Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юрӑ ҫапла ҫуралнӑ

Пуян Саврӑш тӑрӑхӗ вӑрмансемпе. Вӑрманӗсем мӑнаҫлӑн ҫӗкленсе ларакан йывӑҫсемпе, тӗрлӗрен тискер кайӑкпа, хитре ӗшнепе те уҫпанкӑпа, тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ ҫӑл куҫсемпе пуян.
Пирӗн ялтан, Саврӑшпуҫӗнчен, Шурӑмпуҫ поселокӗ уйрӑлса тухнӑ. Ун ҫумӗнчи Таркӑн Вӑрманӗнче, пысӑках мар айлӑмлӑ вырӑнта, халӑх тӗпсӗр тесе ят панӑ ҫӑл куҫӗнчен Саврӑш ятлӑ пӗчӗк ҫырма пуҫланать. Тахҫан ӗлӗк ҫак ҫӑл куҫӗнчен ҫав тери сивӗ шыв фонтан пек вӑйлӑн пӗрӗхсе-тапса тӑнӑ. Ҫавна пула хӗлле те, ҫулла та ҫырма питӗ туллин курӑнса выртнӑ. Ҫак илемлӗ вырӑна, ҫырма ҫине, темле ҫӗр улпучӗ шывармань тата тала лаҫҫи туса лартасшӑн пулнине илтсен, саврӑшпуҫсем /вӑрмантейсем/ Тӗпсӗр Ҫӑла питӗрме шутлаҫҫӗ, унта шӗвӗртсе вӑтӑр юман яраҫҫӗ, юлашкинчен, тинех ӑна ҫӗр айӗпе Таркӑн Вӑрманнелле тартма май тупаҫҫӗ. Пирӗн Саврӑшпуҫне тепӗр майлӑ тата Вӑрмантей ялӗ те теҫҫӗ. Вӑрмантей — иртнӗ ӗмӗр варринче, ялӑмӑра пуҫласа янӑ тӗне кӗмен чӑваш. Ялта калаҫнӑ тарах, вӑл кунта Шӑхран тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ пулать. Ҫырма ячӗ пирӗн ялпа ҫыхӑнман, йӑлтах тепӗр майлӑ, ҫав ҫырма ятӗнчен пирӗн ялӑн чӑвашла ячӗ пулса кайнӑ: Саврӑшпуҫ. Вырӑсла ӑна ӗлӗкрех Вурмантейкино тенӗ пулнӑ, халӗ вара вал — Урмандеево. Саврӑшӗ те — тӗне кӗмен чӑваш ячӗ. Тахҫан ӗлӗк ҫаван ятлӑ паттӑр пулнӑ имӗш. Ҫырма тӑрӑх, Саврӑшпуҫсӑр пуҫне, тата Кивӗ Саврӑш, Саврӑш-Сала, Анат Саврӑш /Хӗрлӗ Шур/ ялӗсем вырнаҫнӑ. Саврӑшсене пуҫарса яраканӗсем Чулман Атӑл /Кама/ сылтӑм ҫыранӗнчи Тӗп Саврӑшран куҫса килнӗ пулас. Халь ҫав Тӗп Саврӑшра, Хусантан сакӑр вунӑ ҫухрӑм ҫурҫӗререх вырнаҫнӑскерте, тутарсем пурӑнаҫҫӗ. Ялӗн ячӗ ҫеҫ чӑвашла. Апла пулсан, чӑвашӗсем е тутарланса, е куҫса кайса пӗтнӗ.
Чылай чӑваш, паллах, кунта чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫӗрсенчен тарса килнӗ. Пиртен сакӑр ҫухрӑмри Н.М.Охотников ҫуралса уснӗ Чӑваш Шупашкарне пуҫласа яраканӗ, сӑмахран, Ҫӗрпӳ уесӗнчен куҫнӑ теҫҫӗ. Ҫӗрӗ чӑвашӑн ахаль те сахал пулнӑ, ӑна та пулин вырӑс ҫӗр улпучӗсемпе мӑнастирӗсем тытса илме пуҫланӑ, вара чӑвашсен, пӑтша тарҫисен чӑтмалла мар йывӑр пусмӑрне тусеймесӗр, ирӗксӗрех урӑх ҫӗрсене куҫса кайма тивнӗ. Вырӑс тӗнне вӑйпах йышӑнтарма хӑтланни те чӑн-чӑн чӑваша ирӗк шырама хистенӗ, ютталла хӑваланӑ.
Хӑйсемпе пӗрле таркӑнсем тӗрлӗ йӑла-йӗрке нумай илсе килнӗ. Ҫав йӑласенчен хӗр вӑрласси, хӗрсене укҫалла сутасси уйрӑмах анлӑн сарӑлнӑ. Хура халӑхшӑн ҫакӑ чӗререн курайман, пуянсемпе куштансемшӗн вара юратнӑ япала пулнӑ.
Саврӑш таврашӗ... Ҫак тӑрӑхра мӗн чуль юрӑ-кӗвӗ, юмах-халап, легенда ҫӳремест! Саврӑшпуҫпе юнашар Саврӑш ҫыранӗ ҫинче Чулпалӑкҫи текен ҫур утрав манерлӗ вырӑн пур. Эп астӑвасса, ача чухне, унта, ҫак авалхи пӑлхар масарӗнче, шап-шур чул палӑксем шӑкӑриех ларатчӗҫ, йышлӑччӗ. Ҫуркунне, сӑрт ҫамкисенче юр кайса ҫерем тухсан эпир, вӗт-шакӑрсем, ҫакӑнта сурӑх ҫитерме килеттӗмӗр, анчах та масар патне ҫываха пымӑстӑмӑр, айккинче, вут хурса, кӗл улми пӗҫерсе, сурӑх кӗтеттӗмӗр. Асанне пек ватӑсем кунта килсе кӗлӗ тӑватчӗҫ, автан е путек пусса ырӑсене чӳк паратчӗҫ — Чулпалӑкҫи таса вырӑн шутланатчӗ: кунта никамӑн та сысма-шӑма, усал сӑмах каласа ятлаҫма юрамастчӗ. Анчах та вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче пиртен вун-вуник ҫул аслӑрах чарусӑрсем ватӑ ҫынсен самахӗсене ним вырӑнне те хуми пулчӗҫ: масар ҫине кӗрсе кайса ҫыруллӑ чулсене хӑпӑта-хӑпӑта иле пуҫларӗҫ — хӑпӑтса илеҫҫӗ те ҫырантан анаталла, шыва, кустарса яраҫҫӗ /Леонтьев Симун, Семенов Матви текенскерсем ҫапла хӑтланнине астӑватӑп/. Кусем — яш-кӗрӗм — чаракан ҫукран ҫапла иртӗхеҫҫӗ тейӗпӗр. Колхоз ветфельдшерӗ Шӑрчӑк Ҫумккипе медпункт пуҫлӑхӗ Ҫӗрҫи Хӗветӗрӗ темиҫе ача ашшӗ пуҫпа авалхи пӑлхар масарӗн чулӗсене килне сӗтӗрме, ҫурт никӗсӗ, мунча кӑмаки, кил карти тротуарӗ тума пуҫланӑ. Ҫакскерсене пӗтӗм ял ҫеҫ мар, масарта выртакан мӑн асаттемӗрсем те хытӑ ылханчӗҫ пулас — вандализм чирӗпе чирленӗ сӑхӑ чунсем вара ҫӗр ҫинче нумаях утса ҫӳреймерӗҫ, хӑйсем те часах масаралла ӑсанчӗҫ.
Саврӑш тенӗрен... Асанне каланӑ тӑрӑх, Савраш паттӑр та Кивӗ Саврӑш айккинчи пӑлхар масарӗнче мар, Чулпалӑкҫинче выртать имӗш, мӗншӗн тесен ҫич ҫӗр ҫул каялла пирӗн ял вырӑнӗнче Пӑлхар патшалӑхӗн чаплӑ хулисенчен пӗри вырнаҫнӑ пулнӑ, вӑл Саврӑш ячӗллӗ шутланнӑ. Тӗрӗссипе, Саврӑш вӑл вилмен те, вилнӗ пек пулса кӑна выртать, унӑн тусӗсем те, хӑй пекех паттӑрсем, пӗри те вилмен: ҫуркунне йывӑҫ-курӑк ешерме пуҫласанах, Саврӑш ура ҫине сиксе тӑрать, йыхравлӑн кӑшкӑрса ытти паттӑрсене ҫӗклет, вара пурте ут йӗнерлесе, утланса, хӗҫӗсене йӗннисенчен туртса кӑлараҫҫӗ, ҫич ҫӗр ҫул каялла ҫунса кӗл пулнӑ Пӳлерелле, ӑна усал та курайман тӑшмансенчен хӑтарма васкаҫҫӗ...
Хӗр вӑрлани пирки те кӑсӑк халап ҫӳрет, анчах та вӑл — юмах та, легенда та мар, чӑн пулни. Ҫулла, ҫамрӑксен уявӗ вӑхӑтӗнче Аксу енчен Саврӑшпуҫне шухӑ йӗкӗтсем хӗр вӑрлама килнӗ. Кама вӑрласси те Яккупа тусӗсене паллӑ пулать: унӑн йӑмӑкне! Илемӗпе тата ӑсӗпе Якку йӑмӑкне ҫитекен ялта урӑх нимле хӗр упраҫ та пулман теҫҫӗ. Шутланӑ
пек, хӗрачана ҫав каҫах вӑрлаҫҫӗ: калиткине те уҫса ӗлкӗреймест, ярса тытса тарантас ҫине ҫӗклесе ҫапаҫҫӗ те малалла тапса сикеҫҫӗ. Анчах та — тӗлӗнмелле: хӗрача пӗрре те турткаланса-тапкаланса тарӑхтармасть, ҫухӑрашма та питех шутламасть пулас. Урхамах кайӑк пек вӗҫсе пырать. Ял хӗрринчи кӗпер патне ҫитеспе кин пуласскер кусла ҫинче ларакан "сар ачана" сасартӑк тапса сирпӗтет те тилхепене хай аллине ҫавӑрса илет, ута туртса чарать, хӑлхана ҫурасла шӑхӑрса ярать. Тарантаса ҫавӑнтах пӗтӗм енчен хупӑрласа илеҫҫӗ. Йӑмӑкӗн тумне тӑхӑннӑ Якку кӗрӳ-качча чут ҫеҫ вӗлерсе пӑрахман. Ыттисен те ҫав тери сехрисем хӑпнӑ, хӑранипе вӗсем калаҫаймиех пулса ларнӑ. Мӗн виличченех, ӗмӗр тӑршшӗпех астурӗҫ пуль вара ҫакна кайран мӑнтӑрӑнсем! Кун хыҫҫӑн Саврӑшпуҫне нихҫан та, никам та хӗр вӑрлама урӑх пыман тет. Камитле хыпар ял ҫине
ҫиҫӗмле хӑвӑрт сарӑлнӑ, Якку Максимова ял ҫинче Хӗр-Якку теме пуҫланӑ. Ҫав ятпах, вӑрҫӑ умӗн, Якку мучей пурнӑҫран та уйрӑлса кайнӑ. Хӑйне ҫапла ят пани ҫеҫ ҫитмест, халь мӑнукӗсене те Хӗр-Якку Лисукӗ, Хӗр-Якку Марии, Хӗр-Якку Улюшӗ, Хӗр-Якку Валюшӗ, Хӗр-Якку Ляви теҫҫӗ. Хӗр-Якку вӑл пирӗн асаттен иккӗмӗш сыпӑкри таванӗ пулать.
Нушаллӑ халӑх хӑйӗн асапӗпе терчӗ ҫинчен хывнӑ юрри-кӗввисем чӗрене пырса тивмелле
илемлӗ. Вӗсен хушшинче хӗре ашшӗ-амӑшӗ укҫалла сутса яни ҫинчен калакан юрӑ уйрӑмах аван. Унта ӗлӗкхипе хальхи хире-хирӗҫ пырса ҫапӑнать кив самана арканни ҫич-сакӑр ҫул иртнӗ, ун тымарӗ ҫаплах татӑлсӑ пӗтмен иккен-ха, таҫта шалта, ҫӗр ӑшӗнче, пытанса пурӑнать. Ҫамрӑксем ҫӗнӗ йӑлашӑн кӗрешеҫҫӗ, патшалӑха тырӑ хатӗрлеме ҫамрӑк хастӑрлӑхпа хутшӑнаҫҫӗ, спектакльсемпе концертсем лартаҫҫӗ, хӗрлӗ улах лараҫҫӗ, ҫӗнӗ
юрӑ юрлаҫҫӗ, ҫӗнӗ такмак калаҫҫӗ, Саврӑшпуҫӗнче вара... ав мӗнле ӗҫ пулса тухнӑ: михетерсем ҫаплах сетнерсене хӑйсен нарспийӗсемпе пӗрлешме чӑрмантараҫҫӗ иккен-ха. Ак тамаша! Мӗнле япала ку? Ӗҫӗ чӑнах ҫапла пулса иртнӗ пулсан, Саврӑшпуҫ, апла, темӗнле урӑхларах, романтикӑллӑ чаплӑ ял пуль? Унта, паллах, халӑх хушшине сарӑлнӑ юрӑсем ҫырма пултаракан чаплӑ поэтсем кӑна пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Юрӑ нухай ҫулӗпе те, самар ҫулӗпе те, ытти ҫулпа та чӑваш ялӗсене хӑвӑрт сарӑлнӑ. Таврари чӑваш ялӗсенчен вӑл утмӑл-ҫитмӗл, тӑхӑр вунӑ-ҫӗр, виҫ ҫӗр, пин ҫухрӑма нимле радиосӑр-мӗнсӗрех сарӑлать, чӑваш ҫыннисем, ватти те, вӗтти те, часах пурте, пур ҫӗрте те: "Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫенче..." тесе ӗнӗрлесе ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ, юрӑ мӗнле ҫурални ҫинчен, ӑна шухӑшласа тупаканӗ ҫинчен ҫеҫ пӗри те нимӗн те пӗлмест.
Юррӑн кӗвви те, сӑмахӗсем те салху та хурлӑхлӑ, вӑл чӑваша каялла туртать пек, ҫӗкленнӗ тинӗс хумне хирӗҫле пырать пек, апла пулин те, чӑваш халӑхӗ ӑна юратса пӑрахнӑ, унӑн кӑмӑлне вӑл ҫатӑрласах тытнӑ. Юрра хӑй тӗллӗн ҫырма вӗреннӗ поэт нумай вун ҫул ӗлӗкрех хывнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах, вӑл хӑй хакне нимӗн чухлӗ те ҫухатман: хальхи чӑвашсем вӑл юрра хӑйсен ӗлӗкхи саманине питлесе юрлаҫҫӗ.
"Нарспи" поэмӑна пилӗк куплета кӗртсе яма пултарнӑ ку поэт! Чӑн пурнӑҫра вара пӗртте "Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫенче" юрӑри пек пулса иртмен иккен ӗҫсем-пуҫсем, пачах урӑхла пулса иртнӗ: ашшӗ-амӑшӗ хӗрне ҫӗр аллӑ тенкӗ ылтӑн укҫалла та, виҫ витре эрехле те сутман, "Тӑхтаманӗ" те пӗртте пуян та ватӑ пулман — хӗрӗпе пӗр ҫулхи ҫав тери чухӑн ҫын ачи пулнӑ. Юрра, "Нарспи" аналогийӗпе, халӑх ун пек "мӗскӗн", сюжета чунранах килӗштернине шута илсе тата "сарӑ хӗре" хӑй те чунтанах юратнӑран "ӑшне ҫунтарса", автор ҫав тери витӗмлӗ те илемлӗ ҫырма пултарнӑ.
Ҫак тӗлӗнмелле илемлӗ юрра хываканӗ Григорий Гаврилович Калинин /Калинух Кӗркурийӗ/ 1903 ҫулта Саврӑшпуҫ ялӗнче, Тутар ҫӗрӗнчи Аксу районӗнче чухӑн хресчен ҫемййнче ҫуралнӑ. Амӑше, виличчен, Павӑлпа Мӗтри пиччӗшӗсем пекех, Кӗркури ырӑ-сывах ӳснӗ, вӑл вилсен йыш пурнӑҫӗ юхӑнма пуҫлать. Вӑйлӑ ҫын пулнӑ Каври, анчах ҫур ӗмӗрне тарҫӑра ҫӳресе те ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнайман. Арӑмӗ ҫӗре кӗрсен ӗҫ-пуҫ пушшех япӑхланать, ачисене тӑраниччен ҫӑкӑр та ҫитереймест ҫак вӑйлӑ ҫын, ӗмӗрхи юмансене пуртӑпах касса антарма пултараканскер. Вӑйне курӑ ӑна хамӑр ялпа таврари ялсенче Юман Каврийӗ тесе чӗннӗ. Вӑл лартса хӑварнӑ хапха, пахча юписене юман каскасене, ытам ҫитми юман тӗпӗсене халӗ те курма пулать-ха.
Каври мучей аллӑмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче сакӑр вун пӗррере ватлӑхӗ ҫитнипе мар, пыр шыҫҫине кайса вӑхӑтсӑрах вилсе выртрӗ. Вӑл ҫӳллӗ те патвар старикчӗ. Ҫӳҫӗ вӑрӑм, сухалӗ те вӑрӑм. Шуралман. Чалланнӑ ҫеҫ. Ҫулла пахчинче кӗпине йӳле ярса, йӗм пеҫҫисене тавӑрса ҫӳретчӗ. Темшӗн ӗнтӗ унта сарлака ҫулҫӑллӑ табак тата чӗрмелли сухан нумай лартатчӗ, пире, вӗтӗр-шакӑра, пӳрнипе кӑчӑк туртса чӗнсе илетчӗ те йӑранӗсене ҫумлаттаратчӗ, ҫумласа пӗтерсен кашнинех вун пилӗкшер, ҫирӗмшер пус тыттаратчӗ. Тӑйлӑк-тайлӑк, ҫӗре путса кӗнӗ ик чӳречеллӗ пӳртӗнче вӑл пӗчченех пурӑнатчӗ. Пӳрчӗн ҫенӗкне ҫатан авса тунӑччӗ. Килкартинчех унӑн, ҫил хапхинчен пырса кӗрсен сылтӑм енче, хура мунча тата качакине хупма лупасайӗ пурччӗ. Эпӗ мучи пӳртне пурӗ те пӗрре ҫеҫ кӗрсе курнӑ. Алӑкӗ — хӑлтӑр-халтӑр. Хӑлӑпӗ — паяв. Шалта — тур кӗтессинче — пысӑк кивӗ сӗтел, саксем. Алӑк патӗнчӗ — кутник сакки. Кӑмаки умӗнче — лаххан. Пӗчӗк шкап пӗккинче — пӗр-ик тимӗр чашӑк, крушкӑ, йывӑҫ кашӑк. Урайӗнче, кӗтесре — витрепе чукун. Кӑмаки айккинче — хуран. Унта, айне шанкӑ чӗртсе, старик хӑй валли ҫӗр улми е кӗрпе пӑтти, хӑш чух яшка пӗҫерет, качаки валли — улма хуппи.
Ҫывӑрма ватӑ ҫын арӑмӗнчен юлнӑ тӳшек-минтер ҫинче хӑй пекех кивӗ пысӑк тӑлӑппа витӗнсе ҫывӑрнӑ, унӑн утиял таврашӗ ҫукчӗ.
Лавкка урамӗнче кӑнтӑралла кутӑн лараканни мучей пӳрчӗ ҫеҫчӗ, ытти ҫуртсем пичӗпе пурте кӑнтӑралла пӑхса лараҫҫӗ. Ҫак пӳрт пире хирӗҫ хӗвел тухӑҫ енче ларакан Хӗр-Якку ҫурчӗпе пахчи хыҫӑнчеччӗ. Пахчасен хушшипе ансӑр тӑкӑрлак иртетчӗ. Мучей пахчи тепӗр тӑкӑрлӑкалла, тарӑн шырлан хӗрринче ларакан Савкка Хӑви еннелле тӑсӑлатчӗ. Пахчи юписем — пурте юманран, карти те питӗ ҫирӗп. Унта нимле сысна та, нимле усал вӑкӑр та ҫӗмӗрсе кӗреес ҫук. Эпир ҫав тӑкӑрлӑксенче сурах шыраттӑмӑр та, хӑш чух хӑй мунчинче Каври мучей епле хытӑ ҫапӑннинчен хыт тӗлӗнсе, вӑл такмакланине тахҫанччен итлесе тӑма юрататтӑмӑр. Вӑхӑтсӑр вилесси те ун ҫав хыт ҫапӑнма кӑмӑлланипех ҫыхӑннӑ: вӑрман касса таврӑннӑ хыҫҫӑн вӗри мунчара ҫичӗ хут ҫапӑннӑ та ӑш хыппине чӑтаймасӑр ҫур витре сивӗ шыв ҫатлаттарнӑ. Яш чух та ялан ҫапла тунӑ-ха, ун чух пыр шыҫса каясси-тӑвасси пулман, хальхинче вара мучей "ӑшне хурҫӑ кӗнӗ", вӑл ҫав тери асапланса, хӑвӑрт вилсе выртнӑ.
Пӳрчӗ пирки ма самаях тӗплӗн ҫырас терӗм-ха эп? Ма тесен ҫак пирӗн ӳсӗм те курма ӗлкӗрнӗ мӗскӗн хуралтӑра пулас поэт Кӗркури ҫуралнӑ. Сӑмах май каласан, чӑваш поэчӗсенчен Кӗҫтенттинпе эпӗ ҫеҫ капай витнӗ нумай чӳречеллӗ, аслӑ ӑшчиклӗ ҫуртра ҫуралнӑ пуль. Пирӗн ҫурта асанне, хӑйсем 1928 ҫул аҫа ҫапса ҫунса кайсан, кӳршӗ тутар ялӗнче мулларан туяннӑ пулнӑ. Ҫуртӑн ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енне икшер, тухӑҫалла виҫ чӳрече пӑхатчӗ, икӗ алӑкчӗ.
Кӗркури, ачаллах амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑскер, вунӑ ҫула ҫитсен, хӑйӗн вун пиллӗкри Мӗтри пиччӗшпе тӗнче тӑрӑх телей шырама тухса каять. Чи аслине, Павӑла, тӗнче вӑрҫине илеҫҫӗ. Таттюка, чи кӗҫӗннине, ашшӗ мӑнастире усрава кайса парать. Шавлӑ Пермь хулинче Кӗркури тупӑксем туса сутакан хуҫа лавккинче "хӑма ҫыпӑҫтаракан" пулса ӗҫлет. Ачи лайӑхах "ҫыпӑҫтарайман-ши" е "ҫыпӑҫтарасси" питех килменрен, хуҫа ӑна хӑй патӗнче нумаях тытса тӑмасть, вара вӑл Мотовилихӑри тупа заводӗнче "чӑтма ҫук вӗри кӑмака умӗнче, ҫӗр кӑмрӑкӗ пӑрахаканта" /котельнӑй цехра/ ӗҫлет. Кунтах ентешсем — Чӑваш Шупашкарӗ ялӗнчи Мельниковсем виҫӗ тӑван — ӗҫлесе пурӑннӑ. Калинух Каври ачисем час-часах ҫак Никифор Охотников тӑванӗсем патне кӗрсе ҫӳренӗ е вӑхӑт-вӑхӑт вӗсем патӗнче пурӑннӑ. Пӗри, Микулай ятли, большевик пулнӑ. Вӑл пакӑлтатнине Мӗтри ытла итлесех кайман пулсан, Кӗркури вара хӑлхине тӑратсах итленӗ.

Сисмесӗрех икӗ ҫул иртсе каять. Патша ҫарӗнчен, хаяр вӑрҫӑран, тарса килнӗ аслӑ пиччӗшӗ Павӑл, ҫемьене пӗр ҫӗре чӑмӑртас, хуҫалӑха йӗркене кӗртес тесе, Мӗтрипе Кӗркури патне ҫыру ярать, вӗсене килне таврӑнма хушать, Таттюк Датьяна/ ятлӑ йӑмӑкне мӑнастиртен кайса илет.
Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ чиперех пыма тытӑнать: ҫӗрсӗррисене ҫӗр, лашасӑррисене лаша панӑ, анчах выҫлӑх килсе ҫапать — яла 1921 ҫулхи тип шӑрӑх пӑвӑртама тапратать. Каври ҫемйин каллех саланмалла пулса тухать: хальхинче Пермӗлле Павӑлпа Таттюк ҫул тытаҫҫӗ, Мӗтрипе Кӗркури Ҫӗпӗре, Семипалатинска тухса каяҫҫӗ. Пӗр хырӑма килтех тӑрантӑп-ха тесе, ват шӑм-шакпа ютра сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫе вилес мар тенӗ евӗр, Каври, ҫурт хуралласа, килтех ларса юлать. Юлни аван та пулнӑ: вӑл, ҫурт хуҫи ӗнтӗ, ҫуртне саланма паман, пур пек ҫӗрне, тӑванӗсемпе ниме туса, чиперех актарса хӑварнӑ. Тырӑ лайӑх шӑтса тухнӑ, ӑнса пулнӑ. Пурнӑҫ каллех хута кайнӑ. Пӗр ҫултан — "тырӑллӑ ҫул" — Кӗркурипе Мӗтри тӑван яла пуҫӗпех таврӑнаҫҫӗ.
