Вăрçă салтакĕ
Пĕрене çине тухса ларатчĕ
Çу ăшшисем килсе çитсен
Петĕр тете. Юмах яратчĕ,
Кун кĕскелетчĕ итлесен.
Чикарккине хуллен чĕртетчĕ
Сăмах-калав пуçланă май:
— Я воевал в трех войнах, — тетчĕ,
Калаçнă чух вара пĕрмай.
Ун уринче, ав, сăран атă,
Кĕрнеклĕ çынччĕ çакă ватă…
Ачалăхри чăн аксакал, —
Ман асăмрах шап-шур сухал.
Вăл виçĕ вăрçă вутне кĕнĕ…
Çӳренĕ çулăм айĕнче.
Саманисем сахал-и йĕртнĕ,
Лăп мар паян та ав, тĕнче.
Кăшт кичемленнĕ пек урам та,
Вăл çуккă халь — вăл тĕлĕрет…
Эп асăмрах ăна упрам-ха,
Пур асилӳ те тĕрленет:
…Тимурçăсем хĕрсе ĕçлетчĕç
Пĕрре ват çыннăн пахчинче.
Тавра çуй-кулăпа кĕрлетчĕ.
Хĕвел шевли — питсем çинче.
— Чавни çитет-ха, халь канатпăр,
Ларар-ха курăк ырлăхне, —
Каларĕ ватă. Савăнатпăр.
Çитетпĕр Одер тăрăхне.
Мучишĕн кĕреçи — винтовка.
— В атаку, — терĕ вырăсла, —
Ак туянатăр вилĕм, тото!
Çич ют, килмешкĕн ан ăсла…
Мучи лăш ларчĕ, тем шуйттанĕ
Тăп чарчĕ унăн сăмахне.
— Тепĕр чухне, — тесе шăпланчĕ,
Вĕçлерĕ пурнăç «юмахне».
— Ыран та килĕр, — терĕ ватă,
Пире тав турĕ ăсатса.
— Калавăма кайран тăсатăп.
Калитке уçрĕ йăпатса.
…Пĕрене çине тухса ларатчĕ
Çу ăшшисем килсе çитсен
Петĕр тете. Юмах яратчĕ,
Кун кĕскелетчĕ итлесен.
Шухăшсем
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...
Питĕ килĕшрĕ ...