FineReader-па усă курасси
Умсăмах
Ку инструкцине Чăваш литературин электронлă вулавăшĕпе çыхăнтарса çырнă. Çапах та эсир ку инструкципе хăвăр Файнридера ытти ĕç валли те ĕнерлеме пултаратăр.
Ку инструкци Файăнритăра лартма пулăшмасть — эсир ăна лартнă тесе шутлăпăр.
Тата çакна каласа хăварăпăр — инструкцири ӳкерчĕксене вырăсла интерфейслă 8-мĕш версинче тунă. Сирĕн Файăнритăрăн версийĕ урăхла пулсан — эпир кăтартнă çула пăхса пырăр — çĕнĕреххисенче те, кивĕреххисенче те ĕнерлевре ытлашши уйрăмлăхсем çук.
FineReader
FineReader (чăвашла эпир ăна «Файăнритăр» /е пушшех те чăвашла пултăр тесен — «Хайăнрăйтăр» :)/) — кĕнекере, хаçатра, журналта е ытти хут çине пичетленĕ текста электронлă варианта куçаракан программа.
Хут çинчи текcта Файăнритăра ӳкерчĕк туса памалла — ку ĕçе тума сканерпа е фотоаппаратпа усă кураççĕ. Программа вара çав ӳкерчĕкри саспаллисене палласа илсе электронлă текст хатĕрлет.
Чăвашла вĕрентесси
Файăнритăр чăвашла текста тĕрĕсрех палласа илтĕр тесен чи малтан пирĕн ăна текста чăвашла тĕрĕс палласа илме вĕрентмелле. Савăнăр! Файăнритăр 6-мĕш версинчен пуçласах чăвашла текстсене палласа илме пĕлет! Чăвашла ăна вĕрентме кирлĕ мар! Анчах та палласа илессе вăл саспаллисене кăшт урăхларах паллать — пирĕн ăна кăшт тӳрлетмелле пулать.
Малтан менюре çакăнта кĕмелле пулать: «Сервис — Редактор языков...». «Основные языки» пайра эсир «Чувашский» те курма пултаратăр, анчах та унăн ĕнерлевĕсем пире тивеçтермеççĕ. Çавăнпа та пирĕн çĕнĕ чĕлхе тума тивет — «Новый...» пускăч çине пусăр. Кунта сирĕнтен эсир мĕн тума шухăш тытни пирки ыйтĕç. Пирĕн «Создать новый язык на основе сущеуствующего» пункта суйламалла — унтах «Чувашский» чĕлхене суйламалла. Ку пунктсене суйласа эпир программăна «эпир чăваш чĕлхи ĕнерлевĕсене никĕсе хурса çĕнĕ чăвашла ĕнерлевсем тăвасшăн» тенине пĕлтеретпĕр.
Малалла «ОК» пускăч çине пусса хамăр шухăша çирĕплетнĕ хыççăн «Свойства языка» ятлă чӳрече тухĕ. Чи малтан пирĕн çĕнĕ чĕлхе ĕнерлевĕ валли ят памалла — «Чувашский 2». Программа хăй «Копия Чувашский» ята сĕнет. Ку икĕ ячĕ те килĕшмест пулсан — эсир ята хăвăрла пама пултаратăр. Малалла сирĕн алфавитра улшăнусем кĕртмелле пулать — «Алфавит языка» çумĕнчи «...» пускăч çине пусмалла.
Кунта эсир чĕлхене кĕрекен саспаллисен йышне куратăр. Пирĕн шăп та лăп çакăнти алфавитсен йышне улăштармалла та.
Чи малтан чăрмантаракан саспаллисене кăларса пемелле — «Ё», «ё». Вĕсем чăвашла текста çавах сайра тĕл пулаççĕ, текста палланă чухне вара чылай чухне «ĕ» саспалли вырăнне лараççĕ. Кăвакпа уйăрнисем — алфавита кĕрекен паллăсем, ахальлисем вара — кĕменнисем. Алфавитран кăларса пеме пирĕн «Ĕ» тата «ĕ» саспаллисем çине пусмалла çеç. Кăвакпа уйăрни пĕтиччен (асарханăр! иккĕмĕш хут пуссан — саспалли каллех кăвакпа палăрĕ).
Малалла пирĕн 3 чăваш саспаллине улăштармалла — «ă», «ĕ» тата «ç». «Ӳ» саспаллине çавнашкаллинех хăварăпăр. Ку ĕçе тума пирĕн малтан «Набор символов» пайра «Кириллица» пункта суйламалла. Кунта вара чи аялти ретрисĕр пуçне ытти пур пуш тăваткал кăтартакан саспаллисене (U: 04AA,04AB; 04D0,04D1; 04D6,04D7) кăларса пемелле. Вĕçĕнчи ретри — «Ӳӳ» (U: 04F2,04F3), ăна хăваратпăр.
Ку ултă саспаллине кăларса петĕмер пулсан вĕсем вырăнне пирĕн урăххисене кĕртмелле. Малтан «Набор символов» (малалла кĕскетсе «НС» çырăпăр) пайра «Дополнительная латиница-1» пункта куçăр. Кунта пирĕн «Ç», «ç» (U: 00C7, 00D7) саспаллисене кĕртмелле.
Кайран НС урлă «Расширенная латиница-А» пая куçăр. Кунта «Ă», «ă», «Ĕ», «ĕ» (U: 0102,0103; 0114,0115) саспаллисене шыраса тупса кĕртмелле. Асăрханăр! пĕрешкел курăнакан саспаллисем кунта чылай — эпир кăтартнă кодлă саспаллисене çеç суйлăр.
Малалла «ОК» пускăч çине пусса чӳречене хупăр. Сирĕн ума каллех «Свойства языка» чӳрече юлĕ. Ăна та «ОК» пускăч çине пусса хупăр.
Халĕ сирĕн ума «Редактор языков» чӳрече юлчĕ. Кунта «Пользовательские языки» пайра эсир тин кăна хатĕрленĕ «Чувашский 2» (урăхла ят панă пулсан ячĕ те урăхла пулĕ) чĕлхе ĕнерлевĕ пулĕ. Халĕ ку чӳречене те хупма пулать.
Пулчĕ, ку ĕçе вĕçлерĕмĕр.
Хăш-пĕр çăмăллату меслечĕсем
Терминсем
Ку инструкцире çакнашкал терминсемпе усă курнă:
Ĕнерле — Настраивать
Ĕнерлев — Настройка
Пускăч — Кнопка
Саспаллисен йышĕ — Состав символов
Саспаллисене палласа илесси — Распознавание символов
Чӳрече — Окно
Электронлă вариант — Электронный вариант
Çавăн пекех пăхăр
Сканируем тексты на чувашском языке с ABBYY Fine Reader 8.0 (Igruk Suvar сайтĕнчи статья, вырăсла)
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...