1924 ҫулта Саврӑшпуҫӗнче ҫамрӑксен вучахӗ амаланма тытӑнать, унта Калинин Кӗркури, Емельянов Михала, Смирнова Пӑлаки, Андреев Михала кӗнӗ. Мӗтри вара кусем патне пырса та ҫакланмасть. Каярахпа, колхоз тапхӑрӗ пуҫлансан, вӑл колхоза та кӗмен, мӗн виличчен те кӗмерӗ. Аттепе аннен юратнӑ кумӗ, Дмитрий Гаврилович Калинин пиртен пӗр кил урлӑ ҫеҫчӗ, единоличникчӗ, кил-йышне вак-тӗвек суту-илӳпе тӑрантса пурӑнатчӗ. Колхозра ӗҫлемест тесе, унӑн пахчине те туртса илнӗччӗ, унта влаҫрисем темшӗн ӗнтӗ яланах кишӗр акатчӗҫ. Эпир, шӗвӗрсем, ҫӗрлесенче ҫав кишӗре вӑрлама ҫӳреттӗмӗр. Хуралҫи пире тӑварпа авӑрланӑ пӑшалпа перетчӗ... Ҫиелтен пӑхсан, Саврӑшпуҫӗнчи ҫамрӑксен пурнӑҫӗ вӗресе тӑма тытӑннӑ пек курӑнать: вӑхӑта, ҫынна хӑй тӗнче касса ҫӳренӗ чухне "самаях ӑнланма" пуҫланӑскер, Кӗркури ял активӗ пулӑшнипе клуб уҫать, каҫ-каҫ вӗренме те вӑхӑт тупать. Клубӗнче спектакльсем, концертсем лартаҫҫӗ, тӗне хирӗҫле тата пурнӑҫри ытти ыйтупа калаҫусем ирттереҫҫӗ.
Кӗркури яштака, илӗртӳллӗ йӗкӗт. Самана ҫӗнӗлӗхӗпе хавхаланса, вӑл комсомола кӗнӗ, "ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн" хыпӑнма пуҫланӑ, хут купӑс калама ӑста пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑййа пухӑнакан ҫамрӑк-кӗрӗм ун куҫӗнчен ҫеҫ пӑхса тӑрать. Хӑй вара йӑрӑс пӳллӗ, ҫӑлтӑр кавак куҫлӑ, калкан ҫӳҫлӗ, ытарма ҫук илемлӗ Минсӑлу ҫине вӑрттӑн-вӑрттӑн куҫ хывать. Минсӑлу Синдимиров Илтирек пуянӑн тин ҫеҫ ҫитӗнсе ҫитнӗ пӗртен-пӗр хӗрӗ. Илтирек питӗ йӑваш, ӑслӑ та ҫав тери ӗҫчен чӑваш. Вӑл чул ҫурт лартнӑ, тӑррине калай виттернӗ, ҫил арманӗсем тытать, часах лавкка уҫас ӗмӗтпе пурӑнать. Вулама-ҫырма пӗлнӗрен тата ашшӗ-амӑшӗнчен питӗ тӑнла ҫуралнӑран ҫӑк тенӗ кӗмен чӑваш Христус тӗнне чӑтма пултараймастъ, пурнӑҫне авалхи мӑн асаттесен мехелӗпе йӳнеҫтерсе пурӑнать. Чи тӗлӗнмелли — вӑл хӑй ӗҫӗсене тума нихҫан та тарҫӑ-тӗрҫӗ тытмастъ, хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫе хӑйӗн кил-йышӗпе тата хӑй пекех пуян Утирек ятлӑ пиччӗшӗн ҫемйипе пӗрле тӑвать. Кӗркури каҫхи уявран Минсӑлӑва килне те ӑсаткалать. Хӗрача йӗкӗтрен инҫех те пурӑнмасть — лупашка урлӑ каҫмалла та, пулчӗ те! Уй хапхи ҫумӗнче — вӗсен ҫурчӗ... Йӑмра айӗнче тӑраҫҫӗ. Хӗрӗн ҫӳллӗ кӑкӑрӗ хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлать. Шӳлкеми шӑнкӑртатса илет. Каччӑ хӗре уйӑхсӑр каҫсенче ик эрнери шурӑ уйӑхпа танлаштаратъ. Хӗр именет... Ах, ӑҫтан илтнӗ каччӑ ку сӑмахсене е тӑнӑ ҫӗртех хӑй шухӑшласа кӑларать-и?
Кӗркури туйӑмӗ хӗрнӗҫем хӗрсе пырать, анчах та Минсӑлу Музилеев Сахара юратать иккен, ҫакӑн ҫинчен вӑл аванмарланса, тем айӑп тунӑн каласа парать. Мӗн тӑвӑн, юрату тени ирӗклӗ япала, чун туртман ҫынпа ниепле те телейлӗ пулаймӑн, анчах та, ак инкек, Илтирек хӑйӗн пӗртен-пӗр хӗрне ниепле Те "тӗне кӗнӗ Сахара" парасшӑн мар, кӗрӳ тума ҫӗрме пуянсем Канюк Йӑванӗ текен тӗне кӗмен, "чӑн-чӑн чӑваш" ачине, Кӗркурирен те чухӑнрахскерне, суйласа илнӗ: ҫурт лартса парӑпӑр, выльӑх-чӗрлӗх туянтарӑпӑр, хамӑр чӑвашлӑхран ҫеҫ, мӑнасаттесемпе мӑнасаннесен тӗнӗ-йӗркинчен, мешехисенчен, тӑванлӑхӗнчен ан писчӗр тенӗ ӗнтӗ. "Эй, Ҫӳлти Мӑн Тура, пулӑшсам пире ырӑ ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме, ан парах пире, ҫырлах!" — тесе кӗл тунӑ пулӗ.
Сисмеҫҫӗ те, тӑватӑ енлӗ тамаша тапранать: Кӗркури Минсӑлӑва, Йӑван Минсӑлӑва, Сахар Минсӑлӑва, Минсӑлу Сахара юратать. Анчах та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗ хӗрӗшӗн — саккун: ӑна Кӑнюк кинӗ пулма хушнӑ, ҫураҫса хунӑ. Халӗ туя хатӗрленеҫҫӗ — хӗре ҫӗнрен-ҫӗн тум ҫӗлете-ҫелете параҫҫӗ, кӗлете хупса тӗрӗ тӗрлеттереҫҫӗ, пулас упӑшкине, унӑн тӑванӗсене кӳмелли парнисене ӑрталама пулӑшаҫҫӗ. Ҫакна чӑтсан-чӑтсан, юлашкинчен, Минсӑлу-пике чӑтаймиех пулса ҫитет. Ҫитменнине, пӗр каҫхине Сахар кӗлет ҫумнех йӑпшӑнса пынӑ та хӗре, Нарспипе Сетнер вӑрмана тарнӑ манерлӗ, килтен тухса тарма ӳкӗтлет. Вӑрмана мар, вун пилӗк ҫухрӑмри Унтакшӑ ялне тармалла, Сахар тӑванӗсем патне, вара унтан пӗр-пӗр хулана тухса шума пулать. Минсӑлупа Сахар Унтакша сӗм ҫӗрле Ҫирӗклӗ ҫырми тӑрӑх тараҫҫӗ. Анчах та вӗсен ӗҫӗ пӗртте ӑнмасть. Ӑслӑ-тӑнлӑ Илтирек ҫамрӑксем ӑҫтарах пулма кирлине тӳрех тавҫӑрса илет, ирхине ирех Унтакшӑ ялне лайӑх ӑйӑр кӳлнӗ тӑрантаспа тустарса ҫитет, хӗрне киле лартса килет те, каллех кӗлете хупать. Халӗ ӗнтӗ Илтирекпе арӑмӗ туйччен хӗрне хӑйсен хушшине вырттарса ҫывӑрттарма шутлаҫҫӗ — урӑх ниҫта та ан тарайтӑр!
Ҫӗнӗ саккун тӑрӑх, влаҫ хушнипе, ҫӗрме пуян хӗрӗпе тӗне кӗмен чухӑн чӑваш ачин ирӗксӗрех ял Советне ҫырӑнма каймалла пулать. Ял Канашӗ ун чухне пирӗн касӑри пиртен инҫех мар Мерчче карчӑкӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Ытти халӑхпа пӗрле, "пуянсем ҫырӑннине" курма, манӑн вун ик ҫулхи атте те пӳрте кӗрсе тӑрать, Пурте, сывламасӑр тенӗ пек, малалла мӗн пуласса кӗтеҫҫӗ. Ҫырӑнса ал пусас чухне Максимов Емкке секретарь Минсӑлуран: "Юратсах качча тухатӑн-и Йӑвана?" — тесе ыйтать. Лешӗ: "Эпӗ Сахара юрататӑп, хама качча илес текен ҫынна юратма мар, курассӑм та килмест!" — тесе ярать. Мӗнле капла? Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче ирӗксӗр авлантарма е ирӗксӗр качча пама саккун хушмасть. Саккуна хирӗҫ пыма вара никамӑн та, ниепле те юрамасть! Сахар та унтах пуҫне усса тӑнӑ. Хӗр енчисем шикленсе, аптӑраса ӳкеҫҫӗ. Ҫав хушӑра Емкке ҫухалса каймасть, Сахара чӗнсе илет те алӑ пустарать, Мийсӑлу та пусать. Савӑнса кайнӑ секретарь пулас мӑшӑр алли айне пичет ҫатлаттарса хурать, хӗрпе каччӑ юратӑвне саккун хӑвачӗпе, вӑл хушнӑ пек, ҫирӗплетет... Чылай ҫул иртсен, Кӑнюк Йӑванӗ Чӑваш Шупашкарӗнчен тӗне кӗнӗ хӗр лартса килет, авланать. Вӗсем мӑшӑрӗпе виҫӗ ывӑл /Ҫимун, Мишша, Павӑл/ ҫуратса ӳстереҫҫӗ, пӗр хӗр те ҫуратаймаҫҫӗ. Минсӑлупа Сахар таватӑ хӗрпе пӗр ывӑл тӗнчене кӳнӗ /Нина, Элекҫей, Зоя, Раиса, Лидия/. Пӗри те чӑваш ятлӑ мар! Колхозсем тунӑ вӑхӑтра Илтирекпе арӑмне, кулак тесе, Ҫӗпӗре ӑсатнӑ, вара вӗсем унтах вилнӗ. Минсӑлупа пӗчӗк шӑллӗне Микулая ӑсатман. Микулай учитель, юнашарти Ҫирӗклӗре пурӑнать.
Минсӑлупа Сахар колхоза кӗмен. Сахар пичче вӑрҫӑран ухмаха ерсе таврӑнчӗ, ӑна сӑнчӑрласа лупас айне лартнӑччӗ, унта вӑл манки-сурчӑкне юхтарса, тем кӑшкӑрашса, темле такмаксем юрласа ларатчӗ. Айне те яратчӗ пулмалла. Пӗр такмакӗ ҫапларахчӗ.

Истори пӑрти...
Гитлер сурӑх пулнӑ,
Тӗпсакайне кайнӑ.
Ох-хо-хо-хо!
Ха-ха-ха!

Каярахпа, майӗпен, никам сыватмасӑрах, унӑн чирӗ ирте пуҫларӗ. Вара ӑна сӑнчӑртан вӗҫертрӗҫ. Вӑл, тирпейлӗ тум тӑхӑнса, урама та тухатчӗ. Тепӗртакран Сахар пичче йӑлтах сывалса ҫитрӗ, Минсӑлу аппапа иккӗшӗ кашни ҫулах вӑрманта ӗҫлеме тытӑнчӗҫ. Пӳртне-ҫуртне ҫӗнӗрен туса лартрӗҫ, ачи-пӑчине те ӗҫре пиҫӗхтерсе ӳстерчӗҫ. Шӑкӑл-шӑкӑл килӗштерсе пурӑнчӗҫ Минсӑлупа Сахар, икӗ пӗр-пӗрне чунтан-вартан юратакан ҫутӑ чун, анчах та ҫак телейлӗ пурнӑҫ вӑрахах пымарӗ: Сахар пичче ҫичӗ ҫухрӑмри Кивӗ Саврӑшран ҫурӑмӗ ҫине хурса пӗр михӗ ҫӑнӑх йӑтса ҫитернӗ те ӑш хыппине тусеймесӗр пысӑк куркапа сивӗ шыв ланкӑртаттарса ӗҫсе янӑ. Хӗне кайса вилчӗ Сахар пичче.
Минсӑлу аппа вара ҫаплах вӑрманта ӗҫлерӗ. Аллисем йывӑр ӗҫпе хытнӑ унӑн. Хуйхӑпа ҫуҫӗ шуралнӑ, пит ҫӑмартийӗсем путса кӗнӗ, пысӑк кӑвак куҫӗсенче савӑнӑҫ ҫути сӳннӗ, пӗрхӗлхем те юлман, йӑрӑс пӗвӗ ҫеҫ, йӑрӑс пӗвӗ — хӗр чухнехи пек: ӑна нимле йывӑр ӗҫ те, хуйхӑ-суйхӑ та авайман! Манӑн аннепе, Егорова Вера Гавриловнӑпа, Минсӑлу аппа /чӑннипе ӑна ман мӑнакка теес пулать/ питӗ туслӑ. Вӗсем халь пушӑ вӑхӑтра, хӗлле, чӑвашла Евангели вулаҫҫӗ: анне вулать, Минсӑлу аппа итлесе ларать. Кам та пулин "Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче..." юрӑ пирки сӑмах хускатас пулсан, вӑл ҫилленсе каять: "Ҫав йӑлӑхтармӑш суя сӑмахсене епле итлес килет сирӗн? — тесе хурать. — Юрӑ тенинче вӑл пӗр сӑмахӗ те суя пулмалла мар..." Ун шучӗпе, юрра Кӗркури хӑйне юратманшӑн тавӑрас тесе кӑларнӑ, ҫавӑнпа та пулман ӗҫе пулнӑ пек туса кӑтартнӑ.
Иртнӗ вӑхӑт, иртнӗ юрӑ... Манӑҫнӑ тӗлӗк...
Ку вӑл Минсӑлу аппӑшӑн ҫапла, пирӑншӗн, ҫамрӑк ӑрушӑн, е пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн мар. Ҫавӑнпӑ та эпир историе малалла тӑсӑпӑр.
... Кӗркурийӗн, ҫамрӑк йӗкӗтӗн, ӑш-чикӗ тулса, тӑвӑнса ҫитет: самани, капла пӑхсан, ҫӗнӗ пек, йӑлисем вара, пурнӑҫӗ — ҫаплах авалхи, ҫаплах тӗттӗм! Хальхинче, ак, Минсӑлупа Сахарӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ, кӑмӑлӗ тулчӗ теме те пулать, анчах та вӗсем пӗрлешни Кӗркурипе Йӑвана вутлӑ ҫулӑма, чӗр мӑшкӑла кӗртсе ӳкерчӗ... Вӗри чӗреллӗ поэт чунлӗ Кӗркури текех тӳссе тӑраймасть, ашри вутне кӑштӑх та пулин лӑплантарма пулми тесе, хутпа кӑранташ ярса тытать...
Эп ҫавна пӑхса тӑман, пӑхса тӑма та пултарайман, ма тесен ун чух анне те тӑватӑ ҫулта ҫеҫ пулнӑ-ха, ӑна никам та пӑхса тӑман пулӗ тетӗп, ҫавӑнпа та Кӗркури хӑйӗн чаплӑ юррине ҫут тӗнчене мӗнлерех ҫуратнине тӗрлӗрен ӳкерсе, кӑтартма пулать. Пӗр ҫурхи каҫра, сӑмахран, ҫамрӑк-кӗрӗм уяв вӑййисенчен саланса ял лӑплансан, тейӗпӗр, Калинух Кӗркурийӗ пӳртне кӗрет те "шӑши куҫ" ҫутать, кӑранташ шӗвӗртет, умне шурӑ хут сарса хурать. Чун кӗввин куҫӗнчен пӑхать-пӑхать те, тӗттӗм ҫутӑ курӑнать. Ҫӳресе якатнӑ кӗрхи ҫул уйӑхсӑр тӗттӗм каҫсенче ҫапла тӗксӗм ҫутӑ йӑрӑмӗн палӑрать, таҫта ҫити ут - аташмастӑн. Пике куҫӗсем те йӗкӗте ҫавӑн пек туйӑнаҫҫӗ, ӗмӗр пӗрле утас ҫула ҫутатассӑн курӑнаҫҫӗ. Пики... ҫук, Минсӑлу мар ӗнтӗ халь, пачах урӑх... Ӗмӗтри Пике... Ҫапла, Кӗркури, ыттисем пек, ахаль каччӑ кӑна мар, вӑл — Поэт, ҫавӑнпа та унӑн чун-чӗре фантазийӗ, ӑсра сӑнарлас хастарлӑхӗ те — поэтла. Минсӑлӑва ҫухатни ҫӑв Ӗмӗтри Пикене те ҫухатма пултарасса систерсе тӑрать. Минсӑлӑва халӗ те чунтанах юратса тӑни юратупа шӑпа ҫинчен юрӑ хывма хистет, хавхалантарать. Хӑй те сисмест Кӗркури, вӑл ҫурхи кӗп-кӗске каҫра содержанийӗпе, илемӗпе тата хӑвачӗпе "Нарспирен" пӗртте кая мар, пурӗ те пилӗк строфаран ҫеҫ тӑракан кӗп-кӗске поэма ҫырса хурать. Ҫакӑ каярахпа чӑваш халӑх юрри, вилӗмсӗр чаплӑ юрӑ пулса каять... Ҫурхи каҫӗ ӑшӑ пулнӑ пулӗ, "шӑши куҫ" ҫути ҫине чӳречен катӑк кантӑкӗнчен каҫхи вӗлтӗрти лӗпӗшсем вӗҫе-вӗҫе кӗнӗ пулӗ... Ан ҫунса вилччӗр тесе, сӑвӑ ҫыраканӗ вӗсене вӗре-вӗре хӑвалать, ал лаппипе сире-сире ярать, хӑй ҫаплах ҫырать, ҫырать:
Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче,
эп ҫуралнӑ чӑваш ялӗнче.
