вăл ухмаха ернĕн куçне-пуçне чарса пăрахрĕ. Сурчăкне сирпĕтсе кăшкăрашрĕ:

— Вăрă-хурахсем эсир! Турă паманнине туртса илеймĕр! Тухса кайăр ман армантан!

— Мĕн калаçать çав?

— Пире вăрă-хурах тесшĕн курăнать.

— Шаккамалла ăна!

— Арман пĕвине чăмтармалла!

Халăх юнавлăн шавласа пынине Гриша чарма ĕлкĕрчĕ:

— Юлташсем, майĕ пултăр! Ан тив, кăшкăраштăр. Уншăн пире сивĕ те, ăшă та тивес çук. Вăл пире кирлĕ çын-ха. Хăй килмен пулсан чĕнтерме лекетчĕ. Унăн кунти пурлăхне шута илсе ал пустарас пулать. Кайран мана çаратрĕç тесе элек сарса ан çӳретĕр. Килĕ-шетĕр-и?

— Килĕшетпĕр!— шавларĕ халăх.

Çакăнпа митинг вĕçленчĕ. Мелникрен уççа илсе çăнăх ампарне уçрĕç. Михĕсенчи çăнăха йăта-йăта тараса çине хучĕç. Павăл урай çумне пăталанă пек хускалмасăр тăчĕ. Пуçĕнче кăна усал шухăшсем çăхан пек явăнчĕç. Кун пек пуласса пĕлнĕ пулсан, арманне çăнăхĕ-мĕнĕпех çунтарса ярĕччĕ. Халь мĕнле тавăрмалла?

Çăнăх пин пăта яхăн иккен. Акт çырса Павăла та алă пустарчĕç. Урăх тытса чармарĕç ăна.

Çĕрĕпе ĕçсе супнипе Ваймистровсем кăнтăрлаччен çывăрчĕç. Вăрансан, Павăл таврăнасса кĕтмелле, татах тăрларĕç. Варуç ăнланмалла мар чĕлхепе ун-кун çинчен калаçрĕç.

Кĕтмен çĕртен Елюк килсе кĕчĕ. Вăл çак самантрах уласа йĕрсе ярĕччĕ. Амăшĕ пĕрре пăхсах хĕрне тем пулнине асăрхарĕ те ыттисене асăрхаттарасшăн мар пулчĕ.

— Ай тур, Елюк... Ма ют çын пек алăк патĕнчех тăратăн? — терĕ кăна.

Елюк хускалма та аптранипе Ваймистров вĕриленсе кайрĕ. Вăл кунта килсе лекнишĕн тарăхнăн шутларĕ. Куçĕ умне сасартăк мунчара тĕл пулни тухса тăчĕ. Çăва çинче такам персе амантсан, Ваймистров Павăл патне сĕтĕрĕнсе çитрĕ. Лешĕ мунчана пытарчĕ. Ваймистров йыхăрнипе Елюк пырса кĕчĕ. «Мĕн тесеччĕ-ши вăл ун чухне? Çапла... Елюк саншăн тахçанах вилнĕ. Хыçран çӳресе ан чăрман. Текех сан май пулас çук». Çаплах каларĕ çав. Тепĕр куннех вара Миххана качча тухрĕ. Çакна илтсен Ваймистров хăйне тем тума патне çитнĕччĕ. Хăравçăлăхĕ чарчĕ. Павăл сываличченех пытарса усранипе çырлахрĕ: Халь çавсене аса илнĕ май сĕтел хушшине ларнă çĕртенех сăмах хушрĕ:

— Эп кунтипе кăмăлсăрлантăн пуль? Ан хăра, çисе ямастăп. Халь эпĕ сан пата мар, аçу патне килнĕ.

Елюк тӳсĕмĕ татăлчĕ. Сасăпах ĕсĕклеме тытăнчĕ те пукан çине персе анчĕ. Варуç ун патне чупса пычĕ.

— Хĕрĕм... Мĕн пулчĕ сана? Мĕн пирки çав териех хыпăнатăн?

— Пĕтĕмпех пĕтрĕ... —- пусăрăннă сассине кăларчĕ Елюк.

— Мĕн аташатăн, хĕрĕм? Мĕн пĕтнĕ?

— Пурте пĕтнĕ... Пĕтĕм пурлăха туртса илеççĕ. Миххана тытса хупнă. Ма çав териех телейсĕр-ши эпĕ? Ма çуратсанах Атăла кайса пăрахман-ши мана?

— Пире вăрă-хурах тесшĕн курăнать.

— Шаккамалла ăна!

— Арман пĕвине чăмтармалла!

Халăх юнавлăн шавласа пынине Гриша чарма ĕлкĕрчĕ:

— Юлташсем, майĕ пултăр! Ан тив, кăшкăраштăр. Уншăн пире сивĕ те, ăшă та тивес çук. Вăл пире кирлĕ çын-ха. Хăй килмен пулсан чĕнтерме лекетчĕ. Унăн кунти пурлăхне шута илсе ал пустарас пулать. Кайран мана çаратрĕç тесе элек сарса ан çӳретĕр. Килĕшетĕр-и?

— Килĕшетпĕр!— шавларĕ халăх.

Çакăнпа митинг вĕçленчĕ. Мелникрен уççа илсе çăнăх ампарне уçрĕç. Михĕсенчи çăнăха йăта-йăта тараса çине хучĕç. Павăл урай çумне пăталанă пек хускалмасăр тăчĕ. Пуçĕнче кăна усал шухăшсем çăхан пек явăнчĕç. Кун пек пуласса пĕлнĕ пулсан, арманне çăнăхĕ-мĕнĕпех çунтарса ярĕччĕ. Халь мĕнле тавăрмалла?

Çăнăх пин пăта яхăн иккен. Акт çырса Павăла та алă пустарчĕç. Урăх тытса чармарĕç ăна.

Çĕрĕпе ĕçсе супнипе Ваймистровсем кăнтăрлаччен çывăрчĕç. Вăрансан, Павăл таврăнасса кĕтмелле, татах тăрларĕç. Варуç ăнланмалла мар чĕлхепе ун-кун çинчен калаçрĕç.

Кĕтмен çĕртен Елюк килсе кĕчĕ. Вăл çак самантрах уласа йĕрсе ярĕччĕ. Амăшĕ пĕрре пăхсах хĕрне тем пулнине асăрхарĕ те ыттисене асăрхаттарасшăн мар пулчĕ.

— Ай тур, Елюк... Ма ют çын пек алăк патĕнчех тăратăн? — терĕ кăна.

Елюк хускалма та аптранипе Ваймистров вĕриленсе кайрĕ. Вăл кунта килсе лекнишĕн тарăхнăн шутларĕ. Куçĕ умне сасартăк мунчара тĕл пулни тухса тăчĕ. Çăва çинче такам персе амантсан, Ваймистров Павăл патне сĕтĕрĕнсе çитрĕ. Лешĕ мунчана пытарчĕ. Ваймистров йыхăрнипе Елюк пырса кĕчĕ. «Мĕн тесеччĕ-ши вăл ун чухне? Çапла... Елюк саншăн тахçанах вилнĕ. Хыçран çӳресе ан чăрман. Текех сан май пулас çук». Çаплах каларĕ çав. Тепĕр куннех вара Миххана качча тухрĕ. Çакна илтсен Ваймистров хăйне тем тума патне çитнĕччĕ. Хăравçăлăхĕ чарчĕ. Павăл сываличченех пытарса усранипе çырлахрĕ. Халь çавсене аса илнĕ май сĕтел хушшине ларнă çĕртенех сăмах хушрĕ:

— Эп кунтипе кăмăлсăрлантăн пуль? Ан хăра, çисе ямастăп. Халь эпĕ сан пата мар, аçу патне килнĕ.

Елюк тӳсĕмĕ татăлчĕ. Сасăпах ĕсĕклеме тытăнчĕ те пукан çине персе анчĕ. Варуç ун патне чупса пычĕ.

— Хĕрĕм... Мĕн пулчĕ сана? Мĕн пирки çав териех хыпăнатăн?

— Пĕтĕмпех пĕтрĕ... — пусăрăннă сассине кăларчĕ Елюк.

— Мĕн аташатăн, хĕрĕм? Мĕн пĕтнĕ?

— Пурте пĕтнĕ... Пĕтĕм пурлăха туртса илеççĕ. Миххана тытса хупнă. Ма çав териех телейсĕр-ши эпĕ? Ма çуратсанах Атăла кайса пăрахман-ши мана?

— Эй, Турă... — сăхсăхса илчĕ те Варуç хĕрĕнчен пĕр утăм чакса тăчĕ. — Кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмран çылăхли никам та пулас çук тесе ахаль каламан иккен... Тем курăн, тем илтĕн... Эй, Микула ухатник... Ман хĕр ăшĕнчи усалсене хăваласа кăларсамах...

Ваймистров Елюка шеллесе пăрахрĕ. Сĕтел хушшинчен тухса ун патне пычĕ.

— Елюк, лăплан, — çемçен чĕнчĕ вăл, — аплах кулянма тĕнче пĕтсе килмен пуль вĕт. Янашова тĕп тунăшăн пурнăç пĕтмĕ. Хуйхăрса хăвна ху пĕтерни çеç. Эсĕ çамрăк-ха. Сан пурăнмалла. Килĕшӳллĕ çын тупмалла та çĕнĕ пурнăç тума тытăнмалла, — Ваймистров хăйне пăрахса Миххана качча тухнăшăн ӳпкелесшĕнччĕ, кăмăлне пушшех пăсма пултарасран шарламарĕ. Унсăрăн та Ваймистров сăмахĕсем Елюка вĕчĕрхектерчĕç. Вăл пуçне çĕклерĕ те ăна тин çеç курнăн кăшкăрса хуравларĕ:

— Ха, эсĕ те кунтах иккен? Эп сана тахçанах пĕтнĕ пулĕ тесеччĕ! Ку Ваймистровшăн ытлашшипех пулчĕ. Пĕтĕм çилли тăвăнса килнипе хаяррăн каласа тăкрĕ:

— Мана пытарма ан васка-ха. Сан тăпруна таптама та ĕлкĕрĕп. Тата çакна маннă эсĕ: мана ыр сунманнипе пурнăçу улшăнас çук!

Хĕрĕпе кĕрӳшĕ ятлаçса кайни ырă енне маррине пĕлет Варуç. Тем каласа мирлештермедлине кăна чухлаймасть. Чĕлхи çине тивĕç сăмах килменнипе аптрарĕ. Çав вăхăтра Павăл кĕрлеттерсе çитрĕ. Улитин мĕн каланисем чăн пулассине ĕненнипе чĕри самаях лăпланнă унăн. Епле лăпланмĕ-ха, нимĕçпе совет хушшинче мирлĕ килĕшӳ çук, çавăнпа нимĕçсем ыран-паян тапăнĕç те советсене тĕп тăвĕç, ĕлĕкхи самана туса хурĕç. Тата Микуласене пĕтермелли майсем те пур. Ваймистровсем çитни калама çук вăхăтлă.

Павăл лашине сарайне кĕртсенех икĕ тарçи тухрĕç, лашине тăварасшăн пулчĕç.

— Атьăр-ха пӳрте, — терĕ вĕсене Павăл, — ман сирĕнпе сăмах пур. Вĕсем пĕчĕк пӳрте кĕчĕç. Вĕсене ăçта кайса мĕн тумаллине тем хушса ăнлантарсан Павăл телей сунса тухрĕ.

Анчах пӳртĕнче хĕрĕ макăрса выртнине курсан çатракалансарах ыйтрĕ:

— Мĕн пулнă?! Ма сĕрлетĕн?!

Ашшĕ сассине илтсен Елюк пуçне çĕклерĕ те куççулĕ витĕрех хуравларĕ:

— Сĕрлеме мар, чĕре те çурăлĕ. Миххана тытса хупнă. Пире тĕп турĕç.

Ашшĕ хута кĕрес вырăнне тăвăлланса кайрĕ. Ваймистров хураха качча панăшăн хĕрĕ ăна тем таранах тарăхтарнă. Анчах Миххана вара Елюк хăй ирĕкĕпе качча тухрĕ. Кăштах кĕтме хушнине те пăхмарĕ. Çавăнпа Павăл сӳрĕккĕн тавăрса хучĕ:

— Инкеке ху шырарăн. Эпир сана ирĕксĕрлемен.

Елюк сасартăках макăрма чарăнчĕ те тилĕрнĕ куçне ашшĕ çине тĕллерĕ:

— Эсир ирĕксĕрлемен эппин? Михха сана пуйтарнă чухне аванччĕ-çке! Кĕрӳ те кĕрӳ тесе кăна тăраттăн!

— Ун укçи ман пыра та ларĕ-ха. Ав, армана çăнăхĕ-мĕнĕпе туртса илчĕç.

— Айтурах, мĕн курăпăр-ши?

— Ан нăйкăш! Ăслă çынсем каланипе большевиксем нумаях тытăнса тăраяс çук. Михха кĕрӳне те хăтармалла. Эсир тухкаласа çӳрĕр-ха, эпир Кузьма Иванчсемпе кăштах сӳтсе явар! — терĕ Павăл арăмĕпе хĕрне.

 

* * *

Павăл кайсан Гриша та ытлашши тăмарĕ арманта, çула тухрĕ. Наумпа икĕ салтак Павăлăн пысăк пӳртне кĕрсе вырнаçрĕç.

Хĕвел ларнă май çанталăк пушшех сивĕтрĕ. Гриша ытларах çуна хыççăн чупса пычĕ. Шухăшĕ вара Анахвис çинчен сирĕле пĕлмерĕ. Ăна пуçламăш хут курсанах каччă чĕрине вут пуççи кĕрсе ӳкрĕ те пурăна киле ялкăшсах çунакан пулчĕ. Кольăпа Анахвис шăллĕпе пиччĕшĕ евĕр туслă пулнăран Гриша вĕсем патне час-часах çӳрекелерĕ. Вĕсем ăна яланах тараватлă йышăнчĕç. Анчах Анахвис мĕн шухăшланине кăна ăнланса илеймерĕ. Сăмах хускатсан калаçать вăл. Тепĕр чух тĕл пулушăн хавасланнăн та курăнать. Анчах ахаль юлташлăхран пĕр утăм та иртесшĕн мар. Гриша хăй чĕринче мĕн пуррине пĕлтерме хăтлансан Анахвис шӳтлесе ирттерет е сăмаха урăх еннелле пăрма тăрăшать. Пурăна киле, Коля каласа панă тăрăх, Анахвис Николай Степанович ывăлне юратнине, лешĕ Сехмет хĕрĕпе çыхланнăран таçта кайса çухалнине тата авланнине пĕлнĕ, арăмне те курнă. Ытарма çук илемлĕскер, халь Хусанта вĕрентет.

Çакна шухăшласан Анахвисĕн пушшех те Гришăна кăмăлламалла пек. Вăл çав-çавах хăйне лăпкăн та Гриша çуннине сисмен пек тыткалать. Энĕшкассине çитерехпе Анахвиссем патне кĕрсе тухас шухăш та пуçа пырса çапрĕ. Сăлтавĕ те пур, ăшăнма кĕнĕ тенине ĕненмелле.

Гриша лашине хапха умне чарса тăратрĕ. Пӳртре Ульяна пĕчченех ал ĕç туса ларнине асăрхасан, кăшт йĕнчесе тăчĕ. Ульяна алăк сасси пулнипе пуçне çĕклесе пăхрĕ те Гришăна палларĕ. Ăна вăл Коля пекех килĕштернĕ. Гриша Анахвисе юратнине те сиснĕ. Хăйĕнчен çеç килес пулсан «ан тирке ачана» тесе канаш та парĕччĕ. Мăнукĕ пăхасшăн маррипе шарламан, мĕн сăлтавне те чухлать. «Ах çав Ванюк» тесе ассăн сывлать вара.

— Килях, Гриша ыльăм!

Гриша аранах тăна кĕнĕ пек пулчĕ.

— Салам, Ульяна аппа! — шăннă аттипе шаклаттарса пырса ал тытрĕ. — Мĕнле пурăнатăр?

— Хуллен пурăнкалатпăр та... Атăлкассинчен усал хыпар çитнĕ-çке.

— Мĕнле хыпар тата?

— Пирĕн Кольăна амантнă...

— Амантнă?

— Ийя, пульницара выртать.

— Кам амантнă?

— Сехмет терĕç. Эс илтмен-и вара?

— Çук, Ульяна аппа. Эп Атăлкассинчен ирех тухнă та, ун чухне Коля чиперехчĕ.

— Апла эсĕ кайсан сиксе тухнă ĕнтĕ инкекĕ. Анахвис паçăрах кайрĕ. Çав таврăнсан тĕплĕрех пĕлтерĕ-ха.

Тепĕр чухне пулсан хĕрĕ килте çуккишĕн эрленнĕччĕ Гриша. Халь юлташĕн ăраскалĕшĕн ĕштеленсе ӳкрĕ. Анчах хăйне тăнăçлăн тытма тăрăшса:

— Ульяна аппа, ытлашши ан хуйхăрăр. Ытлашшиех тивертеймен пулĕ-ха. Эп халех çитетĕп унта, — терĕ.

— Кăштах ларса ăшăнмаллаччĕ.

— Эп шăнман, Ульяна аппа.

Гриша хăвăрт тухса çуна çине ларчĕ. Ăш-чикĕ вăрканипе сиввине те туймарĕ. Лашине кăна хăваларĕ. Тем вăхăтран Атăлкассине çитрĕ те тӳрех пульница умне чарăнчĕ. Çенĕк алăкне питĕрнĕ иккен. Тӳнлеттерме тытăнчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — санитарка алăка уçрĕ.

— Мĕн шаккаса çӳретĕр? — терĕ сиввĕн.

— Хаклă кинеми, ытлашши ан ятлаçăр-ха... Ман юлташ кунта выртать терĕç... Курасчĕ ăна.

— Кăнтăрла килмеллеччĕ!

— Эпĕ çулта пулнă. Çавăнпа килеймерĕм. Кĕртĕр-ха, тархасшăн! Санитарка тата темĕн мăкăртаткаларĕ те чармарĕ. Гриша алăкран кĕчĕ, кам ăçта выртнине ăнланса илеймен пирки алăк патĕнчех чарăнса тăчĕ.

Коля ăна хăех палласа илчĕ те хавасланса кайрĕ. Унăн чи çывăх юлташĕ килнĕ-çке.

— Гриша, кунта эпĕ!

