Ĕмĕрсен ĕмĕчĕ
Шăранса çĕкленет юрă ман чĕремре,
Чаплă ĕмĕр çинчен чаплă юррăм пур ман.
Халиччен çын курманччĕ, кун пек ĕмĕре,
Çук, кун пек çынсене нихăш ĕмĕр курман.
Ирĕк халăхсем тăчĕç, чăн-чăн хуçалла,
Улăштарчĕç тĕпрен çĕнетсе çĕр питне.
Çĕршывра юмахри пек тĕнче уçăлать,
Пурнăçларĕ çĕршыв ĕмĕрсен ĕмĕтне!
Çĕршывра юмахри пек ӳсеç паттăрсем,
Анаç тинĕс тĕпне, çекленеç пĕлĕте,
Тупалаç тусене. Епле харсăр вĕсем!
Пурнăç, пурнăç вĕрет пур çĕрте, пур тĕлте!
Кĕрлеç мăн хуласем. Тулли пурнăç ялта:
Хунă касă айне чухăнлăх йăранне.
Хирсем тинĕс пек аслă. Туянăр йăлтах, —
Кăкрине уçса пачĕ пуян çĕр-анне.
Халăхсен кĕнеки — пирĕн Ылтăн Саккун.
Унта пирĕн телей, пирĕн ирĕк, тивлет.
Çавăнпа чĕресем савăнаççĕ çак кун,
Юрăсен юррине ман çĕршыв кĕвĕлет.
Çавăнпа шăранать юрă ман чĕремре,
Чаплă ĕмĕр çинчен чаплă юррăм пур ман.
Халиччен çын курманччĕ кун пек ĕмĕре,
Çук, кун пек çынсене нихăш ĕмĕр курман!
Юх эс, юрă, паян, уççăнрах янăра!
Эс тултар кĕвĕпе ман çĕршыв сывлăшне.
Пирĕн савăнăç, пирĕн хастарлăх санра,
Юрра хунă паян кашни хăй пурнăçне.
Шухăшсем
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...
Питĕ килĕшрĕ ...