Вунсаккӑрта чух юратрӑм хӗре,
ӑстумастӑп хӑш вӑхатрине.

Ҫимӗк хыҫҫӑн кунта, чӑваш ялӗсенче, ҫамрӑксен "ҫурхи уявӗсем" пуҫланаҫҫӗ, малтан вӗсем каҫ-каҫ ҫеҫ пулаҫҫӗ, Питрав ҫывхарса пынӑҫемӗн вара ҫав уявсене ҫамрӑк-кӗрӗмпе пӗрле пур ватти-вӗтти те уявлать, ҫапла майпа ҫамрӑксен ҫак ҫурхи вӑййисем пӗтӗм халӑх уявӗ пулса тӑраҫҫӗ. Поэт шур хут ҫине тепӗр куплетра Минсӑлу сӑнарнӗ, вӑл уявра епле выляса-кулнине ӳкерет.
Мӑнкун иртетчӗ, ҫимӗк ҫитетчӗ,
эп купӑспа ӑрама тухаттӑм.
Сарӑ ҫӳҫлӗскер, кӑвак куҫлӑскер,
астӑвап-ха, епле ташлатчӗ!

Малалла вара "фантази" пуҫланать, малалла: "сарӑ хӗр" — петӗмлетнӗ ӗмӗтри ҫӑнар, мӗншӗн тесен Минсӑлу Кӗркурие нихҫан та, нимле сӑмах та паман:
Аслӑ улӑхра лӑпкӑ ҫил вӗрет
эп сар хӗрпе ҫӳренӗ чухне.
Сӗлӗ хумханса пуҫ кӑларнӑ чух
сӑмах пачӗ "эп — санӑн" тесе.

Минсӑлӑва "ҫухатни" поэт алли айӗнче ҫакӑн пек йӗркесене ҫаврӑнать:
Ҫитрӗ кӗркунне, ӳкрӗ шурӑ юр,
ҫитрӗ манӑн ҫунмалли вӑхӑт.
Манӑн сар хӗре ашшӗ килӗнчен
парас терӗҫ пуян ывӑлне.
Авалхи йӑла, тӗттӗм пурӑнӑҫ,
ҫураҫтарчӗҫ хӗре ирӗксӗр:
ҫӗр аллӑ тенкӗ ылтӑн укҫалла,
ҫийӗнчен — виҫ витре эрехпе.

Куплетҫӗн шучӗ малтан, тен, ытларах пулнӑ пулӗ. "Сунтала" ярса панӑ вариант, сӑмахран, ултӑ куплетран тӑрать. Юлашкийӗ ҫакӑн пек:
Юхрӗ май куҫҫуль, вӑрӑм ҫӗрсенче
пӗр сар хӗршӗн ӑша ҫунтарса.
Йывӑр кунсенче, астумастӑп эп,
епле мана комсомол ҫӑлчӗ.

Ыттисемпе танлӑштарсан, ҫак куплет ним латтисӗр, ӑна Кӗркури ҫырнине ӗненме те йывӑр. Ман шутпа, ку "хӳрене", юрра, "Сунталра" пилӗк ҫул вырттарнӑ хыҫҫӑн, "пичетлесе кӑларма май пултар" тесе, редакцирисем "сыпса" хунӑ пулӗ.
Ҫырнине тепре вуласа тухать Кӗркури, ҫӳҫенсе илет, чунӗ тӑвӑнса килет унӑн: хӗрачана, выльӑха сутнӑн, укҫалла сутса янӑ, ҫиелтен тата, ӗҫ ӑнчӗ-ха тесе, витри-витрипе эрех лӗрккенӗ. Пулнӑ вӗт ҫапла? Пулнӑ! Халӗ те пур-ха ҫав йӑла. Апла пулсан, хут ҫине мӗн ҫырса хуни — тӗрӗсех! Сюжетлӑ хитре драма пулса тухрӗ... Лирикӑлла, чуна ҫатӑрах тытса илекен юрӑ... Кӗвви-и? Юрра вырӑҫсен "Кирпичики" кӗввипе, ӑна кӑштах улӑштарса, юрлама пулать.
Ман асатте йӑмӑкӗн хӗрӗ Анна аппа /Андреева Анна/ мана ҫапла каласа пачӗ: "Ку юрра эпир малтан Матрюна акка Люксантӑрипе /Александрова Александрапа/ юрла пуҫларӑмӑр, ӑна пире Калинух Кӗркурийӗ хӑй вӗрентрӗ, анчах та кам вӗрентнине никама та калама хушмарӗ. Юрра часах хамӑрӑн хӗр-туссене юрласа патӑмӑр, ӑна кам шутласа тупнине вӗсене пӗлтермерӗмӗр. Майпен «Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче» юрӑ пӗтӗм ял тӑрӑх кӗрлесе, янраса кайрӗ. Часах ӑна Савкаҫра, Чӑвашьелӗнче, Кивӗ Саврӑшра, Ишельелӗнче, Чӑваш Шупашкарӗнче, Унтакшӑра, Кӑтратара, Чӑваш Ялттанӗнче, Майнара тата ытти чӑваш ялӗсенче те юрлама тытӑнчӗҫ. Юрӑ инҫете-инҫете ҫул тытрӗ, пӗтӗм чӑваш хушшине хӑвӑрт сарӑлчӗ. Мӗнре юррӑн вӑйӗпе хӑвачӗ? Учительница пулнӑ май, ҫапла калама хӑятӑп: ан тив, ӑна ӑста сӑвӑҫ ҫырман пултӑр, сӑмахӗсем те темле "ҫӳллӗ те чаплӑ" сӑмахсем мар, ахаллисем кӑна, рифмисене те питех уяман унта, анчах та, пурпӗрех, юрӑ чаплӑ, чуна ҫатӑрах ҫавӑрса илмелле пулса тухнӑ, мӗншӗн тесен, ҫак произведенире авторӑн вӗри те илемлӗ чунӗ пурӑнать, хӗрӳ чӗри тапать. Юррӑн чунӗ пур! Юрӑ ҫӗннишӗн тӑрать, киввине тиркет, питлет, ахаль сӑмахпах пысӑк, тарӑн шухӑш калать, этемӗн, уйрӑмах ҫамрӑксен, шалта тӗлӗрекен кӑмӑл-туйӑмне вӑратать, чунне пӑлхатать. Ҫырасса та ӑна хамӑр лайӑх пӗлекен йӗкӗт, хамӑр ял ачи ҫырнӑ. Вӑл кашни сӑмахнех чунӗпе епле тӳссе, чӗрипе чӑтса ирттернине эпир хамӑр куҫпа хамӑр курнӑ, хамӑр хӑлхапа хамӑр илтнӗ. Кӗркури кашни сӑмахне хӑй шухӑшласа тупнӑ, пӗрне те ҫынран илмен. Ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ, шӑллӑм, ху та ӑнланатӑн пуль, юрӑ хаватлӑн ҫунат сарнӑ, яш-кӗрӗм, пӗтӗм тӑван халӑх чунӗ патне ситнӗ..!"
Юлашкинчен Анна аппа мана ҫапла каласа хучӗ: "Пӗр юрӑ шухӑшласа кӑларсах Кӗркури пӗтӗм чӑваш тӗнчине парӑнтарчӗ, анчах та, юррине мӗн тери юратсан та, Кӗркури ятне, хамӑр ялсемсӗр пуҫне, никам та пӗлмест. Юрра халӑх юрри тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та "Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче" хайлава Саврӑшпуҫ ҫынни Калинин Григорий Гаврилович ҫырнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах каласа парас, пӗтем халӑхӑмӑра пӗлтерес пулать. Ҫыр очерк, пичетлесе кӑлӑр, радиопа янраттар". Вара эпӗ юратнӑ аппа сӑмахне итлес, ӑша хывас терӗм, ҫак очерка ҫырма материал пуҫтарма пуҫларӑм...
Кӳтсе ҫитнӗ чунӗ мӗн калас тенине каланӑ хыҫҫӑн Кӗркури кӑшт лӑпланнӑ пек пулать, унӑн пӑлхавлӑ шухӑш-кӑмӑлӗ самаях пусӑрӑнать. Сисмесӗрех темиҫе ҫул иртсе каять. Саппушник Энтрийен Мархва ятлӑ хӑмӑр куҫлӑ, ытармалла мар чипер хӗрӗ вун тӑхӑр ҫула ҫитрӗ ӗнтӗ. Кӗркӳри ӑна ҫав тери хытӑ юратса пӑрахать. Энтри икӗ хутчен те хӗрне качча пама, тӗрӗсрех каласан, сутса яма хӑтланса пӑхрӗ, анчах хӗрӗ хӗрарӑм прависем ҫинчен калакан ҫӗнӗ саккунсене аван чухлакан пулса ҫитнӗ иккен — Кӗркури нумай ӑнлантарнӑ. Праҫниксенчен пӗринче Сапожниковсем патне вӑл хӑй те пычӗ.
— Сывӑ-и, Энтри пичче?
— Сывах-ха, шӳтлеместӗн пулсӑн.
— Эпӗ, Энтри пичче, сирӗн патӑра пысӑк ӗҫпе килтӗм, — терӗ кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл.
Сапожников ялти ятлӑ-сумлӑ, ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнакан ҫын, ӑста платник, чаплӑ сӗтел-пуканҫӑ, ӗмӗр тӑршшӗпех пуянлӑх пирки ӗмӗтленнӗ, хӑйӗн хӗрне "пуян ывӑлне", "пуян качча" парасшӑн ҫуннӑ. Кӗркури пур енчен те аваннине курать ӗнтӗ, хитре те, ӑслӑ та, анчах пӗр япала канӑҫ памасть: ытла та чухӑн-ҫке вӑл!
— Пултараймастӑп, — тет Энтри чылай шухӑшланӑ хыҫҫӑн, — пултараймастӑп, шӑллӑм, ан ҫиллен... Пулӑшаймастӑп "пысӑк ӗҫӳнте..."
Анчах та Энтри кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман, Мархвана Павӑл ятлӑ пиччӗшӗ качча панӑ, Кӗркури хӑйсене хурӑнташрах тивни, йӑмӑкӗнчен вун ҫула яхӑн аслӑрах пулни, каччӑн чухӑнлӑхӗ Павӑла хытах шухӑшлаттарса иккӗлентернӗ те, ҫамрӑксен кӑмӑлне хӑварас мар тесе, хирӗҫлемен, вӗсемпе часах килӗшнӗ, Мархвана Кӗркурие качча тухма ирӗк панӑ... Ҫапла вара маттур мӑшӑрӑн кӑвӑл-кӑвӑл кӑвакарчӑн пурнӑҫӗ пуҫланать. Кӗркурипе Мархва ҫав тери килӗштерсе, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланса, шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнаҫҫӗ. Малтанхи ывӑлӗ Павӑл ҫуралать. Ку вӑхӑтра Кӗркури Саврӑш вулӑсӗнче батраксен комитетӗнче ӗҫленӗ, батраксемпе хуҫасем хушшинчи ӗҫ договорӗсене ҫырса ҫирӗплетекенӗ пулнӑ, ялсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, батрак прависене саккун хушнӑ пек хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Комсомол волкомӗн яваплӑ секретарӗнче ҫав вӑхӑтра Чӑваш Шупашкарӗнчи Мельниковсен таврашӗ — Никифор Михайлович Охотниковӑн пиллӗкмӗш сыпӑкри тӑванӗ Охотников Петӗр ӗҫленӗ. Петӗрпе Кӗркури туслӑ пулнӑ.
Часах вӑтӑрмӗш ҫулсем персе ҫитеҫҫӗ. Колхоз самани пуҫланать. Кӗркури пӗр вӑхӑт хӑйсен "КИМ" колхозӗнче шут ӗҫӗнче ӗҫлет, вара Шурӑмпуҫ поселока куҫать, унта ҫурт лартать. Ун килӗ хайхи Тӗпсӗр Ҫӑлтан инҫех те мар пулнӑ. Ҫав хушӑра рабфака вӗренме кайма ӑна парти райкоме путевка сӗнет, каяймасть Кӗркури: Мархвапа пӗчӗк Павӑла кам ҫине шанса пӑрахса хӑвармалла? "Килтӗх вӗренкелӗп-ха, — тет вӑл, — ав Шелепи Микулайӗ килте вӗренсех ҫын, поэт пулса тӑнӑ — Хусанта та, Шупашкарта та ятлӑ, ун ҫӑлтӑрӗ ман ҫула та ҫутаттӑр!"
Ак вӑл Аксура книготорг директорне кӗрет, хӑй юратнӑ ҫутӑлӑх ӗҫне туса пыма пуҫлать, ик алла икӗ ҫыхӑ тытса, вӑл час-часах килӗрен киле те ҫӳрет, эп директор-ха тесе тӑмасть. Чылай ҫул хушши вӑй хурать вӑл ҫак ӗҫре. Ун вӑхӑтӗнче чӑвашла тухса тӑнӑ "Сунтал", "Капкан" журналсене, "Канаш" хаҫата ку тӑрӑхра нумай-нумай килте ҫырӑнса илнӗ. Ҫапла пултӑр тесе Кӗркури ырми-канми тӑрӑшнӑ. Районти "кӗнеке хуҫи" хӑй те кӗнеке ҫырасшӑн пулнӑ, унта, лирикӑллӑ сӑвӑсемсӗр пуҫне, "Трактор" ятлӑ лирикӑллӑ комеди, "Минсӑлу" тата "Силемпи" драмӑсем, темиҫе калав кӗмелле пулнӑ. "Тракторне" Саврӑшпуҫ шкулӗнче 1934 ҫулхи хӗлле ҫамрӑксем питӗ хавхаланса, ӑста выляса параҫҫӗ. Ҫамрӑк тракториста юратакан хӗр рольне Андреева Анна Егоровна, "Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче..." юрра пуҫласа юрланӑ манӑн Анна аппах, вылянӑ.
Ытти произведенийӗсене кам та пулин тытса курни паллӑ мар.
Вӑрҫӑччен Кӗркурипе Мархван тата тепӗр ывӑл — Элексантӑр ҫуралать. Унпа эпир 1954-1955 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче Аксу вӑтам шкулӗнчи саккӑрмӗш класра пӗрле вӗрентӗмӗр. Саккӑр пӗтерсен, Сантӑр вӗрӗнме урӑх пыраймарӗ, Хусана куҫса кайрӗ, хими заводне тунӑ ҫӗртӗ платнике вырнаҫрӗ пулас, пӗве кӗрсе ҫитнӗ-ҫитмен авланса ячӗ, Сергей Николаевич Тимрясов таврашӗсен Ҫирӗклӗри Тимӗреҫ Микулайӗн Лисукне качча илчӗ. С.Н.Тимрясов И.Я.Яковлева пулӑшаканӗсенчен пӗри пулнӑ, ӑна Ильминский профессор лайӑх пӗлнӗ.
Гитлер вӑрҫи пуҫлансан, Григорий Гаврилович Калинин малтанхи кунранах тенӗ пек салтак шинелӗ тӑхӑнать, ӑна юлашки хут П.К.Охотников ҫармӑс вӑрманӗнче курса юлать: салтаксем стройпа пынӑ пулнӑ, Кӗркури комиссар форми тӑхӑннӑ. Петӗре палласа илет те стройран чупса тухать. Сывпуллашаҫҫӗ... Урӑх пӗр-пӗрне нихӑҫан та тӗл пулаймаҫҫӗ.
Кӗркури вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ, арӑмӗпе ачисене тӑлӑха тӑратса хӑварнӑ. Кӗркурийӗн виҫҫӗмӗш ывӑлӗ — Коля — ашшӗ фронта ӑсаннӑ чухне амӑшӗн варӗнче юлать. Ашшӗсӗр ҫурма тӑлӑх ӳссе, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи выҫӑ пурнӑҫра виҫӗ ывӑлӗ те нумаях вӗренеймен, пӗри те ашшӗ ҫулӗпе каяс темен — купӑс та каламаҫҫӗ, сӑвӑ-юрӑ та ҫырмаҫҫӗ. Мӗн тӑвас тен, ун пек те пулать ҫав.
Петӗр комиссарпа: "Таврӑнатӑпах!" — тесе уйрӑлнӑ пулин те, Кӗркури килне таврӑнайман — тӑшман ункине лексе хӑтӑлса тухайман-и вӑл е таҫта Гитлер концлагерӗнче пӗтнӗ-и? Ӑҫта шырамалла ун вил тӑприне? Никам та пӗлмест. Чӗрӗ-сывӑ ҫын тахҫанах килне таврӑнмалла, таврӑнмашкӑн май ҫукрах пулсан, хӑй чӗрри ҫинчен те пулин пӗлтерсе хыпар тумалла. Вӑрҫӑ чарӑннӑранпа нумай ҫул иртрӗ, Кӗркурирен ҫаплах нимле сас-хура та ҫук. Ҫамрӑклӑх вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн, ҫӗнӗ йӑла-йӗркешӗн тӑнӑ. Синкер самант килсе тухсассӑн — Тӑван ҫӗршыва хаяр тӑшманрӑн хӳтӗлеме тухса кайнӑ. Маттур, чӑн-чӑн чӑваш пулнӑ Кӗркури пичче, пирӗн ял ҫынни, тата ҫулӑмлӑ поэт пулнӑ. Авторе вӑрҫӑра вилнӗ, юрри вара вилмен, халӗ те пурӑнать, малашне те, нумай-нумай ҫул пурӑнӗ...
Эпӗ ӑна нихӑҫан та, пӗрре те курман, ҫапах вӑл маншӑн ҫывӑх ҫын, тӑванран та тӑван чун, пӗртте вилмен пек, чӗрӗ пек туйӑнса тӑрать. Ун юррине эпӗ мӗн пӗчӗкренех кашни кукрине, янравлӑ тӗлне, картинне-сӑнарне чӗре патне илсе юрланӑ. Ытла та лайӑх юрӑ вӑл ҫав Калинух Кӗркурийӗн "Вӑрман айӗнче, Саврӑшпуҫӗнче" ятлӑ хамӑр ял юрри!
Маларах асӑннӑччӗ ӗнтӗ, Саврӑшпуҫӗнчен колхозсем пуҫланнӑ тапхӑрта тухса ларнӑ Шурӑмпуҫ паҫҫулккинче Кӗркури пичче ҫурчӗ Таркӑн Вӑрманӗпе юнашарах пулнӑ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр сӗм вӑрман ӑна тӑван килӗ пекех туйӑннӑ. Мӑшаре Марфа Андреевна Калинина каланӑ тӑрӑх, Кӗркури пичче ӑна ҫапла шӳтлесе савӑнтарма юратнӑ. "Ытарайми Мархваҫӑм, савнӑ мӑшӑрӑм, ӗмӗрхи лаштра юмансемпе кӑтра хурӑнсем, шӗлтӗрти канӑҫсӑр ӑвӑссемпе ватӑ лапсӑркка ҫӑкасем те манӑн ҫывӑх туссем, юратнӑ юлташӑмсӗм. Ҫавскерсем, калаҫма пӗлмесен те, тӑтӑшах манпа канашлаҫҫӗ, чун-чӗрене уҫӑлтарса, ҫӗклентерсӗ яраҫҫӗ. Ҫавӑнпах пуль ӗнтӗ, эпӗ ҫулла та, хӗлле те, ҫуркунне те, кӗркунне те вӑрманта ҫухалса ҫӳреме юрататӑп..."
Тата Кӗркури пичче Чулпалӑкҫинчи авалхи масар чулӗ ҫине пырса ларса шухӑша путма юратнӑ. Мӗн ҫинчен шухӑшланӑ вӑл? Пӗлме ҫук. Тӑван ял-йышӗпе тӑван кил-йышӗ ҫинчен, тӑван чӑваш халӑхӗн иртнӗ шӑпипе пулас шӑпи ҫинчен, тӑван сӑмах, тӑван сӑвӑ-юрӑ ҫинчен шухӑшланӑ пуль!
Юрату ҫинчен, сӳнми хӗвел пек юрату ҫинчен, шухӑшланӑ поэт: ытарайми Мархвийӗ, савнӑ мӑшарӗ, маттур ывӑлӗсен маттур амӑшӗ, Марфа Андреевна, ун пурнӑҫӗн шӑпи, кӗтнӗ пики пулнӑ...
Аксура вӑтам шкул пӗтерсе килсен, ҫулла, Чулпалӑкҫине тухса, эпӗ те Кӗркури пичче ларма юратнӑ чул ҫине пырса лартӑм. Мӗн ҫинчен пулчӗ-ха шухӑшӑм? Пытармастӑп, партипе правительство ҫинчен мар, тӑван колхоз асра та ҫук, пурте унтан епле тухса тарар-ши тесе ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, чул ҫине пырса ларнӑ май эп... ҫав чул пирки шухӑшла пуҫларӑм, тарӑн шухӑша путрӑм, мана чул айӗнче манӑн авалхи тымар, манӑн пӑлхар мӑн асатте выртнӑн туйӑнса кайрӗ. Хам та сисмерӗм, чунӑмра сӑвӑ йӗркисем, "Манӑн тымар" ятлӑ сӑвӑ кӗвӗленме пуҫларӗ:
Чулпалӑкҫи — ял ҫумӗнчи хӗвеллӗ ҫур утрав.
Ҫак ҫӗр лаптӑкӗнче палхар-ӑсаттесем канаҫҫӗ.
Чул палӑксем кунта чӑнах та пит нумайччӗ.
Ача-пӑча — килеттӗмӗр тавра чупмашкӑн ҫаруран.
Чупсан-чупсан, тантӑшсенчен инҫе кайса,
Лараттӑм ҫырана, путаттӑм шухӑша.
Куҫа, кӑштах хупсан, чуна йӳле ярсан,
Вуншар хӑрушӑ юланут иртетчӗ шӑхӑрса.
Вӑрмансенче кӗрлетчӗ юнлӑ вӑрҫӑ, —
Тутар-монгол хуплатчӗ пӗлӗт пек.
Пӗр йӗкӗте вун пиллӗкӗн хӑваҫҫӗ.
Тен, йӗкӗт — ман тымар, мӑн асатте?..
Халь юлнӑ пӗр чул ҫеҫ. Ыттисене салатнӑ.
Килкартисем сарма, тумашкӑн мунча чуль.
Пӑлхар асаттесен ҫӗршер ҫулсем сӑваплӑ
Упраннӑ шур масарӗ халӗ ҫук.
Тен, тӑлӑх чул мӑн асаттен тӑпри?
Хӑй пӗтнӗ чух, тен, инҫетре мана вӑл курнӑ?
Паллах, ман асатте! — хастар та чухӑн пулнӑ,
Ҫут ирӗклӗх ун пулнӑ пур тупри.
Таса чулсемлӗ ҫур утрав ҫеремӗ
Пурнать чӗресенче ачалӑхпа пӗрле.
Ачалӑха нихҫан нимскер те сӳнтереймӗ.
Апла тума мана хама сӳнтермелле...

Поэта сӳнтерсе лартас текенсем ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере ҫав тери нумай. Вӗсем мӗн тери нумаййине, весен шучӗ ҫултан-ҫул геометри прогрессийӗпе /питӗ хӑвӑрт!/ ӳссе пынине эпӗ шкул ҫулӗсенчех яр уҫҫӑн курса тӑма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑ уйрӑмах эпӗ Хусанта тухса таракан "Хӗрлӗ ялав" ятлӑ чӑваш хаҫатӗнче 1956 ҫулта пичетленме пуҫласан хытӑ палӑрчӗ — чи ҫывӑх тенӗ туссем те вӑрттӑн кураймасӑр ҫӳреме тытӑнчӗҫ. Ҫиелтен хӑйсем — туе, шалтан — ним хӗрхенмесӗр ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахма хатӗр. Творчество, влаҫ, мул, чап тенӗ ҫӗрте нимле туслӑх та, тӑванлӑх та, юрату та пулма пултараймасть иккен — никам ҫине те шанма ҫук. Аҫу-аннӳ ҫеҫ сутмасса пултарать, вӑл та — камӑн мӗнле... Пӗр вартан тухнӑ тӑвану та, хӑш чух, сутать теҫҫӗ. Савни пирки вара — каламалли те ҫук!
Ҫыраканӑн ҫулӗ яланах тумхахлӑ та йывӑр пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫулсем шыракана-уҫакана ырлакантан хурлаканӗ ытларах, анчах та эпӗ ӑна пӑхас мар тетӗп. Манӑн хамӑр ял ҫынни пуҫланӑ юрра малалла ҫырас пулать...
Михаил Сэниель, «Хыпар» хаҫатӗнчен илнӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-09-23 12:19:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9551 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем