Суеçĕ Ваçли


Пĕр пысăках мар ялта Суеçĕ Ваçли ятлă çын пурăннă. Унăн Улпут ятлă лаша пулнă. Ăна ахальтен çапла ят паман иккен. Суйма тесен ун пек суймашкăн таврара никам пултарайман. Курманнине вăл курнă тет, курнине — нихăçан та курман тет.

Пĕррехинче ял халăхĕ хурал пӳртне пухăва пуçтарăннă. Ял старостипе кăлава пуху пуçлама сăмах тапратма çеç тытăннă — Улпут ятлă лаши çине утланнă Суеçĕ Ваçли тăпăртатттарса çитнĕ. Суеçĕ Ваçли килет тенине илтсенех пуху кĕрлеме пуçланă. «Ак мĕн те пулин суять — пуху та арканса каять», — тенĕ çынсем. Ваçли пухăва килмен те иккен, анаталла вĕçтерсе пырать. Тахăшĕ, те шӳтлесе ĕнтĕ: «Ваçли, мĕн те пулин суйса хăвар-ха пире!», — тесе сăмах чĕннĕ.

— Каккуй суйма, хăвăр пухура ларатăр, лашусем Анаткас калчи çине кĕрсе кайнă, кĕр тырри анине таптаççĕ. Анаткассем сирĕн лашăрсене тытма тухнă тет — тесе каланă Ваçли.

— Суятăн вĕт, Ваçли?.. — тет пухăва пухăннисенчен пĕри.

— Ан ĕненĕр, ара. Анаткассем лашăрсене тытса кайсан мана айăплă ан тăвăр. Эп хам лашана Марка улăхĕнчен тытса килетĕп, — тенĕ те хыпăнсах хăйĕн Улпут лашине малалла хăваланă.

Халăх пăлханса кайнă. Черетпе лаша кĕтĕвĕ пăхма Çтаппанпа Кĕçтенттинăн каймалла пулнă. Вĕсем хăйсем вырăнне ачисене янă. «Ачасем çывăрса кайнă пуль. Тен, вăййа пикеннĕ те лашасем çинчен мансах кайнă…», — тенĕ пĕрисем. «Кайса пăхар пуль, пĕлнĕ çинчех лашасене анаткассене тыттарса ярас мар. Кайран тӳлесе пĕтереймĕпĕр», — терĕç теприсем.

Çапла, пухăва пухăннă халăх, камăн лаши кĕтӳре пулнă — пурте хире, лаша кĕтĕвне чупнă. Ялтан тухсан Анаткас уйĕ патне çитеççĕ те — лаша кĕтĕвĕ улăхра чиперех çӳрет, Анаткас калчи патне тепĕр çухрăма яхăн пур иккен.

Тĕлĕннĕ çынсем аллисене шарт! çапрĕç. Пурте пĕр сăмаха печĕç: «Чăн-чăн суеçĕ эс, Ваçли!» — терĕç. «Ну, куншăн тавăратпăр ăна, — терĕç теприсем. — Ыран унăн Улпут лашине вăрласа таратпăр та таçта инçете кайса яратпăр».

Анчах пурте пĕлеççĕ: Ваçли Улпучĕ ухмах лаша мар, вăл таçти çĕртен те киле килме çул тупатех. Ахальтен каламан чăвашсем килти выльăх килех килет тесе.

Çуеçĕ Ваçли пек çынсем халь те пур. Суйма тесен — вăрман урлă сикеççĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-19 19:19:16):

Мана питĕ килĕшрĕ. Стас маттур — пултарулăх пур, çырма çеç ан ман.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: