Йăва
Ачалăх иртнĕ çурт-йăва
Чĕнет çаплах чĕпписене.
Шур юр ларсан, тухсан çăва,
Кĕрхи кунра е çуркунне —
Кирек хăçан та чун туртать
Çитсе килмешкĕн çав çурта.
Атте-аннен кив пӳртĕнче
Пуçтарăнсассăн ачисем,
Кил хуçисен куçĕсенче
Савăнăçпа телей çиçет.
Хĕвел шевли вылять çуртра
Пурте пĕрле пухăннăран.
Йăмра çинче — курак йăви,
Кашни çулах унта — чĕпсем.
Атте-аннен телей, шăпи —
Вĕсем ӳстернĕ ачасем.
Чĕппи пăрахмĕ йăвине,
Ачи — хăй ашшĕ-амăшне.
Шухăшсем
Миçе çын пăхнă е вуланă ? 647 ...
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...