— Чумари юлташ! — терĕ те Гриша Коля патне васкаса пычĕ. — Сурану йывăр мар-и?

— Кăшт ачашланса выртмалăх кăна!

— Кам амантрĕ?

— Сехмет. Пĕлетĕр-и, вăл Николай Степановича вĕлерме тапăннă. Ав! — Клавье еннелле ал сулчĕ йĕкĕт, — çав хĕр пулман пулсан Микула пичче çукчĕ ĕнтĕ. Çав хĕр хушша кĕме ĕлкĕрнипе Микула пичче çăлăнса юлнă. Халь хăй выртать ав.

Гриша тек ыйтса-тĕпчесе тăмасăрах тепĕр еннелле çаврăнчĕ те сăн-пичĕ шуралса кайнă хĕре курчĕ. Канлĕхе хумхатасран хăранăн хуллен утса пычĕ.

— Хĕрĕм... — чĕререн тухакан ăшă кăмăлĕпе чĕнчĕ вăл. — Николай Степановича вилĕмрен çăлнăшăн тавтапуç! — кăшт пуçне пĕксе илчĕ. Эсир ырă тунине эпир нихçан та манмăпăр. Хăвăртрах сывалăр та хальхи пархатарлă пурнăçа хутшăнăр!

Клавье Анахвиспе тĕл пулнишĕн питех хумханса выртатчĕ. Урăхла мĕнле пултăр-ха? Ванюка пухуран хăйпе пĕрле ертсе кайман пулсан Анахвис качча тухĕччĕ те такамран телейлĕ пулĕччĕ. Çавăншăн ӳпкелессе кĕтмеллеччĕ. Апла пулмарĕ. Анахвис ăна Николай Степановича вилĕмрен хăтарнăшăн тав туса чуп турĕ. Мĕн тери ырă кăмăллă та ашшĕне хисеплекен çынсем иккен.

— Тавтапуç... — терĕ вăл хуллен куççулĕ витĕр.

Гриша Анахвисе пульницара тĕл пулас пек суннăччĕ. Ĕлкĕреймерĕ иккен. Пӳлĕмре ют хĕр выртнипе Анахвис ăçта кайни çинчен ыйтса пĕлме те аван мар пулчĕ. Тен, Николай Степановичсем патĕнче вăл, аппăшне курмасăр каймалла мар-çке. Анчах унта кĕрсе пăхма хăймарĕ. Урама тухсан Гриша арманти ĕçсем мĕнле пулса пыни çинчен Микулана каласа парас шутпа кантуралла утрĕ. Хальлĕхе ĕçсем унта йĕркеллехчĕ-ха.

Вăл пырса кĕнĕ çĕре Микула кабинетĕнче Натюшпа Трифун, Петров тата вулăсĕçтăвком членĕсем хĕрӳллĕн калаçса ларатчĕç. Çавăнпа Гриша пырса кĕнине тӳрех асăрхаймарĕç те. Хăй те юлташĕсен калаçăвне татасшăн мар алăк кутĕнчех чарăнса тăчĕ. Сехмет пурлăхне шута илнĕ çĕрте мĕн-мĕн пулни çинчен хыпарлать иккен вĕсене Трифун.

— ...Анчах ылтăн ăçтине нимпе те каламарĕ. Шыраса та тупаймарăмăр!

— Тĕпчекелесе пĕлер-ха, тупатпăрах ылтăнне те... — терĕ Микула. Çавăнтах Гриша кĕнине асăрхарĕ те хушса хучĕ: — Ма алăк патĕнчех тăратăн эс? Иртсе лар та каласа пар: мĕнле унта?

— Хальлĕхе пурте йĕркеллех, Николай Степанович... — терĕ Гриша, арманти лару-тăру çинчен кĕскен каласа пачĕ. — Çăнăх пин пăта яхăн!

— Ку аван-ха. Ăçталла ямаллине каярах сӳтсе явăпăр. Юлташсемпе канашлăпăр...

 

...Çумра вĕрилентерсе выртакан ӳт самантрах сивĕннĕн туйăнчĕ Микулана, Натюш кĕвĕçме хăтланни ăна Клавье пирки тĕрлĕ шухăша ячĕ. Хĕрарăм темерĕн, паян та сĕтĕрет иккен. Кун пек пуласса пĕлнĕ пулсан, малтанах тĕпĕ-йĕрĕпе каласа памаллаччĕ те вĕт...

— Çапла, ман çитĕннĕ хĕр пур, — терĕ ирех Микула, ĕнерхине аса илтерсе. — Мĕнле майпа пулнине пĕлетĕн. Хальхи ăспа пулсан апла хăтланмăттăм. Юратакан хĕре хур кӳнине тӳсеймерĕм мар-и... Тавăрни ав ăçта илсе çитерчĕ. Çапах хама хам ӳпкелеместĕп. Ĕнер вăл манăн арăм çуратса панинчен те хаклă пулчĕ. Тăван ашшĕ-амăшĕнчен çуралаканни те çын вилĕмне хăй çине илекен сайра пулĕ. Шанатăп, ăсĕ те пур унăн, чунĕ те таса. Çавăнпа санăн та ун пирки купаланнă сӳтĕк шухăша сирмелле.

Натюш аванмарланчĕ. Чăнах, мĕн тесе тапратрĕ-ха вăл çав сăма-ха? Мĕншĕн пăсрĕ упăшкин кăмăлне?

— Эп ним чухлĕ те хурламастăп ăна, — терĕ вара йăвашланнă сасăпа Натюш. — Çынсем кăна пĕли-пĕлми шухăшлама пултараççĕ.

— Куна тĕрĕс каларăн, Натюш. Паянах тус-юлташусене, хĕрлĕ гвардеецсене пухас. Лару-тăру мĕнлине ним пытармасăрах каласа парăп, Клавье пирки именмелли çук.

Çапла калаçса татăлнă хыççăн Микула ирех тăрса тумланчĕ те икĕ хут татăкĕ çине икĕ çĕр улми пӳремечĕ чĕркесе чикрĕ, çула тухрĕ.

Урам тăрăх пынă çĕрте ăна каллех Натюшпа иккĕшĕ калаçнă шухăшсемех канăçсăрлантарчĕç. Иçмасса, ывăлĕнчен те пулин сас-хура çук. Нивушлĕ усал çынсен аллине лексе пĕтрĕ? Апла мар тăк кам патне те пулин çырмаллах-çке...

Кĕçех пульница курăна пуçларĕ. Микула тата васкарах утрĕ.

 

Çамрăксем пĕр-пĕрне ытла та хăвăрт иленчĕç. Каçхине мĕн-мĕн çинчен калаçмарĕç-ши вĕсем, ăçта кăна çитсе перĕнмерĕç-ши?

Клавье Хусана вĕренме кайиччен килтех пурăннă, тарçисемпе кашни кунах тĕл пулнă та, вĕсем мĕнле пурăннине ним чухлĕ те пĕлмен иккен. Пурнăçĕ вара вĕсен Михха выльăхĕсенчен те начартарах пулнă. Йывăр ĕçпе те вĕсем хытса ларман, вăй-хăватлă пулнă. Хăйпе пĕр пӳлĕмре выртакан çамрăках илер акă, епле маттур вăл. Вунултă çулта çеç пулин те, Коля Михха ĕçĕнче пилĕк авма та ĕлкĕрнĕ. Ним хăрамасăр хуçине тапăннă, тарса ӳкме паман. Вăл хĕрлĕ гвардеец. Пурнăç тĕллевĕ яр уçă унăн. Амăшĕпе кукашшĕ те патша асапне тӳссе пурăнасшăн пулман вĕсен. Амăшĕпе пĕр тăван аппăшĕ каторгăра вунă çул асапланнă. Унтан таврăнсан Вăхăтлăх правительство йыттисен серепине лекнĕ. Юрать-ха, Ванюкпа юлташĕсем çăлса хăварнă. Ах Ванюк... Ăçта çӳретĕн-ши паян кун?..

Пуянсем саркаланса пурăннине Коля пĕлнĕ. Сехмет ялан вĕсен куç умĕнче пулнă. Клавье каласа панипе вĕсен ирсĕрлĕхĕ тата уççăнрах курăнчĕ. Мăнастирте игуменйăпа манашкăсем мĕнле пурăнни çинчен каласа панине илтсен Коля кăмăлĕ пăтранчĕ. Çавăнта асап тӳсме лекнĕшĕн Клавьене шеллерĕ.

Тем вăхăтра çывăрса кайнă вĕсем, вăранасса та иккĕшĕ пĕр вăхăтрах вăранчĕç. Клавье куçне уçса Коля еннелле пăхрĕ те:

— Чумари юлташ, сывă-и? — терĕ.

— Суха тимĕрĕ пекех! Хăвăр мĕнле, мĕнле тĕлĕк куртăр?

— Сывлăх ĕнерхинчен лайăхрах... Ыратнипе час çывăраймарăм кăна.

Шăп çав вăхăтра Микула килсе кĕчĕ.

— Сывă-и, ачасем? — икĕ çамрăка та харăс саламларĕ вăл.

— Сиккипех, тезка!

Натюш аппăшĕ Микулана качча тухнă май Кольăн ăна йысна тесе чĕнмелле ĕнтĕ, анчах ниепле те хăнăхаймасть-ха.

— Сывах-ха, — хаваслăн хуравларĕ Клавье. Паян никамах та килессĕн туйăнмастчĕ-ха. Ашшĕ персе те çитрĕ ав.

— Сурану мĕнле? — çывăха пычĕ Микула. — Çăмăлрах пек-и?

— Самай çăмăлрах...

— Пит аван. Сирĕн пата çĕр улми пӳремечи илсе килтĕм. Чейпе сыпкаласа ирхи апат тăвăр-ха.

Кольăпа Клавьене çуршар пӳремеч тыттарчĕ.

— Ну, ан тунсăхлăр. Сывалма тăрăшăр! Эпĕ кантура каятăп-ха, — терĕ те Микула каçалапа килме сăмах парса тухса кайрĕ.

Урама тухсанах Микула шухăшĕ вулăсри лару-тăру çине куçрĕ. Влаçа совет ирĕкне илсен ĕç çăмăлланмалла пекчĕ. Пушшех йывăрланчĕ. Пурнăç кăткăс япала иккен вăл. Виçĕ çул ытла тăсăлнă вăрçă Раççей хуçалăхне йăлтах начарлатса хăварчĕ. Вулăсра тыр-пулсăр юлнă чухăнсем те сахал мар. Атăлкассинче пин çын ытла беженецсем пурăнаççĕ. Вĕсене тăрантмалла. Килĕсене ăсатма та май çук. Çĕршывĕсем нимĕçсен аллинче. Тыр-пул тенĕрен, Платун Павăлĕн арманĕнче пин пăт ытла тупнă-ха. Ку пĕр саплăк. Михха ампарĕсем те тырăпа çурăлас пек лараççĕ. Вулăса темиçе çул тăрантмалăх та çитĕ-ха вăл. Анчах тырăсăррисем вулăсри чухăнсем çеç мар-çке. Питĕрти рабочисем те выçă. Вĕсем валли паянах тырă ăсатма тытăнмалла. Хăш ялтан миçе лав кирлине пĕлтермелле.

Микула хăй кабинетне кĕрсе вырнаçма ĕлкĕрейнĕччĕ — кив аçам тăхăннă пăшаллă çын кĕчĕ тăчĕ. Пăрланнă мăйăхне шăла-шăла сăмах хушрĕ:

— Ĕнтĕ хуçи эсĕ пулатăн-и-ха?

— Мĕнле хуçа пирки калаçатăр эсир, мучи? Ăçтисем, кам эсир?

— Эпĕ хуралçă.

— Ăçта мĕн хураллатăр?

— Эпĕ Атăл леш çыранне кăларса купаланă Михал Петрович йывăçне хураллатăп.

— Вара мĕн?

— Вара-и?.. Эпĕ хуçана евитлеме килнĕччĕ. Анчах хуçи халь Михал Петрович мар терĕç. Хуçи кантурта ларать терĕç. Ăнсăртран эс пулмарăн-и эппин хуçи?..

— Мучи, эсир аташатăр. Янашовăн пурлăхне, чăн та, туртса илнĕ. Анчах хуçи эпĕ мар, хуçи — халăх. Çав шутра эсир те.

— Эпĕ те хуçа-и? — мучи çăварне карса пăрахрĕ. — Йоккер-маккер. Хама эпĕ тарçă кăна тесе шутланă. Хуçи хамне пачах пĕлмен.

— Мучи, нивушлĕ совет влаçĕ пулнине пĕлместĕр эсир?

— Мĕн влаçĕ кирлĕ мана! — сасартăк кулма чарăнчĕ мучи. — Мана кантура кĕрсе евитлеме хушрĕç те, çавăнпа кăна кĕтĕм.

— Юрĕ, мучи... Ав! — пукан çине кăтартрĕ Микула. — Çавăнта ларăр та йĕркипе каласа кăтартăр-ха... Кам эсир, мĕн пирки евитлеме килнĕ?

— Мĕнех вара, ларма та пулать... Атăл хĕрринчен утса килсе ывăннă пек пултăм... Евитлемелли ман çакă: эпĕ Янаш Миххи патĕнче çирĕм çул ĕçлерĕм. Халь Атăл леш енне кăларса тăкнă йывăçа сыхлатăп. Анчах каçхине курнă пеккине нихçан та курман.

— Мĕн пулчĕ унашкалах?

— Çĕр пӳртре чиперех çăпата туса лараттăм. Тулта темĕн кăшкăрашни илтĕнчĕ. Алăка уçса пăхрăм та, çирĕм лав та пулĕ тĕрлеттерсе çитрĕç те пĕренесене тиеме тытăнчĕç. Эпĕ кăшкăра-кăшкăра хăвалама пикентĕм. Унччен те пулмарĕ — мана çулса илчĕç те чышкăпа та тапкăçпа ислетме пуçларĕç. Çĕр пӳртелле чикелентерсе кĕртсе ячĕç, тул енчен питĕрсе хăварчĕç. Шăн-шан сирĕлсен тин пуртăпа алăка çĕмĕрсе тухрăм. Вăт çавнашкал... Патак çие-çиех хурал тăрас мар. Эсĕ хуçи пулсан урăххине тупса ларт.

— Урăххине тупса лартас пирки сӳтсе явăпăр-ха, мучи. Малтан калаймăн-и, камсем ашкăнчĕç?

— Çĕрле ăçта палласа çитерĕн вĕсене?!. Пĕр лаши Тĕмшерти Кашкăр Мирунĕн пек туйăнчĕ.

— Хăвăр хăш ялсем-ха?

— Анат Тăршывсем эп. Естахви. Атте Ехрим пулнă.

— Естафи Ефремăч эппин?

— Çапла килсе тухать.

— Акă мĕн, Естафи Ефремăч... Эсир хуçа пурлăхне хуралланă. Халь çав пурлăх хуçан мар, халăхăн. Пушшех те хураллама тивĕç. Текех пырса ан ашкăнччăр тесе сире пулăшма салтак ярса паратпăр. Кайăрах, хăвăр вырăна таврăнăр. Хуçа тӳленĕ шалуне эпир те тӳлетпĕр.

— Мĕнех... Маншăн пурĕпĕр... Ик алла пĕр ĕç. Çирĕм çул ĕçлесе те хуçаран усал сăмах илтмен.

— Ĕненетĕп, Естафи Ефремăч.

— Вăт, çав çеç. Ĕнтĕ кайрăм.

— Телей пултăр! — Микула ал тытсах ăсатрĕ хуралçа.

Пĕччен юлсан, вăл кăшт хумханарах алăкăн-тĕпелĕн уткаларĕ. Ырă хыпар мар. Кĕçĕр йывăçа турттарма тытăнĕç. Тепĕр каç урăххисене çаратма тапăнĕç. Камăн лаши терĕ-ха? Тĕмшерти Кашкăр Мирунĕн пек туйăнчĕ терĕ.

Çапла, Микула паллать ăна. Тĕмшер ялне хут вĕренме çӳренĕренпех пĕлет. Чиркӳпе хирĕçех пурăнатчĕç Касмуххапа юнашар. Мĕн ĕмĕртен хăмлапа пуйса пурăннă. Тĕрĕссипе каласан, чухăнсем йывăç патне пырса та çыхланаймаççĕ. Йывăç турттарма лаши те çук вĕсен. Çийĕнчех чармасан, ытларах та асĕç пуян-куштансем. Хĕç-пăшаллă хурал тăратмалла. Темиçе çын ямалла, халăха пухса ăнлантарччăр. Йывăç вăрлама пуçаракана тытса хупсан та ытлашши мар. Çитес кунсенчех йывăçа ку енне турттарса каçасчĕ.

Микула кантуртан тухрĕ те Михха мĕнле сывласа пынине пĕлесшĕн пулчĕ. Сывалсанах халăх сучĕ умне тăратма тивет тесе шутларĕ. Анчах алăк тул енче хурал çукки çуйлантарчĕ ăна. Карт туртса алăка уçрĕ те Микула пӳлĕме, çутă çуккипе канăçсăрланса ӳкрĕ. Кунашкал пулмалла мар-çке.

— Часовой! — хыттăн чĕнчĕ Микула. Хирĕç сас пулмарĕ. — Мĕн хăямат ку? Решеткеллĕ пĕчĕк чӳрече витĕр çутă кĕрсех сарăлайман пирки шăрпăк кăларса çутрĕ. Ура пуçĕнче инçех те мар салтак тăсăлса выртать. Пуçĕ тавра юн кӳлли. Вĕлернĕ пулмалла? Михха ăçта? Татах шăрпăк çутса сăнарĕ. Пӳлĕм пушах. Иккĕленмелли çук: часовоя вĕлерсе Миххана илсе кайнă.

Микула вăр-вар тухрĕ те хĕрлĕ гвардеецсем пурăнакан çĕре васкарĕ. Кунта пĕр сас-чӳ те çук. Лару-тăру лăпкă чухнехи пек сыхланмасăр пурăнаççĕ иккен Микула тӳрех Петров пӳлĕмĕ патне пычĕ. Алăка питĕрнĕ.

— Кам унта? — йлтĕнчĕ шалтан.

— Соколов! Уçăр хăвăртрах! Нумай çывăратăр, Демьян Петрович! Микула сӳрĕккĕн чĕнни Петрова канăçсăрлантарчĕ. Кунашкаллине курсах кайманччĕ. Анчах каçарттарасшăн пек, айăпне те хăй çине тиесшĕн мар пек хуравларĕ.

— Пулĕ те... Ир тăма нимле ĕçех те çук пек туйăнчĕ те...

— Пĕлетĕр-и, хурал тăракан салтака вĕлерсе хăварнă, Сехмете илсе кайнă.

— Пулма пултараймасть!

— Пултарнă çав!..

Петров ĕненсех мар пулин те темле пысăк инкек сиксе тухнине ăнланчĕ.

Петров тăхăнса тумлансан иккĕшĕ каллех пульницара Михха выртакан пӳлĕме кĕчĕç. Тул çути самаях килнипе пӳлĕмри япаласене аванах тĕшмĕртме пулать. Салтак çав-çавах месерле выртать. Пуçĕ тавра юн пĕвеннĕ.

— Хăш вăхăтра, хăçан пулма пултарнă ку инкек? Ăçта Янашовĕ?

— Ăшă çĕрте тесе хуралне тăватшар сехетрен улăштармалла тунăччĕ. Ку салтак икĕ сехетре йышăннă. Тата темиçе минутран улшăнмаллаччĕ унăн. Çывăрса кайнăскере Янашов хăех вĕлермен-ши? Урăх кам килтĕр кунта?

— Хăй ăçта-ши тата? Уринчен аманнăскер инçех тарайман вăл.

— Кам пĕлет, кил хушшинчех пытаннă-и, тен? — иккĕленчĕ Петров. — Çук пуль, кам та пулин кăларса кайнах пуль. Ун телейĕшĕнех-и юр çуса йĕрне хупланă. Отрядри коммунистсене пухса кил, — терĕ çавăнтах Микула. — Трифон Кузьмич патне çын яр. Хвершăла та кĕнсе килччĕр! Хвершăлĕ сăмах çинех персе çитрĕ. — Мĕн кунта? — ним чухлайман енне ыйтрĕ вăл. — Пысăк инкек, Алексей Васильевич. Салтака вĕлерсе хăварнă. Сехмете илсе кайнă. — Тем курса ларăн, хоспоти! — вăл виле патне пычĕ. Тĕпчерĕ, хыпашлакаларĕ те: — Темле йывăр япалапа пуç шăммине шăтарнă. Вăхăт нумай та иртмерĕ — вулĕçтăвком членĕсем пухăнчĕç. — Юлташсем, тăшмансем пире куç умĕнчех хур кӳреççĕ, — терĕ уйрăмах кăмăлсăррăн Соколов. — Янашова илсе кайнă. Салтакне чĕртеес çук ĕнтĕ. Сехметне тупасчĕ. Кам мĕн калама пултарать?

Нихăшĕ те вырăнлă сăмах тупса калаймарĕ. Совет влаçĕн тăшманĕсем йышлине пурсăмăр та пĕлетпĕр-ха. Ку териех хăюлланма пултарасса çеç тĕлленмен.

— Ман шутпа, Платун Павăлĕ ашкăнма пултарнă, — терĕ тем хушăран Натюш. — Кирек мĕн каласан та — Михха ун кĕрӳшĕ. Съездра та ăна хӳтĕлерĕ. Никамран та хăрамарĕ.

— Эпĕ те çаплах шухăшлатăп. Çаплах кил хушшине те пăхкалăр.

Хăй тĕллĕн пулсан инçех каймалла мар вăл.

 

* * *

Палламан çын пырса кĕни Урпа Çемук çемйине тĕлĕнтерчĕ. Кăсăклантарчĕ те. Лешĕ çĕлĕкне илсе сăхсăхрĕ те:

— Ырă кун пултăр! — терĕ.

— Эс каларăшлĕ пултăр та... Тем, паллаймарăм-çке, ăçтисем эсир? — терĕ кил хуçи.

— Эпĕ хуторти Платун Павăлĕн тарçи.

— Апла эппин-ха? Мĕн çăмăлпа çӳретĕн?

— Çăмăлĕ-мĕнĕ... Эс паттăр çынне пĕлетпĕр эпир. Вăхăтлăх правительство чухнех Платун Павăлне ахаль тустарман. Ху та илтнĕ пулĕ, паян ун арманне çăнăхĕ-мĕнĕпех вулăсрисем туртса илнĕ.

— Туртса илнĕ?

— Ийя! Эс илтмен те-им?

— Çук .

— Вăт итле. Çав çăнăха таçталла ăсатма шутлаççĕ тет. Мĕншĕн хамăр çăнăха парса ямалла? Е пирĕн хушăра çăнăх пĕтнисем çук-и? Мĕншĕн кайса тустармалла мар? Янашов ампарĕнче те тырă йăтăнса выртать. Выльăх-чĕрлĕхĕ те карта тулли. Йышпа пухăнмалла та тустармалла кăна. Вăт çакна каласшăнччĕ сана. Анчах эп кунта пулнине çынсене пĕлтермесен те юрать. Хуçа хăлхине кĕрĕ тата. Хăвăрах пĕлмелле, килсĕр çын вырăнтан кăларса ывăнсан ăçта кĕрсе кайтăр?..

Палламан çын сĕнĕвĕ Урпа Çемукне килĕшрĕ. Съездра Улитин та çавăн çинчен каланăччĕ. Тĕрĕссипе, ун хăйĕн те тыр-пул тавраш пĕрер уйăхран мала пымĕ. Вара çемьене мĕнпе тăрантмалла?

— Мана шанса килнĕшĕн тавтапуç, ырă çын.

— Тав тума кирлĕ мар. Эп хам та сирĕн йышши этем. Сывă пулăр.

— Чипер кай!

Урпа Çемукĕ тумланма нуçласан арăмĕ канăçсăрланса ӳкрĕ:

— Ăçта каясшăн эсĕ?

— Илтмерĕн-им, çăнăха аяккалла ăсатасшăн терĕ. Ма парса ямалла?

— Эх, Çемук, каллех тем курса лармăпăр-и? Пĕрре тапăнса мăйкăча лекни те çителĕклех пек-çке?..

— Халь ун чухнехи мар. Хамăрăн влаç. Хăрамалли çук!

Тулта сивĕ пулсан та урам пушă мар. Иртен-çӳрен пулатех. Урпа Çемукĕ кашни тĕл пулаканах саламларĕ те шухăшне каласа пачĕ:

— Арманти çăнăха илсе каясшăн тет. Ма парса ямалла? Кама тĕл пулатăн, çавна кала: хăвăртрах хурал пӳртне пухăнччăр. Никама та кĕтмелли çук.

Ялти хыпар çиçĕмле хăвăрт сарăлать. Сехет те иртмерĕ пулĕ. — Урпа Çемукĕн çăварĕнчен тухнă сăмахсем çумне тата тем те пĕр хушăнса çитмен кил юлмарĕ. Арçынсем алла мĕн лекнĕ çавна илсе хурал пӳрчĕ еннелле васкарĕç...

 

Салтаксем унталла-кунталла тухкаласа пĕтсен Наума сасартăках тунсăх пусса килчĕ. Мĕншĕн-ши? Энĕшкассинче те пĕчченех пурăннă вăл. Анчах унта кăшт тунсăхлама хăтлансанах Ульяна патне тухатчĕ те утатчĕ, унта кăмăлне çырлахтаратчĕ. Çапла вара Наумпа Ульяна иккĕшĕ те пĕр-пĕринсĕр пурăнаймассине туя пуçларĕç. Ульяна Наума çине тăрсах хăйсем патне пурăнма йыхăратчĕ-ха, сана пĕччен пурăнасси тетчĕ. Анахвис та хирĕçлемен. Анчах Наум Ульяна ятне ярасран шикленетчĕ. Халь çавăн çинчен шухăшлать те хăйне хăй ӳпкелет. Ял çинче тем калаçакан та пулĕ, пĕрле пурăннă пулсанах чĕлхисене çыртатчĕç. Юлашкинчен Наум Ульянасем патне куçмах шутларĕ те чĕри темле ăшшăн та ыррăн тапма тытăннине сисрĕ.

Каçалапа та кăмăлĕ çĕкленӳллĕ. Арман чулĕ пĕр евĕр кĕрлени чуна савăнтарать. Мелнике курчĕ те Наум ун патне пычĕ, сывлăх сунчĕ.

— Пурнăç калама çук аван, — терĕ мелник, ахаль те хавасскер. — Хуçа çĕнĕ. Ĕç пирки килĕшӳ туса пĕрер черкке ямаллаччĕ те вăт... — Мелник шӳтлеме те ӳркенменни Наум кăмăлне тата çĕклентерчĕ. Хăй те шӳтлесерех хуравларĕ:

— Кантура кайсан каласа пăхăп-ха. Тен, ярса та парĕç.

— Эй, кантуртан ыйтас енне»; кайсан ним те пулас çук. Хамăрах йӳнеçтерĕпĕр. Пĕрер пăт çăнăх ярăнтарасси мĕн вăл пирĕншĕн!

— Иксĕмĕрĕн пулсан ним те марччĕ те, пăчĕпе мар, миххипех те ăсатăттăмăр. Çăнăхĕ хамăрăн мар. Халăх хăй çăнăхне вăрланине пĕлсен мĕн тăвасса хăвăнах пĕлмелле. Пуçа пăркăчлĕç...

Унччен те пулмарĕ — ампар алăкĕ уçăлса кайрĕ. Тахăшĕ хыпăнса кĕчĕ те хыттăн хыпарларĕ:

— Аманик енчен сĕмĕ çук лав килет!

Наум армантан вирхĕнсе тухрĕ. Чăн та иккен. Аманик енчен çеç мар, Варасăр, Карăкьял енчен те шутласа кăларайми лав куçса килет. Ку ырă енне пулас çук тесе шухăшласа илчĕ Наум, хăвăрт хăйсем вырнаçнă пӳрте çитсе хыпарларĕ:

— Ачасем, темле ыр-усал çавăрттарса килет. Пурсăр та сыхă тăрăр! Пурлăха сыхласа хăварасчĕ!

Халăх çывхарнă май такама тем юнаса шавлани илтĕне пуçларĕ. Малти лавĕ çинчен Урпа Çемукĕ анчĕ те малалла чавтарчĕ. Ун хыçĕнчен ытттисем.

Наум хăюллăнах вĕсене хирĕç утăмларĕ.

— Мĕн çăмăлпа çӳретĕр? — терĕ вĕсене.

— Сан мĕн ĕç? — сӳрĕккĕн тавăрса хучĕ Урпа Çемукĕ, иртсе каясшăнччĕ те — Наум çулне пӳлчĕ.

— Ман ĕç пур-çке. Мана кунта Совет влаçĕ суйласа лартнă, армана пăхса тăма.

— Халăх, илтетĕр-и?! Арман хуçи ав кам иккен! — Наум еннелле хăмсарчĕ аллине Урпа Çемукĕ.

Çитсе тăма ĕлкĕрнисем йĕпĕслесе кулчĕç. Хыçрисем шавласа пĕр çĕрелле пухăна пуçларĕç. Çав вăхăтра хыçран тепри сиксе тухрĕ те кăшкăрса ячĕ:

— Мĕн пăхса тăратăр ăна? Влаç хамăрта! Çăнăх та пирĕн пулмалла! Алăксене çĕмĕрĕр!

Халăх ытлашши иртĕхе пуçласан хĕрлĕ гвардеецсем пăшалĕсене çĕклесе кăшкăрчĕç:

— Чарăнăр! Чакăр каялла!

Малти ретрисем тăпах чарăнчĕç. Анчах хыçалтисем çав-çавах малалла сĕкĕнчĕç:

— Мĕн пăхса тăратăр?..

— Çапса ӳкерĕр вĕсене! Долой!

Çапла тĕрлетнĕ те кăшкăрашнă вăхăтра Наумсен енче пăшал сасси илтĕнчĕ. Пĕри йынăшса тĕшĕрĕлсе анчĕ.

— Ай-ай! Пĕтерчĕç.

Ăçта мĕн сиксе тухнине тавçăрайман пирки Наумсем çухалса кайрĕç. Хĕрлĕ гвардеецсем пăшалĕсене сирчĕç. Анчах нихăшĕ те ампар хӳттине кĕрсе тарнă çынна асăрхаймарĕç. Халăх, салтаксем çухалса кайнипе усă курса, кар пырса сырăнчĕ.

* * *

Анахвис ялтан таврăннă çĕре кукамăшĕ вут хутса кăларма та ĕлкĕрнĕ, кукăльсем пĕçернĕ.

— Хĕрĕм, эс вĕрилле çикеле-ха. Эп тухса лаша кӳлем, — терĕ Ульяна.

— Каçа хирĕç лаша кӳлсе ăçта каясшăн эсĕ?

— Армана. Наума ăш кукăль кайса çитерес тетĕп... Выçăллă-тутăллă пурăнать пуль... — темле хăюсăртараххăн хуравларĕ Ульяна.

Наум пурăнма хăйсем патне килме пулнăранпа кукамăшĕ йăлтах улшăннине сисет Анахвис. Пит-куçĕнче те хаваслăх çиçни палăрать, пилĕк-çурăмĕ те тӳрленнĕн туйăнать. Çавăнпа кукамăшĕ армана кайма шутланăшăн ытлашши тĕлĕнмерĕ Анахвис. «Юрату тени ват çынна та çамрăклатать иккен», — шухăшласа ăшĕнче кулайрĕ.

— Кукамай, кукамай, — хаваслăн чĕнчĕ Анахвис, — лаша кӳличченех кукăль сивĕнмĕ-ха. Хам тухса кӳлем! — терĕ те васкаса тухса кайрĕ.

Хăнăхнă йăлипе Анахвис çунине самантрах кӳлчĕ те улăм хучĕ. Кукамăшне кĕрсе хыпарларĕ:

— Кукамай, лав хатĕр те! Кайма пултаратăн.

Ульяна кукăле ывăс çине хурса малтан кипкепе аврарĕ, вара кĕрĕкпе чĕркерĕ. Сивĕтмесĕр вырăна çитермелле-çке-ха. Хăй тăлăп тăхăнчĕ. Анахвиспе иккĕшĕ кил хушшине тухрĕç. Кукамăшĕ кресла çуна çине вырнаçсан Анахвис хапхана уçрĕ те:

— Чипер кайса кил! — тесе ырă сунчĕ.

Çил кăнтăр енне куçнипе çанталăк самаях ăшăтнă. Ульяна тăлăп çухавине тăратмасăрах ларса пырать. Тăкăрлăк патĕнчен хĕрарăм шыв кӳрсе килнине курчĕ те хавасланчĕ, кайнă çĕрте телей пуласса шанчĕ. Çав хушăрах вăтанчĕ те: арманта çын нумай, паллакансем те тупăнчĕç. Пурпĕрех мар-и ĕнтĕ, çак кунсенчех Наум пурăнма ун патне куçса пычĕ. Ахаль те вĕсем туслине ялĕпех пĕлеççĕ.

Сасартăк Ульяна темшĕн çамрăк чухне тăванĕсем патне ларма кайнине аса илчĕ. Вара ахаль те юртакан лашине чăпăрккапа хăмсариш турĕ те хăюсăррăн юрласа ячĕ:

 

Саваласа хунă сар хăмине

Ывăс туса пулĕ-ши?

Юратса пурăннă сар ачине

Мăшăр туса пулĕ-ши?..

 

Арман патне çитерехпе Ульяна çакна асăрхарĕ: ампар алăкĕсене уçса пăрахнă та шалтан михĕсем йăта-йăта тухаççĕ, кам лав çине тиет, пĕчĕк çунашка çине хурса каякансем те пур. Ампарсенчен инçе те мар пĕр ушкăнта тем кăшкăрса хăлаçланаççĕ. Такама тӳпкеççĕ мар-и? Пĕрне ав ик уринчен тытнă та пĕве еннелле сĕтĕреççĕ. Акă теприне...

— Айтурах?! — йынăшса ячĕ сасартăк Ульяна. — Наума тăпăлтараççĕ мар-и?

Ульянан пĕтĕм çилли чашкăрса хăпарчĕ. Вăл нимĕн пĕлми лашине çапса вырăнтан сиктерчĕ те çавра çил пек пырса ушкăна тăрăнчĕ.

Çуна çинчен сиксе анчĕ.

— Эсир!..— терĕ çăва шăтăкĕнчен тухакан сасăпа. — Урнă кашкăрсем, чарăнăр!

Кĕтмен çĕртен çула пӳлни ушкăна сапаласа ячĕ. Хыçрисем те арпашăнчĕç.

— Ма чарăнтăр? Шаккăр ăна! — кăшкăрашрĕç вăйсăрлана пуçланă сасăсем.

— Кама? Мана шаккамалла-и?!. Упăшкама тӳре-шарасем вĕлерни сахал-и сире? Е аслă хĕрĕм каторгăра пуçне хуни те манăçрĕ?! Анчах астăвăр, эсир те ниçта пытанса хăтăлаймăр! Совет влаçĕ, Микула кумсем каçармĕç сире!

Ку хĕрарăм камне палласа илекенсем пулчĕç ĕнтĕ. Чылайăшĕ шикленсе те ӳкрĕ. Ытти-хытти хăямата, хама палласа ан юлтăрччĕç текенсем, уйрăмах хăюллисем, айккинелле тапса сикрĕç. Урпа Çемукĕ хыççăн — ыттисем те. Ульяна выртакансен хушшинче Наума палласа илчĕ те ун умне пырса чĕркуçленчĕ.

— Ах, Наум... чунăм...

Вĕсем патне тăват-пилĕк çын чупса пычĕç.

— Тытăр-ха, ăшă пӳрте йăтса кĕрĕр!— терĕ мелник.

Икĕ салтак вилнĕ. Наум сывлать-ха. Таçтан эрех тупса кашăкпа çăварĕнчен ячĕç. Суранĕсене те эрехпе çуса тасатрĕç.

— Айтурах, Наум...

Наум йынăшса ячĕ, куçне уçрĕ. Хăй умĕнче Ульяна чĕркуçленсе ларнине курчĕ те:

— Эсĕ-и?.. — терĕ. Чун савакан çынни çак асаплă самантра юнашар пулни куçне шывлантарчĕ.

— Наум... мĕн турĕç сана çав тискерсем?

— Мана темех мар... Эп чĕрĕ... Салтаксем мĕнле-ши?

Наума чăннине каласа хурлантарма юраманнине ăнланчĕ Ульяна. Çавăнпа:

— Вĕсен те сывлăшĕ пур-ха, — терĕ кăна. — Сана халех киле илсе каятăп.

 

Хапха умне лав çитсе чарăннине сиссенех Анахвис сăхманне уртса ячĕ те кил хушшине тухрĕ.

— Çитрĕн те-и, кукамай? — ăшшăн чĕнчĕ Анахвис. Анчах çуна çинче тăлăппа витнĕ япала пурри тӳрех сисчĕвлентерчĕ ăна.

— Мĕн ку?..

— Айтурах, хĕрĕм... Наум вăл...

— Наум пичче-и? Мĕн... — çавăнтах куçĕ шывланчĕ.

— Мĕнне кайран та каласа парăп-ха. Халь Наума пӳрте илсе кĕртесчĕ.

Анахвис çуна çине хăпарса Наума тăлăпĕ-мĕнĕпех хул айĕнчен тытрĕ. Ульяна ик уринчен тытса çĕклеме хăтланчĕ те çавăнтах çуйлăн кăшкăрса ячĕ:

— Айтурах, хытнă-çке вăл! Наум, чунăм... Эп саначĕрĕлле кĕтнĕччĕ-çке... Эс вилсе килтĕн-и?..

Ульяна кĕрĕп йăванса кайрĕ те чарăнайми ӳлеме тытăнчĕ.

Анахвис çухалса кайрĕ. Кăшт тăна кĕнĕ пек пулсанах кукамăшне йăпатма хăтланчĕ, юр çинчен тăратса пӳрте кĕме кирлине аса илчĕ те аллинчен турткалама тытăнчĕ.

— Кукамай тетĕп... Çул çинче те шăнтăн пуль.. Халь тата юр çинче выртса чирлесе ӳкĕн... Атя тăр, пӳрте кĕрер...

— Мĕн тăвас ман сывлăхпа... Кама кирлĕ текех ман сывлăх...

— Кукамай... Унашкал ан калаç-ха, тархасшăн. Сан сывлăху пире кирлĕ: хĕрӳсемпе мăнукусене, Микула пиччесене... Чĕре çурăлас пек макăрсан та Наум пиччене чĕртеес çук. Атя пӳрте...

Ульяна тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Хăй ĕмĕрĕнче пайтах инкек тӳснĕ пулин те, пуçне çухатман вăл. Пур пек вăйне пухса кăмăлне хытарчĕ, макăрма чарăнчĕ. Анахвис пулăшнипе тăркаларĕ те пӳртелле утас вырăнне:

— Наума пӳрте илсе кĕрер-ха, — терĕ. — Кил хушшинче хăварма аван мар.

Иккĕшĕ йăтма хăтланчĕç, Анчах тӳсейми хуйăх вăй-халĕсене çапса хуçнипе вырăнтан та тапратаймарĕç.

— Кукамай, пирĕн вăйсем юлман. Эс пӳрте атя-ха... Вара кӳршĕсене чĕнсе килĕп... Вĕсем пулăшнипе йăтса кĕрĕпĕр.

Ульяна хирĕçлемерĕ. Анахвисран уртăнса пӳрте кĕчĕ. Кĕрĕкне хывса сак çине пăрахрĕ, пуçĕпе кĕрĕк çине сĕвĕнчĕ.

— Айтурах, хĕрĕм... Наума хăвăртрах илсе кĕресчĕ...

— Халех, кукамай.

Алăк хупăнни илтĕнсенех Ульяна хуллен те йӳççĕн макăрса ячĕ.

— Айтурах, мĕншĕн çак териех телейсĕр çуралнă-ши эпĕ?.. Хĕр çеç çуратнипе мĕн чул патак çимен пуль... Сехмет аслă хĕре пусмăрлама хăтланни те чĕрене çурсах пăрахрĕ... Кăштахран пурнăç хĕвелĕ çиçсе пăхса хăтланнăччĕ. Каллех инкек. Аслă хĕре вĕлерчĕç. Упăшкампа кĕçĕн хĕре пуçиле ячĕç. Наум пулăшнипе тепĕр хут ура çине тăнăччĕ, мăнукăмсене те чиперех ӳстернĕччĕ. Тем пек хуйхă тӳссен те сӳнсе ларайман чĕрем Наум еннелле туртăнатчĕ. Юлашки каç ăна хăй патне йыхăрма кайрĕ те ун патĕнчех çĕр каçрĕ. Унтан чĕре тулли кăмăлпа сапăрланса таврăнчĕ. Армантан килсенех пурăнма Ульянасем патне куçас пирки калаçса татăлчĕç. Тинех савăнса пурăнмалла чухне тăшмансем чунне çирĕç...

Тем вăхăт выртрĕ Ульяна — алăкран çынсем кĕпĕртетсе кĕнине илтсе макăрма чарăнчĕ. Пуçне çĕклерех пăхрĕ те кӳршĕ çыннисем Наума йăтса кĕнине курчĕ.

— Акă çакăнта вырттарăр, тархасшăн... — хăй тин кăна тăнă вырăн çине кăтартрĕ Ульяна. — Наум çийĕнчи тăлăпа хывса илсен хушса хучĕ: — Айтурах, Анахвис, Микула кума кайса пĕлтересчĕ.

— Халех, кукамай...

Анахвис кӳлнĕ лашана çавăтса хапхаран тухрĕ те Атăлкассинелле вĕçтерчĕ. Яла çитсе кĕрсен лав хăвăртлăхне чакарчĕ. «Микулана ăçта тупма пулĕ-ши? — тесе шухăшларĕ Анахвис. — Хваттерĕнче пулас çук-ха вăл, кантурах каяс пулĕ.

Микула шăпах кантурта-мĕн. Ĕç туллиех. Влаçа совет ирĕкне илес çул çăмăл марччĕ. Илсен татах йывăрланчĕ. Халь ĕнтĕ вулăсри мĕнпур ĕç вĕсен ĕнси çине тиенчĕ. Пуриншĕн те ответ тытмалла. Лару-тăру лăпкă мар. Йывăçа тустарма пуçланă ав. Миххан ытти пурлăхĕ çине куç хуракансем те сахал мар пулĕ.

Кĕтмен çĕртен Анахвис килсе кĕни, вăл ытла та пăлханнă пек курăнни Микулана шартах сиктерчĕ.

— Микула пичче, пысăк инкек сиксе тухрĕ-çке пирĕн тĕллĕн. Арманта Наум пиччепе икĕ салтака вĕлернĕ.

— Ак тамаша!— хыпăнса ӳкрĕ Микула. Анахвис куççулĕ витĕр мĕн пĕлнине каласа пачĕ.

— Наум пичче пирĕн патăрта выртать. Салтаксем армантах пулмалла, — терĕ юлашкинчен.

— Камсем вĕлернĕ?

— Ăна ыйтса пĕлеймерĕм. Кукамай мана сана пĕлтерме васкатрĕ. Микула пĕр хушă аптраса тăчĕ. Унтан хăйне алла илсе çапла шутларĕ: малтан Энĕшкассине кĕрсе тухмалла. Ульяна, тен, тупсăмне тупмалли сăмах калĕ.

Çавăнтах Петров чĕнтерчĕ те:

— Демьян Петрович, пирĕн вулăсра пысăк инкек. Арманта Наум Васильевичпа икĕ салтака вĕлернĕ. Хăвăртрах виçĕ лав кӳлтерĕр те пиллĕкĕн йĕрлеме каятпăр.

Тата темиçе минутран виçĕ лав çине улттăн ларса Атăлкассинчен вирхĕнтерсе тухрĕç. Ульянасем патне çитнĕ çĕре çынсем самаях пухăннă ĕнтĕ. Ульяна Наумăн пуçĕ вĕçĕнче ларать, хускалма та маннă тейĕн. Çапах Микуласем кĕнине самантрах сиссе пуçне çĕклерĕ.

— Айтурах, Микула кум... Наум çук пулчĕ-çке ĕнтĕ. Ăш кукăль çитерем тесе кайрăм та... виллине турттарса килтĕм.

— Мĕнле? Мĕн сиксе тухнă унта?

— Эп пынă чухне ампар алăкĕсем яри уçăччĕ... Михсене йăта-йăта кăларатчĕç. Пĕр ушкăн такама тӳпелетчĕ. Эп çитсен чарăнса сапаланчĕç. Наумпа икĕ салтак выртса юлчĕç. Наум чиперех сывлать пекчĕ. Çул çинче чунĕ тухрĕ. Упраса хăвараймарăм.

— Никама та паллаймарăн-и?

— Паллама терĕн... Наума йăтса кĕме пулăшакансем хушшнипе мелник пурччĕ. Çавна астăватăп...

Кунта халь ним те тăвас çук, вилнĕ çынна чĕртсе тăратаймăн.

Йĕр тăрăх кайса айăплисене тупмалла.

— Ульяна кума, эс ытлашши ан хуçăл-ха. Хăвна ху тыткалама тăрăш. Эпир армана çитсе килер...

— Васкăр часрах, кайса курăр.

Микуласем вашлаттарса çитнĕ çĕре ампар алăкĕсем уçăлса тăратчĕç, анчах лав таврашĕ курăнмастчĕ. Арманĕ авăрса ларать, çыннисем йăлтах шăпланнă.

— Тарса пĕтнĕ курăнать.

Ульяна кума каланă тăрăх, ăна мелникпе темиçе çын пулăшнă. Нивушлĕ вĕсенчен пĕри те юлман?

Çапла калаçса тăнă вăхăтра хуçа пурăннă пӳртрен мелник тухрĕ.

— Эсир хăш ялсем? — терĕ вĕсене Микула. — Хăçантанпа кунта?

— Эпĕ Аманиксем те, яланах кунта. Эпĕ мелник.

— Пит аван. Эсир кирлĕ те пире... Ăшă пӳрте кĕрер-ха.

Пӳртре каллех тĕпчев пуçланчĕ.

— Эсир кунтах пулнă терĕр. Калăр-ха, мĕн пулса иртнĕ кунта?

— Мĕнни-мĕнĕ... Эп арманта кĕштĕртететтĕм... Тем амакĕ, тулта çуйхашнисем илтĕнсе кайрĕç. Унччен те пулмарĕ — пăшал сасси кӳплетрĕ. Вара алăкран пырса пăхрăм: такамсем тĕркешнине куртăм. Тепĕр кассисем, ампарти çăнăха тустарма пуçларĕç. Ним тума аптраса тăраттăм çапла — лавпа пĕр хĕрарăм тĕрлеттерсе çитрĕ, Энĕшкассинчи Ульяна пулнă-мĕн вăл. Тӳрех ушкăн умне пычĕ те хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ. Камне палларĕç пулмалла — çапăçакансем чарăнчĕç. Чылайăшĕ ун куçĕ умĕнчен çухаласшăн айккинелле тапса сикрĕç. Эпир Ульяна патне чыпса пытăмăр. Наум Васильевич юн юхтарса выртатчĕ, сывлăшĕ пурччĕ, салтакĕ вилнĕччĕ.

— Наум Васильевичпа салтака хĕненĕ çĕрте кам-кам пурччĕ? Пуçараканĕ камччĕ?

— Тĕпĕртетнĕ çĕрте палласа пĕтерĕн-и вĕсене? Пуçаракан! тенĕрен... Малтан харкашкаласа тăратчĕç. Наумпа салтакĕ çынсене ампар патне ярасшăн марччĕ. Лешсем хирĕç кăшкăрашрĕç. Салтак каялла чакма хистерĕ. Çав самантрах пăшал сасси илтĕнчĕ. «Вĕлерчĕç! Вĕлерчĕç!» — текелерĕç. Çав самантра пĕри сиксе тухрĕ те : «Мĕн пăхса тăратăр?! Куç умĕнчех çынна вĕлерме ирĕк паратăр-им?!» — тесе кăшкăрчĕ те тем япалапа салтака çапса ӳкерчĕ. Наума çулса илчĕç. Тӳпкелеме пуçларĕç. Эпĕ ку таврари çынсене пурне те паллатăп пулĕ тесеччĕ. Салтака çапса пăрахаканне вара ниепле те паллаймарăм.

— Эс пĕлекенсенчен никам та çукчĕ-и вара?

Те каласан аван, те каламасан тенĕн пĕр хушă шухăша кайса тăчĕ те мелник çынсем илтесрен хăранăн хуравларĕ:

— Аманикри Урпа Çемукĕ пурччĕ... Çавна палласа юлма ĕлкертĕм... Микулана тинех вĕрен вĕçĕ тупăннăн туйăнчĕ. Сасартăках Урпа Çемукĕ текенĕ тинтерех çеç тĕрмерен тухни, съездра хирĕçле тухса калани аса килчĕ. Ав Улитин вĕслетни ăçта килсе çитерчĕ ăна. Йĕр такăр пек курăннă чухне васкамалла тесе шутларĕ Микула.

— Петров! — терĕ вара. — Эсир халех Урпа Çемукĕ патне каятăр. Эпĕ — Аманикри Уханьки патне. Эсир! — терĕ мелнике, — вĕсем ăçта пурăннине кăтартса пыратăр!

Мелник пуçне чикрĕ. Никам курман çĕрте хыпарлама темех марччĕ, ял-йыш умĕнче кăтартса çӳрени аван мар.

— Эсир мĕн, хăратăр мар-и? — терĕ ун шиклĕхне сиснĕн Микула.

— Хăрасси-мĕнĕ, аван мар. Ялпа ял пек пурăнмалла. Луччă ял советне пырăр. Унта кăтартса ярĕç.

Пăшăрханмалла пулин те Микула килĕшрĕ. Тата ун малтанах ял советне кĕрсе пăхас шухăш пурччĕ. Вĕсем лавсем çине ларса Аманикелле вĕçтерчĕç.

Ял совет председателĕ вырăнта пулмарĕ. Микулан ăна шыраса вăхăта ирттерес килмерĕ. Çавăнпа урама тухрĕ те малтан тĕл пулнă хĕрарăмах чарса тăратрĕ.

— Урпа Çемукĕ ăçта пурăнать çакăнта? — терĕ. Лешĕ шухăшламасăрах:

— Ав, вырăсла хапхаран виçĕ кил урлă пурăнать, — терĕ.

— Тăхта-ха! — терĕ татах Микула. — Уханьки Иванĕ инçе-и кунтан?

Хĕрарăм Уханьки тĕлне те кăтартса пачĕ. Вара Микула çапла каларĕ:

— Демьян Петрович, эсир Урпа Çемукĕ патне кайăр. Эпĕ Уханьки патне вĕçтеретĕп.

Уханьки Иванĕ, çăнăх тиеме кайнă çын, аманса килни пĕтĕм çемйине çуйлантарчĕ. Аманни çеç те мар. Ăна Наумпа салтака тапăннăшăн айăплама пултараççĕ.

Ак ĕнтĕ Микулапа салтак пырса кĕни Уханькине пушшех хăратса пăрахрĕ. Вĕсем шари кăшкăрса тăкасса, халех лартса каясса кĕтрĕç. Анчах Микула ун пек çын мар. Сĕтел çапса хăратма юратмасть. Апла ним усси те пулаймĕ. Çавăнпа Микула алăкран кĕнĕ-кĕменех çĕлĕкне хыврĕ те:

— Ырă кун пултăр! — терĕ ним пулман евĕр.

Уханьки çемйине кăшт чун кĕнĕ пек пулчĕ. Усал тума килнĕ çынсем мар пек туйăнчĕç.

— Килĕрех...

— Кĕрсе чăрмантарнăшăн ан çилленĕр, — сăмахне малалла тăсрĕ Микула, — Иван Сидорча амантнă терĕç те, пулăшу-мĕн кирлĕ мар-ши тесе кĕтĕмĕр... Сана кам печĕ? Салтак-и е урăххи?

— Салтак мар...

— Мĕнле салтак мар? Пурте салтак пенĕ теççĕ-çке?

— Çапла теççĕ те... Салтакĕ умрахчĕ. Анчах перессе ампар кĕтесĕнчен печĕç. Эпĕ хама тивертнипе анранă пек пултăм та тĕрĕсне калама та пĕлеймерĕм.

— Сана мĕнле тивертнĕ-ха? Эс пуринчен малта пулнă-им?

— Эп салтакпа Энĕшкасси çыннине ӳкĕте кĕртес тесе мала пынăччĕ. Çав вăхăтра тахăшĕ ампар кĕтессинчен кĕрслеттерсе те ячĕ. Халь акă çав ĕçе хутшăннăшăн хама хам ӳпкелетĕп. Çын сăмахĕ хыççăн каякан шыва ӳкнĕ тесе ахаль каламан çав...

— Айăпна чухлани аван...Татах çавнашкал килсе ан тухтăр тесен пуçаракансене тупас пулать. Камсем вĕсем? Çавна каласа парасчĕ сан...

— Камне ăçта пĕлсе çитерĕн... Çăнăха большевиксем хăйсен хушшинче валеçесшĕн, таçта кайса ăсатасшăн текен хыпар çĕр çĕмĕрсе çӳрерĕ те... Çав пăлхатса ячĕ. Тĕмшерсемпе Варасăрсем те йышлăччĕ унта.

— Çавсенчен пĕрне те паллаймарăн-и вара? Сăмахран, Наум Васильевич пынă чухне пĕчченехчĕ-и эс?

Уханьки Иванĕ пĕр хушă шухăша кайса выртрĕ те хуллен тутине хускатрĕ:

— Урпа Çемукĕ пит çĕмĕрлетчĕ... Тата Тĕмшĕрти Кашкăр Мирунне астăватăп... Кам çапса пăрахнине курман. Мана хама персе антарнă.

Хальлĕхе ку çын урăх нимех те хыпарлас çуккине ĕненчĕ Микула. Хăйне салтаксем мар, ампар кĕтессинчен персе ӳкернине астуни аван. Тата мелник палламан çын салтака çапса пăрахни те кунта ютсем хĕтĕртнине аванах палăртать. Анчах камсем вĕсем, хĕтĕртекенсем?!. Тем пулсан та çак самантрах Урпа Çемукĕпе Кашкăр Мирунне тытса хупмалла. Вара вĕсенчен хăраса çыртнă чĕлхесем те самантрах салтăнĕç. Апла кĕрешӳ хĕрсе пырать-ха, вăл лăплана пуçланă теме иртерех...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Николай (2019-12-06 08:39:20):

Кун пек вăйлă произведени чăваш литературинче çук.

 

Agabazar (2020-01-29 10:39:06):

Супăньлĕ опера теççĕ унашкал япаласене.

 

Микул Ишимбай (2020-06-18 07:57:38):

Кун пек нумай томлă, чаплă произведенисем урăх чăваш литературинче пулĕç-ши? Халь Мранька пек çыракансем чăваш писателĕсен хушшинче çук...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: